- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 12 (1291) № 30.03.2023
Кулăш ăсти
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ çитет. Хăшĕ-пĕри пĕлĕшне шăнман пăр çине епле лартса ярассине картса та хунă пулĕ-ха. Эпир Кулăш кунĕ умĕн хамăрăн тĕпеле паллă шӳт ăстине Виталий Сергеева чĕнтĕмĕр.
«Хамшăн ыйтмастăп»
— Шӳт тĕнчинче юмор тата сатира текен ăнлавсем пур. Эсĕ вара иккĕмĕш енне ытларах сулăннă пек туйăнать.
— Пурнăçра иккĕшĕ те пур-ха та, анчах та питĕ сахал. Сатира вара паян пушшех те тĕмĕ хыçне пытаннă, уççăн курма та çук ăна.
— Санран чиновниксене хивре сăмах тăтăшах лекет-ха.
— Çапла, хушамачĕсене асăнмасан халăх патнех çитет сăмахăм. Анчах та пĕр хушамата асăн кăна… Шикленмелли сăлтава курмастăп эпĕ. Паллах, хăть вырăнти, хăть патшалăх влаç органĕсем пурнăçри пур çитменлĕхе те асăрхама пултараймаççĕ. Çавăнпа та хăшĕ-пĕрне асăнни çав çитменлĕхе пĕтерме пулăшать кăна вĕт-ха. Ахальтен мар ĕнтĕ Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев халăхпа тӳрремĕн хутшăнма тĕрлĕ мел суйлать — вырăнти лару-тăрăва пĕлсе тăмалли чи лайăх меслет ку.
— Тӳре-шарана тиркеме юрататăн. Каматăр сăмах лектернĕ хыççăн ун патнех ĕçлĕ ыйтăва татса пама кайни пулнă-и?
— Çук, ун пекки пулман.
— Санăн чăваш наци радиовĕнче «Кулăш лаççи» кăларăм пур. Мĕн çинчен калаçатăр унта?
— Çапла. Вун тăватă çул тухса тăрать вăл. Кулăшпа сатира кăларăмĕ тесе палăртнăччĕха та ăна… Кулăшĕ пур-ха унта, анчах сатира вăт… Халь фельетонсем те, «йĕплĕ çăмах» хыптаракан та çук. Çак жанр пачах пĕтрĕ тесен те юрать-тĕр. Çитменлĕхсем пирки радио итлекенсем те шăнкăравлаççĕ. Йĕпреçре мунча ĕçлеменни пирки каланăччĕ. Эпир çак ыйтăва эфира кăлартăмăр. Çитменлĕхе тӳрех пĕтернĕ. Радиора вара кăларăма икĕ-виçĕ хутчен çавăрттараççĕ. Мунчине юсанă, эпир вара çаплах критиклетпĕр… «Ку Сергеева лекет-ха пĕрре!» — тесе калать тет мунча хуçи. Çул-йĕр нумай калаçтарать. Йĕпреç- Патăрьел çулĕпе танкпа кăна çӳремелли пирки каланăччĕ. Халĕ Канашпа Йĕпреç хушшине куçармалла танка.
— Майĕпен çулсем «туса» пыратăн эсĕ апла…
— Вырăнти хастарсем информаципе нумай тивĕçтереççĕ. Йĕпреçрен Геннадий Кузнецов питех те хастар.
— Пурнăçра çитменлĕх сахал мар паллах. Анчах хăшĕ-пĕри ăна асăрхамасть те. Тепри асăрхасан та курмăш туса иртсе каять. Сана пуринчен те ытларах кирлĕ-им? Эсĕ йăлт асăрхатăн. Ку çитмест, ун пирки сăмах хускататăн. Вак-тĕвек те канăçсăрлантарать сана. Ял пурнăçĕ те хумхантарать чунна. Калăпăр, тăван ялунта урамра çутă çукки пирки те пăшăрханса калаçнăччĕ эсĕ…
— Артист вĕт-ха эпĕ. Çыннăн чун-чĕрин инженерĕ теççĕ пире. Ыррине те, усаллине те калама пĕлмелле. Эпĕ çын ятĕнчен калаçса çӳреместĕп вĕт, Сергеев ятĕнчен калатăп. Çамрăксен театрĕн хăйĕн çурчĕ пулман чухне эпĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин патне темиçе çыру çыртăм. Ман шухăшпа, гражданла позицие кăтартма кашни çыннăн ирĕк пур. Эпĕ хамшăн ыйтмастăп вĕт — ĕçшĕн кăна. Пурте çакăн пек пулсан пурнăçра мĕн те пулин улшăнмаллах. Саранскра авă çĕнĕ виçĕ театр çурчĕ çĕклерĕç. Пирĕн вара çамрăксем валли Оперăпа балет театрне хирĕç тумашкăн проект та пурччĕ. Культура çурчĕ çĕклемешкĕн патшалăх та хаваспах пулăшатчĕ. Чиновниксем мăран пулнипех çухалчĕ çак шухăш. Эпĕ хамăн шухăша калатăп-ха. Анчах та нумай чухне вăл пĕр стенаран теприн çине пыра-пыра çапăнать те хамах пырса лекет /кулать/. Эпĕ халăх умĕнчи çын. Шухăшăма пĕр концертра калатăп, тепринче… Сăмахăм пĕр хăлхаран теприн урлă кирлĕ çĕре пур пĕрех çитет çапла.
— Санăн тĕп ĕç вырăнĕ — театр. Анчах эсĕ пĕтĕм чăваш тĕнчинче çаврăнса пĕтĕрĕнетĕн — хаçат-журнал та, радиотелекурав та канăç памасть сана. Наци телекуравĕн пуçлăхне чăваша лартассишĕн те çунатăн эсĕ. Хăвăн шухăшна уççăн палăртма хăрамастăн… Кала-ха, чĕлхӳне пула тăшман нумай-и санăн?
— Пур пу-у-уль… Тăшмансăр епле пултăр-ха? Анчах та кун лайăх енĕ те пур вĕт-ха. Тăшман вăл ĕçлеме хĕтĕртет /кулать/. Чăвашлăх тенĕрен вара, пур çĕрте те литература чĕлхин норми пулмалла тесе шухăшлатăп: театрта та, радиора та, хаçатра та. Халĕ чăваш чăвашла калаçма пăрахса пырать — «ĕ» сас палли таçта тухса ӳкрĕ. Юрăçсем ăна йăлт кăларса печĕç. Çав тери хитре сасса темшĕн кӳрентереççĕ. «Ĕ» сас паллине капла палăк лартмалла… Çакна кăна калас килет — йăлтах пуçлăхран килет.
— Халĕ пуçлăхăн чи малтан менеждер пулмалла теççĕ вĕт-ха…
— Çапла пуль те, анчах та, калăпăр, больницăн тĕп тухтăрне колхоз председательне пырса лартаймастăн вĕт-ха. <...>
Рита АРТИ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Ĕçлекен — ăнăçтарать
«Телей пĕрле те пасар — уйрăм… Хăйĕн ĕçне йĕркелесе курнисем çак каларăш пĕлтерĕшне аван ăнланаççĕ-тĕр. Калăпăр, пасара икĕ тус пĕр пек таварпа тухаççĕ сутма. Пĕр вăхăтран пĕрин савăнăçпа пичĕ йăл çиçет, тепри питне тăварлă куççульпе çăвать. Пурин те ăнăçмасть çав. Кĕсьере нухрат шăнкăртаттăр тесен вăр-вар та пулмалла, çынпа калаçма та пĕлмелле… Тепĕр тесен, турă пани те кирлĕ. Çав вăхăтрах, паллах, пĕр чарăнми вĕренмелле, аталанмалла, унсăрăн нимĕнле ĕçре те ăнăçу пулмĕ.
Телее, Чăваш Енре ăнăçуллă ĕçлекен предприяти сахал мар. Уйрăм предпринимательсем те чăрмавлă лару-тăрура çухалса каймарĕç. Пушшех те, шăпах пандеми тапхăрĕнче, 2020 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Шупашкарта «Манăн бизнес» центр уçăлчĕ. «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн ĕçлеме пуçларĕ вăл. Ун урлă патшалăх пулăшăвĕпе Чăваш Енри 19 пин предприниматель усă курчĕ те ĕнтĕ. Халиччен тĕл пулман йывăрлăхсем сиксе тухнине пула пандеми тапхăрĕнче усламçăсенчен чылайăшĕ çухалса кайрĕ. Хăшĕ-пĕрин алли те усăнчĕ, ĕçе хупас патнех çитнисем те пурччĕ. Асăннă центр уçăлни шăпах вырăнлă та вăхăтлă пулчĕ вĕсемшĕн. «Манăн бизнес» предпринимательсене кирлĕ пур тĕрлĕ пулăшăва пĕр çĕре пухма пултарчĕ», — аса илеççĕ центрта ĕçлекенсем. Пĕр лапамра, тĕрĕссипе, харăсах 20 центр тата пулăшу институчĕ пухăннă. Вĕсем пĕр вăхăтрах виçĕ тĕрлĕ наци проектне пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ: «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх», «Ĕç производительноçĕ» тата «Халăхсен хушшинчи коопераци тата экспорт». «Паян «Манăн бизнес» — пĕрлехи лапам. Унăн пулăшăвĕпе усă курса финанс-право ыйтăвĕсен хуравне тупма, бизнеса регистрацилеме, налук юрăхлă мелне суйласа илме, тавар паллине регистрацилеме пулать. Унсăр пуçне тавар тата пулăшу ĕçĕсене рекламăлас ыйтупа та канашсем илме май пур. Çав шутра — Вайлдберриз, Озон, Яндекс Маркет маркетплейссемпе çыхăннă ĕçсем таранах. «Пĕр чӳрече» режимпа усă курни предпринимательсене патшалăх пулăшăвĕн 81 меслечĕ патне çул уçать», — каласа кăтартать Дмитрий Краснов вице-премьер. Чăваш Енре аталанакан бизнеса центр уçăлнăранпа çак виçĕ çул хушшинче патшалăхăн çăмăллăхлă микрозаймĕ мелĕпе 3,4 млрд тенкĕ парса пулăшнă. Тата 3,5 млрд тенкĕ гаранти пулăшăвĕн тĕллевĕпе уйăрнă. 1000 предприниматель умĕнче экспорт алăкне уçнă. Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей экспорт центрĕ Архангельскра Пĕтĕм Раççейри экспорта тĕревлес енĕпе конференци ирттернĕ. Унтах регионсенчи центрсен 2022 çулхи экспорт ĕç-хĕлĕн рейтингне пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Ен ку енĕпе 82 регион хушшинче 19-мĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ республикăри Экспорт пулăшăвĕн центрĕ кăтартăвĕсене лайăхлатса пырать. 2020 çулта вăл çĕршыври рейтингра 51-мĕш вырăн йышăннă, 21-мĕшĕнче — 33-мĕш. <...>
Маргарита ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Хитре Марье
Пирĕншĕн кукамай — ырă тĕслĕх. Сăмахăм Ю.Петров Сантус-Ара калăпласа кăларнă «Сахалпах — пуян!» аса илӳ кĕнеки çинчен пулĕ. Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕн сăваплă та кĕске пурнăçĕ çак кĕнекере. Автор ум сăмахра кукамăшне мĕн пур ыррипе кăна танлаштарма пулнине каланă. Тĕрĕс сăмахсем! Кам пулнă-ха вăл — автор кукамăшĕ?
Кĕнекен пĕрремĕш сыпăкĕ «Чĕлхе пĕлни те — пуянлăх» ятлă. Хитре Марье — Мария Васильевна — ятлă пулнă унăн кукамăшĕ. Хитре Марьен кĕске пурнăçĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă ку сыпăкра. Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕн сăваплă та кĕске кун-çулĕ. Чăваш хĕрарăмĕн пурнăçне Н.Некрасов сăввипе танлаштарни питех те вырăнлă. Вырăс поэчĕн вилĕмсĕр йĕркисене вуланă чухне автор яланах кукамăшĕн сăнне курнине палăртать. Çавăнпах, тен, чăтаймасăр, Н.Некрасов йĕркисене автор чăвашла куçарнă. Кăна ырламалла çеç. Чăвашла та чуна пырса тивмелле янăраççĕ сăвă йĕркисем. Тăватă чĕлхе пĕлнĕ кукамăшне ырăпа асăнать мăнукĕ. Кавал пасарĕ вăйлă пулнă, пĕр эрне пынă. Вырăсĕ, чăвашĕ, тутарĕ… — пуринпе те вĕсен чĕлхипе калаçнă Хитре Марье. Çĕнĕ Шулхан хĕрĕ Кĕтеснер каччипе Микулккапа çемье çавăрнă. Çĕнĕ Шулханпа Кĕтеснер кӳршĕллĕ ялсем. Микулккапа Марье пĕрпĕрне мĕн ачаранах пĕлнĕ. Вĕсен ашшĕсем те пĕр-пĕрне тахçанах палланă. Иккĕшĕ те пыл хурчĕ тытнă. Мăн кукаçисем халăхра шутлă çынсем пулнă. Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерти утарта хуралçăра ĕçленĕ Кантюк мучи çак ялтах çуралса ӳснĕ Чăваш халăх писательне Василий Алентее каласа панă. Кукамай çинчен вăл хăйĕн калавĕнче çырса кăтартнă. Чипер Марьене Наçук тенĕ. Малалла Алентей калавне, «Наçук сукмакĕ» тенĕскерне, вулатпăр. «Пуриншĕн те вăл чи ăслă, чи ырă, чи лайăх çын. Ялĕпех, ватти те, вĕтти те, юрататчĕç ăна, — вулатпăр Наçук çинчен. Тавçăруллă, ăслă, ĕçчен хĕрарăмччĕ Наçук. Утарта шăпах çавăн пеккисем кирлĕ. Çемьере те килĕштереççĕ. Виçĕ хĕр çитĕнетчĕ вĕсен. Хаяр вăрçă çулĕсенче те утара утнă Наçук. Кăпшар çырмине шыв вăйлă аннă. Çумăр çунă. Кăпшар вăйлă юхнă. Никулкка арăмĕ вара юман туратти йăтса, тӳп-тӳрĕ утса каçă çине кĕнĕ. Сасартăк сулăнса кайнă та пăрлă, урнă пек кĕрлесе, пăтранса юхакан шыва персе аннă. Никулкка арăмĕ тек вуçех курăнман». Куçран çухалчĕ Наçук. Василий Алентей, паллах, ăна хăй те лайăх пĕлнĕ. Пĕр ялта пурăннă вĕт. Чипер Марье хĕрĕ Галина автор амăшĕ пулать. «Ан кулян, анне» сыпăк та питĕ пуян. Кунта вара автор амăшĕ, кукамăшĕн хĕрĕ, çинчен çырса кăтартать. Амăшĕ пекех маттур хĕрĕсем: Раиспа Тоня, Галя. Татьяна Дорофеева-Миро, Арапуç хĕрĕ, «Красота» сăвă çырнă — авторăн кукамăшĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен. Юрий Сантус-Ара амăшĕ ыйтнипе çак сăвва чăвашла куçарнă. Тем тĕрлĕ ĕç тума пĕлнĕ Марье çинчен. Кукамая «туй илемĕ» тенĕ. Килте музыка инструменчĕсем пулнă. Хитре Марье балалайка каланă, ачисем те ăна алăран яман. «Чăваш хĕрарăмĕ» сыпăка вуланăçемĕн ăшра ăшă туйăмсем çуралаççĕ. Ун тирпейлĕхĕ, ăсталăхĕ — пĕтĕмпех çырăннă кунта. Тăванпа тăван пек пурăнмалла. Урăхла мĕнле калăн-ха? Ăçта пăхан, ăçта çитен — унта тăван. Вăл вăхăтра туй питĕ пысăк уяв шутланнă. Туй çынсене те, ялсене те пĕрлештерет. Чăваш хĕрарăмĕ юрланă, ташланă. Хумханмасăр вулама çук К.Ивановăн «Нарспи» поэмине Марье алăран ямасăр упранине. Хăш-пĕр сыпăкне пăхмасăр каланă вăл. Хутла пĕлменнисене çак поэма тăрăх вулама вĕрентнĕ. Ашшĕ çĕр те виçĕ çул каялла илсе панă кĕнекене халĕ те уçса вулама пулать. Кĕнеке «Калаçсам манпа, аннеçĕм» сыпăкпа вĕçленет. Валентина Толкунова юрлакан «Поговори со мною, мама» юрăпа çыхăнтарнă ăна. Автор амăшĕ çак юрра питĕ юратать, хăйĕн амăшне аса илет. Кукамăшĕ юмах ăсти те пулнă, кĕнеке нумай вуланă, хĕрне Галинăна питĕ вĕрентесшĕн пулнă. <...>
Роза ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА.
♦ ♦ ♦
Ултав серепинче ытларах — çамрăксем
Хваттерте шăнкăрав янăранă. Стационар телефонне ватă кил хуçи тытнă. Шăнкăравлакансем ăна ывăлĕ çул çинче инкеке лекнине, вăл айăплине пĕлтернĕ. Аманнисене сиплемешкĕн, ывăлне уголовлă явапран хăтармашкăн 900 пин тенкĕ кирлине каланă. Усал хыпар илтнĕ арçын телефон кĕпçине мăшăрне панă. Тимлĕ итленĕ хĕрарăм. Укçана простыньпе, çиелтен алă шăллипе чĕркеме ыйтнă лешсем. Сакăр вунă çултан иртнĕ хĕрарăм ултавçăсем шăнкăравланине тавçăрнă та телефон кĕпçине хунă.
Паллах, унран ыттисен те тĕслĕх илме юрать. Кунашкал лару-тăрура тĕрĕслĕхе кашниех тавçăрса ĕлкĕреймест-çке. Чылайăшĕ ăна-кăна шухăшласа ĕлкĕриччен çывăх çыннине инкекрен çăлма тапса сикет. Ултавçăсене тупма май килсен тем пекехчĕ те… Анчах пур чухне те май килмест темелле. Çăмăл мар ку. Çапах та тăрă шыв çине кăларнă тĕслĕхсем пурах. Акă нумаях пулмасть кăна-ха уголовлă шырав ĕçченĕсем Шупашкарта Новосибирскран килнĕ 19 çулти пикене тытса чарнă. Шăпах тăванĕсене пулăшма васканă ултă пенсионертан 1 млн 245 пин тенкĕ тата ылтăн эрешсем йăтса тухса кайнă вăл. Тата темиçе çынна улталама ĕлкĕрĕччĕ ĕнтĕ… Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче йĕрке хуралçисем патне пулăшу ыйтса 99 çулти хĕрарăмăн мăнукĕ пынă. Кукамăшĕ патне телефонпа шăнкăравласа хайхи çак мăнукĕ аварие лекнине пĕлтернĕ-мĕн. Айăплăскерне пулăшма килĕшнĕ «ырă çынсене» укçа тӳлеме хирĕçлемен ватă. Çавăнпах часах килсе çитнĕ пикене палламасан та укçа ăçта выртнине пĕлтернĕ. Хаклă хутпа юнашар ылтăн эрешсем те упранă кинемей. Майра вĕсене те илсе тухса кайма именмен. Пенсионер вара капăрлăх мĕн тума кирлине ыйтмашкăн вăтаннă. «Сирĕн тăван аварие лекнĕ» схемăра хĕр курьер тивĕçне пурнăçлани уçăмланнă. Шупашкарта 91 çулти тепĕр кинемее тата Кострома хулинчи тăватă пенсионера çаплах улталанă вăл. Ултав меслечĕсем паян çав тери нумай. Çывăх çынсене кăмăлсăр лару-тăруран çăлма сĕнни вĕсенчен пĕри кăна. Ултавçăсем хăйсемпе банк ĕçченĕ пек паллаштарнă тĕслĕхсем çинчен те çырсах тăратпăр. Апла пулин те «ют çын сирĕн ятпа кредит илме хатĕрленнĕ, укçана хăрушсăр счет çине куçармалла» тенине ĕненекенсен йышĕ çаплипех йышлă. Е акă тата çак сăмахсенех «йĕрке хуралçисем» те калаççĕ. Шупашкарта пурăнакан 67 çулти хĕрарăм патне те шăпах «пакунлисем» шăнкăравланă. Ултавçăсем ун ячĕпе кредит илме хатĕрленнине пĕлтернĕ. Усал ĕçе чарса лартмашкăн халиччен пухнă мĕн пур укçана, унсăр пуçне кредит илсе пурлăха хăрушсăр счет çине куçарма ӳкĕте кĕртнĕ. 3,5 миллион тенкĕ сывлăшра çухалсан кăна хĕрарăм хăй улталаннине тавçăрнă. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи кабинета «çĕмĕрсе» кĕнĕрен укçа-тенке сыхласа хăвармаллине те ĕнентереççĕ ултавçăсем — каллех хăрушсăр счетсем сĕнеççĕ. Çав вăхăтрах хăйсем социаллă тĕрлĕ сетьри аккаунта чăннипех те çĕмĕрсе кĕреççĕ те унта пирĕн туссемпе пĕлĕшсенчен «кивçен» пуçтарма пуçлаççĕ. Çывăх юлташ е хурăнташ пулăшу ыйтать пулсан мĕнле хирĕçлĕн-ха ăна? Паллах, алă тăсмалла. Анчах та паянхи кун укçа тӳрех пама васкамалла мар. Пач урăх çын ячĕпе çыхăннă счет сĕнеççĕ пулсан — пушшех те. Шăнкăравласа калаçмашкăн йывăр мар вĕт — çакă йăнăш утăмран хăтăлма май парать. Анчах та кашниех асра тытмасть çакна. Кăçалхи икĕ уйăх хушшинче кăна çакнашкал майпа 22 çын улталаннă. Кивçен кирлĕ те пулман çĕртен пĕлĕшĕсене 417 пин тенкĕ куçарса панă вĕсем. Интернетри тĕрлĕ сайтра тавар туяннă-сутнă чухне улталанакансем те сахал мар. Акă пĕлтĕр Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакан арçын пĕлтерӳ курнă хыççăн трактор кабини туянмашкăн васканă. Телефонпа çыхăннă хыççăн таваршăн 62,5 пин тенкĕ куçарса панă. Анчах та кирлĕ хатĕре кĕтсе илеймен. Псков облаçĕнче пурăнакан 25 çулти каччăна уголовлă шырав ĕçченĕсем нумаях пулмасть шыраса тупнă. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Чи пĕлтерĕшли – информаци
Чăваш журналистикин пуласлăхĕ пур-и? Пур. Çакна «Хыпар» Издательство çуртĕнче иртнĕ Çамрăк корреспондентсен слечĕ тепĕр хут çирĕплетрĕ. Хальхинче çивĕч калем ăстисен тĕл пулăвне республикăри 100 ытла хастар автор пухăнчĕ. Вĕсем — «Тантăш» хаçата чăвашла тата вырăсла сăвă-калав, заметка çыракансем, тĕрлĕ конкурс çĕнтерӳçисем.
Слета хутшăннă ачасенчен хăшне-пĕрне тахçанах палласа çитрĕмĕр ĕнтĕ. Вĕсене республикăри ытти конкурс-ăмăртура та тăтăшах асăрхатпăр. Акă, сăмахран, Улатăр хулинчи Дарья Ведяшева илем конкурсĕнче çĕнтерни пирки малтанах хамăрăн вулакансене пĕлтернĕччĕ. Унтан вăл ытти конкурсра та палăрчĕ. Тата çак хастар хĕрача «Тантăш» хаçата сăвăсем çырма тытăнчĕ. Акă вăл слета килме те тивĕç пулчĕ. «Эпир сирĕн социаллă сетьсенчи ушкăнсене те, кăларăмсене те питĕ юрататпăр. Паян çакăнта килме май пулнăшăн çав тери савăнтăмăр», — терĕ Дарьйăпа пĕрле килнĕ амăшĕ. Шупашкарта пурăнакан Ульяна Малова чăвашла таса та илемлĕ калаçать. «Тантăшпа» вăл пĕлтĕр çеç туслашнă иккен — хаçатра ун çинчен çырса кăларсан кăларăма кăсăкланса вулама тытăннă. Халĕ хăй те тăван чĕлхепе сăвă-калав шăрçалать. Пирĕн çамрăк корреспондентсем хастар пулнишĕн чун хĕпĕртет. Çак шухăшах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика кафедрин ертӳçи Анатолий Данилов та пĕлтерчĕ. Ачасен умĕнче сăмах каланă май вăл пулас журналистăн ачаранпах «Тантăш» хаçатпа туслă пулмаллине палăртрĕ. Çакнашкал мероприятисем ирттерни ачасене пурнăçри çулне тупма пулăшать. Журналистика вăл медиасфера çеç мар. Паян çавăн пек хастар пулни сире малашне ытти профессире те пулăшĕ. Эсир çынпа калаçма хăнăхатăр, сăн тата видео ӳкеретĕр. Халĕ информаци технологийĕсем питĕ лайăх аталаннă, çак самантпа ăнăçлă усă курма пултаратăр, — терĕ Анатолий Порфирьевич юнкорсене. Сăмах май, Çамрăк корреспондентсен слетне Александр Никифоров-Çиларман юрăç, шоумен, фокус ăсти ертсе пычĕ. Çак тивĕçе ăна пĕрремĕш хутчен шанса памаççĕ ĕнтĕ. Александр хăй те ача чухне «Тантăш» хаçатпа туслă пулнă, çавăнпа ку уяв ăна та çывăх. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина çамрăк корреспондентсене саламларĕ. Çавăн пекех вăл çакнашкал тĕл пулусем слет вăхăтĕнче çеç иртменнине палăртрĕ. Издательство çуртĕнче патшалăх влаçĕнчи çынсемпе çавра сĕтел йĕркелесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Пĕлтĕр Чăваш чĕлхи кунĕнче юнкорсем Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулчĕç, ăна ыйтусем пачĕç. Çулталăк вĕçĕнче вара пирĕн çамрăк авторсемпе тĕл пулма ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов килсе çитрĕ. Çакнашкал мероприятисем ачасене журналист ăсталăхне туптама май параççĕ. Сăмах май, «çавра сĕтелсем» малашне те иртĕç. Унта хутшăнас тесен вара «Тантăшпа» туслă пулмалла, çивĕч темăсем хускатса хаçата çырсах тăмалла. Çавăн пекех кăçал чи хастар юнкорсем Пичет кунне те хутшăнчĕç, Чăваш Ен ертӳçипе тĕл пулчĕç. Татьяна Геннадиевна ачасене яланах хастар пулма чĕнсе каларĕ.\ Çамрăк корреспондентсене саламлама слета ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов килсе çитрĕ. Ачасем ăна тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Çакнашкал мероприятин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ Михаил Владимирович.
— Ку, чăнах та, лайăх пуçару, мĕншĕн тесен ачасене хăйсене профессире тĕрĕслесе пăхма май парать, чăваш чĕлхине юратма хăнăхтарать. Пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли — информаци. Эсир çакнашкал вăйă тата вĕрентӳ мелĕпе ĕçлени ăна тĕрĕс йĕркелеме пулăшать, — терĕ вăл. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать