Чăваш хĕрарăмĕ 11 (1290) № 23.03.2023

23 Мар, 2023

Кăмăла çĕклекен ăста

Пусăрăнчăклăха, тунсăха мĕнле çĕнтермелле? Шупашкар район арĕн хĕр-хĕрарăм кăмăлне уçмалли хăйĕн меслет.. «Релаксинструмент» тесе калать ун пирки ăна ăстаçă. Пĕрре пăхсан – ăнланма та çук мĕн иккенне. Анчах епле кĕвĕ кăларать! Çумăр çунине евĕрлекенскер чăннипех те чуна лăпкăлăх кӳрет, кăмăла çемçетет. Этемлĕхĕн черчен пайĕ çак инструмента уйрăмах килĕштернине ăста хăй те пытармасть.

Унăн аллинче хур тĕкĕ те илемлĕ сас кăларать. «Кĕпçе тата пăрăх евĕрлĕ хăть мĕнле япаларан та шăхăракан кĕвĕ хатĕрĕ янтăлама пулать», — каласа парать Чаканар ялĕнчи ăстаçă Николай Фомиряков. Вăл авалхи чăвашсен музыка инструменчĕсене çĕнĕрен «чĕртсе тăратасшăн». «Авалхи чăвашсем çак енпе ниçта та вĕренмен. Çапах вĕсем тĕрлĕ япаларан кĕвĕ хатĕрĕ тума пĕлнĕ. Эпир паян, çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче, наука пысăк утăмсемпе аталанса пынă вăхăтра, çут çанталăкра пулса иртекен чылай пулăма ăслăлăх тĕлĕшĕнчен ăнлантарса пама пултаратпăр. Анчах, калăпăр, тахçан кашни кĕтӳç калама пĕлнĕ шăхăракан хатĕре мĕнле ăсталамаллине чухламастпăр, маннă. Мĕнрен кая вара эпир несĕлĕмĕрсенчен?» — тет Николай Андреевич. Вăл килте тунă чăваш халăх музыка инструменчĕсен шутĕнче шăхлич, сăрнай, най, нахра, пуч, кавал, параппан, тункăр, вархан … пĕтĕмпе — 20 ытла тĕрлĕ хатĕр. Чуна киленӳ кӳрекен ĕçпе вунă çул ытла тăрмашать вăл. «Малтанах вунă кĕпçерен иккĕшĕ сасă кăларнишĕн епле савăнаттăм. Халĕ вуннăшĕнчен 8-9-не кĕвĕ хатĕрне çавăрмалли меслете пĕлсе çитрĕм», — сăмахне малалла тăсать Николай Андреевич. Пахчара, вăрманта, уй-хирте, шурлăхра тупать маçтăр хăйне кирлĕ материала: шурлăх кĕпçи, çăка, хăмăш, ĕне мăйраки... Тата пултăран. Республикăра унпа кĕрешес тĕлĕшпе ятарлă программа ĕçлет. Çак çум курăкран, наркăмăшлăхне кура, асăрханма хушаççĕ. Николай Фомиряков мастерскойĕнче вара вăл паха материал шутланать. «Типнĕ пултăран вулли сиенлĕ мар. Вĕри шывра йĕпетсен хуппи те чиперех сĕвĕнет», — пĕр вăрттăнлăхне уçать 71 çулти ăстаçă. Ку материалтан 11 меслетпе шăхлич хатĕрлеме пĕлет вăл. Çав шутра: шăл патне тытса каламалли, урлă вĕрмелли, шăтăксăрри, шăтăкли… «Пурте пĕлекен çак хатĕре «шăклит», «шăхлечи», «шăличăк», «шăхăрчă», «шăхлынчă», «шăхлиçĕ» те теççĕ. Пĕр кĕвĕ хатĕрĕ — ячĕ тĕрлĕрен. Диалектран кăна килмест çакă. Мĕнле япаларан ăсталани пĕлтерĕшлĕ кунта. Кĕпçерен, пултăранран аван пулать. Кĕпçерен тунине «шăклит» тенĕ. Ку ĕçре ĕлĕк пултăранпа усă курни çинчен çырни куç тĕлне пулмарĕ. Хам çак материалтан тунине шăхлич тетĕп. Ирхине тăратăп та: «Хăшĕ ман çине пăхать-ши?» — тетĕп, алă туртăннă кĕпçене «чун кĕртес» тесе тăрăшнă чух вăхăт иртни те сисĕнмест. Шăхлич, сăрнай, тункăр, шăпăр — халăха илĕртнĕ, пĕрлештернĕ яланах. Çак кĕвĕ хатĕрĕсемпе калакан çынна мĕн авалах асамçă тесе шутланă. Тункăрăн сасси, сăмахран, çын кĕлеткине чĕтретет. Ĕлĕкхи юмăçсем, мăчаварсем, халь шамансем тесе те калаççĕ, питĕ лайăх пĕлнĕ çак сывлăш чĕтренĕвĕ чирлекен çынна сыватма пултарнине», — ăстаçă сăмаххинче иккĕленӳ çук. Тункăр сасси, чăн та, ух! чĕтретсе- çӳçентерсе илет. Ăна ăсталас енĕпе пĕр уйрăмлăх пур унăн. Качака тирĕнчен чи çирĕп тункăрсем пулаççĕ иккен. Сысна, така тирĕнчен тунисем çурăлса кайма пултараççĕ. Ялтан яла çӳресе пухать çак хаклă материала Николай Андреевич. Пĕчĕкреххине, вăтаммине, пысăккине пĕр-пĕринпе юнашар тăратсан пĕр-пĕр çемье пекех курăнаççĕ: ашшĕ, амăшĕ тата вĕсен ачи тейĕн. «Чăн та, кам мĕнле курать çак тункăрсене. Камшăн çемье, камшăн тата темĕн. Эпĕ вара тытма меллĕрех пултăр тата калама çăмăлтарах пултăр тесе пĕчĕкрех тума шут тытрăм», — паллаштарать хăйĕн ĕçĕсемпе ăçтаçă. Кашни инструмент пирки каласа пама кăна мар, унпа калама вĕрентме те хатĕр вăл — пурнăç тăршшĕпех çак ĕçпе аппаланнă тейĕн. Пĕринпе вĕрентме те кирлĕ мар. Пĕр енчен тепĕр енне çавăрса кăна тăмалла. Шăпах çав релакс-инструмент пирки сăмах пырать те. Ăна та пултăранран янтăланă. Шала тултарнă тĕрлĕ кĕрпе /рис, хура тул, вир/ чуна лăпкăлăх кӳрекен кĕвĕ кăларать иккен. Шăхличĕсене те релаксинструментсен шутне кĕртме пулать ĕнтĕ. Çапах унăн сасси уйрăмах ăша вырнаçрĕ /сăн ӳкерчĕкре – пуринчен те вăрăмми/. Ăста каланă тăрăх, 50 çултан иртсен тин чăваш халăх инструменчĕсемпе кăсăкланма тытăннă вăл. Мĕнрен пуçланнă-ха несĕлĕмĕрсен историне тĕпчесси? <...>

Надежда КУДРЯШОВА.

♦   ♦   


Мăн Тукташ çăлтăрĕсем

Манăн тĕп тĕллев — Мăн Тукташра çуралса ӳснĕ, çунаттисене сарса тăван килтен вĕçсе тухса кайнă, халăхра сумлă ята тивĕçнĕ çынсем çинчен çырса кăтартасси. Питех те пуян Мăн Тукташ вĕсемпе.

Илья Семенов (Илле Тукташ)

Тукташ ялĕ çинчен чăваша пĕлтернĕ ентеш вăл — Илья Семенов. Илле Тукташ тенипе пĕлеççĕ ăна халăхра. Паян вăл Элĕк еншĕн кăна мар, республикăшăн чи хаклă ентеш. Илле Тукташ Чăваш Ен Гимнĕн сăмахĕсен авторĕ. Çак сăмахсемпе ир кӳлĕм те, уявсенче те пĕтĕм халăх ура çине тăрать. Илья Семенов 1907 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Мăн Тукташ ялĕнче çуралнă. Хĕрлĕ Чутайри 8 çул вĕренмелли шкултан, Шупашкарти парти шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Хĕрлĕ Чутайра вĕреннĕ чухне комсомола кĕнĕ. 1924 çулта Ураскилтри шкулта вĕрентнĕ. 1931-1933 çулсенче Самарти геологипе шырав институтĕнче ăс пухнă. Тĕрлĕ çулсенче «Хатĕр пул» журналăн тата «Çамрăк хресчен» хаçатăн яваплă секретарĕнче, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче тăрăшнă. Шупашкарти наукăпа тĕпчев институчĕн сотрудникĕнче тимленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Илья Тукташ дивизи хаçачĕн редакторĕнче тăрăшнă, çар корреспонденчĕ пулнă. Вăрçăран вăл йывăр чирлесе таврăннă. Каярах Чăваш писателĕсен союзĕн правлени председателĕнче ĕçленĕ. Илле Тукташ чăваш литературин тĕнчине «Курасса эп шутламанччĕ» сăвăпа килсе кĕнĕ. Ун чухне вăл 20 çулта пулнă. Литературăри хушаматне тăван ялĕн ятĕнчен илнĕ — Тукташ. Хайлавĕсенче тавралăха урăхла курма, унăн илемлĕхне туйма пĕлни сисĕнет, сăмаха тӳррĕн калани палăрать. Тукташ чăваш литературинче халăх юррисем майлă юрăсем çырнипе палăрнă. Г.Хирпю, Г.Лебедев, А.Орлов-Шуçăм, Ф.Лукин тата чылай чăваш композиторĕ Илле Тукташ çырнă сăвăсем тăрăх юрăсем кĕвĕленĕ. Унăн «Шурă кăвакарчăн», «Сарă хĕр», «Тăван çĕршыв» тата ытти юрри халăхра анлă сарăлнă. Илле Тукташ пултарулăхĕ анлă. Вăл сăвăç, прозаик, куçаруçă. Çыравçă чăваш халăхне тарăн шухăшлă повеçсемпе калавсем, очерксем парнеленĕ. Илле Тукташ мĕн ачаран халăх сăмахлăхĕпе кăсăкланнă. Халăх фольклорне тĕпчес ĕçре пысăк çитĕнӳсем тунă. Çыравçă хатĕрленĕ «Чăваш фольклорĕ» ятлă кĕнеке икĕ хутчен пичетленсе тухнă /1941,1949 ç.ç./. Пултаруллă çын нумай енлĕ пултаруллă. Илле Тукташ драматургсен ретĕнче те тивĕçлĕ вырăн йышăнма пултарнă. Вăл хайланă «Хĕвел чечекĕ» пьесăна 1953 çулта Чăваш драма театрĕнче лартнă. Çыравçă куçарура та ăнăçлă ĕçленĕ. Тĕнче, вырăс писателĕсен произведенийĕсене, В.Шекспир сонечĕсене, М.Шолоховăн «Лăпкă Дон» романне, М.Горькин «Хĕрпе вилĕм» калавне тата ыттисене те чăвашла вулама пултаратпăр халĕ. Тукташа лайăх пĕлнĕ çыравçăсем, тăванĕсем пурте тенĕ пек ун кулăш туйăмĕ çивĕч пулнине палăртнă. Пултаруллă поэтăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă. 1957 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Унăн ятне халăхра упраççĕ. Шупашкарта ун ячĕпе урам хисепленсе тăрать, палăк та лартнă. Мăн Тукташра урама ун ятне панă. Ун ячĕпех йывăçсем лартса парк тунă. Вăл çуралса ӳснĕ çурт çине 1996 çулта Хисеп хăми çакнă. Çыраçă ятне Элĕк районĕнчи Ĕç Мухтавĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. <...>

Лена ЛЕОНТЬЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.