Çамрăксен хаçачĕ 23 (6473) № 15.06.2023

15 Июн, 2023

«Салтакра сăвă çырса тунсăха пусараттăм»

Вĕрентекен хавхалантарнă

Çамрăк-ха вăл, 23 çулта çеç. Анчах пурнăç çине ватă çын пек тарăн шухăшлăн пăхни тĕлĕнтерчĕ. Кольăн ашшĕпе амăшĕ, Верăпа Сергей Еллинсем, — çĕр çинче тар юхтарса ĕçлекен çынсем. Вĕсем икĕ ачине те, Кольăпа Юльăна, çĕре юратма вĕрентнĕ. Çĕнĕ Ахпÿрт республикăра севок туса илессипе палăрса тăрать. Унта ĕлĕкех кашни çемье çак ĕçпе аппаланнă. Халĕ ку енĕпе ытларах фермерсем ĕçлеççĕ. Еллинсем те хăй вăхăтĕнче севок туса илнĕ. Халĕ лаптăка чакарнă. Çавăнпа Коля нихăçан та ĕçрен хăраман.

«Ним тумасăр ларсан маншăн тĕнче пĕтнĕнех туйăнать. Çавăнпа мĕнпе те пулин аппаланма тăрăшатăп. Тин кăна салтакран таврăнтăм. Тÿрех милĕке кайса килтĕм. Салтакра та ÿркенмен эпĕ. Пĕр çулта мĕнле кăна ĕç тума вĕренмерĕм-ши? Салтаксен хушшинче наяннисем те пурччĕ. Ĕçлес мар тесе тĕрлĕ сăлтав тупатчĕç. Пушă вăхăтра тетрадь илеттĕм те пуçра çуралнă сăвă йĕркисене шăрçаласа хураттăм. Çапла çулталăкра 3 пысăк тетрадь çырса тултартăм», — каласа кăтартрĕ Коля Еллин.

Çĕнĕ Ахпÿртри шкулта вĕреннĕ вăл. Ача пĕлÿ патне мĕнле туртăнни вĕрентекенрен нумай килет. Коля чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенне Елена Колпаковăна ырăпа аса илчĕ: «Кĕçĕн класра чухне чăваш чĕлхине питех тĕшмĕртместĕм. 5-мĕш класа çитсен пире Елена Николаевна вĕрентме тытăнчĕ. Эпĕ сăвăсене чи малтан пăхмасăр каласа параттăм. Ку манăн аван пулатчĕ пек. «Коля, санăн кăштах кăна тăрăшмалла, вара питĕ маттур ача пулатăн», — тетчĕ учитель. Эпĕ вара тăрăшаттăм. Хамăра та пĕр-пĕр темăпа сăвă çырма хушатчĕ. Эпĕ çырнисем килĕшÿллĕрех пулса тухатчĕç пуль те — каллех хавхалантаратчĕ. 9-мĕш класс пĕтернĕ тĕле сăвăсем пуçтарăнма пуçларĕç. Учитель хавхалантарнипех эпĕ вĕсене районти «Авангард» хаçата, республикăра тухса тăракан «Тантăш», «Самант», «Хресчен сасси», «Тăван Атăл», «Капкăн» кăларăмсене ярса пама тытăнтăм. Пичетлесе кăларни питĕ хавхалантаратчĕ. 10-11-мĕш классене район центрĕнчи шкула çÿремеллеччĕ. Эпĕ вара унта каяс темерĕм, Шупашкарти коопераци техникумне çул тытрăм. Унта вĕреннĕ вăхăтра та сăвă çырма пăрахмарăм. Пирĕн йăхра никам та сăвă çырмасть. Мансăр пуçне никам та литературăпа интересленмест. Тете Вася Еллин пур. Вăл купăс питĕ чаплă калать. Пĕр ĕçкĕ-çикĕ те унсăр иртмест. Ахаль чухне те пирĕн пата кĕрсен купăс каламасăр тухса каймасть. Пĕчĕк чухне те мана ытларах вăл хавхалантаратчĕ. Хăнана килсенех кĕвĕ тăсса яратчĕ те — эх! ташлаттăмăр вара. Вася тетене пула хам та купăс калама вĕрентĕм», — сăмах çăмхине малалла сÿтрĕ Николай. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА

♦   ♦   


Тĕлĕкре те йăх-несĕлне тĕпчет

Пулăç яланах пулла каяссишĕн çунать тенĕ пек, Вăрмар тăрăхĕнчи Çÿлти Кинчер ялĕнчи Николай Кириллов тĕлĕкĕнче те йăх-несĕлне тĕпчет. Кăçал вăл тăванĕсене 10 ăру таран тупса палăртнă. Тăван ялĕнче кашни килтех тенĕ пек хурăнташ пурăннине пĕлни Николай Васильевичшăн хăйĕншĕн те тĕлĕнтермĕш.

Йăхташĕсемпе мăнаçланать

70 çул урлă каçнă Николай Кириллов йăх-несĕлĕпе мĕн ачаранпах кăсăкланать. Çитĕнсе çитичченех вăл ватăсенчен хăйсен ратнинчи çынсем çинчен ыйтса пĕлме юратнă. Çемьеленсен вара хăйĕн кăна мар, мăшăрĕн тăванĕсемпе те кăсăкланма тытăннă.

— Пĕррехинче тăван ялтах пурăнакан Василий Еремеева тĕл пултăм. Калаçса кайрăмăр. Вăл мана йăх-несĕлĕ çинчен хăй пĕлнĕ таран каласа пама тытăнчĕ — кăсăкланса пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă çемье историйĕпе кама-тăр паллаштарас килнĕ ĕнтĕ унăн. Ку иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех пулчĕ. Çав тĕлпулу хыççăн эпĕ йăх-несĕл çинчен мĕн пĕлнине хулăн тетрадь çине çырса пыма тытăнтăм. Пурăна киле виçĕ тетрадь тулчĕ. Ялти сумлă çынсемпе вĕсен йăх-несĕлĕ пирки уйрăм çырса пытăм. Сăмах май, пирĕн пысăках мар ялтан икĕ профессор тухнă: филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Егоров тата педагогика наукисен докторĕ Василий Ковалев. Николай Иванович манăн виççĕмĕш сыпăкри пичче пулнипе мăнаçланатăп. Вăл чăваш халăхĕн историйĕпе чĕлхине нумай тĕпченĕ. Китая та çитнĕ. Павел Мочаловпа Валерий Ефремов полковниксем çĕршыва хÿтĕлесе палăрнă. Сумлă çынсен йышĕнче асаттене Кирилл Федоровича та асăнма пулать. Вăл Анатолий Буденый çарĕнче кавалерист пулнă. Шел, пуçĕ шăннăран чире кайса ир çĕре кĕнĕ. Асаннепе, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнер ялĕнче çитĕннĕ Ульяна Ивановнăпа, 9 ачана кун çути кăтартнă вĕсем. Улттăшне кăна пурăнма пÿрнĕ. Манăн атте Василий çемьере иккĕмĕш ача пулнă, — çапла пуçларĕ калаçăва ял историне те тĕпчекен хастар ватă.

Николай Кириллов авлансан çемйипе Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Строительство организацийĕнче прорабра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. Канмалли кунсенче тăван ялне килсен кăшт пушă вăхăт тупăнсанах çынсенчен ыйтса пĕлме, тĕпчеме тăрăшнă. Хăй каланă тăрăх, темиçе çулта Çÿлти Кинчер йĕри-таврашне, 15 километр таран, урлă-пирлĕ темиçе хутчен те çаврăннă. Çапла хăйне евĕр «историк» тăван кĕтесĕнчи кашни килте камсем ĕмĕр ĕмĕрленине кăна мар, таврари ялсенче кун çути курнă çынсен кун-çулĕ пирки те нумай пĕлет. — Тетрадь çинче çырса пынипе паллашма, несĕл епле «туратланса» пынине куç умне тÿрех кăларма йывăр. Çавăнпа йывăç ÿкерсе туратсем вырăнне çынсен ятне-шывне, вĕсем хăш çулсенче пурăннине çырма пуçларăм. Малтанах тетрадь листи çинех ÿкертĕм. Ун хыççăн, туратсем вырнаçайми пулсан, А-3 форматлă хытăрах шурă хут çине. Ун çинче те тăвăрлансан ватманпа усă курма тытăнтăм, — ĕçе епле йĕркеленине ăнлантарчĕ вырăнти тавра пĕлÿçĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА 

♦   ♦   ♦


«Хăнана кайсан та çын пек саркаланса ларайман эпир»

«Ялти чи ĕçчен çемье. Ашшĕ-амăшĕ те, вĕсен пĕртăванĕсем те çĕр çинче пиçĕхсе ÿснĕ. Хĕрĕсем ылтăн алăллă, юрраташша та ăста», — терĕç Комсомольски тăрăхĕнчи Асанкасси ялĕнче пурăнакан Наталья Белова [хĕр чухнехи хушамачĕ Школьникова] пирки ыйтсан.

Пысăк та туслă çемье

Александрпа Зинаида Школьниковсен çемйинче пилĕк хĕр те пĕр ывăл çитĕннĕ. Хĕрĕ Наташа çамрăк чухне ĕмĕрне ялтах ĕмĕрлессе шутламан та. Çемьере вăл иккĕмĕш хĕр пулнă. Наташа 11 класс пĕтернĕ вăхăтра аппăшĕ Татьяна качча тухнă. Ун хыççăнах çемьене инкек килнĕ: ашшĕ çĕре кĕнĕ, амăшĕ йывăр чирлесе ÿкнĕ. Больницăра çулталăк выртсан тин киле таврăннă вăл. Тухтăрсем чылай вăхăт чирне тупса палăртайманнипе амăшне тивĕçлĕ сиплеймен. Диагноз уçăмлансан тин майĕпен вăй илнĕ, йывăрпа та пулин çĕнĕрен утма хăнăхнă вăл. Çавăнпа Наташа шкулти экзаменсене тытнă хыççăнах ялти ĕне фермине амăшĕ вырăнне ĕçе кайнă. Хĕр тусĕсемпе хулана вĕренме каяс кăмăлĕ пулнă унăн паллах, анчах килти лару-тăру тытса чарнă. Çапла вăл 1990 çултан пуçласа паянхи кунччен «Асаново» ЯХПКра дояркăра ĕçлет. Амăшĕ йывăр чирленине пула ытти хĕрĕ те ялтан тухса каяйман. Тепĕр йăмăкĕ Вера та, çĕвĕç профессине алла илнĕ пулин те, яла таврăннă, колхоз фермине вырнаçнă. Вăл дояркăра 25 çул ĕçлет ĕнтĕ.

«Ачалăхăм япăх пулнă тесе калас килмест. Нумай ачаллă çемьере çуралнă пулсан та аттепе анне пире çĕтĕк çÿретмен, выçă лартман. Пире ытларах кукамай пăхнă. Хамăра мĕнле тытмаллине, çын çинче еплерех пулмаллине — йăлтах вăл вĕрентнĕ. Шкулта та, клубра та эпир хамăра лăпкă тытнă. Каçсерен урам тăрăх юрласа килеттĕмĕр те кил умне çитсен сасса чакараттăмăр. Эпир килте юрлама юрататтăмăр. Халĕ те юрататпăр-ха. Йăмăкăм Венера ялан юрă ĕнĕрлесе çÿретчĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах клубра ĕçлекенсем ăна хăйсемпе пĕрле концерт лартма илсе каятчĕç. Унта хутшăннăшăн тетрадьручка илмелĕх укçа паратчĕç. Эх, мĕн тери савăнатчĕ! Йăмăкăм Вера вара тĕрре ăстаччĕ. Савнийĕ салтакра чухне клуба тухмасăр тĕрлерĕ. Ун чухне качча кайма пуçтарăннă хĕрĕн тупра хатĕрлемеллеччĕ вĕт. Анне çамрăк чухне клубра ĕçленĕ, купăс калама пĕлнĕ. Питĕ чаплă купăсçă пулнă теместĕп. Анчах çынсене ташлаттарнă та, юрлаттарнă та. Аслă аппан Татьянăн туйĕнче купăсçă пулманнипе анне халăха ташлаттарчĕ. Кайран вăл фермăна дояркăна ĕçлеме куçнă. Эпир ăна пулăшма çÿреттĕмĕр. Çавăнпа манăн ĕç стажĕ 13 çултах пуçланнă. Аттепе анне ĕçре чухне эпир килте кукамайпа ларнă. Тĕрĕссипе, шкул пĕтерсен вăлах пире хулана ямарĕ. «Аннÿ йывăр выртнă вăхăтра сирĕн хула тăрăх çÿремелле-и?» — терĕ. Унăн сăмахĕнчен иртмен эпир. Питĕ лайăх çынччĕ вăл. Пире яланах шап-шурă çăм нускипе çÿрететчĕ. «Ну, ачасем, мĕн тутлине пĕçерсе çитерем-ши сире паян?» — тетчĕ. Кукамай пире хăнасем килсен шифоньер, чаршав хыçне кĕрсе ларма вĕрентнĕ. Хамăр йышлă пулсан та шăв-шав кăлармасăр лараттăмăр. Ÿсерехпе ÿпкелешни те пулнă ĕнтĕ. Хĕр туссем хуларан килетчĕç те клуба пуçтарăнатчĕç, хула пурнăçĕ çинчен каласа паратчĕç. Паллах, ăмсаннă эпир вĕсене. Çапах ачалăхпа çамрăклăх савăнăçлă иртрĕç. Пĕр самант асран тухмасть. Те шкула çÿреме пуçланă эпĕ ун чухне, те çук — астумастăп. Хамăр касри хĕрачапа ял варринчи кÿлле шыва кĕме кайрăмăр. Шывĕ тарăнах та марччĕ. Юлташăн хăлхи лайăх илтместчĕ. Чăмпăлтатнă хушăра вăл шыва путма пуçларĕ те, эпĕ ăна туртса кăлартăм», — иртнĕ кун-çулне аса илчĕ Наталья. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.