- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 17 (1296) № 04.05.2023
«Мĕн пуррипе савăнса пурăнатăп»
«Чăваш хĕрарăмĕн» тĕпелĕнче паян хăнара — Чăваш халăх артисчĕ, драматург, сăвăç, прозаик Александр Степанов /Пăртта/. Ултă теçетке çула хыçа хăварнăскер Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче сăнар хыççăн сăнар калăплать. Кунпа пĕрлех алла калем тытма та вăхăт тупать. Унăн сăввисене ачасем те, аслисем те килĕштереççĕ, калавĕсене кăмăлтан тишкереççĕ. Вăл çырнă юмахсем, камитсем, драмăсем тăрăх республикăри театрсем спектакльсем лартаççĕ.
Пăртта таврашĕ
— Александр Иванович, калаçăва ачалăха аса илнинчен пуçлар-ха?
— Красноармейски тăрăхĕнчи Алманч ялĕнче çуралнă эпĕ, 3-4 çулта чухне пирĕн çемье Туçи Чуракассине куçса кайнă. 3 класс хамăр ялта вĕреннĕ хыççăн малалла çуралнă ялти пĕлÿ çуртне утнă. Кукаçипе кукамай та Алманчра пурăннă. Çавăнпах çак икĕ ял та маншăн питĕ çывăх. Асли пулса ÿснĕ эпĕ. Ман хыççăн йăмăкпа шăллăм пур. Ял ачисем ытларах ĕçпе пиçĕхнĕ паллах. Кĕтÿ те пайтах кĕтнĕ, колхоз пурнăçне те хастар хутшăнаттăмăр. Çăвĕпе те килте ларман. Пĕр çулхине, ас тăватăп, авăн уйăхĕнче лайăх ĕçленĕшĕн кĕнеке парнелерĕç. Питĕ хĕпĕртенĕччĕ. Пирĕн вăхăтра çитĕннĕ çамрăксем пурте вулама юратнă. Телевизор аслă класа çитсен кăна туяннă. Кÿршĕре манпа тантăш ача Алюш пурччĕ, тăван та лекетчĕ-ха вăл. Аппăш-пиччĕшĕ çитĕнсе хулана кайнăччĕ. Ун патне аслисем илсе килнĕ пластинкăсене итлеме каçаттăм. Хăлхана кĕрсе юлнă юрăсене уя тухсан эх! шăрантараттăм! Ял ачисем çапларах ĕнтĕ эпир — вăтаннă, концерт таврашĕсенче йышпа юрланă-ха, анчах пĕччен хăю çитереймен. Ĕне, сурăх кĕтĕвне пĕччен тухсан вара ирĕкре туйнă. Çапла майĕпен юрă-кĕвĕ патне туртăнма пуçланă. Атте сăвăсем, юптарусем çыратчĕ. Район хаçатĕнче «Пăртта Иванĕ» ятпа пичетленетчĕ. «Мĕншĕн ун пек çыратăн?» — тесен: «Эпир Пăртта таврашĕ», — тетчĕ. Ăна кура манăн та çырса пăхас килнĕ-тĕр. Пĕррехинче эпĕ те сăвă хайларăм. Ачапча кăна ĕнтĕ хам. «Шурă юрĕ ÿкрĕ хура çĕр çине, мулкач йĕрĕ ÿкрĕ сад пахчи енне», — çапларахчĕ вăл. Эпир ял хĕрринчен иккĕмĕш çуртра пурăннă, çавăнпах çырма-çатра хĕрринче мĕн пулса иртнине курнă ĕнтĕ. «Ку çырни мĕн ĕнтĕ… Кама тĕлĕнтеретĕн? Вăт юрĕ хура пулсан, чăн та, тĕлĕнтермĕш», — терĕ атте. Пурнăçа тĕрлĕ енлĕ курма, хаклама пĕлмелле тесе ăнлантарасшăн пулнă ĕнтĕ вăл мана.
— Пăртта Иванĕ çырнисене пухман-и?
— Пурте çук. Пухса пынă пĕр пайне хăй вăхăтĕнче «Капкăнра» пĕр ярăмпа кăларнăччĕ. Атте вилсен тек пичетлемен çав. Вăл çырнисем ытларах район хаçатĕнче тухатчĕç. <...>
Татьяна НАУМОВА
♦ ♦ ♦
Олег НИКОЛАЕВ: Утăм хыççăн утăм тăватпăр – малаллах
Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева канăç паман ыйту сахал мар паян. Çапах, хăй каланă пек, тĕллевлĕ ĕçлесен палăртнă шухăшсем пурнăçа кĕреççех. Шăмат кун «Хыпар» хаçата панă интервьюра Олег Алексеевич хăйĕн шухăшне уçăмлăн пĕлтерчĕ, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕ.
— Ака уйăхĕ пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пуян пулчĕ: республика Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине анлăн паллă турĕ, Раççейри чăвашсен наципе культура автономийĕсен аслă пухăвĕ иртрĕ... Пире интервью пама та паян тÿрех аэропортран килтĕр. Эпир пĕлнĕ тăрăх, эсир Запорожье облаçĕнче пулнă. Ку визит пирки тĕплĕнрех каласа парсамăр.
— Запорожье облаçне эпир чи малтанах шефа илес тĕллевпе кайрăмăр. РФ Президенчĕ Владимир Путин çĕнĕ территорисене — Донецк, Луганск халăх республикисене, Запорожье, Херсон облаçĕсене — пулăшма тĕрлĕ енлĕ аталану программи хатĕрлесси пирки самай калаçать. Çывăх вăхăтрах Правительство çав программăна çирĕплетĕ. Вăл анлă тĕллевлĕ пулнă май Раççейĕн кашни суб˜екчĕн пĕр-пĕр муниципалитета тĕрлĕ енлĕн пулăшса пымалла. Чи малтанах Евгений Балицкипе / Запорожье облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан. – Авт./ тĕл пулса килĕшĕве алă пусрăмăр. Пирĕн республикăна Бердянск округне уйăрса пачĕç. Унсăр пуçне мобилизаципе кайнă ентешсем патне те çитсе килтĕмĕр, кирлĕ япаласемпе тивĕçтертĕмĕр. Тĕрлĕ техника валли саппас пайсем, çар ĕçне йĕркелесе пыма кирлĕ япаласем — квадрокоптерсем тата вĕсемпе кĕрешмелли оборудовани — парса хăвартăмăр. Ентешсемпе калаçрăмăр, вĕсен мĕнле ыйтусем пуррине тĕпчерĕмĕр. Вĕсем хăпартлануллă кăмăллă пулни питĕ килĕшрĕ.
— Эсир пĕлтĕр Донецк тăрăхне çитсе килнĕччĕ. Унта та килĕшÿсем çирĕплетнĕччĕ.
— Утăм хыççăн утăм малалла тăватпăр. Чи пирвайхи тĕллев Донецк халăх республикипе пирĕн регионăн электротехника кластерĕн продукцине вĕсем патĕнче — Донецкри тата Торезри заводсен лапамĕнче — туса кăларма ирĕк илесси пулчĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем хăй вăхăтĕнче çавăн пек продукци кăларнă, паянхи кун корпораци тума пĕтĕм ĕçе хатĕрлесе çитернĕ. Пĕрремĕш подстанцие хамăр патра, анчах вĕсемпе пĕрле пухса хатĕрлерĕмĕр. Çак икĕ завод модульлĕ трансформаторсем кăларма пултарать. Çакă 130-140 çынна ĕç вырăнĕллĕ пулма май пачĕ. Кунашкал ĕçе эпир ÿлĕмрен те туса пырăпăр — Донецк тата Луганск халăх республикисемпе те, Херсон тата Запорожье облаçĕсемпе те. <...>
Татьяна ВАШУРКИНА калаçнă.
♦ ♦ ♦
Ентешсене пулăшма
Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах чăваш хĕрарăмĕсем çапăçăва хутшăнакансене май пур таран пулăшма пуçларĕç. Пархатарлă çак ĕçрен Элĕк округĕнчи Тавăт тăрăхĕнчи хĕрарăмсем те юлмарĕç. Малтанах вĕсем çăм арласа алсиш-нуски çыхрĕç, ăна мобилизациленнисем валли тĕрлĕ фонд урлă çитерме тăрăшрĕç. Çакна палăртмалла, хĕрарăмсене çăмпа тивĕçтерес тĕлĕшпе нумай çын тăрăшрĕ. ЧР Хĕрарăмсен вырăнти канашĕн — ертÿçи педагогика ĕçĕн ветеранĕ Алевтина Алексеева — хастарĕсем çăма чаврĕç, унран ăшă япаласем çыхрĕç.
Каярахпа пархатарлă çак мероприятисене Тавăтри библиотека заведующийĕ Ольга Железнова хутшăнчĕ. Çапла ĕç тата ытларах сарăлчĕ. Хĕллехи вăхăтра кунта окоп çурти хатĕрлеме тытăнчĕç.
— Çак ĕçе йĕркелеме Мускавра пурăнакан хĕрĕм Марина, халĕ вăл Сорокина, хавхалантарчĕ темелле, — каласа кăтартать Ольга Ильинична. — Вăл çынсем çакăн йышши çуртасем хатĕрлеме пуçланине пĕлнĕ те пире те хăнăхтарчĕ. Шкул ачисем нумай пулăшрĕç. Тĕрĕссипе, çак ĕçе пур çын та хутшăнма тăрăшать. Акă Ольгăпа Николай Матвеевсем тÿрех 10 000 тенкĕ пачĕç. Мăшăр Шупашкарта тĕпленнĕ. Хамăр тăрăхри Иштекрен тухнăскерсем яла таврăнсан пирĕн пирки илтнĕ те пулăшас кăмăлĕ пуррине пĕлтерчĕç. Галинăпа Александр Яжуковсем банкăсемпе тивĕçтерчĕç. Çапла кашниех пархатарлă ĕçе хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать.
Ытла та сăпайлă пулнипе Ольга Ильинична пурин çинчен те питех каламарĕ. Çапах палăртса хăварас килет — Железновсем çак ĕçе çемйипех хутшăнаççĕ. Мăшăрĕ Вениамин Валерианович, сăмахран, таврари хурт-хăмăр ăстисемпе тачă çыхăну тытаканскер, вĕсенчен кирлĕ материал илет. Килте ăна шăратса хатĕрлет. Малтанах парафинпа «Зов Чувашии» фонд пулăшнă. Каярахпа Железновсем ăна каллех хăйсемех тупма пуçланă. <...>
Маргарита ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Пĕчĕк хулари пĕчĕк хĕрача
Татьяна Углова шкулта пиллĕкмĕш çул кăна тăрăшать-ха. Вĕрентекен ĕçне 28 çула çитсен кÿлĕннĕ вăл. Педагогика пĕлĕвĕ пур пулин те çак профессие «кĕрсе каясси» пĕтĕмпех ăнсăртран пулса тухнă. Паян вара хăйĕн ĕçне чунран парăнса, ачасене юратса тăрăшать вăл.
Чи кирли — кăмăл
Шупашкарти коопераци институтĕнче экономика факультетĕнче ăс пухнă пике. Налук ĕçченĕ пулса тăнă. Анчах та чĕлхесене юратни канăç паман ăна. Çавăнпах И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетне каçхи уйрăма вĕренме кĕнĕ. Çапла харăсах икĕ дипломлă пулса тăнă. Педагог ĕçĕ çинчен ун чухне шухăшламан вăл. Пĕчĕк чухне тĕрлĕ ĕмĕтпе çунатланнă-ха. Ача садне çÿренĕ май — воспитатель, кĕçĕн классенче ăс пухма пуçласан вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ.
Тепĕр тесен, учитель тивĕçĕ çинчен шухăшлама вăхăчĕ те çитмен темелле. Пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшаканскер, маттурскер, вăр-варскер икĕ пĕлÿ илнипе пĕрлех ĕçе вырнаçма та май тупнă. Э, чим-ха, преподавателĕ сĕннипе институтăн юлашки курсĕнче коопераци колледжĕнче студентсене валли лекци вуланă вăл. Анчах кунта нумай тытăнса тăман — суту-илÿ тытăмне куçнă. Пĕр лавккара заведующи те пулнă. Çак вăхăтра çемье çавăрса ача çуратнă. Ĕçе тухма вăхăт çитсе пынă май хăйне тивĕçтерекен график çинчен шухăшлама тытăннă. Лавккара тăтăшах каçченех, çĕрлечченех тытăнса тăма тивет. Çамрăк амăшне тивĕçтермен ку.
Шăпах çак вăхăтра тусĕсенчен пĕри: «Эсĕ педагог-çке. Шел, эпĕ вĕренмен. Шкула савăнсах кайнă пулăттăм», — тенĕ. Пушă вăхăтра ачасемпе репетитор пек ĕçлесе курнăскер шухăша путнă. Пĕлтерÿсене тишкернĕ. Çĕнĕ Шупашкарти пĕр шкула пырса пăхнă вăл — хапăл тунине туйман. Спутник хулари 3-мĕш вăтам шкула акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ кирлине пĕлсен унта çул тытнă. Тÿрĕ кăмăллăскер халиччен шкулта пачах ĕçлеменнине, çавна май опыт çуккине директора уççăнах пĕлтернĕ. «Чи кирли кăмăлу пултăр. Ыттине вĕрентĕпĕр», — тенĕ ăна ертÿçĕ. <...>
Татьяна НАУМОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать