- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 22 (6472) № 08.06.2023
Иккĕшĕ те тĕнче чемпионĕн ятне икĕ хутчен тивĕçнĕ
«Мĕн ачаран колхоз ани çинче севок çумласа ÿснĕ эпир. Туссем урамра чупатчĕç, эпир аннене пулăшма хире каяттăмăр. Ывăнсан çăкăрпа сĕт çиеттĕмĕр, хăш чухне выртса тĕлĕрсе илеттĕмĕр», — аса илчĕç тĕнче чемпионĕн ятне икĕ хутчен тивĕçнĕ Эдуардпа Владислав Кудрявцевсем.
Тренировкăсене çӳреме пуçланă
1986 çулта Патăрьел районĕнчи Вăтаел ялĕнче çуралнă Кудрявцевсем пурăна киле тĕнче шайĕнчи чемпионсем пуласса нихăçан та шутламан. Шкулта вĕреннĕ чухнех вĕсем спорта юратнă, спортзала ӳт-пĕвне çирĕплетме çӳренĕ. Икĕ пиччĕшĕ профессионал спортпа интересленнĕрен Владикпа Эдик та вĕсем пек пулма ĕмĕтленнĕ. 2003 çулта Тури Туçари вăтам шкула пĕтерсен пĕртăвансем Мускаври çул-йĕрпе автомобиль институчĕн Шупашкарти филиалĕн управлени факультетне вĕренме кĕнĕ. Шăпах унта ăс пухнă вăхăтра вĕсен пурнăçне улăштарнă самантсем пулса иртнĕ. Шупашкарта «Ровесник» спорт клубĕ пулнă. Унта ытларах Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски тăрăхĕсенчи ачасем çӳренĕ. Эдикпа Владике те çак клуба пыма сĕннĕ. Каччăсем кайса пăхнă. Вĕсене ытларах ирĕклĕ кĕрешӳçĕсен секцийĕ килĕшнĕ. Тренерĕ те Патăрьел районĕн çынни Александр Митрофанов пулнă. Вăл икĕ качча хăйĕн хӳттине илнĕ. Пĕртăвансем ун патне икĕ çул çӳренĕ. Хулара иртнĕ тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă, вĕренӳре те ĕлкĕрсе пынă. Икĕ çултан йĕкĕреш бокс ăсталăхне алла илнĕ. Унтан алăпа тытăçасси çине куçнă. Иккĕшĕ те спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе кăсăкланнă. 2008 çулта Кудрявцевсем диплом илнĕ. Шăп çав çул Шупашкарта алăпа тытăçас енĕпе Атăлçи чемпионачĕ иртнĕ. Эдуард унта хутшăннă, анчах чемпион ятне илмелле чухне çак ята унпа тупăшакан спортсмена панă. Çакă куракансене те, Эдика та тĕлĕнтернĕ. Анчах судьяна хирĕç каяймăн. Çакăн хыççăн каччăн пысăк ăмăртусене хутшăнас кăмăлĕ пĕтнĕ. Çапах пĕртăвансем тренировкăсене çӳреме пăрахман. «Ровесник» спортзал И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн шутланатчĕ. Спортзал кивĕ пулсан та унта çӳреме питĕ кăмăллăччĕ. Каярахпа Сергей Семенов тренер патне лекрĕмĕр. Эпир Владикпе пĕр тренировкăран та юлман. 2018 çулта Алексей Соловьев тренер мана Италири Рим хулинче ММА енĕпе /хутăш кĕрешӳ/ ăмăрту иртессине пĕлтерчĕ. Кайса пăхма сĕнчĕ. Çапла Рим хулине çитрĕмĕр. ММАра алăпа та, урапа та кĕрешме юрать. Малтан питĕ шиклентерчĕ паллах. Анчах спортсменсене сăнаса пăхрăм та – пурте пирĕн пекех çынсем. Шикленни иртсе кайрĕ. Хам 85 килограмм пулсан та мана 90 килограмм таякан спортсменсемпе кĕрештерчĕç. Чи малтан Иран спортсменĕпе кĕрешрĕм. Хăй манран пĕр пуç çӳллĕрех, унăн пĕр пĕççи манăн икĕ пĕçĕпе танлашать. Пĕрре çапсах мана çĕнтермелле пек. Ăмăртура виçĕ хутчен 3 минутшар кĕрешмелле. Виççĕшĕнче те ăна çĕнтертĕм. Тепрехинче Бразили арçыннипе вăй виçрĕм. Ку та манран чылай пысăкрахчĕ. Ăна та çĕнтертĕм. Ун чухне манран пурте тĕлĕнчĕç. Çапла Римран тĕнче чемпионĕн ятне илсе таврăнтăм. Унтанпа темиçе ăмăртура та пултăм. Çапах пĕрремĕш тупăшăва нихăçан та манас çук», — каласа кăтартрĕ Эдуард. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Çынлăх çук тăк педагога нимĕн те çăлаймĕ»
Михаил Зыков шкулта вĕреннĕ чухнех учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа вăл аттестат илсен ăçта каясси пирки иккĕленмен: И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн истори факультетне вĕренме кĕнĕ. Хăй тĕрĕс çул суйланине Михаил халĕ тата лайăхрах ăнланнă: вăл кăçал республикăра иртнĕ конкурсра «Çулталăк вĕрентекенĕ» ята тивĕçнĕ.
Пĕрремĕш урок
— Михаил Анатольевич, тӳрех ыйтам-ха. Ахăртнех, çемьере педагогсем пуррипе сире ку ĕç ача чухнех килĕшнĕ?
— Пирĕн династире учительсем çук. Эпĕ — педагогика çулĕпе кайнă пĕрремĕш çын. Манăн пулас ачасем учитель пуласса шанатăп. Чăннипе, эпĕ педагог пулăп тесе шутламан та. Студент чухне пĕрремĕш практикăна Шупашкарти 3-мĕш лицейра тухрăм. Пĕрремĕш хут урок ирттерсенех мана ачасемпе ĕçлеме килĕшнине ăнлантăм.
— Пĕрремĕш урок тенĕрен, ун чухне вăл еплерех иртрĕ?
— «Провал» пулчĕ. Тен, эпĕ хамран ытлашши нумай кĕтнĕ. Ун чухне 7-мĕш класпа истори урокне ирттертĕм. Хамăн ĕçе туллин пурнăçлайманнине ăнлансан хăйне евĕр шок пулчĕ. «Вçо, маншăн учитель карьери пуçланмасăрах вĕçленчĕ», — тесе шутларăм. Анчах истори учителĕ Инна Рузова урок вĕçленсен ăна йăлтах килĕшнине пĕлтерчĕ, мухтарĕ. — Вара пĕрремĕш урок мĕншĕн «провал» пулчĕ тесе шутлатăр? Ачасем итлемерĕç-и? — Пĕрремĕшĕнчен, эпĕ хама ытлашши критикленĕ тен. Иккĕмĕшĕнчен, эпĕ урокра монолог формипе ытларах усă куртăм. Ахăртнех, ачасене эпĕ 20-30 минут калаçнине итлесе ларма кичем пулчĕ. Ара, манăн опыт çук-çке, студент кăна. Виççĕмĕшĕнчен, ачасем çамрăк учитель умĕнче хăйсене ирĕклĕрех тыткаларĕç: шавласа илкелерĕç, мана «эсĕ» те текелерĕç.
— Диплом илсенех ĕçе вырнаçрăр-и?
— Университетран вĕренсе тухсан чылай вăхăт ĕç шырарăм. Шупашкарти пĕтĕм шкула хамăн резюмене ярса патăм. 4-мĕш лицея ĕçе илчĕç, 5-7-мĕш классенче историпе обществознани предмечĕсене ертсе пыма пуçларăм.
— Ахăртнех, практика хыççăн хăвăр валли пĕтĕмлетӳсем турăр, ачасемпе мĕнле ĕçлемеллине ăнлантăр. Ĕçе вырнаçсан та пĕрремĕш урок хумхануллă иртрĕ-и?
— Эпĕ ун чухне 23-ре кăначчĕ. Питĕ пăшăрхантăм паллах. Ара, малашне манăн шкултах ĕçлемеллине ăнланаттăм. Анчах хама алла илтĕм. Класа кĕрсен каланă пĕрремĕш сăмахсем асрах. «Ырă кун. Мана Михаил Анатольевич тесе чĕнеççĕ. Эсир мана юратма та, питĕ хытă юратма та пултаратăр», — терĕм. Иккĕмĕш çулхине 7-мĕш класс ертӳçи пулма шанчĕç. Кăçал вĕсем шкултан вĕренсе тухрĕç. Вĕсемпе 5 çулта хаваслă самант нумай пулчĕ. Пĕрремĕш выпуск ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Ачасем каланă тăрăх, эпĕ вĕсене килĕшнĕ. Çак тапхăрта вĕсемпе класс ертӳçи пулма вĕрентĕм. Паллах, халĕ эпĕ йăнăшсем тунине, хăш-пĕр вырăнта ĕçлесе çитерейменнине ăнланатăп. Йăлтах опытпа пĕрле килет. Учитель çук чухне аслă класрисене те вĕрентме тиветчĕ. Вĕсем мана вĕрентекен пек йышăнманнине туяттăм. Анчах урокра хăçан шӳтлемеллине, хăçан шăпăрт пулмаллине пĕлетчĕç. Çапах вĕсем — йĕркеллĕ воспитани илнĕ ачасемех. Куншăн 4-мĕш лицей ертӳлĕхне, ĕçченĕсене тав сăмахĕ каламалла. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Автобусра ларса пынă вăхăтра та музыка çырнă
Чап ун çине вăл 31-ре чухне йăтăнса аннă. Эдуард Ханок малтан та музыка çырнă-ха, анчах çав юрăсем халăхра анлă сарăлман. Паллă композитор пулса тăрсан ăна тӳрех 4 пӳлĕмлĕ хваттерпе тивĕçтернĕ. Пĕлтĕр вара «Брест хулин хисеплĕ гражданинĕ» ята панă. Эдуард Ханок ку уншăн калама çук пысăк чыс пулнине палăртать. Мĕншĕн тесен унăн ачалăхĕ шăпах çак хулара иртнĕ. «Малиновка», «Шумите, березы», «Завируха», «Здравствуй, чужая милая», «Песенка первоклассника» тата ытти юрă валли музыка çырнă композитор, Беларуç халăх артисчĕ — пирĕн тĕпелте.
«Каллех вăлча»
— Эдуард Семенович, сире Чăваш Енре курма хавас. Шупашкарта темех курма ĕлкĕреймерĕр-ха, çапах кăмăл мĕнле?
— Эпĕ кунта пĕрре те пулман. Беларуçри композиторсен союзне йĕркеленĕренпе пĕлтĕр 90 çул çитрĕ. Çавăн чухне шкул ачисемпе, çамрăксемпе 90 тĕлпулу йĕркелеме тĕллев лартрăм. 78 тĕлпулу иртрĕ ĕнтĕ. Халĕ ак Шупашкарти «Чăваш Ен ахахĕсем» фестивале хутшăнтăм. Чăваш Республикине тулли кăмăлпа, хавхаланса килтĕм. Мĕншĕн тесен ку çул çӳрев манăн ĕçпе тачă çыхăннă. Аслисен концерчĕ пулсан, тен, çула тухмăттăм та, мĕншĕн тесен ку маншăн кăсăклах мар. Ачасемпе, çамрăксемпе вара урăхларах. Вĕсемпе тĕл пулсан яланах çапла калатăп: «Эпĕ сирĕн композитор мар. Эпĕ сирĕн аçăр-аннĕр валли музыка çырнă». Вара çав юрăсене юрлама тытăнатăп. «Ну, час сире ташлаттаратăп-ха», — тетĕп ăшра. Çамрăксене хальхи паллă хитсене, Niletto, Dobro, Ваня Дмитриенко шăрантараканнисене, юрласа пама тытăнатăп та вĕсен шок пулать. Çапла çамрăксем патне Сюткин пек килетĕп те Баста пек тухса каятăп /кулать. — Авт./
— Ачалăх кашни çыннăн асĕнче тарăн йĕр хăварать. Сирĕн мĕнле иртнĕ вăл?
— Ачалăхăм Беларуçри Брестпа Раççейри Колымара иртрĕ. Хам Казахстанра çуралнă. Аттене, çар çыннине, Бреста янă. Музыкăна юратасси çавăнтан пуçланчĕ те. Эпир çар хулинче пурăнаттăмăр. Ытти арçын ачапа пĕрле салтаксем стройпа юрласа, параппан çапса утнине курса вĕсене евĕрлеттĕмĕр, хамăрăн хырăма параппан вырăнне хурса çапаттăмăр. Шăллăмпа иксĕмĕрĕн тĕрлĕ çĕрте пурăнма тиврĕ. Ачалăх тесен мечĕк, бутсы, гетры пани куç умне тухать. Эпир ун чухне шкул çуккипе интернатра пурăнаттăмăр. Мана футбол командине те йышăнчĕç. Анчах форма тăхăнса çӳресси пулмарĕ. Аттепе анне пире урăх çĕре пурăнма илсе кайрĕç. Колыма тесен вăлча аса килет. Эпир пурăннă çĕре кӳрсе килнĕ апат-çимĕç пĕтетчĕ те вăл кăна юлатчĕ. «Белое солнце пустыни» фильмри пек: «Каллех вăлча», — теесси кăна юлатчĕ.
— Кашни арçын ачашăн ашшĕ — тĕслĕх. Эсир аçăр çулĕпе кайма шухăшламан-и?
— Нихăçан та. Ну, ман çине пăхăр-ха, манран мĕнле çар çынни пултăр? /кулать. — Авт./ Çӳллĕ пулсан ăнланатăп-ха хăть. Шăллăм вара манран та лутрарахчĕ.
— Аçăр эсир пурнăçа çарпа çыхăнтарманшăн кӳренмерĕ-и?
— Манăн суйлава ырларĕ кăна. Мускава кайсан мана Германире кăларнă аккордеон парнелерĕ. Çапла эпĕ аккордеонист пулса тăтăм. Кайран, Брестри музыка шкулне çӳреме тытăнсан, фортепиано класĕнче вĕренме пуçларăм. Вăхăт иртсен Мускаври консерваторие кайма шухăш çуралчĕ. Çитрĕм те: «Конкурс çук, экзамен тытмалла», — терĕç. Эпĕ вĕренме кĕнине пĕлтерчĕç. Тăрук шăнкăравларĕç те темĕнле сăлтава пула студентсен йышне лекейменнине каларĕç. Документсене илсе Беларуçе таврăнма тиврĕ. Унти консерваторие вĕренме кĕтĕм. Раштав уйăхĕччен ăс пухрăм. Мускавран шăнкăравларĕç те: «Пирĕн пата килĕр», — терĕç. Темиçе студент салтака кайнă иккен. СССР халăх артисчĕ Дмитрий Кабалевский патĕнче вĕрентĕм. Хачатурян, Шостакович, Кабалевский — вăл вăхăтри чи вăйлă композиторсемччĕ, педагогсемччĕ. Сăмахран, «Юнона и Авось» опера валли музыка çырнă Алексей Рыбников Хачатурян патĕнче вĕреннĕ. Эпĕ Максим Дунаевскипе пĕр курсра ăс пухрăм. Паллă дирижерпа Владимир Спиваковпа пĕрле физкультурăра футболла выляттăмăр.
— Чап йăтăнса аниччен сирĕн пурнăç мĕнле йĕркеленчĕ?
— Консерватори пĕтерсен мăшăрăм патне Украинăна тухса кайрăм. Вăл унта пĕртăванĕ патĕнче пурăнатчĕ. Консерваторие вĕренме кĕричченех авлантăм. Халĕ çакăнтан тĕлĕнетĕп. Пĕр-пĕринчен аякра пулнипе 2 хут академи отпускĕ илме тиврĕ. Дипломлă пулсан Кривой Рог хулинчи педагогика университетĕнче студентсене вĕрентрĕм. Пĕр вăхăт Брестра та преподавательте ĕçлерĕм. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Хĕрарăмсем кăна мар, арçынсем те хитре чĕрнепе çӳресшĕн
Оксана Кириллова соцконтракт çырса хăйĕн ĕçне пуçарнă
«Этеме тумтирне кура кĕтсе илеççĕ, ăсне кура ăсатаççĕ», — теççĕ халăхра. Чылайăшĕ çынпа паллашнă чухне унăн çи-пуçне кăна мар, сăнпитне те сăнать. Хĕр-хĕрарăмăн маникюрĕ мĕнле пулнинчен те нумай килет. Вăрнар тăрăхĕнчи Анаткас Хапăс ялĕнче пурăнакан Оксана Кириллова чылай çул ĕнтĕ чĕрнене сăрласа илемлетет, этемлĕхĕн черчен пайне савăнăç парнелет.
Татуировка та тутараççĕ
— Ку енĕпе 2016 çулта ĕçлеме тытăнтăм, — аса илчĕ çамрăк хĕрарăм. — Шкул çулĕсенче чиперленме, чĕрне сăрлама юрататтăм. Кайран, 4-мĕш ачапа декрет отпускĕнче ларнă вăхăтра, пурнăçа çĕнĕлĕх кĕртес тесе маникюр тăвакан мастера вĕренме кайрăм. Ятарласа Шупашкарти пĕр вĕренӳ центрне курса çырăнтăм. Ун хыççăн алла свидетельство илтĕм. Вăрнар поселокĕнче пĕр парикмахерскине ĕçе вырнаçрăм. Унта килекен хĕр-хĕрарăма маникюр турăм. Манăн хамăн уйрăм кĕтесчĕ. Вăхăт иртсен ĕçе пăрахрăм, клиентсене килте йышăнма тытăнтăм. Кун хыççăн эпĕ декрет отпускĕнче лартăм, çапах хушăран хĕрарăмсене маникюр тăваттăм. Кĕçĕн ача садике çӳреме тытăнсан ирĕклĕрех пултăм, çавăнпа клиентсене ытларах йышăнма пуçларăм. Кайран Оксана социаллă контракт çырса патшалăхран пулăшу тивĕçме май пуррине пĕлнĕ. — Унччен нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли пĕр мера пурччĕ. Кун пирки телевизор курнă чухне пĕлтĕм. Ун пирки ыйтса пĕлес тесе район администрацийĕн халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăма кайрăм. Çак çăмăллăхпа усă куриччен кăшт тăхтама шухăшларăм, ача ӳстĕр терĕм. Вăл вăхăтра социаллă контракт та тупăнчĕ. Çапла эпĕ маникюр ĕçĕпе аппаланма уйрăм пӳлĕм уçма шутларăм. Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăм ĕçченĕсем мĕн пур ыйтăва уçăмлатма пулăшрĕç. Эпĕ кирлĕ документсене пухрăм, бизнес-план çырса ăна хӳтĕлерĕм. Çав кун эпир 5-ĕн комисси членĕсене хамăрăн проектпа паллаштартăмăр. Вăл вăхăтра социаллă контракт çыракан нумаях марччĕ. Халĕ çынсем ку çăмăллăх пирки ытларах пĕлеççĕ. Унсăр пуçне патшалăх ун чухнехи пек 250 мар, 350 пин тенкĕ таран субсиди парать, — аса илчĕ пĕлтĕрхи хĕлле социаллă контракт çырнă Оксана Николаевна. Вăл патшалăхран 250 пин тенке тивĕçнĕ. Çав укçапа кирлĕ оборудовани туяннă. Çак шутра — педикюр тумалли кресло, сĕтелпукан, маникюр тумалли çĕнĕ аппарат… Патшалăх уйăрнă укçан пĕр пайне тара илнĕ пӳлĕмшĕн те тӳлеме юрать, анчах малтанхи 3 уйăхшăн кăна. Унсăр пуçне Оксана Шупашкарта ятарлă курсра пĕлĕвне тарăнлатса диплом илнĕ. Вăл хĕр-хĕрарăма маникюр, педикюр тата шугаринг /çăра сахăр пасти сĕрсе ӳт çинчи çăма пĕтерни/ тăвать. Нумаях пулмасть тату-мастера вĕреннĕ. Халĕ çывăхри ялсенче пурăнакансем ун патне татуировка тутарма пыраççĕ. Оксанăн клиенчĕсен йышĕнче çамрăксем те, аслă ӳсĕмрисем те пур. Мастер шухăшланă тăрăх, хальхи вăхăтра татуировка тутарасси уйрăмах хĕр-хĕрарăма кăсăклантарать. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Манăн пирĕштин çуначĕсене снаряд ванчăкĕсем йăлт шăтарса пĕтерчĕç пуль»
«9-мĕш класра вĕреннĕ чухне çар комиссариатне учета тăма медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма илсе кайрĕç. Тухтăрсем сывлăха тĕрĕсленĕ хыççăн «Салтака юрăхлă мар» тесе çырса пачĕç. Пӳлĕмрен тухсанах йĕрсе ятăм. Юлташсем мана хупăрласа илчĕç те лăплантарма тытăнчĕç. «Салтака юрăхлă мар арçын — мĕнле арçын вăл?» — терĕм вĕсене. Пĕрре класпа Мускава кайсан Çветтуй Матрона патне чиркĕве кĕтĕмĕр. Пурте хăйсене мĕн кирлине ыйтса хут çине çырчĕç. «Çветтуй Матрона, мана салтака кайма юрăхлă ту. Хамăн ĕмĕтĕме пурнăçлама пулăш», — тесе çыртăм эпĕ. Тархасласа ыйтрăм. Чăнах та, 11-мĕш класра вĕреннĕ чухне тепре медкомисси тухсан тухтăрсем эпĕ салтака юрăхлă пулнине çирĕплетрĕç. Мĕн тери савăнтăм!» — çапла пуçларĕ калаçăвне ятарлă çар операцине хутшăннă салтак Алексей Клементьев.
Çветтуй Матронăран тархасласа ыйтнă Алексей Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. Тăван ашшĕне вăл курман та темелле. Амăшĕ Луиза Ивановна ывăлĕ 2 çулта чухне Анат Чакă каччипе Александр Клементьевпа çемье çавăрса çав яла пурăнма куçнă. Алеша амăшĕн мăшăрне нихăçан та ют çын пек йышăнман. «Тепĕр ачана тăван ашшĕ те ун пек пăхаймасть. Вăл маншăн сăмахпа ăнлантарма çук питĕ çывăх çын пулнă. Эпĕ халĕ мĕн тума пĕлетĕп – йăлтах унăн тӳпи. Кирек мĕнле ĕçе те юратса тума вĕрентетчĕ. Вăл пирĕнтен питĕ ир уйрăлса каясса эпĕ ĕмĕрне те шутламан. Иртнĕ çул кӳршĕ ялтан ĕçрен велосипедпа таврăннă чухне ăна машина вилмеллех çапса хăварчĕ. Ку маншăн питĕ пысăк çухату пулчĕ», — хурланса аса илчĕ Алексей. Алеша пĕчĕк чухнех çар формипе çӳреме юратнă. Çавăнпа ăна ялта «Десант» тесе чĕнме пуçланă. Çапла каланăшăн арçын ача савăннă кăна. Ӳссен Алеша пурнăçне çарпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне арçын ачасен ушкăнне ертсе пыма тăрăшнă, çакна пулах «Полковник» ята тивĕçнĕ. Алексей ăмăртусене те хутшăннă, вĕренӳре те аван ĕлкĕрсе пынă. «Зарница» çарпа спорт вăййисене хутшăнни, тĕрлĕ хулана курса çӳрени унăн асĕнче тарăн йĕр хăварнă. «Класс ертӳçи Елена Сорокина кашни çулах, хăш чухне çулталăкне иккĕ те, экскурсие илсе каятчĕ. Дивеевăна, Мурома, Мускава кайни нихăçан та асран тухмĕç. Елена Федоровна пире, ачасене, кĕске кĕлĕсем калама вĕрентетчĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра «Эй, Çӳлти Аттемĕр», «Турра çуратнă Хĕр, савăн» кĕлĕсене эпир класĕпех пĕлнĕ. 2011 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче шкулта ăсату каçĕ пулчĕ, тепĕр кунхине салтака кайрăм. Саратовра учебкăра пулнă хыççăн Дагестанра артиллерист тивĕçĕсене пурнăçларăм. Салтак пурнăçĕ килĕшетчĕ. Тульккăш эпĕ мĕн пĕчĕкрен десантник пулма ĕмĕтленнĕ вĕт. Çакă канăç памастчĕ. Салтакран таврăнсан ялти лăпкă пурнăçа хăнăхма йывăр пулчĕ. Кăштах каннă хыççăн, 2013 çулта, контракт çырса каллех çар ретне тăтăм. Хальхинче салтак тивĕçне Самара хулинчи çар чаçĕнче пурнăçларăм. Виçĕ çултан пире Чĕмпĕр хулине куçарчĕç. Çапла артиллерист-десантник пулса тăтăм», — каласа кăтартрĕ Алексей. Вĕсен «хĕрӳ вырăн» ăçта — çавăнта пулмалла. 2019 çулта Алексей Чĕмпĕр хĕрĕпе Катьăпа çемье çавăрнă. Туй хыççăнах вĕсен ушкăнне Сирие илсе кайнă. Унтан 2020 çулта таврăннă. «Унччен çак çĕршыв пирки телевизор, интернет урлă кăна пĕлнĕ эпĕ. Хам куçпа курсан тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Унти халăх питĕ чухăн пурăнать. Хĕрарăмĕсем нумай ĕçлеççĕ, арçыннисем ытларах кил умĕнче чей ĕçсе ларма юратаççĕ. Çакă мана питĕ тĕлĕнтеретчĕ. Çимелли ытлах çук, ачисем канфет питĕ сайра çисе кураççĕ. Пирĕн, салтаксен, постран кайма юрамастчĕ. Сири ачисене укçа параттăмăрччĕ те, вĕсем пирĕн валли какайран хатĕрленĕ апат-çимĕç илсе килетчĕç. Куншăн пылак е укçа парсан тем пек савăнатчĕç вара. Шеллеттĕмĕрччĕ вĕсене», — аса илчĕ Алексей. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать