Чăваш хĕрарăмĕ 18 (1297) № 11.05.2023

11 Мая, 2023

Эпир çĕнтеретпĕрех!

Аслă Çĕнтерĕве 78-мĕш хутчен паллă турăмăр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин кĕрлевĕ шăпланнăранпа кăçал 78 çул çитрĕ. Çĕнтерӳ кунне паллă тунă май республикăри культура учрежденийĕсенче кăна 1500 ытла мероприяти йĕркеленĕ. Вĕсен йышĕнче йăлана кĕни те сахал мар. Уява кашни ял-сала, кашни хула паллă тунине шута илсен вĕсен шучĕ, паллах, чылай нумайрах.

Сӳнми çулăм умĕнче

Чăваш Ен тĕп хулинче уяв юнлă вăрçă хирĕнчен таврăнайман паттăрсен умĕнче пуç тайса «Çĕнтерӳ» мемориал комплексĕнчи Сӳнми çулăм умĕнче шăп тăнинчен, чĕрĕ чечек çыххи хунинчен пуçланчĕ. Паянхи куна йышĕ сахал пулин те чĕрĕ-сывă пурăнакан ветерансем, тĕрлĕ çулсенчи хирĕç тăрусене хутшăннă çар çыннисем, общество организацийĕсен хастарĕсем, несĕлĕсене сума сăвакан çынсем, патриотла туйăмпа çитĕнекен çамрăксем — кашниех мирлĕ тӳпе парнеленĕ тăванне пуç тайма килнĕ. Чечек хуракансен йышĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Николай Владимиров, Раççей Геройĕ Евгений Борисов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева тата республикăри тĕрлĕ тӳре-шара та пулчĕ.

Çĕнтерĕве туптанисене тав туса

Шăп кăнтăрла тĕлĕнче Шупашкарти Республика тӳремĕнче «Полк, равняйсь, смирно» хушу янăрарĕ. Çĕнтерӳ кунне халалланă митингпа парада Олег Николаев уçрĕ. — Аслă Çĕнтерĕве 78-мĕш хутчен уявлатпăр. Çак сăмах янăранăранпа, фашизма çĕнтернĕренпе шăпах çакăн чухлĕ вăхăт иртрĕ. Ветерансене, çĕнтерĕве туптанă кашни çынна тав сăмахĕ калатпăр. Вырăс халăхĕн вăй-хăвачĕпе те, хĕç-пăшалĕпе те мăнаçланатпăр. Ăна усă курас тĕлĕшпе вăл çав тери асăрхануллă. Паян эпир усалпа тепĕр хутчен тĕл пултăмăр — вырăс çĕрĕ çинче, пирĕнпе тăванла халăх çĕрĕ çинче Анăç хĕтĕртсе тăнипе неонацизм хуçаланать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хуласене ирĕке кăларнă çар пуçлăхĕсене Европа халăхĕ тав туса çĕкленĕ палăксене те шелсĕррĕн салатаççĕ вĕсем. Истори, паллах, пĕтĕмпе хăй вырăнне лартать, — терĕ Олег Николаев çар çыннисем кирек хăçан та, хальхи вăхăтра та, тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа, чун ыйтнипе пурнăçланине, халăх вĕсене май пур таран пулăшса, хавхалантарса пынине палăртса. Виçĕ хутчен «Ура!» тени янăрасан çар оркестрĕн сассипе Çĕнтерӳ парачĕ пуçланчĕ. Унăн хисеплĕ хăнисем — вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, блокадниксем, вăрçă ачисем, ятарлă çар операцине хутшăнакансем — пулчĕç. Вĕсен умĕнчен 70 ытла çар техники иртсе кайрĕ. Маларах вара Шупашкар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕн уйрăмĕсем утрĕç. Унта хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм, тĕрлĕ тытăмра вăй хуракансем, ветерансем — 1200 яхăн çын тăчĕ. <...>

Маргарита ИЛЬИНА, Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Тыл çирĕп пулсан…

Тыл ĕçченĕсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паттăрлăхне сума суса регионсен хушшинче «Çĕнтерӳ чиккисем» патриотизм марафонĕ йĕркелесси хăйне евĕр ырă йăлана çаврăнчĕ. Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсем вăрçă вăхăтĕнче еплерех пурăннине, çынсем Çĕнтерӳшĕн мĕн таран вăй хурса ĕçленине палăртаканскер Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ çине тăнипе маларах Чăваш Енре, Тутарстанра, Пушкăртстанра, Мордва Республикинче, Ульяновск, Чулхула облаçĕсенче иртнĕччĕ. Çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче вăл Мари Эла çитрĕ.

Асăннă регионсене пĕр-пĕринпе истори те çыхăнтарать — Атăлçи тăрăхĕнчи хӳтĕлев чиккине тунă вĕсем. Хусан, Чĕмпĕр, Шупашкар, Ĕпхӳ, Чулхула тĕрлĕ çулсенче «Ĕç паттăрлăхĕн хули» ята та тивĕçнĕ. Марафона йышăннă май çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Йошкар-Олари Мари патшалăх архивĕнче тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне халалласа ăслăлăхпрактика конференцийĕ иртрĕ. Тĕпчев ирттернĕ архивистсем, историксем, аслă шкулсен преподавателĕсем, ăслăлăх ĕçченĕсем, тавра пĕлӳçĕсем, музейсемпе библиотекăсенче тăрăшакансем кунта Мари, Чăваш, Тутар, Мордва республикисенчен, Чулхула, Самар тата Ульяновск облаçĕсенчен пуçтарăннă. Конференцие Мари Республикин Правительствин председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Михаил Васютин, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Мари тата Чăваш республикисен культура министрĕсем Константин Ивановпа Светлана Каликова, ЧР хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева та хутшăнчĕç. Кашни салтак паттăр пулнине, пурне те асра тытнине, çав вăхăтрах тылра туса ирттернĕ ĕç те калама çук пысăк вырăн йышăннине палăртрĕç вĕсем.. — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи ĕç паттăрлăхĕ çарпа патриотизмăн тĕслĕхĕ пулса тăрать. Вăрçă летопиçĕнче вăл хăйне май уйрăм вырăн йышăнать, — палăртрĕ Светлана Каликова. Константин Иванов çак шухăша малалла тăсса «Çĕнтерӳ чиккисем» майлă патриотизм марафонĕсем çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре пысăк пулăшу кӳнине палăртрĕ. — Вăрçă вăхăтĕнче хĕрарăмсене пĕрре те çăмăл пулман. Вăйлă арçын вырăнне тăма тивнĕ унăн. Хăрушлăх сиксе тухсан ватти те, вĕтти те кар тăма хатĕр пулнине çирĕплетет çакă. 2021 çулта хӳтĕлев чиккисем историн таса странициччĕ пулсан, халĕ вĕсем çинчен республикăри кашни шкул ачи пĕлет. Асламăшĕсенчен, кукамăшĕсенчен чылайăшĕ хăй ыйтса пĕлнĕ. Пурăнакансене ятарлă асăну медалĕпе наградăлама та май килчĕ, — терĕ Наталья Николаева. — Арçынсем малти рете тăрсан Раççей хĕрарăмĕсем хăйсен мăшăрĕсене, ашшĕсене, ывăлĕсене пулăшас тесе тăрăшаççĕ. Тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕ çинчен калаçнă чухне кукамайсемпе асаннесен историйĕсене асра тытмалла. Ачасене патриотизм çинчен нумай калама пултаратпăр-ха, анчах çемье историйĕ, несĕлсен паттăрлăхĕ кăна чĕре витĕр тухса унта упранса юлать, — палăртрĕ Алла Салаева. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Ачалăх çулĕпе

Ăна ăмсанма та пулать: ĕçĕ, юратăвĕ, пурнăçĕ — йăлт ачалăхпа çыхăннă. Пирĕнтен нумайăшĕн ĕмĕчĕ — чи савăнăçлă, шухăшсăр, телейлĕ çак тапхăра йăпăртлăха та пулин таврăнасси вĕт. Алина Сотниковăна вара ăннă темелле — унăн ĕç кунĕ ачасен савăнăçлă куллинчен пуçланать те унпах вĕçленет. Теприне çакă, тен, вĕчĕрхентерет те пулĕ. Ара, шăпăрлансен сасси уçă, кунĕпе, шăплăх сехетне шута илмесен, шавлаççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ, выляççĕ… Алина Владимировнăна вара çакă малалла татах та тăрăшарах ĕçлеме вăй хушать кăна тейĕн.

Кĕçĕнни… Ĕнтĕ унпа, ача-пăча чăн-чăн тусĕпе, çывăхарах паллашма та вăхăт. Алина Сотникова Элĕк округĕнчи Çĕнушкăн ялĕнчи çичĕ ачаллă çемьере çуралнă. Кĕçĕнни пулса ӳснĕ. Çавăнпа та мĕншĕн шăпах педагогика çулне суйласа илнипе кăсăклансан «ача нумай пăхма тивнипе» тесе хуравлани тĕлĕнтерчĕ. Кĕçĕнни хăй-çке… Анчах тĕлĕнме кирлех те мар иккен. Малтан аслисем хăйне пăхнă, кайран вăл — аслисен ача-пăчине… Тен, чăнах та çавăнпах çак çулах суйланă вăл — Шĕмшеш шкулĕнче сакăр класс ăс пухнă хыççăн Шупашкарти педагогика училищине шкул умĕнхи ачасене воспитани памалли уйрăма вĕренме кĕнĕ. Шупашкарти 80-мĕш ача садне воспитательте ĕçлеме вырнаçнă чухне хĕр 18 çул та тултарманха. Çав вăхăтрах И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче куçăнсăр майпа вĕренме пуçланă. Дипломлă çамрăк специалист тĕп хулари 149-мĕш ача садĕнче аслă воспитательте вăй хума тытăннă. Пĕр вăхăт 6-мĕш садикре тăрăшнă. Халĕ, юлашки 18 çул, Шупашкарăн Богданка микрорайонĕнче вырнаçнă 118-мĕш ача садĕнче вăл пепкесемшĕн — иккĕмĕш амăшĕ, ĕçтешĕсемшĕн — юлташ та, ертӳçĕ те. Алина Сотникова Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ ирттерекен «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăнать. Тупăшăва хатĕрленсе йĕркеленĕ видеороликренех лайăх курăнать çакă — ĕçтешĕсем ертӳçе чăнласах хисеплеççĕ. 118-мĕш ача сачĕн коллективĕ пур ыйтăва та пĕрле, хăвăрт, канашласа татса пама хăнăхнă. Тепĕр тесен, хăйĕн ĕçне тĕрĕс йĕркелекен, ыттисене хисеплеме пĕлекен ертӳçĕпе йывăрлăх та — йывăрлăх мар. Пур енлĕн тĕревлекен «çемьепе» вăй хума вара ертӳçе хăйне те çăмăл. Çавăнпах Алина Сотникова асăннă конкурсра çĕнтересси пĕрре те иккĕлентермест. Чăвашлăх Инçе кайиччен çакна каласа хăварас килет — 118-мĕш ача садĕнче чăвашлăх чунĕ-хĕмĕ тапса тăрать. Мĕнрен килет-ши ку? — Чăвашлăхпа çыхăннă мероприяти питĕ нумай ирттеретпĕр, — каласа кăтартать садик заведующийĕ Алина Сотникова. — Тăван халăх культурипе, историйĕпе паллаштарма тăрăшатпăр ачасене. Кашни ушкăнрах чăваш культурипе çыхăннă кĕтессем пур. Шăпăрлансем чăвашла калаçма юратаççĕ, сăвва-юрра, ташша питĕ хăвăрт вĕренеççĕ. Вĕсен ашшĕ-амăшĕ те çакăншăн кăмăлсăр, «манăн пепкене мĕншĕн чăвашла вĕрентетĕр?» тенине нихăçан та илтмен. Пачах урăхла. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ шăпăрлансем валли ăсталăх сехечĕсем ирттерет, чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать, пукане тума вĕрентет. Теприсем наци çи-пуçĕн уйрăмлăхĕсем çинчен калса кăтартаççĕ. Ачасем валли тĕрлĕ уявпа çыхăнтарса чăваш тĕрриллĕ кĕпетум садик вăйĕпех çĕлетеççĕ. Çакна валли укçа-тенке хăйсемех ĕçлесе илеççĕ. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Шурă халат илĕртнĕрен

«Хитре чечек курсан тата илемлĕ юрă илтсен хама тытса чараймастăп», — тет Комсомольски округĕнчи Тукай ялĕнче пурăнакан Вера Моторина. Чăн та, чечек ӳстерме кăмăллать вăл. Ахальтен мар пӳрт-çуртне кăна мар, хăй тăрăшакан фельдшерпа акушер пунктне те тĕрлĕ тĕспе илĕртекен, пыл шăрши саракан ӳсен-тăран айне тăвать. Юрра-ташша кăмăллать. Кăмăла каякан çĕнĕ юрă илтсен тӳрех сăмахĕсене çырать те вĕренме пуçлать. Ăстаскер тĕрĕ тытма та вăхăт тупать. Пĕтĕмлетсе палăртсан — пултаруллă та маттур хĕрарăм илем тавра пурăнать.

Пĕлтерĕшлĕ хут

Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăс ялĕнче çуралнă Вера Николаевна. Çемьере пилĕк ача çитĕннĕ. Тăватă ывăл хушшинче пĕр хĕр пулнă вăл. Тен, çавăнпах-и, амăшĕпе иккĕшĕ çав тери çывăх пулнă. 1982 çулта Шурут ялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Вера Казакова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ Канаша çул тытнă, медицина колледжне фельдшер уйрăмне вĕренме кĕнĕ. «Анне чирлекелесех тăратчĕ. Вăл больницăна выртсан ун патне час-часах çӳреттĕм. Тухтăрсемпе медицина сестрисене ăсманса сăнаттăм. Вĕсен ĕçĕ çав тери килĕшетчĕ мана. Укол тунине те кăсăклансах пăхаттăм. Шурă халачĕ те илĕртӳллĕ курăнатчĕ. Çынсене пулăшас, сыватас ĕмĕт те хавхалантарнă паллах. Атте-анне çавăтса çӳремен ĕнтĕ пире. Хамăрах кайнă. Çапла эпĕ те Канаша çитсе вĕренме кĕмешкĕн ыйту патăм. Вырăсла сочинени çырса «пиллĕк» илтĕм. Химипе «тăваттă» лартнăччĕ. Ун чухне «вызов» яраççĕ вĕт. Чăтăмсăррăн кĕтрĕм ăна. Почтăпа кирлĕ хут килсен мĕн тери савăнтăм! Мана чĕнсе илнĕ хута анне упраса пурăннă иккен. Пĕлтерĕшлĕ çав хут халĕ те — альбомра. Вĕреннĕ çĕрте пирĕн ушкăн çав тери пысăкчĕ. 32 çамрăкран çурри ытларахăшĕ — йĕкĕтсемччĕ. Чылайăшĕ Афганистанра та пулнă. Пысăк йышĕ тухтăра вĕренсе тухрĕ. Хĕрсен хушшинче те тухтăр чылай. Халĕ те туслă эпир, тĕл пулусем те ирттеретпĕр. Ушкăн вăйлăччĕ. Каччăсем уйрăмах лайăх вĕренетчĕç. Пĕрин хыççăн ыттисем те туртăнаççĕ паллах». Кун хыççăн — кун 1985 çулта диплом илнĕ çамрăк специалиста ĕçлемешкĕн Тукай ялне янă. ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ çавăнтанпа кунта пурăнакансене тимлесе тăрать. — Ун чухне район больницинче тĕп тухтăр Вера Лавровăччĕ. Машинăпа илсе килсех ячĕ. 38 çул иртрĕ ĕнтĕ унтанпа, — тет çак тапхăрта темĕн те пулнине аса илнĕ май Вера Николаевна. Мĕнле мероприяти ирттернине, ăçта хутшăннине, хăш тăрăхра пулса курнине — йăлтах альбома пухса пырать. Вăхăт иртнĕ май ăна уçса пăхма пушшех кăсăклă. «2015 çулта ялта çĕнĕ ФАП уçрĕç. Ун хыççăн маларах ĕçленĕ ветерансене пухнăччĕ акă. Кунта — «Фельдшерпа уçăлма тухни», пирĕн ялта иртнĕ семинар, «Вăрăм ĕмĕрлисен шкулĕ», медицина ĕçченĕсен кунне паллă тăватпăр акă, Куславккари семинар, район больницине уçнăранпа 80 çул çитнĕ, Çĕнĕ çул уявланă май ФАПа илемлетнĕччĕ — 1-мĕш вырăна тухнăччĕ. Кун пек конкурссене хутшăнма юрататăп, ячĕшĕн аппаланмастăп. Туберкулез чирĕнчен профилактика ирттернĕ май çулленех «Салтак тӳми» акци иртет, ку каллех — семинар, «Чи лайăх чечек пахчи» конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ, çынсене скандинавла майпа утнин усси çинчен лекци вуласа паратăп…» — альбома уçса пынă май ялти фельдшер ĕçĕ-хĕлĕ куç умне тухса пырать. Чунри пăшăрхану кăна палăрмасть унта. Ара, шурă халатлисен ĕçĕ пĕрре те лăпкă мар-çке. Пурнăçра вара тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухать. Акушер та, шăл тухтăрĕ те «Эсир, ялти фельдшерсем, 80 проценчĕпех тухтăр», — тетчĕ вĕреннĕ чухне пĕр профессор. Ялти пĕр кинемей: «Эсĕ акушерка та, хирург та, шăл тухтăрĕ те», — тетчĕ йăл кулса. Чăн та, тухтăр пекех эпĕ. Паллах, яваплăхĕ пысăк. Чылай васкавлă ыйтăва пĕчченех татса пама тивет. Тепĕр чухне питĕ йывăр самантсем те пулаççĕ вĕт — васкавлă пулăшу тӳрех çитсе тăмасть-çке. Эпĕ вара — вырăнта. Кун пек чухне яланах: «Эй, Турă, пулăшсам», — тесе ыйтатăп. Чĕннĕ çĕре çитсе тăратăп та — чăннипех те пулăшать вăл. Хамшăн мар, çынсемшĕн ыйтатăп. Сыватнă, пулăшнă, пурнăçне çăлнă çынсенчен кайран тав сăмахĕ илтни мĕне тăрать, çав тери кăмăллă ку. Пурнăçра вара, чăнах та, тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухма пултарать. Килте ача çураттарни те, çул çинче çăмăллантарни те пулнă. Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕ. Пысăк уяв. Пĕрисем хĕрарăмăн ăшĕ ыратнипе чĕнсе илчĕç. Çитсе тăтăм та — вăл ача çуратма пуçланă. Кун пирки никама та пĕлтермен, учета та тăман. Васкавлă пулăшу машинипе илсе тухса кайрăмăр. Çул çинче чарăнма тиврĕ. Эпĕ хатĕрленсех тухнă-ха, кипкесем ăшă пулччăр тесе вĕсене хам тавра чикнĕ. Ачана хамах çураттартăм, силлесе çăварне тасатса ятăм, кăвапине касрăм. Пепкене пиелесе амăшĕн хырăмĕ çине пальто ăшне хутăмăр та больницăна чиперех çитрĕмĕр. Çав ача салтакра халĕ. Ялти пĕр хĕрарăмăн чĕри питĕ сикетчĕ. Тепĕр чухне 150 та тапатчĕ — чараймастчĕ. Хăйне силлесех пăрахатчĕ. Тухтăрсем çырса панă эмеле юн тымарĕнчен ямаллаччĕ. Ун витĕмĕпе чĕре пĕр самантлăха чарăнса ларать те — тӳрех ĕçлесе каять. Эмеле ятăм — пĕтрĕмĕр, чĕре тапмасть. Хăрăлтаттарма пуçларĕ хайхи. Диван çинчен урайне сĕтĕрсе антартăм та çăварне уçса сывлаттарма пуçларăм. Мĕн пур вăйран вĕретĕп. Пăхатăп — мăй тĕлĕнчи юн тымарĕ тăлттăлт тума пуçларĕ. Хăвăртрах киле шăнкăравларăм та: «Мария, сумкăна йăт та халех вĕçсе кил», — терĕм. Ака уйăхĕ. Ача аттине çара уранах тăхăннă иккен. Васкавлă пулăшу киличчен эмел ярса тытса тăтăм çапла. Вилсе чĕрĕлнĕскер реанимацирен çын пулса тухрĕ. Кун хыççăн чĕрине операци тутарчĕ», — аса илсен кĕлетке тăрăх сивĕ чупса иртекен тĕслĕхсем те пулаççĕ медицина ĕçченĕсен. <...>

Татьяна НАУМОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.