- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 16 (1295) № 27.04.2023
Хастарлăхĕ чакмасть
Пурнăçра тĕрлĕ çынпа тĕл пулатăн. Кашнин шăпи хăйне евĕрлĕ. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Яманкасси ялĕнче пурăнакан Алевтина Алексеевăн та каласа памалли нумай.
«Эпĕ нумай ачаллă çемьере кун çути курнă, — çапларах пуçларĕ вăл калаçăва. — Пирĕн анне Клавдия Николаевна Элĕк районĕнчи Кивуй ялĕнчен Степан Федоровича ултă ача çине качча килнĕ». Малтанхи арăмĕ Елена Трофимова кĕçĕннине çуратсан виçĕ уйăхран йывăр чирлесе вилет. Арçын 6 ачапа тăрса юлсан вĕсене çитĕнтерме пулăшмашкăн хĕрарăм шырать, Клавди ачасене пăхма килĕшет. Кĕçех çемьери йыш татах хутшăнать, çĕнĕ арăм тата 6 ача çуратать. Шел, тĕрлĕ чире пула 9 тата 10 çулти ывăлĕпе хĕрĕ чирлесе пурнăçран уйрăлаççĕ. «Тăваттăн пурăнатпăр-ха», — тет Алевтина, тăваттăмĕш хĕр пулса çитĕннĕскер. Пысăк йышлă çемьере ачасем ĕçе хăнăхса ӳснĕ паллах. Алевтинăн та 1970 çулта Çĕнĕ Атикассинчи 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Яманкасси фермине кайма тивнĕ, ашшĕ-амăшне пулăшмалла- çке. Тăрăшуллăскер ĕнесене яланах вăхăтра апатлантарнă, хăй каласа панă тăрăх, малти ретре пулнă. Пĕр çулхине ăна колхоз правленийĕ тӳлевсĕр турист путевки парса чысланă. Хĕр пурнăçĕнче пĕрремĕш хут Ялта, Тбилиси, Батуми, Баку, Ереван, Сухуми, Гагра тата Сочи хулисенче экскурсире, 21 кун хушши ĕмĕр асăнмалăх çул çӳревре пулать! Алевтина ĕçленĕ хушăрах малалла ăс пухма ăнтăлать, ялтан чылай инçетре вырнаçнă Штанашри вăтам шкулти каçхи уйрăма кĕрет, эрнере 4 хутчен вĕренме çӳрет. 1975 çулта алла аттестат илсен хĕр ял хуçалăх институтне зооинженери факультетне вĕренме кĕрет. Алла диплом илсен Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче ĕç учителĕнче вăй хума тытăнать. Выльăх ĕрчетес тĕлĕшпе йĕркеленĕ занятисене те ертсе пырать. 1981 çулта пединститутăн химипе биологи факультетне вĕренме кĕрсе виçĕ çултан биологи учителĕн дипломне алла илет. Шкулта вăл çавăн пекех воспитани ĕçне те йĕркелесе пырать, тăван ен культурин урокĕсене те ирттерет. 1998-2007 çулсенче вара ăна çак шкулăн директорĕ пулма шаннă. 1980 çултанпа Алевтина Степановна çак шкултах тăрăшать. Хальхи вăхăтра социаллă педагог тивĕçне пурнăçлать вăл. Педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 43 çула та çитнĕ. Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче нумаях пулмасть вăл ертсе пынипе музей валли материалсем пухнă, вĕсене валли ятарлă пӳлĕм уйăрнă. Кунти экспонатсем хăнасене чăвашлăхпа паллаштараççĕ. Аслă категориллĕ вĕрентекен чылай Хисеп хучĕ илме тивĕçлĕ пулнă. Ĕç ветеранĕн кăкăрне «Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн» медаль илем кӳрет. 1999 çулта тивĕçнĕ вăл ăна. «Ун чухне эпĕ выльăхсем валли кăшман çулçи татма кайма тухнăччĕ. Пĕве патĕнчен иртсе пыраттăм. Темĕнле шăмпăлтатнă сасă илтĕнсе кайрă, пăх та: пĕр пĕчĕк ача пĕрре çӳлелле хăпарать, тепре шыва чăмать. Михĕсене пăрахса часрах шыва сикрĕм, ачана çыран хĕрринелле турта пуçларăм. Арçын ача тапаçланма та пăрахнăччĕ, ăна васкасах пĕрремĕш пулăшу патăм. Вăл сывласа ячĕ те макăрма пуçларĕ. Яманкасси кӳллинче вăл вăхăтра хур питех те нумайччĕ. Нина Семеновăн мăнукĕ Алексей кӳлĕ хĕррипе иртсе пынă чухне хурсенчен хăраса тарма тăнă та ури шуса кайнипе шыва сикнĕ иккен». <...>
Галина ЗОТОВА.
♦ ♦ ♦
Йÿнни… яланах йÿнеçтермест
Паянхи кăткăс саманара, хаксем çĕпре çинчи пек ӳссе пынă вăхăтра, пирĕнтен кашниех йӳнĕрех хак шырама тăрăшать паллах. Пурнăçри пур тытăма та пырса тивет ку: апат-çимĕç, эмел, куллен кирлĕ тавар, ял хуçалăхĕ… Шăпах çак вăхăталла стройка ĕçĕсене пуçламашкăн хатĕрленсе çитнисем пуçне ирĕксĕрех кăтăрт-кăтăрт хыçаççĕ — ара, материал хакĕ ăçта çитрĕ! Телее, чăваш предпринимателĕсен хушшинче вăхăтпа тан кăна мар, унран та малта утакан сахал мар. Хăш-пĕр чухне хамăр патра кăларакан тавар пахалăхне тиркеме пăхатпăр. Тен, çак шухăшлавран хăпма шăпах вăхăт? Калăпăр, Шупашкарта никĕсленнĕ пĕр предприятин композит материалне Казахстан строителĕсем килĕштернĕ. Нарăс уйăхĕнче ют çĕршыва тавар пĕрремĕш партине ăсатнă ĕнтĕ. Усламçăсене чикĕ леш енче çыхăнусем йĕркелеме Экспорт пулăшăвĕн центрĕ май туса парать. Унсăр пуçне çак ĕç «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» тата «Халăхсен хушшинчи коопераци тата экспорт» наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн пурнăçланса пырать.
Кун йышши предприятисене тепĕр енчен те ырламалла. Пĕр вăхăт усламçăсем йӳнĕрех туянса хаклăрах сутма кăна тăрăшатчĕç — çакăнтан тупăш илнипе çырлахатчĕç. Производство йĕркелесе аппаланакан сахалччĕ. Шăпах наци проекчĕсем тĕревленипе лав вырăнтан хускалчĕ. Унта та кунта ура çине çирĕппĕн тăракан предприятисем уçăлма пуçларĕç. Паллах, вĕсем çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçнипе те пĕлтерĕшлĕ. Налук та регион пухмачне хывăнать. Çӳлерех асăннă предприяти строительство, ял хуçалăхĕ, архитектура, çул-йĕр тата ытти валли материал кăларать. Чи кирли кунта çакă — композит материлсемпе усă курни проект хакне 50% таран чакарма пултарать. Унсăр пуçне композит металран темиçе хут çăмăлрах. Хăш-пĕр çĕрте вара вĕсемпе кăна усă кураççĕ, мĕншĕн тесессĕн пахалăхĕ енĕпе ăна çитекен материал урăх çук. Предприяти продукцине малтан Раççейре пахаланă. 2019 çултанпа чикĕ урлă «каçнă». Сăмах май, Шупашкарта кăларакан композит материалсене Бразилире те лайăх хак панă. Халĕ акă Казахстанпа çыхăну тытма пуçланă. Предпринимательсене, каларăм ĕнтĕ, хăйсем тĕллĕн ĕçлесе йăнăшассинчен Чăваш Республикинчи Экспорт пулăшăвĕн центрĕ тĕревлет. «Эпир пулăшнипе асăннă компани Узбекистанра тата Казахстанра иртнĕ куравсене хутшăнчĕ. Сайта акăлчанла «калаçтарма» пултартăмăр, ку вара, черетпе, AliBaba электрон чи пысăк суту-илӳ лапамĕнче вырнаçма май пачĕ. Çавăн пекех продукцие сертификацилес тата техника документацине Европа шайĕнче хатĕрлес ыйтăва та татса патăмăр», — тет Центр ертӳçин çумĕ Артем Захаров. Чăваш Ен чикĕ леш енчи çĕршывсемпе экономика çыхăнăвне вăйлатсах пырать. Çак кунсенче Узбекистанра Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен мероприятире регионăн промышленноç тата инвестици майĕсемпе паллаштараççĕ. Сумлă делегацие ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пырать. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, республикăн çĕнĕ продукцийĕ партнерсене çеç мар, инвесторсене те кăсăклантармалла. Маларах палăртнă тăрăх, ĕçлĕ темиçе килĕшĕве алă пусмалла. Çĕнĕ Шупашкар тата Карши акă тăванла хуласем пулса тăнă. Олег Николаев «çавра сĕтел» майлă йĕркеленĕ пленарлă сессире тухса калаçĕ. <...>
Маргарита ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Чăвашлăхшăн пĕрле ĕçлемелле
Раççейри чăвашсен федераци наци культура автономине малашне Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов ертсе пырĕ. Ку йышăнăва шăмат кун Шупашкарта иртнĕ Аслă пухура çирĕплетрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, Раççейри чăвашсен пĕрлĕхĕн кун-çулĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланать.
— Саккунсене улшăнусем кĕни тата общество ĕçĕ-хĕлĕ çĕнелсе пыни урăхларах ĕçлеме хистет. Пĕрлĕх канашĕн çĕнĕ йышĕ тата ертӳçи хастар ĕçлеме хатĕр, ăнăçу пуласси иккĕлентермест, — терĕ республика Пуçлăхĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ регионта пурăнакан чăвашсем кăна мар, Чăваш Республикин Правительстви те чăваш халăхĕн культурине сыхласа хăварас, аталантарас тĕллевлĕ центр пек автономи ĕçне хутшăнма хатĕррине палăртрĕ. — Федераци наци культура автономийĕ Раççей Федерацийĕнчи халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетес ĕçе пысăк тӳпе хывать. Кун пирки çĕршыв Президенчĕ те каланăччĕ, — терĕ Олег Николаев. — Чăвашсем, йышĕпе çĕршывра пиллĕкмĕш халăх пулнă май, нумай нациллĕ халăх пĕрлĕхĕшĕн уйрăмах яваплă. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков палăртнă тăрăх, тăван халăхпа мăнаçланма çитĕнекен ăрăва пĕчĕкрен хăнăхтармалла. — Эпир — мăнаçлă халăх ачисем. Эпир — чăвашсем. Эпир хамăрăн культурăпа, йăлайĕркепе тата Чăваш Ене, Раççее мухтава кăларнă пысăк çитĕнӳсемпе тĕнче историйĕн аталанăвне тӳпе хывнă. Пирĕн çакăнпа мухтанмалла, тăван халăх культурине, чĕлхине ăруран ăрăва тирпейлĕн упраса пымалла, — терĕ Анатолий Аксаков. Вăл çавăн пекех политикăра, экономикăра, бизнесра вăй хуракан чăвашсем тăван республикăна мар, çĕршыва та пысăк усă кӳнине палăртрĕ. — Пурте пĕрле тăрăшсан Чăваш Енрен тĕнчери чи лайăх вырăн туса хума пултаратпăр. Çакă пирĕн малашлăх тĕллевĕ пулмалла, — терĕ Анатолий Геннадьевич. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, Раççейри чăвашсен пĕрлĕхĕн ертӳçи Леонид Черкесов федераци наци культура автономийĕ культурăпа искусство, наука деятелĕсене, предприятиорганизаци ертӳçисене, предпринимательсене, спортсменсене, тĕрлĕ отрасль ĕçченĕсене пĕрлештерсе тăракан ресурс центрĕ пулса тăмаллине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра республика тулашĕнче чăвашсем нумаййăн пурăнаççĕ. Леонид Ильич палăртнă тăрăх, автономин тĕллевĕ вĕсене чăвашлăх ĕçĕшĕн пĕрлештересси пулса тăрать. — Пĕрлĕхре — вăй. Пирĕн вăйлăрах пулас тесен пĕрле ĕçлемелле. Пĕрлĕх ĕç-хĕлне анлăлатнă май хальхи вăхăтри çĕнĕлĕхсене ытларах тĕпе хумалла. Наци культурине интернетра ытларах сармалла, социаллă сетьсенче интереслĕ контентсем хатĕрлемелле, — терĕ Леонид Черкесов. Вăл çавăн пекех чĕлхене, унпа усă курассине ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. — Халăхăн чи хаклă мулĕ — чĕлхе. Вăл йăла-йĕркене упрама, ăруран ăрăва куçарса пыма кирлĕ. Ачасене тăван чĕлхене хисеплеме, упрама вĕрентесси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. «Тăван чĕлхесĕр чăн пĕлӳ çук», — тенĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев, — терĕ Леонид Ильич. Раççейре чăвашсен 61 наци культура пĕрлĕхĕ тата 36 наци культура автономийĕ йĕркеленнĕ. Республика тулашĕнче 300 пин ытла чăваш пурăнать. Аслă пуху ĕçне Пушкăрт, Тутар, Чăваш республикисенчи, Самар, Эрĕнпур, Пенза, Сарă ту, Ульяновск облаçĕсенчи, Мускав тата Питĕр хулисенчи наци культура автономийĕсен делегачĕсем хутшăнчĕç. Тĕл пулура федераци автономийĕн юлашки çулсенчи ĕç-хĕлне тишкерчĕç, чăваш чĕлхине, наци культурине, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине аталантарассине сӳтсе яврĕç. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Самант пек 90 çул
Шăпах çапла ят панă Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕ юбилей ячĕпе йĕркеленĕ уяв каçне. Нумай та, сахал та мар — ĕçлеме пуçланăранпа шăп та лăп 9 теçетке çул хыçа юлнă.
Çамрăксен театрĕ çурхи хĕвел пайăркисен ăшшипе çуралнă тесе ахальтен каламаççĕ-тĕр. Хăйĕн пĕрремĕш ĕçĕпе вăл куракансене 1933 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче паллаштарнă. Ун чухне халăх Шупашкарти пионерсен керменне /рабочисен клубĕ/ пухăннă. Л.Бочинăн «Молодой пласт» пьеси тăрăх лартнăскер «Таптас» ятпа тухнă. Чăвашла ăна К.Егорова куçарнă. Спектакле хатĕрлес ĕçе А.Дымов художник, Г.Лисков композитор хутшăннă, У.Тимофеева çамрăксене тĕрĕс калаçма вĕрентнĕ. И.Максимов-Кошкинский те сĕнӳсем парса пулăшнă. Çамрăксен театрне уçас шухăш иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсен пуçламăшĕнчех амаланнă. 1932 çулхи кĕркунне республикăри çутĕç комиссариачĕ чĕннипе Шупашкара Ленинград çыннисем — Э.Фейертагпа М.Фигнер /упăшкипе арăмĕ/ килсе çитеççĕ. Эдвин Давыдович техникумри ачасене актер ăсталăхне вĕрентме пуçлать. Маргарита Николаевна театр тата литература историйĕпе паллаштарать. Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Фейертага театрăн илемлĕх ертӳçи пулма çирĕплетеççĕ. Кадр ыйтăвне ăнăçлă татса парать вăл: актерсене Чăваш музыкăпа театр техникумĕнче пĕрремĕш тата иккĕмĕш курссенче вĕренекен ачасенчен суйласа илет. Александр Каттай, Иван Никифоров /Вашки/, Леонид Пушкай, Павел Дмитриев, Нина Орешникова, Мария Ильина, Николай Николаев, Анна Маштанова тата ыттисем те малтанхи артистсем пулса тăнă. Çамрăксен театрĕн спектаклĕсем ыттисенчен уйрăлса тăнă. Актерсем куракансене сцена çинче тĕвĕленекен ĕç-пуçа хутшăнтарнă, вĕсене ыйтусем пара-пара явăçтарнă, пĕрле юрă юрлаттарнă, сăвă калаттарнă. Спектакльсем хыççăн вара шкулсене, комсомол, пионер организацийĕсене, колхоз правленийĕсене çитнĕ, тĕрлĕ ыйту тавра калаçу пуçарнă. «Хĕвел кулать» спектакльпе çамрăксем çуллахи гастрольсем вăхăтĕнче ял-ял тăрăх уйăх çурă ытла çӳренĕ, Акатуйсене хутшăннă, колхозниксене тырă-пула вăхăтра пухса кĕртме хавхалантарнă. Çапла пархатарлă çур-йĕрпе пуçланнă театр кун-çулĕ. Аталанса пынă май унăн репертуарĕ те пуянланнă, тăрăшакансен ăсталăхĕ те ӳссех пынă. Спектакльсене чăвашла та, вырăсла та хатĕрленĕ. Чăваш халăхĕн пурнăçĕпе паллаштаракан ĕçсем те, вырăс тата чикĕ леш енчи классика произведенийĕсем тăрăх лартнă спектакльсем те йышлансах пынă. Çамрăк драматургсем В.Алагер, Л.Пушкай, М.Юрьев, Л.Агаков, А.Каттай, Е.Никитин çырнă пьесăсене сцена çине кăларнă. 1933- 39 çулсенче пукане спектаклĕсем те лартнă. 1941-47 çулсенче театр пĕр тапхăр ĕçлемен. Театр аталанăвĕнче В.Голубева, Н.Айзман, К.Степанова, Р.Федорова, В.Прохорова, М.Уфимцев, В.Михайлов тата ыттисен ячĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. 1979 çулта Çамрăксен театрĕн пултарулăх коллективĕ Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премие тивĕçнĕ, 1984 çулта театра Халăхсен туслăхĕн орденĕпе наградăланă. 1999 çулта Çеçпĕл Мишши ятне панă. Çак тата ытти пулăмсемпе паллаштарса уяв тĕлне историллĕ ятарлă курав та хатĕрленĕ. <...>
Татьяна НАУМОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать