Хресчен сасси 18 (2957) № 10.05.2023

10 Мая, 2023

Уй—хире иртерех тухнă — тутă пулнă

«Хресчен сасси» ыйтăвĕсене ЧР Ял хуçалăх министерствин ÿсентăрана çитĕнтерес, механизацилес, химизацилес тата хÿтĕлес ĕç пайĕн ертÿçи Владимир Васильев хуравлать.

— «Çур акине иртерех тухнă — тĕм илнĕ, кая юлнă — кĕл илнĕ», — тенĕ иртнĕ ĕмĕрсенче. Маларах аксан усси ытларах-им?

— Çурхи тĕш тырă культурисене акма пĕлтĕр — апрелĕн 20-мĕшĕнче, кăçал 3-мĕшĕнче тухрĕç. Паллах, 2023 çулхи çур акине май уйăхĕнчех, тăпрара нÿрĕк саппасĕ пысăк чухне, 100% вĕçлеме шанăç пур. Кăçал апрель вĕçленичченех çумăр сахал çурĕ. Чăвашгидрометеоцентр пĕлтернĕ тăрăх, нÿрĕк иртнĕ нумай çулхи вăтам нормăран 74% кăна ÿкнĕ. Хуçалăхсен ертÿçисем пăшăрханса 2010 çулхи шăрăха та аса илчĕç, тĕксĕм пĕлĕт капланасса кĕтрĕç. Вĕсем ыйтни харама каймарĕ — иртнĕ уйăх вĕçĕнче тата май пуçламăшĕнче вырăн-вырăнпа çумăр лайăхах шапăртаттарчĕ. Çапах савăнма иртерех. Синоптиксем министерствăна тăпран çиелти сийĕнче вăл иртнĕ эрнере уйăхри нормăран 12% пухăнасси, çумăр тĕлĕтĕлĕпе кăна çăвасси çинчен систерчĕç.

— Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче вырăнсенчен ертÿçĕсем Елчĕк тата Канаш округĕсенче нÿрĕк чылай ÿкнине, Комсомольски тăрăхĕнчи Çĕнĕ Шăхран таврашĕнче вара тусана та хуплайманнине пĕлтерчĕç.

— Кун пек тĕслĕх ытти округра та пур. Çапах та çав кун тĕлне округсен пысăкрах пайĕнче тăпран çиелти сийĕнче вăрлăха шăтса тухма кирлĕ нÿрĕк саппасĕ пухăнчĕ. Вăл мĕн пур культурăшăн лайăх. Нумай хуçалăхра çурхисене акма палăртнă анана, кĕрхи культурăсен тата нумай çул çитĕнекен курăк лаптăкĕсене чи малтанах сÿре агрегатне вăхăтра кĕртсе нÿрĕк тытса хăварнине, агротехника мероприятийĕсене паха пурнăçланине ырăпа палăртас килет. — Çурхи тĕш тырă культурисене хăш округсенче акса пĕтерчĕç? — Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Патăрьел округĕсенче тата ытти чылай округра. Халĕ пахча çимĕç, техника культурисен, ăшша юратакан ÿсен-тăран вăрлăхне варăнтараççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Йăлтах — хăвăн аллунта

«Вун ултă çул каялла Çĕрпÿ округĕнчи Янсакассинче вырнаçнă кивĕ фермăна туянса сысна ĕрчетме пуçларăмăр, пĕр вăхăт сурăх та тытнă. Кайран мăйракаллă шултра выльăх çине куçрăмăр. Патшалăх пулăшăвĕ хуçалăха вăйлатма, хушма ĕç вырăнĕ йĕркелеме пысăк тĕрев пачĕ», — теççĕ çемье фермине аталантаракан Александрпа Надежда Чиркинсем ял хуçалăхĕнчи пĕрремĕш утăмĕсене куç умне кăларнă май.

Александр — Патăрьел тăрăхĕнчен, Надежда Шупашкарта ÿссе çитĕннĕ. Пулас мăшăрне арçын тĕп хулари спортзалта тĕл пулнă, иккĕшĕ те каратэ секцине çÿренĕ. 1990 çулта пĕрлешсе çемье çавăрнă. «Канмалли кунсенче Надеждăна атте-аннепе паллаштарма яла илсе кайрăм. Килтисене тÿрех килĕшрĕ сар пике, тăхтамасăрах тепĕр канмалли кунсенче туй кĕрлеттертĕмĕр», — ăшă туйăмпа аса илчĕ çемье пуçлăхĕ темиçе çул каяллахине. Чăваш Сăкăт каччи ачаранах ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ. Хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытнă, çăвĕпе колхоз уйăрса панă пайри лаптăкра çум çумланă. «Çуллахи вăхăтра ача-пăча урамра вылятчĕ, эпир вара уй-хирте, севокпа кăшман анинче тапăлтататтăмăр», — тет вăл.

Александрпа Надежда Чиркинсем икĕ хутчен гранта тивĕçнĕ. 2013 çулта вĕсене ĕçе тытăнмашкăн пĕр миллиона яхăн тенкĕ панă. Тепĕр пилĕк çултан конкурс витĕр ăнăçлă тухсан çемье фермине аталантарма 7 миллион тенкĕ çĕнсе илнĕ. Çак укçапа тырăпа утă управĕсем, çĕнĕ ферма туса лартнă. Паянхи кун çемьен икĕ вите. Вĕсенче 180 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Çак территорирех выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлемелли цех пур. Фермерсем ытларах вăкăр тата ĕне ашне сутса тупăш илеççĕ. Сĕте Çĕрпÿри райпо 15 тенкĕпе йышăнать. Выльăхчĕрлĕх валли апат хатĕрлеме, турттарма техника çителĕклĕ. Кунта трактор та, газель те, ЗИЛ та пур. Çав-çавах хуçа тепĕр техника туянас шухăшлă. «Транспорт çукки ал-ура çуккипе танах, çĕр çыннин ĕçне чарса лартать», — тет вăл. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   ♦


Ял-йыш ăна манмасть

Шупашкар муниципалитет округĕнчи "Процесс" хуçалăха чылай çул ертсе пынă Валентин Васильев çуралнăранпа 90 çул çитет. Вăл 1933 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Кĕçĕн Янăш ялĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă.

26 çулти председатель

Янăшри çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Валентин Васильев Муркаш районĕнчи Тивĕшри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. 1952 çулта пултаруллă çамрăк Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн зооинженери уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен Ишлейри МТСра зоотехникра ĕçлеме пуçланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче колхоз-совхозсене пĕрлештерме тытăннă чухне Ленин ячĕллĕ тата «Раççей» хуçалăхсене пĕр чăмăра пухма сĕннĕ. Колхозниксен пухăвĕнче «Прогресс» хуçалăхăн председательне 26 çулти Валентин Васильева суйланă. Сăмах май, вăл унта 19 çула яхăн ĕçленĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсем пирки Валентин Васильевич çапларах аса илетчĕ: «Хуçалăхра аслă пĕлÿ илнĕ специалист ун чухне пĕр эпĕ çеçчĕ. 60-мĕш çулсен варринче вара тĕп производство уйрăмĕсенче аслă пĕлÿ илнĕ аграри специалисчĕсем вăй хума тытăнчĕç». Валентин Васильевич крахмал завочĕ хута ярса хуçалăх экономикине çĕклеме шут тытнă. Çав вăхăтрах уй-хирте, фермăра ял хуçалăхăн çĕнĕ технологийĕсене ĕçе кĕртнĕ. Пуçаруллă ушкăн çĕр эрозийĕпе кĕрешмелли ĕçсем ирттернĕ, ял таврашĕнче пĕвесем тунă. Вĕсем типĕ çулсенче мелиораципе хирсене шăварма кирлĕ пулнă. Ял çыннисем те пĕвепе усă курма тытăннă: хур-кăвакал усранă, хăшĕ-пĕри пушă вăхăтра унта пулă тытма çÿренĕ. Пĕве йĕри-тавра йывăç-тĕм лартнă.

Мамăшри производство участокĕнчи улма-çырла йывăç-тĕм лапамне 120 гектар таранччен ÿстерме шут тытнă. Çакăн хыççăн пан улми, çырла пухса илесси хăвăрт ÿснĕ. Тухăç ытлă-çитлĕ пулни Валентин Васильевича тепĕр шухăш-ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшнă. Тĕрлĕ сортлă эрех тата ача-пăча напитокне вырăнта кăлармашкăн Ленинград хулинчен ятарлă оборудовани илсе килнĕ. Кĕске вăхăтрах хуçалăх сачĕн территорийĕнче компактлă завод туса лартнă, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă, конвейер производствине хута янă. Ертÿçĕ тăрăшни, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлени усăсăр иртмен. Часах завод ĕçлеме тытăннă. Экономика лару-тăрăвĕ лайăхланнă май колхоз тĕрлĕ техника, ял хуçалăх машини туяннă, уй-хирте минерал удобренийĕпе ытларах усă курнă, çĕнĕ витесем, фермăсем, йĕтемсем, тырă кĕлечĕсем тунă, селекци ĕçне лайăхлатнă, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туяннă. Колхоз территорийĕнче аэродром йĕркеленĕ. Шупашкар, Муркаш, Красноармейски районĕсенчи юнашар колхозсен уй-хирĕнче ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçланă чухне самолетсем çак аэродромпа усă курнă. <...>

Михаил СЕМЕНОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.