- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 7 (6457) № 22.02.2023
«Тĕрĕслĕх пирĕн енче!»
РФ Президенчĕ Владимир Путин ĕнер, нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Федераци Пухăвне янă Çырупа паллаштарчĕ. Владимир Владимирович ятарлă çар операцине тимлĕх нумай уйăрчĕ. Ытти тытăма пырса тивекен çĕнĕлĕх те сахал мар пулчĕ.
Раççей чĕркуçленмест
«Çу вырăнне тупă» — вырăссен çакнашкал каларăш пур. Владимир Путин Раççейре кунашкал лару-тăру пулмассине пĕлтерчĕ: «Оборона — пĕлтерĕшлĕ приоритет, анчах пирĕн тахçанхи йăнăшсене тумалла мар. Çĕршыва çирĕп аталанмалли условисем туса памалла». Президент палăртнă тăрăх, пирĕн çĕршыва хӳтĕлеме те, экономикăна аталантарма та ресурссем çителĕклĕ. Вăл Раççей Хĕвел анăç умĕнче чĕркуçленменнине, ытти патшалăх экономикине пăхăнман çирĕп çĕршыв пулнине аса илтерчĕ. «Хĕвел анăç Киев режимне инçете вĕçекен системăсем парсан Раççейĕн хăрушлăха хăйĕн чиккинчен аяккарах куçарма тивĕ», — çапла палăртрĕ Владимир Путин. Владимир Владимирович ятарлă çар операцине хутшăнакан çар çыннисем çур çулта 14 кунлăх отпуск тивĕçессине каларĕ. Ку мобилизациленисене те, çар операцине хăйсен ирĕкĕпе кайнисене те пырса тивет. «Отпуск 14 кунран, çур çулта пĕрререн кая мар пулмалла», — терĕ Президент. Отпуск вăхăтне çул çине тăкакланă кунсем кĕмеççĕ. Президент ятарлă çар операцийĕнче вилнĕ салтаксен тата ветерансен çемйисене пулăшакан фонд уйрăмĕсем кашни регионта пулассине палăртрĕ. Çакна кăçалах пурнăçлĕç. Фонд социаллă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе ĕçлĕ. Унта волонтерсем пулăшĕç. «Эпир Украина халăхĕпе çапăçмастпăр, кун пирки эпĕ нумай хутчен каланă. Украина халăхĕ Киев режимĕн тата çак çĕршыва политика, çар, экономика тĕлĕшĕнчен оккупациленĕ, Украина промышленноçне вун-вун çул аркатнă, çут çанталăк пурлăхне çаратнă хĕвел анăçри хуçасен чури пулса тăнă. Кун пек условисенче, паллах, çар ĕçĕсем валли материал тума çăмăл. Çынсем пирки вара никам та шутламан, юлашкинчен вĕсенчен расхут материалĕ туса хунă. Кун пирки калама хăрушă, анчах ку — факт», — терĕ Владимир Владимирович.
Ĕçсĕрлĕх шайĕ чакнă
Пандеми вăхăчĕпе танлаштарсан, хальхи вăхăтра ĕçсĕрлĕх шайне чакарма май килнĕ. «Ĕç рынокĕ, унчченхипе танлаштарсан, хăтлăрах. Пандемиччен ĕçсĕрлĕх шайĕ 4,7 процентпа танлашнă, халĕ — 3,7 процентпа», — палăртрĕ Президент. Вăл каланă тăрăх, чылай теветкеллĕхе малтанах пĕлме пулман, çавăнпа йышăнусене май килнĕ таран хăвăрт тума тивнĕ. Кунта харпăр пуçарулăх пысăк вырăн йышăннă.
М-12 тăсăлĕ
«Мускав — Хусан» М-12 пысăк хăвăртлăхлă автоçула тăсма йышăннă. Вăл Екатеринбурга, Челябинска тата Тюмене çитĕ. Малашлăхра çула Иркутск, Владивосток таран тăсма палăртнă. Унтан Казахстана, Монголие тата Китая тухма май пулĕ. Владимир Путин палăртнă тăрăх, ку çĕнĕ логистика коридорĕсем йĕркелеме, Кăнтăр-Хĕвел тухăç Азири рыноксемпе экономика çыхăнăвĕсене анлăлатма май парĕ. Унччен Президент оборонăпа промышленноç комплексĕн предприятийĕсен ĕçченĕсем валли çурт-йĕр тара илмелли çăмăллăхлă программа ĕçлеме пуçлассине палăртнăччĕ. Халĕ вĕсем валли ставка рынокринчен чылай пĕчĕкрех пулассине каларĕ, мĕншĕн тесен тăкакăн пысăк пайне патшалăх саплаштарĕ. Ку программăна Правительствăпа сӳтсе явнине, тивĕçлĕ хушусем панине палăртрĕ.
Йăлана кĕнĕ вĕрентӳ
Владимир Путин Раççейри йăлана кĕнĕ вĕрентӳ патне таврăнмаллине каларĕ. «Пирĕн аслă шкул пирки — пĕлтерĕшлĕ ыйту. Экономикăри, социаллă тытăмсенчи, пурнăçри пĕтĕм сферăри специалистсем патне çĕнĕ требованисем пулнăран кунта та улшăнусем пулмалла. Совет тапхăрĕнчи вĕрентӳ тытăмĕнче тата юлашки вунă çуллăхсен опытĕнче чи лайăххине суйламалла. Çавна май аслă пĕлӳллĕ специалистсене çĕршыври йăлана кĕнĕ база хатĕрленĕвĕпе вĕрентмелле. Вĕренӳ 4-6 çулпа танлашма пултарать. Çав вăхăтрах пĕр аслă шкулта хатĕрленӳ курсĕ тĕрлĕрен пулма пултарать. Кайран магистратурăна, бакалавриата тата аспирантурăна кайма пулать», — терĕ Владимир Путин. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Халĕ манăн тĕрлĕ регионта юлташсем пур»
«Студентсен отрячĕсен» юхăмне кĕни мана çул çÿреме кăна мар, çĕнĕ юлташсем тата савни тупма та пулăшрĕ», — терĕ Чăваш патшалăх аграри университетĕнче 3-мĕш курсра вĕренекен Дарья Филиппова. Вăл — çак аслă шкулти студентсен отрячĕсен командирĕ.
5 çăлтăрлă хăна çуртĕнче ĕçленĕ
Дарья Филиппова — «Жемчужина» сервис отрячĕн командирĕ те. Çак отряд хастарĕсем çулласерен кăнтăр енчи хуласенче ĕçлеççĕ. Дарья ку юхăма 2 çул каялла кĕнĕ. 2021 çулта вăл Чăваш патшалăх аграри университечĕн студентки пулса тăнă. Малтанах Шупашкар хĕрĕ тĕп хулари апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнче вĕреннĕ. Мĕн ачаран кукăль-çăмах пĕçерме, пылак çимĕç хатĕрлеме юратаканскер поваркондитер специальноçне алла илес ĕмĕтпе пурăннă. Ĕмĕчĕ пурнăçланнăха, анчах тĕрлĕ кафе-ресторанта вăй хунă хыççăн ку енĕпе текех тăрăшас килменнине, кашни кун пĕр тĕрлĕ ĕç йăлăхтарнине ăнланнă. Çавăнпа пăрахса кайнă. Çапах тутлă пылак çимĕç хатĕрлеме чарăнман вăл. Ку уншăн чун киленĕçĕ пек юлнă. Халĕ, пушă чухне, духовка умне васкать, торт пĕçерет. «Кафе-ресторанта коронавирус алхаснă вăхăтра ĕçлерĕм. Вĕсене карантина хупни те кăмăла хуçрĕ. Çавăн чухне манăн студент пурнăçне таврăнас килнине ăнлантăм. Çапла аграри университетĕнче зоотехник, кинолог профессийĕсене алла илме шутларăм», — каласа кăтартрĕ 24-ри пике. Студентсен ретне тăрсан Дарья Крыма ĕçлеме каймашкăн кăмăл тăвакан çамрăксене шырани пирки вуласа пĕлнĕ. Çапла вăл 2 уйăхлăха тинĕс хĕррине кайнă. Пике 4 çăлтăрлă хăна çуртĕнче горничнăй пулса ĕçленĕ вăхăтра чăн-чăн студент пурнăçĕ калама çук кăсăклă пулнине ăнланнă. Çапах малтанах Дарьйăна зоопаркра ĕç сĕннĕ. Унăн унта вырнаçиччен ПЦР-тест тутарма, кăтартусене пĕр эрне кĕтме тивнĕ. Çав вăхăтра пике вырăнне урăххине ĕçе йышăннă. Дарья горничнăя вырнаçнă, çапах куншăн пĕртте ӳкĕнмест. «Тĕрĕссипе, эпĕ студентсен отрячĕпе пĕрле техникумра вĕреннĕ вăхăтрах Краснодар тăрăхне кайса курнăччĕ. Унта ача-пăча лагерĕнче официантра тăрăшрăм. Анчах ку кăмăла каймарĕ. Ачасемпе тата хăна çуртĕнче ĕçлесси пач расна япаласем. Шăпăрлансемпе яваплăх пысăкрах», — палăртрĕ Дарья. Пике тĕрлĕ регионтан килнĕ çамрăксемпе пĕрле ĕçленĕ. Вĕсем пĕр çемье пекех пурăннă. Çуллахи сезон вĕçленсен Дарья Шупашкара таврăннă. Анчах вăхăтлăха çеç. Вăл хĕлле каллех Крыма тухса кайнă. Хальхинче 5 çăлтăрлă хăна çуртĕнчи номерсене тирпейленĕ çĕрте тăрăшнă. Пике палăртнă тăрăх, тинĕс хĕрринче çулла та, хĕлле те канакан чылай. Туристсем Дарья студент пулнине пĕлсен вăл хăна çуртне мĕнле лекнине ыйтнă. «Боецсене, ман пекех сервис отрядĕнче тăракансене, ĕçленĕшĕн шалу аван тӳлеççĕ. Хăна çуртĕнче тăрăшнă вăхăтра пурăннăшăн, апатланнăшăн укçа тӳлемелле мар. 2 уйăх ĕçлесе татнă хыççăн çул укçин пĕр пайне тавăрса параççĕ. 2 кун ĕçлесе иккĕ канаттăм. Ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 8 сехетчен ура çинче пулма тиветчĕ. Пушă вăхăтра Крымри ĕлĕкхи керменсене, пляжсене курса çаврăнаттăмăр. Шывран тухма пĕлмесĕр чăмпăлтататтăмăр. Севастополь хулинче Çĕнтерӳ парадне хутшăнма тӳр килчĕ. Тунсăхлама вăхăт çукчĕ. Ытти боецпа пĕрле тĕрлĕ пултарулăх тата спорт фестивальне хутшăнаттăмăр, номерсем хатĕрлеттĕмĕр. Крымра 2 çул ĕçленĕ вăхăтра укçа сахал мар пухрăм. Хăна çуртĕнче хальччен кăнттам çын тĕлне лекмерĕм — çакă савăнтарать. Мана сервис отрядĕнче ĕçлеме килĕшет. Унсăр пуçне хама проводник ĕçĕнче те тĕрĕслесе пăхас килет. Вĕсен шалăвĕ пысăкраххине пĕлетĕп. Анчах пĕрмай çул çинче пулмалли шиклентерет. Мĕнле пассажирсем лекесси те шухăшлаттарать», — пĕлтерчĕ студентка. Пĕлтĕр хастара университетри студентсен отрячĕсен командирĕ пулма сĕннĕ. Чăваш патшалăх аграри университетĕнче пурĕ 5 отряд. Пĕрисем çуллахи вăхăтра ачасемпе ĕçлеççĕ, теприсем Камчаткăра пулă тытаççĕ е йывăр тиевлĕ машинăсем кăларакан заводра тăрăшаççĕ… Дарья 100 ытла боецшăн яваплă. Вăл вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки Раççейри студентсен отрячĕсен вырăнти уйрăмне пĕлтерсе тăрать. Командир пулнă май Дарьйăн тĕрлĕ çĕре тухса çӳреме тивет. Пĕлтĕрхи кĕркунне вăл Ижевск, Кемерово хулисенче пулса курнă. Унта студентсен отрячĕсен слечĕсем иртнĕ. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Ача чухне çаклатнă вирус та организма амантать»
Шупашкар округĕн тĕп больницине ĕçлеме иртнĕ кĕркунне пуçламăшĕнче кăна килнĕ вăл. Хĕвел пек çутă сăнлă, йăлтăр кулăллă çамрăк кардиолога кĕске вăхăтранах пациентсем шанма пуçланă. Татьяна ЖУЧКОВĂПА юн тымарĕсемпе чĕре чирĕсенчен мĕнле сыхланмалли, амак шала кайсан мĕнле йĕркене пăхăнмалли тата ытти çинчен калаçрăмăр.
Хăйĕн ĕçне юратать
— Татьяна, сан пек чипер тухтăра курсанах темĕнле чирлĕ çын та ыратнине манассăн туйăнать. Хăвăнпа паллаштарсам.
— Шупашкар районĕнчи Шуркасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере ӳсрĕм. Эпĕ — асли, ман хыççăн йăмăкăм Карина çуралнă. Шăллăмсем Ярославпа Станислав чылай кĕçĕнрех, 8-та тата 6 çулта. Чăрăшкасси шкулĕнче мана питĕ маттур вĕрентекенсем ăс пачĕç. Класс ертӳçи Алина Михайловна чăваш чĕлхипе литератури вĕрентрĕ. Вăл пире тăван чĕлхене юратма хăнăхтарчĕ. Пур предметпа та тăрăшаттăм. Аттестатра чи лайăх паллăсем кăна вырăн тупрĕç. Шкулта вĕреннĕ чухне больницăран питĕ хăраттăм. Кĕрес те килместчĕ унта. Медицина çулĕпе кайма мана атте Евгений Владимирович сĕнчĕ. «Эпĕ санра тухтăра куратăп». — тетчĕ вăл, физкультура вĕрентекенĕн дипломне илнĕскер. Пархатарлă ĕç пулнине, тухтăрсене хисепленине тĕслĕхсемпе çирĕплететчĕ. Çапла медицина енĕпех кайма шухăшларăм. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна тӳлевсĕр вĕренме кĕмешкĕн йывăррине пĕлеттĕм. Саранскри медицина университетне онлайн мелпе заявлени патăм. Унта кĕрессе пĕлсен кунти кăтартусене кĕтсе илмесĕрех документсене кайса патăм. Килтен аякра 6 çул вĕрентĕм. Пĕрремĕш курсра йывăрччĕ. Киле пырас килнине калаттăм та, атте: «Йывăрлăх вăл вăхăтлăх кăна», — тесе лăплантаратчĕ. Тавах Турра, питĕ лайăх юлташсем тупăнчĕç. Аслă шкултан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрăм.
— Çĕрĕ-çĕрĕпе вĕренсе ларма тиврĕтĕр. Ку професси хăвăншăн çывăх пулнине хăçан ăнлантăн?
— Çывăх çынсем тĕрев пани темрен паха. Экзамен умĕн каçхине аттепе калаçаттăм. Ирхине вара анне Елена Петровна маншăн пăшăрханнине, ырă суннине туяттăм. Вĕсен канашĕсем мана хамăн вăя, пĕлĕве шанма хистетчĕç. Эпир юнпа çыхăннине ют хулара та туяттăм. Вĕренсе пĕтерсен Шупашкарти Хулан 1-мĕш клиника больницинче участок терапевтĕнче ĕçлеме пуçларăм. Университетра вĕреннĕ чухнех кардиолог пулас ĕмĕт пурччĕ. Çавăнпа ординатурăна вĕренме кĕтĕм. 2022 çулта диплом илтĕм. Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Кӳкеçри больницăра чĕре тухтăрĕнче ĕçлеме пуçларăм. Ĕненетĕр-и: ĕçленĕçемĕн хамăн профессие ытларах юратса пыратăп. Терапевтра тăрăшни маншăн паха практика пулчĕ. Çак специалистăн çын организмĕнче мĕнле улшăнусем пулаяссине тĕпрен пĕлмелле. Тĕп хулари поликлиникăри ĕçтешсем те хавхалантарчĕç. Тĕп тухтăр заместителĕсем Светлана Жестянкинăпа Анна Осипова, пирĕн уйрăмăн заведующийĕ Наталья Короткова наставниксен вырăнĕнчеччĕ.
— Ахăртнех, ĕçре кăсăклă самантсем пулнă.
— Терапевта вырнаçни виççĕмĕш кун кăначчĕ. Ĕç вăхăчĕ вĕçленнĕччĕ ĕнтĕ. Мана çирĕплетсе панă участокри пациент килчĕ. Кардиограмма ӳкерме сĕнтĕм. Пăхатăп — инфаркт пек туйăнать. Çынни хăй манпа лăпкăнах калаçать. Юн пусăмĕ те чиперех. Анчах ЭКГ хутне тишкеретĕп те — улшăнусем миокард инфаркчĕ чухнехи пек. Эмелсем çырса патăм та тĕплĕнрех тĕрĕсленме направлени тыттартăм. Кайран пациент чăнах та çавнашкал амакпа аптăрани çиеле тухрĕ. Ковид сарăлнă вăхăтра хамăра чир ерес хăрушлăха пăхмасăр мĕн тума пултарнине тăваттăмăр. Чирлисем патне киле çӳреттĕмĕр. Хамăрпа пĕрле фонендоскоп кăначчĕ. Ӳпкере хăрăлтатнă сасă илтĕнсенех КТ тума яраттăмăр. Больницăсенче вырăн çитмен вăхăтра килте йывăр выртаканнисем, ӳпки 35-40 процент таран сиенленнисем, пурччĕ. Çав пациентсем хăйсене аванах туйма пуçласан Марина Сорокинăпа, манăн пĕрремĕш медсестрапа, хĕпĕртеттĕмĕр. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Манăн та «анне» тесе калас килетчĕ»
Валерий Антонов ашшĕн ăшшине пĕр кун та туйса курман. Çывăх çынни çемьерен кайнă чухне вăл амăшĕн варĕнче юлнă. Валери 1955 çулхи кĕркунне кун çути курнă, ăна кукамăшĕпе амăшĕн икĕ аппăшĕ питĕ лайăх пăхса ӳстернĕ. Амăшĕ Саня каярахпа хăйсен ялĕнчи йĕкĕте качча тухнă. Валери ун патĕнче те пурăннă, кукамăшĕсем патĕнче те тăтăшах юлнă. Арçын ача тăван ывăлĕ пек пулнăран аппăшĕсем ăна ярасшăн пулман.
Пăрçа çапнă чухне
Ку инкек 1963 çулхи çурла уйăхĕнче пулнă. Валери 1-мĕш класа кайма хатĕрленнĕ. Ун чухне шăпах пăрçа çапнă, ял халăхĕ хирте ĕçленĕ. Çав кун колхозра ĕçлекенсене уя пырсах кăштах укçа панă. Саньăна 15 тенкĕ лекнĕ. Валери валли шкула кайма костюмпа шăлавар илме тесе вăл ăна саппун çумне типтерлĕн çыхса хунă. Халăх кантăрла яла апата анма хатĕрленнĕ. Пăрçа тиенĕ грузовик çине çынсем туп-тулли ларнă. Вĕсен шутĕнче Валерин амăшĕ Саня та пулнă. Кузов варрине пыраканскер борт урлă çыхнă тимĕр сăнчăра алăран ямасăр тытса пынă. Водитель машинăна питĕ вăйлă хăваланă. Çул кукринче водитель руле итлеттереймен — пĕтĕм çын тĕрлĕ еннелле сирпĕннĕ, машина çаврăнса ӳкнĕ. Саня вара сăнчăра аллинчен вĕçертмен — çаплипех машина айне пулнă. Унăн пуçĕ борт çине лексе йăлтах саланнă… Пăхма хăрушă ӳкерчĕк пулнă. Валери инкек çинчен илтсенех çав вырăна чупса çитнĕ. Çав хăрушă ӳкерчĕк паянхи кун та унăн куçĕ умĕнчен каймасть. Ыттисем пурте чĕрĕ юлнă. Пĕр хĕрарăм çеç йывăр аманнă. Арçын ачана çак хуйха чăтса ирттерме питĕ йывăр пулнă. Ашшĕн хӳттине нихăçан та курман, унтан амăшĕн ăшшисĕр тăрса юлнă Валерие аппăшĕсем тата лайăхрах пăхма тăрăшнă. Кукамăшĕ /ăна Валери «мамай» тесе чĕннĕ/ ватă пулнă. Икĕ аппăшĕ Наталипе Нина ачаран çирĕп арçын ӳстерме тăрăшнă. «Анне çукки, паллах, сисĕнетчĕ. Ытти ача «анне» тесе чупатчĕ. Манăн та çапла калас килетчĕ. Аппасем тăлăх пек туйма парас мар тесе ыттисенчен лайăхрах тумлантарма тăрăшатчĕç. Натали аппа лашапа çӳретчĕ. Эпĕ те çулла унпа пĕрле каяттăм. Шкула çӳреме тытăнсан мана лашапа пĕччен çӳреме ирĕк пачĕç. Урхамахпа ярăнаттăм, колхозри тĕрлĕ ĕçе пурнăçлаттăм. Лашасене çав тери юрататтăм. Ӳссен зоотехник е выльăх тухтăрĕ пулăп тесе шутлаттăм. 8-мĕш класс пĕтерсен Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕтĕм. Эпĕ нимле ĕçрен те шикленмен. Пур ĕçе те чи малтан тума тăрăшаттăм. Çавăнпах-и мана ушкăн старостине суйларĕç. Анчах çулталăк вĕренсен техникумран кайма тиврĕ. Пуçтахрах ачасене лăплантарнăччĕ те… Юлма пулатчĕ паллах. Ытла чăрсăр пулнă çав, никам умĕнче те пуç çапман. Кун хыççăн Канаша лекрĕм, унта электрике тата водителе вĕрентĕм. Салтака кайиччен аппасем пӳрте çĕнетме шутланăччĕ, анчах вăй çитереймерĕç. 1974 çулта çара кайрăм. Салтак тивĕçне Воронеж облаçĕнче ракета дивизийĕнче водительте пурнăçларăм. Çулталăк çурăран командир салтаксене пуçтарчĕ те: «Эсир çарта тăратăр, ун пеккисене патшалăх çурт-йĕре çĕнетме пулăшать. Пĕр вăтанмасăрах калама пултаратăр», — терĕ. Çийĕнчех командирпа салтакран таврăнсан çĕнĕ пӳрт тума шутлани çинчен калаçрăм. Вăл мана вăрман çыртарса пама шантарчĕ. Анчах эпĕ салтакран таврăнмалли çул килте пысăк хуйхă пулнă. Кӳршĕре туй иртнĕ. Унта кӳршĕ ялтан çамрăк упăшкипе арăмĕ килнĕ. Иккĕшĕ хирĕçсе кайнă. Упăшки арăмне çапнă тет-и? Хăй тухса тарнă. Арăмĕ вара упăшки каялла кĕрет тесе алăк хыçĕнче тимĕр кĕреçе тытса тăнă. Çав вăхăтра шăпах пирĕн Нина аппа кӳрше каçнă. Алăк хыçĕнче тăракан çамрăк хĕрарăм йăнăшпа ăна пуçĕнчен кĕреçепе çапнă. Аппа больницăна илсе çитериччен вилнĕ. Ăна пытарма килтĕм. Çавăн чухне мана командир вăрман уйăрса панине пĕлтĕм. Салтакран 1976 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче кăна таврăнтăм. Çав çулхине пире, салтаксене, Казахстана тырă пуçтарса кĕртнĕ çĕре ячĕç. Вырма час вĕçленмерĕ. Салтакран килсенех колхоза шофера вырнаçрăм. Çавăнтанпа алăран машина рульне ямастăп. Водитель ĕçĕ çăмăл мар. Çумăр çапса çăвать-и, çил-тăман çавăрттарать-и — яланах рейсра. Ун чухне çулсем хальхи пек пулман. Путса ларсан темпе те сĕтĕрсе кăларатчĕç. Темле йывăрлăх та сиксе тухнă, анчах çак профессине суйланăшăн нихçан та ӳкĕнмен эпĕ. Салтакран килсен командир çыртарса панă вăрмана кăларттартăм. Ара, çурт-йĕр çавăрмалла вĕт. Урам сарлакăшĕпе пĕренесем выртатчĕç. Кукамай ватăлнăччĕ, вырăнпах выртатчĕ. Юлашки вăхăтра куçĕ те курма пăрахрĕ. Натали аппа та çамрăк марччĕ. Çурт хăпартнă чухне хĕрарăм алли те питĕ кирлĕ вĕт. Авланмалла тесе шутларăм. Хам тавра явăнакан хĕрсем пулнă-ха манăн. Анчах кăмăла каяканни пĕрре кăначчĕ, вăл вара ытла çамрăкчĕ. Халех çакăн пек пысăк яваплăха хăйĕн çине илеймест-ха тесе шутлаттăм. Унăн аппăшĕпе Марийăпа пĕр класра вĕреннĕ эпĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать