Çамрăксен хаçачĕ 24 (6474) № 22.06.2023

22 Июн, 2023

Илем конкурсĕнче ăслăлăх ĕçĕпе паллаштарса тĕлĕнтернĕ

Анна Павлова Шупашкарти 5-мĕш гимназире вĕреннĕ чухнех пуласлăхне медицинăпа çыхăнтарассине пĕлнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕн 2-мĕш курс студентки кăçал «Чăваш Енĕн пĕрремĕш вице-мисĕ» ята тивĕçнĕ.

Амăшĕн çулĕпе

«Ача чухне кашнинех юратнă вăйă пур. Манăн анне тухтăр та, тен, çавăнпа «больницăлла» выляма юрататтăм. Çынсене пулăшни сăваплă ĕç пек туйăнатчĕ. Анне Надежда Александровна Президент перинаталь центрĕнче консультаципе диагностика уйрăмĕнче акушер-гинекологра тăрăшать. Шкула кайиччен те, кайран та анне патĕнче ĕçре час-часах пулаттăм. Вăл пациентсемпе мĕнле калаçнине сăнаттăм. Анне дежурствăра та пулатчĕ, эпĕ унпа пĕрле унта та пĕрре мар «ĕçлесе» курнă. Килте те, пушă вăхăтра, вăл мана ĕçре пулса иртни пирки каласа кăтартатчĕ. Тухтăр вăхăтра пулăшу кӳни çынсемшĕн мĕн таран пĕлтерĕшлине ăнланаттăм. Çапла пулас професси тавра пуç ватмалла пулмарĕ. 11-мĕш класра экзаменсене аванах тытнине кура И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне «Сиплев ĕçĕ» специальноçпе вĕренме кĕтĕм», — каласа кăтартрĕ сесси пынине пăхмасăр пирĕнпе калаçма вăхăт тупнă Анна. Пĕрремĕш курсрах пулас тухтăрсене практикăна янă. Анна Президент перинаталь центрне каяссине малтанах палăртса хунă. Вăл шăпах çав учрежденире ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Хăйне ырă енчен кăтартнă студента ĕçе илнĕ. Çапла шăп та лăп çулталăк каялла, çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Шупашкар пики медицина тытăмĕнчи карьерине пуçланă. 19 çулти пике вĕренме, ĕçлеме çӳренĕ хушăрах тĕрлĕ проекта хутшăнать. Раççейри наука кунĕ умĕн вăл студентсен ăслăлăх-тĕпчев конференцинче тухса калаçнă. Наука ăна гимназире вĕреннĕ çулсенченех килĕшнĕ. Анна Павлова акушерствăпа çырнă тĕпчевĕпе /ăслăлăх ертӳçи — Любовь Любовцева профессор/ призер пулса тăнă. «Ăмăртас туйăм манăн ача чухнех аталаннă. 5 çулта чухне спорт гимнастикипе туслашрăм. Унта 6-мĕш класченех çӳрерĕм. Кайран вара спортăн ку тĕсне пăрахрăм, ишме пуçларăм. Гимназире уроксем пуçланиччен кашни ир бассейнра тренировка тăваттăм. Шывра уçăлнă хыççăн вĕренӳ материалĕ пуçа лайăхрах кĕрет. Спорта халĕ те пăрахман эпĕ, фитнес мана кĕлетке илемне тытса тăма, сывлăха çирĕплетме пулăшать», — терĕ пике. Наци çи-пуçĕпе те, бикинипе те… Хăйне тупăшура тĕрĕслесси Аньăн йăлана кĕнĕ темелле. Кăçалхи çуркунне пуçламăшĕнче вăл социаллă сетьсенче «Чăваш Ен мисĕ» конкурс иртесси çинчен вуласа пĕлнĕ те унта хутшăнма шухăш тытнă. Хĕрĕн хăюллă утăмĕ унăн çемйине — ашшĕпе амăшне, 10 çулти шăллĕне — малтанах тĕлĕнтернĕ. Анчах чиперккене вĕсем: «Санран пулатех!» — тесе хавхалантарнă. «Кастинга илемлĕ те пултаруллă чылай хĕр пухăнчĕ. Паллах, вĕсен йышĕнче модель шкулĕнче пĕлӳ илнисем те сахал марччĕ. Хăшĕ-пĕри илем конкурсне те хутшăнса курнă. Эпĕ вара подиум çине тухмалли опытпа пуçласа паллашрăм. Çапах шанчăка çухатмарăм. 26 хĕре суйларĕç. 26-мĕш номерпе тупăшаканни шăпах эпĕ пултăм», — хĕпĕртенине пытармарĕ Анна. Пикесем тĕрлĕ енпе тупăшнă. «Спорт мисĕ», «Пултарулăх мисĕ», «Ăс-тăн мисĕ», «Туслăх мисĕ»… Пулас тухтăр конкурс тапхăрĕсем витĕр ăнăçлă тухса финала çитнĕ. Юлашки тапхăрта 10 хĕре суйланă, Анна Павлова вĕсен йышĕнче юлнă. Подиум çинче бикинипе те илĕртӳллĕн утнă вăл. Финалта Анна чăваш наци çи-пуçĕпе еплерех мăнаçлăн курăннă тата! Ăнăçу кĕттермен: Анна «Чăваш Ен пĕрремĕш вице-мисĕ» ята илме пултарнă. «Çакă маншăн пысăк çитĕнӳ тесе шухăшлатăп. Конкурса хутшăннă хыççăн хамăн вăя ытларах шанма пуçларăм. Хальччен туса курман ĕçре хăвна тĕрĕслеме хăрамалла маррине ăнлантăм. Паллах, килтисем, ĕçтешсем, пĕрле вĕренекен студентсем мана хавхалантарса пыни те пысăк витĕм кӳчĕ. Эпĕ вĕсем мана шаннине туйса лăпкăн малаллах талпăнтăм. Пысăк тав вĕсене. Президент перинаталь центрĕн тĕп тухтăрĕ Евгений Дубнер çамрăксен пуçарăвĕсене яланах хапăлласа йышăнать. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


«Манăн вертолет çинче пуля шăтăкĕ нумайччĕ»

«Пĕчĕк чухне Елчĕке аппасем патне кайсан АН-2 самолета пĕрремĕш хут çывăхран куртăм. Çав тери унта ларса курас килчĕ. Самолет нумай вăхăт асран тухмарĕ. Çавăн чухне çуралчĕ те летчик пулас ĕмĕт», — аса илчĕ Петр Лазарев майор летчик.

Петр Петрович Елчĕк районĕнчи Шуршу ялĕнче 1958 çулта çуралнă. Ачалăхĕ çавăнтах иртнĕ. Шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ. Аттестат илсенех вăл ачалăхри ĕмĕтне пурнăçлама Сызраньти летчиксен çар авиацийĕн аслă училищине вĕренме кĕнĕ. «Ытти ачаран нимĕнпе те уйрăлса тăман эпĕ. Аннепе кăна ӳснĕ пулин те арçын ĕçĕсене мĕн пĕчĕкрен хăнăхнă. Аннене епле те пулин пулăшма тăрăшаттăм. Вăл манран вĕреннĕ çын тăвасшăнччĕ. Ытти арçын ача пекех урамра выляса ӳснĕ эпĕ. Çавăнпах-тăр ялти ачасен сывлăхĕ çирĕп. Çуллахи каникулта лашапа хирте ĕçлекенсем патне шыв турттараттăм. 9-мĕш класс хыççăн комбайнер пулăшуçинче ĕçлерĕм. Мана, ӳт-пӳрен тĕреклĕскере, çар училищине тӳрех илчĕç. Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне шăпах хам ларса курма ĕмĕтленнĕ самолетпа вĕçрĕм», — калаçăва тăсрĕ Лазарев майор. Вĕреннĕ вăхăтра вăл вертолетчик пулас ĕмĕтпе те çунатланнă. Чăваш каччи пулас Раççей Геройĕпе Николай Гавриловпа пĕр курсра вĕреннĕ. 1979 çулта 400 курсант училище пĕтернĕ те çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Петр Лазарева Забайкалье крайĕнчи Могоча хулине çар тивĕçне пурнăçлама янă. Вĕреннĕ чухне МИ-2 тата МИ-8 вертолетпа вĕçме вĕрентнĕ вĕсене. Унта вара МИ-24 вертолетсем пулнă. Çавăнпа вĕсене Липецк хулине вĕренме янă. Малашнехи пурнăçĕ унăн çак вертолетпа çыхăннă. «1982 çулхи ака уйăхĕнче пире, тăватă экипажа, Афганистана ячĕç. Пирĕн полк çак çĕршывăн çурçĕр тата кăнтăр чиккисене çыхăнтаракан стратеги пĕлтерĕшлĕ вырăнсене сыхларĕ. Гиндукуш тăвĕсен хушшинчи Саланг ятлă ту каççи патĕнче тăтăмăр. Пĕррехинче пире моджахедсем вырнаçнă дувал çине бомба пăрахма хушрĕç. Çак задачăна пурнăçлама тăватă экипаж тухса кайрăмăр. Аялтан вĕçме юрамасть — лектерме пултараççĕ. Пĕр пин çурă çухрăм çӳллĕшĕнче вĕçрĕмĕр. Хамăр аялтине нимĕн те курмастпăр. Бомбăсене кăтартнă вырăна пăрахрăмăр та каялла таврăнтăмăр. Пирĕн пĕр бомба та кирлĕ вырăна лекмен иккен. «Мĕнле летчиксене ярса панă мана? Мĕнле ĕçлемелле сирĕнпе?» — тесе вăрçрĕ командир. Тепĕр кунхине разведчиксем хыпар пĕлтерчĕç. Сакăр саван /мусульмансем вилене чĕркемелли тум/ йăтса тухнине курнă вĕсем. Душмансем бомба ӳкнине курсанах çуртран чупса тухнă та инçех те мар юхса выртакан шыв хĕрринчи хăмăш хушшине пытаннă иккен. Пирĕн бомбăсем шăпах çавăнта ӳкнĕ. Кайран пире командир тав сăмахĕ каларĕ. Эпир ытларах апат-çимĕç, хĕç-пăшал, топливо турттаракан колоннăсене вырăна çитме пулăшаттăмăр. Тăшмансем çывăрмастчĕç. Эпир яланах иккĕн вĕçнĕ, пĕри — командир, тепри — оператор. Вертолет чӳречисем йăлтах бронь кантăклă, пĕр пĕчĕк вырăн çеç ун пек мар. Пĕррехинче çав пĕчĕк шăтăк витĕр пуля кĕрсе ман çийĕн вĕçсе иртсе оператор-штурман ури витĕр тухрĕ. Юрать, чĕрĕ юлтăмăр. Эпĕ Афганистанра пĕтĕмпе 200 сехет вĕçнĕ, çар операцине 166 хутчен хутшăннă. Манăн вертолет çинче пуля шăтăкĕ нумайччĕ. Кашни заданирех 50-60 машинăна вырăна çитереттĕмĕр. Унтанпа 40 çул иртрĕ пулин те çав трассăсем паянхи кун та куç умĕнче. Эпĕ Афганистанра Игорь Морозовпа /«Каскад-4» отряд офицерĕ, совет композиторĕ/ пĕрле пулнă. Унăн юррисене паянхи кун та итлетĕп. Юррисем пире йывăрлăха чăтса ирттерме пулăшрĕç. Душмансене Пакистанран хĕç-пăшалпа, апат- çимĕçпе тивĕçтерсе тăратчĕç. Пĕррехинче пире Пакистан енчен караван килесси çинчен пĕлтерчĕç. Эпир çийĕнчех унта кайрăмăр. Чăнах та, ашаксен караванĕ килни курăнчĕ. Çулĕ питĕ хĕсĕк. Пĕр енче — ту, тепĕр енче — чăнкă çыран. Пур ашак çинче те — туп-тулли тавар. Манăн оператор малти ашака печĕ те, лешĕ кăлтăркăлтăр çыраналла чăмрĕ. Ун хыççăн — теприсем. Афганистанра пулнă вăхăтсем асран тухмаççĕ, 40 çул хампа пĕрле çӳреççĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Пушар хыççăн тислĕк купи кăна юлчĕ»

«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче манăн анне письмоносец пулнă: Первомайскинчен Турханти почта уйрăмне лашапа хаçат-журнал, çыру турттарнă. Çăпата тăхăннăскер килĕрен салатса çӳренĕ. Атте почта ертӳçиччĕ. Ун чухне вĕсене укçа сахал тӳленĕ. Пирĕн çемье вара питĕ йышлăччĕ. Почта ертӳçи тесе аттене 25 сотăй çĕр уйăрса панă. Ăна вăрçа илсе кайман, унăн бронь пулнă. Тĕрĕссипе, куçĕ те курмастчĕ. Ăна лаша тапса суранлатнă», — вăрçă çулĕсенчи йывăр вăхăта аса илчĕ Патăрьел округĕнчи Каншелте пурăнакан Елизавета Николаева.

«Не фуражка, а варежки»

Вăл çак тăрăхри Анат Тăрмăш ялĕнче 9 ачаллă çемьере çуралнă. Унсăр пуçне ашшĕпе амăшĕ пĕр тăлăх ачана хӳтте илнĕ. Лиза хĕрсенчен чи асли пулнă. Çавăнпа унăн шăллĕ-йăмăкне пăхма тивнĕ. «Эпĕ йĕркеллĕ çывăрса та курман, — аса илчĕ Елизавета Семеновна. — Анне мана пĕрремĕш тăрататчĕ. Манăн е хур, е кантăр сыхлама каймаллаччĕ. Унччен хурсене хальхи пек килте тырă çитермен. Хирте тырă ӳсетчĕ те çавăнта хăваласа утатчĕç. Хурсене кĕртсе яратчĕç те лешсем тырă пусси тăрăх каятчĕç. Пĕртăвансенчен халĕ 7-ĕн пурăнатпăр: шăллăмсемпе йăмăксем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленчĕç. Тете Валентин тата йăмăк Мелания Çĕнĕ Шупашкар хулине хăпартнă чухне пĕрремĕш кирпĕч хуракансем пулнă. Вĕсем пирки хаçатра та çырнăччĕ. Йăмăк крановщицăра ĕçленĕ. Тете вилчĕ ĕнтĕ. Йăмăк Зина 5-ре чухнех хĕрлĕ шатрана пула пурнăçран уйрăлчĕ. Ача чухне тырă вырма вĕрентĕм, 7 класс пĕтернĕ-пĕтермен фермăна ĕçе вырнаçрăм. 30 пушмак пăрăва пăхаттăм, вĕсене пĕчченех çырмана курăк çитерме каяттăм, кайран каялла хăваласа таврăнаттăм. Аттене Муркаш тăрăхĕнчи Мăн Сĕнтĕре ĕçлеме ячĕç. Çапла пирĕн çемье пайланчĕ: эпĕ, асанне тата пĕр йăмăк ялтах юлтăмăр, шăллăмсем Кольăпа Петя тата йăмăк Мелания атте-аннепе пĕрле тухса кайрĕç. Мăн Сĕнтĕрте эпĕ те кăштах пурăнса куртăм. Асаннепе йăмăка пăхмалла тесе мана каялла кайма хушрĕç. Хуçалăх ман çинчеччĕ, сăра вĕретме те вĕрентĕм. Пĕррехинче вутă кирлипе вăрмана кайма колхозран 6 лаша ыйтса илтĕм. Арçынсем лав çине 2-шер ларса кайса вутă турттарса килсе пачĕç. Ялти çынсене пулăшма, вутă турттарма хам та çӳреттĕм. «Çав Тамуков хĕрне чĕнĕр-ха, вăйлă ĕçлет», — тетчĕç ман пирки. Кăштахран атте Шупашкара кайнă та: «Çемьерен уйрăм пурăнаймастпăр», — тесе пуçлăхсене хăйне хамăр тăрăха каялла яма ӳкĕтленĕ. Аттепе анне таврăнсан эпĕ Чĕмпĕре вербовкăпа ĕçлеме тухса кайрăм. Куйбышев ГЭСне тăваççĕ те Чĕмпĕрти цемент заводне шыв илет-мĕн. Пĕр класри Степанида, Евгения, Анисса, Мария тата эпĕ çавăнта ĕçлеме кайрăмăр. Тачкăпа бетон сĕтĕреттĕмĕр, каçхине те ĕçлеттĕмĕр. Унтан пире кĕреçепе карьер чавтарчĕç. Ĕçленĕшĕн 400 тенкĕ пачĕç. Пăрахутпа тумтир туянма кайрăмăр. Çавăн чухне такам пĕр хĕрĕн укçине кăларса илнĕ. Пĕр кĕпе, плащ пекки туянтăмăр — укçа тек нимĕн илме те çитмерĕ. Завод çумĕнчех цемент пушататтăмăр, михĕсене йăтса купалаттăмăр. Ĕçленĕ çĕрте çăкăр çитместчĕ. Завод патне сутма пыратчĕç те туянса юлаттăмăр. Сĕтпе çăкăр çикелесе Чĕмпĕрте çулталăк ĕçлерĕмĕр. Яла таврăнтăмăр та — çамрăксем Мускава каяççĕ. Манăн та каяс килчĕ, хитре тăхăнас килнĕ ĕнтĕ. Ун чухне колхозран паспорт илме справка памастчĕç. Председателĕ хамăрăн тăванччĕ. «Мана справка патăр-ха», — тесе аннене ӳкĕтлерĕм. Вăл кайса калаçнă. Справка илнĕ хыççăн Первомайскине паспорт патне кайрăм. Мускава кайиччен пĕр арçын мана вăрмана курăс касма илсе кайрĕ. Унран мунчала тăватчĕç. Ĕçленĕшĕн 100 тенкĕ пачĕ. Çав укçана Мускава кайма тесе тытса тăтăм. Çула тухас умĕн аттерен те укçа ыйтас терĕм. Почта уйрăмне кĕрсе тăрсан нимĕн чĕнейми пултăм. Атте питĕ çирĕпчĕ çав. «Лиза, каятăн-им?» — тесе ыйтрĕ. «Ăхă», — терĕм. «Ну, чипер кай», — пулчĕ хурав. Атте 1 пус та паманнинчен тĕлĕнтĕм. Кайран качча кайсан, ача çуратсан кун пирки аса илтерсе пĕрре мар каларăм. «Тек ан кала, çитет», — тетчĕ. Мускава хамăр ялти Шурапа, Лидяпа тата Кĕтернепе кайрăм. Кӳршĕ ялсенчен те хĕр нумайччĕ. Мускава çитсен хăшне-пĕрне каялла ячĕç. Эпĕ тĕреклĕччĕ те ĕçлеме хăварчĕç. Пире Домодедово аэропортне тума илсе кайрĕç, пĕр барака вырнаçтарчĕç. Апата пĕчĕк плита çинче пĕçеретчĕç. Ун умĕнче пирĕнтен аслăраххисем кăна хуçаланатчĕç. Эпир апат лартма тăрсан пирĕн кастрюльсене илсе пăрахатчĕç. Çур литр шыв, пĕр батон илеттĕмĕр те çавна çисе тăранаттăмăр. Шывĕ те çителĕксĕрччĕ-ха. Чăваш ачи, Ваçук Тарасов, самосвалпа шыв турттаратчĕ. Пирĕн валли пăртак хăваратчĕ. Мускав хĕрĕсем те ĕçлетчĕç. Анчах вĕсене мар, мана бригадир пулма шанчĕç. Унти пуçлăхсем атте почта ертӳçи пулнине пĕлнĕ. Эпир стройка валли бетон хатĕрлесе парса яраттăмăр. Пĕррехинче вакунпа вак чул тиесе килчĕç. Ăна пушатма чĕнчĕç. Пуçлăхĕ вара укçа парасшăн пулмарĕ. Хăраса тăмарăм, тарăхнипе кăшкăрса тăкрăм. «Пушатма мĕнле йывăр, укçа мĕншĕн памастăн?» — терĕм. Вăл мана хыççăн хăваларĕ, пĕрех çитеймерĕ. Çитнĕ пулсан çапса чикĕлентеретчĕ пуль. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


«Шурçамка кашкăра тытнă Валяхха — манăн атте»

Патăрьел тăрăхĕнчи Сăкăт ялĕнче пурăнакан Иван Суркова çамрăксем хисеплесе Ванюш тете тесе чĕнеççĕ. Çут тĕнчере 67 çул пурăнать. Вăл тăван тăрăхĕшĕн тунă ĕçĕсене шутласа та кăлараймăн. «Эпĕ мар, эпир тунă», — тет Ванюш тете. Чăнах та, ялта Иван Владимировичпа пĕр шухăшлисем пулмасан пысăк ĕçе епле пуçăнăн?

«Херма хĕрне качча ил» Çамрăк чухне пурнăç мĕнле килсе тухассине пĕлейместĕн. Ванюш Сăкăтри шкулта 8-мĕш класс пĕтерсен Шупашкарти профтехучилищĕне вĕренме кайнă. Диплом илсен хуларах юлас шухăш та пулнă. Ара, çемьере 5 пĕртăван ӳснĕ вĕсем: виçĕ ывăл та икĕ хĕр. Училище хыççăн салтака кайма та вăхăт çитнĕ. 1974-1976 çулсенче Казахстанри ракетăсен çарне лекнĕ вăл. Салтакран таврăнсан ялтах юлма шутланă. «Херма / чăваш хĕрарăмĕ «ферма» тесе калайман ĕнтĕ. — Авт./ хĕрне качча илмелле», — тенĕ час-часах амăшĕ ывăлне. Ватлăх енне сулăннă хĕрарăма ĕне пăхма та йывăр пулнă ĕнтĕ. «Каçхине клуба кайиччен тăрăшсах ĕне сума тиветчĕ. Юлташсем кĕтсе тăратчĕç, «Хăвăртрах!» — тесе васкататчĕç», — аса илчĕ Иван Сурков. Чăнах та, Ванюш фермăра ĕçлекен Валентинăпа пĕрлешнĕ. Валентина Петровна ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ. Сурковсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ӳстернĕ. Вĕсен ачалăхĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче иртнĕ. Çук, ун чухне йывăр килнĕ темеççĕ Сурковсем. Мĕн пур ырлăхне ачисене пама тăрăшнă. Тăван ялне çĕклессишĕн те вăй-халне шеллемен. Иван Владимирович тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. «Красное знамя» колхозра газ хуçалăхне 10 çул ытла ертсе пынă. Пĕр вăхăт арманта вăй хунă /çак арман пирки каярахпа сăмах пулĕ-ха/. Пĕр сăмахпа, Иван Владимирович ялта курăмлă çын пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ялсенче хупăннă чиркӳсене çĕнĕрен хута яма тытăннă. Сăкăт ялĕнче 1749 çулта уçнă чиркӳ пулнă. Ăна хупсан çурчĕн вырăнĕ те юлман. Ялти сумлă ватă çынсем чиркĕве çĕнĕрен уçма шутланă. Чи хастаррисем Пантелеймон Вуколовпа /Пенти тете/ Клавдия Куракова пулнă. Вĕсем пĕр шухăшлă вунă çынна пуçтарса ĕçе пуçăннă. Хăйсен ушкăнне Иван Суркова та илнĕ. Вĕсем тăрăшнипе 1996 çулта çĕнĕрен хăпартнă чиркĕве Иисус Христос çуралнине халалланă. «Чиркӳ хупăннă пулсан та ялти ватăсен хушшинче Турра ĕненекенсен йышĕ чакманччĕ. Нумайăшĕ пысăк праçникре 10 çухрăмри Тăрăн ялĕнчи чиркĕве çуран çӳретчĕ. Эпĕ хам та аннене унта леçеттĕм. «Эх, хамăр ялта чиркӳ уçнине кураятпăр-ши?» — тетчĕç вĕсем. Мухтав Турра, нумайăшĕ курчĕ. Анчах чиркĕве уçассишĕн тăрăшнă ватăсенчен пĕри те юлмарĕ. Качакипе илĕртнĕ Çын малаллах пурăнать, талпăнать. Сурковсем яланах выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă. Çулла вĕсене кĕтĕве янă. Пĕр çулхине Иван Владимирович кĕтĕве радиоприемник илсе кайнă, кунĕпех чăваш кăларăмĕсене итленĕ. Çапла Чăваш Енре çулталăка садсемпе парксене халалланине пĕлнĕ те хавхаланса кайнă. Вĕсен пахчи хыçĕнче ĕлĕк икĕ арман ĕçленĕ. Ун пирки Юхма Мишши /вăл Сăкăтра çуралнă/ «Шурçамка» повеçĕнче тĕплĕн çырса кăтартнă. Повеçри ĕçсем, чăннипех те, Сăкăт ялĕнче пулса иртнĕ. Шурçамка кашкăр ял халăхне нумай сăтăр кӳнĕ. Ăна тытас тесе ялти сунарçă Валяхха нумай асапланнă. Хăйĕн пĕртен-пĕр качакине арман патне кăкарса хунă. Ун патне пыратех тесе шутланă. Анчах кашкăрĕ тата чеерех пулнă. Сунарçă киле шăрпăк илме кĕнĕ вăхăтра качакине тытса кайнă. Çапла намăс курнă сунарçă. Çапах Валяхха Шурçамкана пурпĕрех тытнă. Кашкăрăн çурисене те тĕп тунă. Çапла нуша курма пăрахнă. Валяхха сунарçă — Иван Сурковăн ашшĕ Володька /Владимир Иванович/. Кашкăра тытнă хыççăн унпа ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕк Сурковсен çемйинче паянхи кун та упранать. Валяххана Шурçамкана тытнăшăн пĕр сурăх тата пĕр карттус пилĕк пуслă укçасем панă. Çак ĕмĕр пуçламăшĕнче çав арман пĕтнĕ, унта çӳп-çап тăкмалли вырăн пулса тăнă. Иван Сурков çак историллĕ вырăна асăнмалăх пултăр тесе ăна тасатса парк уçма шухăш тытнă. Вырăнти администрацие кайса калаçнă. Унта хирĕç пулман, пулăшма шантарнă. Чи малтан Иван Сурков мăшăрĕпе çак вырăна çӳп-çапран тасатнă, полигона икĕ трактор прицепĕ кайса тăкнă. Унтан карта тытса çавăрнă, йывăç хунавĕсем кайса илнĕ, шкул ачисемпе хырсем лартнă. Каярахпа Иван Владимирович улмуççисем лартма тытăннă. Хальхи вăхăтра йывăçсем вăрман пек кашласа лараççĕ, улмуççисем çимĕç параççĕ. Пăхса ытармалла мар илемлĕ вырăн. Анчах ăна тирпейсĕрлетекенсем те пур. Икĕ хурăна касни, каллех çӳп-çап килсе тăкма тытăнни пирки тарăхса каларĕ Иван Владимирович. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Помидор мĕнле ӳстермелле?

Светлана Чернова вăрттăнлăхĕсемпе интернетра та паллаштарать

Çулла уяр кунсенче пахчара ĕçсен вĕçĕ-хĕрри çук. Ирхине йăран хушшине тухсан хĕвел анăçалла хăш вăхăтра сулăннине те сиссе юлаймастăн. Кӳкеçре пурăнакан Черновсем çу каçа мĕн чухлĕ çимĕç туса илнине курсан ирĕксĕрех: «Хăш вăхăтра çывăраççĕ-ши вĕсем?» — тесе шухăшлатăн.

Шкулшăн тунсăхланă Нумай çул пĕр сукмакпа утакан мăшăртан тĕслĕх илме те, тĕлĕнме те сăлтавсем пур. Светлана Васильевна тивĕçлĕ канăва тухсан тăрăшсах теплицăра пахча çимĕç ӳстерме пуçланă. Темиçе çулта помидорпа аппаланса унăн 200 сортне çитĕнтерсе курнă. Тĕлĕнмелле те, 60 çул урлă каçнă хĕрарăм çĕр çинче ĕçленипе кăна çырлахмасть, интернетра ятарлă канал уçса чун киленĕçĕпе паллаштарма пуçланă. Унта вăл кашни кун тенĕ пекех пост вырнаçтарать. «Шкулта 30 çула яхăн ĕçлерĕм. Пуçламăш классене вĕрентрĕм. Учитель ĕçĕ мана яланах илĕртнĕ, татах та вăй хунă пулăттăм. Анчах пурнăç яланах эпир шутланă пек пулса пымасть. Аннен йăмăкĕ ури ыратнипе питĕ аптăратчĕ. Утаймиех пулнăччĕ. Ачи-пăчи çук — камăн та пулин пăхмалла вĕт ватă тăванăмăра. Аннен те çулĕсем малаллах кайрĕç. Вĕсене тимлĕх кирлине ăнланса ĕçе пăрахрăм. Пĕрремĕш çул питĕ йывăр пулчĕ. Эпир пурăнакан çурт лицея хирĕçехчĕ. Балкона тухсан е чӳречерен вĕренекенсемпе ĕçтешсем шкула васканине курсан чун питĕ тунсăхлатчĕ. Каярах кăштах лăплантăм. Анчах ĕçсĕр пурăнаймассине ăнлантăм. Çапла район администрацийĕн ЗАГС пайне вырнаçрăм. Аванах ĕçлесе кайрăм, 10 çула яхăнах вăй хутăм», — çыхăнчĕ калаçу Светлана Васильевнăпа. Черновсем иккĕшĕ те Шăмăршă тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ. Иккĕшĕ те пĕр çултиех, вĕсем шкулта параллельлĕ классенче вĕреннĕ. Юрий Вадимовичпа Светлана Васильевна 40 ытла çул каялла пĕрлешнĕ. Шăпа çемьене Кӳкеçе илсе çитернĕ. Çулсем иртнĕ май умлăн-хыçлăн 3 пепке çут тĕнчене килнĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем хăйсем те мăшăрлă, ача-пăчаллă. Ашшĕпе амăшне 6 мăнук парнеленĕ. «Паян теплицăра манпа пĕрле аслă мăнукăм Сережа тăрăшсах ĕçлерĕ. Вăл 9-мĕш класран вĕренсе тухрĕ, патшалăх тĕп экзаменĕсене тытрĕ. Паян ав «пиллĕк» илнине пĕлтĕмĕр те — кунĕпех пурте савăнăçлă! Ачасем, мăнуксем пулăшмасан çавăн чухлĕ теплицăна пăхса тăраятăп-и вара?» — терĕ хастар пахчаçă тата блогер. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Мунча» юрă çырсан милĕк парнелеме тытăннă

«Эсир хăвăра паллă çын тесе шутлатăр-и?» — тесе ыйтсан вăл: «Çук, эпĕ хамăн ĕçе юрататăп кăна», — тет. Типшĕм Сашук пысăк сцена çинче — 15 çула яхăн. Анчах унăн сăввисемпе хывнă юрăсем 2000 çулсен пуçламăшĕнчех палăрнă. «Тин» ушкăн шăрантарнă «Смс яр Анюка» юрра килĕштернĕ-и эсир? Сăмахĕсен авторĕ — шăпах Типшĕм Сашук, кĕвви — Николай Казаковăн. Типшĕм Сашук паян — пирĕн хăна.

Шупашкарта — 30 ытла концерт

— Тӳрех ыйтам-ха: мĕншĕн «Типшĕм Сашук»? Кун пек ят мĕнле майпа тупăнчĕ?

— И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культурологи факультетĕнчен вĕренсе тухсан Елчĕк районĕн администрацине пырса кĕтĕм те — районта Александр Егоровсем 12-ĕн. Ун чухне калавсем, сăвăсем çыркалаттăм. Эпĕ ĕмĕрĕпех имшеркке пулнă, халĕ кăна тĕреклĕрех. Çапла «Типшĕм» пулса тăтăм. Шутлатăп та, çын тĕреклĕ пулнинчен лайăхраххи çук. Халĕ çын ретне кĕтĕм ĕнтĕ, спортзала çӳретĕп /кулать. — Авт./. Турникрен 10 хутчен туртăнатăп, 50 отжимани, 200 килограмм таякан штангăна йăтса 200 приседани тăватăп. Спортзала 5 çул çӳретĕп. Малтан 70-80 килограмм та йăтаймастăм. Ачасене ура çине тăратма вăй-хал çиттĕр, ватăлас мар тесе спорта пăрахмастăп.

— Эсир çамрăк чухнех çывăх çынсемсĕр тăрса юлнă. Вĕсене аса илер-ха…

— Эпир çемьере виçĕ ывăл ӳснĕ. Эпĕ кĕçĕнни. Анне Нина Петровна — учитель, атте Алексей Васильевич ветеринар пулнă. Атте хăйĕн ĕçне питĕ лайăх пĕлетчĕ. Çĕр варринче те пулăшма чĕнетчĕç. Анне 54 çулта çĕре кĕчĕ. Атте 62-ре усал шыççа пула вилчĕ. Ури çинче мăкăль пурччĕ. Вăл больницăна ĕмĕрне те кайман. Мăкăлĕ вара ӳссех пычĕ. Юлашкинчен вырăн çинчен тăраймиех пулчĕ. Кӳршĕ ачи травматолог, ăна хăйĕн машинипе больницăна вăйпах илсе кайрĕ. Эпĕ ун чухне 28-таччĕ, ялта тĕп килте пурăнаттăм. Аттене операци тунă вăхăтра пичче арăмĕпе канма кайнăччĕ, эпĕ хулара вĕсен ачисене пăхаттăм. «Аçу утаймасть, мĕншĕн килместĕн?» — тесе шăнкăравларĕç ялтан. Кайрăм. Атте чăнах та выртать иккен. Тин кăна операци тунă, мĕншĕн утаймасть вара? Анализĕсене тухтăра кайса кăтартрăм. «Пурăнмалли сахал юлнă. Нумайран та 1 уйăх», — терĕ. Питĕ йывăр пулчĕ. Анчах атте вăйлă ыратсан та хăйне çирĕп тытрĕ. Çĕрĕпе çывăраймастăмăр. Кун пек нушана курма тăшмана та сунмастăп. Атте куç умĕнче вилчĕ, пехиллесе хăварчĕ. «Аннӳпе иксĕмĕр сире çӳлтен пурнăç тăршшĕпе упраса тăрăпăр», — терĕ. Паянхи кун та йывăр самантсенче унăн сăмахĕсене аса илетĕп. Атте пехилĕ пурнăçра нумай пулăшать.

— Пĕр вăхăт эсир Мускавра ĕçленĕ. Унта мĕнле нуша илсе çитерчĕ?

— Пĕччен тăрса юлтăм. Чунра пушă, куçран куççуль тухать. Пĕррехинче пахча çумланă чухне иккĕмĕш сыпăкри шăллăм шăнкăравларĕ. «Мĕн килте макăрса ларатăн? Кай Мускава», — терĕ. Эпĕ вара унччен Мускава кайса та курман, çул укçи те çук. Ялти юлташран кăштах кивçен илсе çула тухрăм. Унччен яка тăхăнса та курман темелле ĕнтĕ. Хăра-хăра Мускава тухса кайрăм, шăллăм хăех кĕтсе илчĕ. Сантехника енĕпе ĕçлемелле терĕ. Эпĕ вара болгарка та тытса курман, пӳрне пысăкăш шпилькăна та касма пĕлместĕп. Хуллен-хуллен ĕçе вĕрентĕм, кайран килĕшсех кайрĕ. Шалăва кăштах пурăнмалăх хăвараттăм та ыттине перекет кĕнеки çине кайса хураттăм. Майĕпен укçа пухăнма пуçларĕ, лайăх тăхăнма тытăнтăм. 7 пин тенкĕ парса сăран пушмак туянни асра. Унччен 300 тенкĕллĕ дерматин туфлипе кăна çӳреттĕм. Кайран ĕç укçи памассерен пĕрер юрă валли аранжировка тума пуçларăм. Анчах çыртаратăп та — ĕç малалла каймасть. Кайран Владик Иванов темиçе юрă хатĕрлесе пачĕ. «Салху юмах», «Пурнăç малалла тăсăлать», «Шанăçпи» — çак юрăсем чи вăйлисем пулса тăчĕç. Вĕсене машинăсенче янăраттаратчĕç. Çавăн хыççăн халăх хисепне тивĕçрĕм тесе шутлатăп. Кайран Мускав йăлăхтарчĕ, сăлтавĕсем те пурччĕ — Чăваш Ене таврăнтăм.

— Çапла юрăç карьери пуçланчĕ-и?

— Эдуард Табаевпа тĕл пултăмăр. Вăл мана концертсене илсе çӳреме пуçларĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çӳресе халăха хам пирки пĕлтертĕм. Унтан, 2009 çулта, хамăн пĕрремĕш концерта йĕркелеме шутларăм. Петр Ермолаев пулăшрĕ, программине унăн килне кайса хатĕрлерĕмĕр. Вăлах ертсе пычĕ. Юлташсем те нумай пулăшрĕç. Концерт Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртрĕ. Халăх туллиехчĕ. Çак туйăма нихăçан та манас çук. Сцена çине тухрăм, пĕрремĕш юрă хам çуралнă Елчĕк тăрăхĕнчи Элекçей Тимеш ялĕ пирки пулчĕ. Халăх: «Вау!» — тесе кăшкăрсан çурăм тăрăх сивĕ тар чупса иртрĕ. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.