- Чăвашла верси
- Русская версия
«Ача çуртĕнче юлмастăп, атте-анне патне каятăп»
"Пирĕн килте юсав ĕçĕсем вĕçленмен-ха. Залта йышăнăпăр сире", - терĕ Надежда Владимировна телефонпа çыхăнсан. Тепĕр кунхине Çĕрпÿ районĕнчи Янтушри Андреевсем патне çитсе те тухрăм. Вĕсем 6 ача çитĕнтереççĕ. Тăван мар пепкесемшĕн чун ăшшине шеллемеççĕ Владимир Валентиновичпа Надежда Владимировна. Вĕсемшĕнех çĕнĕ ĕç пуçлама, малалла талпăнма, пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерме хатĕр килĕшÿллĕ çак мăшăр. Чăн та, ача сассипе тулнă кил-çуртра кăна телей хуçаланать.
Сергей, Саша, Надя, Женя вăрмана мăйăра кайнăччĕ. Хăна килнине пĕлсен хăвăртах каялла таврăнчĕç вĕсем. Иртенпех чупса-выляса ывăннă Арина çывăратчĕ. Хĕр ача тахăш самантра вăранса амăшне ыталаса илчĕ. Мĕн чухлĕ ăшă сăмах тупрĕ ун валли хĕрарăм. Пĕчĕкскер чылайччен ачашланчĕ. Ăна курса Надя та амăшĕ патнех пырса ларчĕ. Унччен те пулмарĕ, 1-мĕш класра вĕренекен Юрий çитсе кĕчĕ. Хăтлă çак йăвара пурăнакансене такам та ăмсанать ахăр.
Тухтăр хушман
"Чĕре чирĕпе аптăранăран мана тухтăрсем ача çуратма хушман. Уншăн пăшăрханнă паллах. Нумай шухăшланă хыççăн упăшкана ача усрава илме сĕнтĕм. Вăл хирĕçлемерĕ. Кирлĕ документсен списокне тишкертĕмĕр те - кулянса ÿкрĕмĕр. Пирĕн, сутуçăпа водителĕн, шалу та, пÿрт-çурт та пысăках мар", - каласа кăтартать Надежда Владимировна. Юрать-ха районти опека органĕн специалисчĕсем нумай пулăшнă вĕсене. "Пысăках мар пÿртре хăтлă, таса, тирпейлĕ", - çакнашкал пĕтĕмлетÿ тунă ятарлă комисси. Андреевсене хăйсен çунатти айне 2 ача илме ирĕк панă.
Надьăна Швецие илсе кайнă
Çак хыпарпа çунатланнă мăшăр тĕпренчĕксем шыраса Шупашкара çитнĕ. "Ун чухне Ача çуртĕнче уяв йĕркеленĕччĕ. Пире те зала кĕртсе лартрĕç. Сцена çинчи пĕр арçын ача куç тĕлне пулчĕ. Ăна, сăпайлăскерне, пурте тĕкеççĕ. Вăл пуçне чиксе тăрать. Хĕрхентĕмĕр çав ачана.
Тепри, хĕр ача, шапăлти пулнипе кăмăла кайрĕ. Сăвă та пĕлет, тухса калаçма та вăтанмасть вăл.
Сергейпе Надьăна илсе таврăнтăмăр. Пурнăç йĕркеленсе кайрĕ. Анчах тепĕр уйăхранах Ача çурчĕн ĕçченĕсем шăнкăравларĕç. Вĕсем каланă тăрăх - Надьăн аппăшне усрава илнĕ çынсем Швецирен Раççее килесшĕн. Ку хутĕнче Надьăна та пĕрле илсе каясшăн. Чун хурланчĕ. Лару-тăру çакнашкал çаврăнса тухнăшăн пайтах макăрнă. Ют çĕр-шыва куçичченех çакăнта пурăнчĕ вăл", - калаçăва тăсать кил вучахне упракан хĕрарăм. Пур пĕрех Надя çинчен манмаççĕ Андреевсем. Интернет урлă та пулин унпа çыхăну йĕркелесшĕн.
Совет фильмĕнчи Степка майлăскер
Çакăн хыççăн Владимир Валентиновичпа Надежда Владимировна тепĕр ача илме шухăш тытнă. Хĕр пĕрчи шыранă вĕсем, анчах ниçта та тупайман. Юлашкинчен каллех Шупашкарти Ача çуртне çитнĕ. "Пĕр ачана кĕртсе тăратрĕç. Калпакĕ чалăшнă, кĕрĕк тÿмисене вĕçертсе янă. Хăй тĕттĕм ÿтлĕ. "Мужики" совет фильмĕнчи Степкăна аса илтерчĕ вăл", - çак саманта куç умне кăларма пулăшать хĕрарăм. Саша, чăнах, каснă-ларнă Степка.
"Эпир килсе кĕнĕ чухне Сергей апат çисе ларатчĕ. "Акă Сорокин та çитрĕ", - терĕ вăл ун çине пăхса. Иккĕшĕ тÿрех пĕр чĕлхе тупрĕç", - ăнлантарать Надежда Владимировна.
Сашăн амăшĕ чирлесе çамрăклах çĕре кĕнĕ. Пĕртен-пĕр çывăх тăванĕ - кукамăшĕн амăшĕ - пĕчĕк ачана пăхайман. Ватă хĕрарăм Сашăпа та, Андреевсемпе те çыхăну тытать. Пĕрре вăл пурне те Шупашкара чĕнсе илнĕ. "Саша килчĕ!" - подъезд умне тухсах кĕтсе илчĕç пире хула çыннисем", - хушса калать Владимир Валентинович. Ун чухне амăшĕн хваттерне Саша çине куçарнă.
Амăшĕпе пĕр ятлăскер
Андреевсем çаплипех хĕр ача илес килнине пытарман. Кăштахранах Шупашкарти Ача çуртĕнче ĕçлекенсем вĕсене пурне те цирка чĕнсе илнĕ. Çакăнтах Андреевсене виççĕри Надьăна кăтартма палăртнă. Хĕр пĕрчин чунĕ сиснĕ пулинех - чупса пырса Надежда Владимировнăна ыталаса илнĕ вăл. "Ку - манăн анне", - ыттисене ĕнентерме хăтланнă пĕчĕкскер. Ăна Ача çуртĕнче епле хăварăн?
"Çине тăрса пÿрте пысăклатрăмăр. Икĕ уйăх хушшинче шалти-тулти ĕçсене вĕçлерĕмĕр", - çирĕплетеççĕ Андреевсем.
Вăхăт иртнĕçемĕн Надя хăйне юлташ хĕр ача ыйтма пуçланă. Татах районти опека пайне çул тытнă мăшăр. Ку хутĕнче Çĕмĕрлери Ача çуртне янă вĕсене.
"Кунта пĕр чарăнмасăр 3 кун макăракан хĕр ача пур. Вăл урăх çемьере пурăнчĕ. Вăрланăшăн, улталанăшăн çулталăкран каялла леçсе пачĕç ăна. Çавнашкал ачана илме сĕнместпĕр", - кĕтсе илнĕ Андреевсене воспитательсем.
Женьăна çав тери шелленĕ вĕсем. Темле ÿкĕтлесен те хăйсен шухăшне улăштарман.
Хĕр ача çул тăршшĕпех йĕнĕ. Яла çитсен машинăран та тухасшăн пулман. "Эсир мана пур пĕрех каялла тавăрса парăр. Халех Ача çуртне илсе кайăр. Мана пурте ятлаççĕ. Эпĕ никама та кирлĕ мар..." - куççульне шăлнă Женя.
Пÿрте кĕрсен Надя çийĕнчех унăн кăмăлне çавăрма пултарнă. Эрнеренех Çĕмĕрлери Ача çуртне кайма сăлтав тупăннă вĕсен. "Эпĕ кунта юлмастăп, аттепе анне патне каятăп", - çирĕппĕн каласа хăварнă хĕр ача. Ăна 1-мĕш класа каймашкăн хатĕрлеме пуçланă.
"Женя суйма, чееленме, çын япалине тытма пултарнине ĕненместĕп. Ахалех тикĕтпе вараланă ăна", - тет амăшĕ.
Çав вăхăтрах мăшăра тин çуралнă хĕр ачана та сĕнсе пăхнă. Вăл Андреева хушаматлă пулнă теççĕ. Анчах Владимир Валентиновичпа Надежда Владимировна Женьăнах суйласа илнĕ. Ăна юрату тĕнчине çавăтса кĕртме тĕв тунă. Шăпи урăхла çаврăнса килнĕ пулсассăн, ахăртнех, çынсене ĕненме пăрахĕччĕ вăл.
"Хальхи ăспа пулсан икĕ хĕр ачана та илĕттĕмĕр", - теççĕ Андреевсем.
Суворов училищинче вĕреннĕ
5-мĕш класс хыççăн Саша Хусанти Суворов училищине вĕренме кĕнĕ. Çулталăк çурăран каялла киле таврăнма шухăш тытнă вăл. Амăшĕ опека пайĕн ĕçченĕсемпе пĕрле Хусана тухса кайнă. Сашăна малалла вĕренмешкĕн ÿкĕте кĕртме психологсенчен пулăшу ыйтнă хĕрарăм. "Кунта йывăр тата çемьепе пĕрле пурăнас килет", - пытарман ача. Çитменнине, унăн çывăх юлташĕ училищерен пăрахса кайнă. Паллах, унăн кăмăлне шута илнĕ Хусана вĕçтерсе çитнисем.
Саша пур пĕрех çар çынни пуласшăн. 9-мĕш класс хыççăн каллех Суворов училищине кайса пăхасшăн вăл.
Каланине итлемен
Çак кун опека пайĕн ĕçченĕсене хурлăхлă хыпар пĕлтернĕ: Никитинсен амăшĕ чире çĕнтереймесĕр вилсе кайнă. Виçĕ тĕпренчĕкĕ тăлăха юлнă. Андреевсем нумай шухăшласа тăман: ачасене хăйсен хÿттине илме палăртнă. Васкасах документсем пуçтарма пуçланă.
"Никитинсене сире памаççĕ, вĕсене тăванĕсемех пăхса çитĕнтересшĕн", - пĕр шăнкăрав Владимир Валентиновичпа Надежда Владимировнăн ĕмĕтне татнă. Ку хыпарпа та çырлахнă мăшăр. Çапах та Камилăна, Юрăна, Аринăна тăванĕсене пама юраман сăлтав тупăннă. Çавна май опека пайĕн ĕçченĕсем каллех Андреевсемпе çыхăннă.
Виçĕ пĕр тăванран пĕри - Камила - алăран вĕçерĕнни пирки малтанах систернĕ. 13-ри хĕр ача туртнă, ĕçнĕ, усал сăмахсемпе перкелешнĕ. Тата... каланине итлемен, ыттисене хисеплемен. Пиллĕкри Юрийпе, çулталăкри Аринăпа пĕрле аппăшне те Андреевсем Янтуша илсе килнĕ. Анчах Камила çакна хаклама пĕлмен: хăйĕнчен кĕçĕннисене хĕненĕ, усал тĕслĕх кăтартнă. Ун чухне килти вăрçă-харçă никама та канăç паман. Камила хытă çапнăран Сергейăн пуç мимийĕ чĕтреннĕ. Çакăн хыççăн çĕнĕ ашшĕ-амăшĕн ăна Пăрачкаври Ача çуртне леçсе пама тивнĕ.
"Ытла вăр-вар пирĕн Юра. Таçта та çитет. Çакăншăнах класс ертÿçи пĕрмай асăрхаттарать ăна. Эпĕ шкулта хăйне мĕнле тытмалли пирки кулленех калаçатăп унпа", - ывăлĕ çине ăшă куçпа пăхать амăшĕ.
Вырăн айĕнчи пылак çимĕç
Ача пылак юратать. Андреевсем канфет-печенирен татăк пурăнмаççĕ. "Эпĕ вырăн пуçтарнă чухне матрас çавăрса хуратăп. Малтан, Ача çуртĕнчен килсенех, ывăл-хĕр вырăн айне пылак çимĕç пытаратчĕ", - аса илет кил хуçи арăмĕ. Кайран лекмесрен шикленнĕ ĕнтĕ пĕчĕкскерсем.
"Канма ларсан хĕр ачасем чĕрçи çине ларма юратаççĕ. Арина пурне те çĕнтерет. Çума килсе тăрать те макăрнă пек тăвать. Аслисен тăрса кайма тивет", - палăртать çемье пуçĕ. Кĕçĕнни, чăнах, ашшĕнчен шит те юласшăн мар.
8-мĕш класра вĕренекен Сергей мунча хутса янăччĕ. Эх, милĕкпе çапăнма юратаççĕ вĕсем. 9-мĕш класра пĕлÿ илекен Саша ĕне сума хăнăхнă. Стройка ĕçĕпе кăсăкланать. "Йывăр йăтнине курсан чупса пырать те çĕклеме ярса илет", - тет ун пирки амăшĕ. 8-мĕш класа çÿрекен Надя ал ĕçĕпе аппаланать. Урайне çаврака кавир çыхса хунă вăл. 4-мĕш класра ăс пухакан Евгения ташша ăста. Çак эрнере хĕр ача Мускава тухса кайрĕ. Хăйĕн пултарулăхне Раççей шайĕнчи ăмăртура кăтартĕ Женя.
"Ачасене киле илсе киличчен 15 литр кĕрекен кастрюль те хатĕрлесе хунăччĕ. Унпа сайра хутра - пахча çимĕç маринадланă е салат хупнă чухне - усă куратпăр. Мультиваркăра хатĕрленĕ апат та иккĕ ларса çиме çитет", - тет Надежда Владимировна.
Йышлă çемьере темле пăтăрмах та сиксе тухнă. Пĕчĕкскерсем хур чĕпписене пăвса пăрахнă, банкăсене çĕмĕрсе пĕтернĕ, пылчăкпа вараланнă... Юрать-ха, тĕпренчĕксем хăйсем шар курман. Çак тĕслĕхсем те лайăххипе япăххине уйăрма вĕрентнĕ вĕсене.
Аслисем кĕçĕннисене тĕслĕх кăтартса пыраççĕ, вĕренÿре пулăшаççĕ, кил таврашĕнче ĕç майне кăтартаççĕ. Çак ачасен кулли кирек камăн чунне ăшăтĕ. Пирĕн пурнăçра кил ăшшинчен хакли нимĕн те çук.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментировать