Чăваш хĕрарăмĕ 6 (1285) № 16.02.2023

16 Фев, 2023

Кĕвĕ ытамĕнче

Çак тĕнче яланах хăйĕн асамĕпе тыткăнлать… Асамçисем вара — музыка тĕрлĕ инструментне чун кĕртекенсем. Хĕлĕхсене ачашшăн сĕртĕнсе пире кĕвĕ тĕнчине çавăрса илсе кĕрсе каяççĕ вĕсем. Йăлт манăçа кăларса самантлăха та пулин чуна илемпе тултараççĕ. Тепĕр чухне чун-чĕрене хăрушшăн силлесе те илеççĕ, тĕнчере ырă кăна мар, усал та пуррине аса илтереççĕ… «Калăпăр, Нарспи инкеклĕ шăпине сăнланă май, кĕвви ытла та хурлăхлă-çке, хамăр та чăтаймастпăр, опера вĕçне çитнĕ тĕлелле сисмесĕрех куçран куççуль тухать», — каласа кăтартать пирĕн хăна. Паян «Чăваш хĕрарăмĕн» тĕпелĕнче — Чăваш патшалăх Оперăпа балет театрĕн оркестрĕн пĕрремĕш ушкăнĕнче вăй хуракан Марианна Архипова сĕрме купăçсă. Асăннă театрта çак кунсенче Чăваш музыкин фестивалĕ пырать. Çавăнпа шăпах музыка инструменчĕн ăстипе тĕл пулма тĕв турăмăр та.

Шартлама сивĕ те хăратайман

«Пур йĕркеллĕ ача пекех, пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тата музыка шкулĕсенче вĕреннĕ», — аса илĕве таврăннинчен пуçларăмăр унпа калаçăва. Музыка шкулĕ тенĕрен, нумайăшĕ унта ашшĕ-амăшĕ хистенипе çӳрет. Ку тĕслĕхре апла мар иккен. Садикре мероприятисем ирттернĕ май музыка енĕпе ĕçлекен пĕчĕк хĕр пĕрчинче тапса тăракан пултарулăха асăрханă, Марианна амăшне пепкине çак енĕпе малалла аталантарма сĕннĕ. Чи кăсăкли вара çакă — хĕрача çӳренĕ садик хăй вăхăтĕнче шăпах халĕ Оперăпа балет театрĕ вырнаçнă вырăнта пулнă. Шăпа çулĕ çапла професси çулĕпе ачалăха çавăрса çитернĕ тейĕн… Марианнăна амăшĕ фортепиано класне çыртарасшăн пулнă. Музыка ертӳçисем хĕрачана тĕрĕсленĕ хыççăн аллисемпе сулкалашнă кăна: «Мĕн эсир?! Сĕрме купăс! Урăхла пулма та пултараймасть!» Ăçтан тупăннă-тăр çак туртăм? Анчах хĕрача музыка урокĕсене чунтанах килĕштернĕ, çавăнпах çине тăрсах вĕреннĕ. Хĕллехи пĕр тапхăра паянхи пек ас тăвать вăл. Шатăр-шатăр сивĕ тăрать. 40 градуса яхăн. Çынсем кун пек çанталăкра йыттине те урама кăлармаççĕ. Пĕчĕк хĕр пĕрчине вара, çичĕ çулта пулнă ун чухне вăл, вĕренес туртăм малалла туртать. Шăнтассинчен хăраса хулăн кăна тумлантарса ăна музыка шкулне илсе каяççĕ… Марианна Германовнăпа калаçу вăраха тăсăлчĕ. Апла пулин те вăл çине-çинех çакна палăртмасăр иртмерĕ: кирек ăçта вĕренсессĕн те — музыка шкулĕ, училище, консерватори — ăна яланах ăнăçнă, вăл чи маттур педагогсем патĕнче вĕреннĕ. Турă панă пултарулăха малалла туптама шăпах вĕсем пулăшнă. Çул кăтартаканни вара амăшĕ пулнă. Иккĕленнĕ самантсенче шăпах чи çывăх çынни ăна юрă-кĕвĕ тĕнчин çулĕнчен пăрăнма паман. Сăмах май, училищĕрен «хĕрлĕ дипломпа» вĕренсе тухнă хĕр. Хусан консерваторийĕ те унăн пĕлĕвне йăлт «пиллĕкпе» кăна хакланă. Çамрăк специалиста Шупашкарти камерлă оркестрăн сĕрме купăсçăсен пĕрремĕш ушкăнне йышăннă. Шăпа çулĕ тумхахлă та, пăрăнчăклă та пулать, пĕр унталла, пĕр кунталла пăркалать те пăррр! çӳлелле вĕçтерет. Пĕр вăхăт Марианна Архипова çак ушкăнăн концертмейстерĕ те пулать. 2008 çултанпа пултаруллă хĕрарăм пĕр вăхăтрах Оперăпа балет театрĕнче те ĕçлеме пуçлать. Кунта унăн пултарулăхĕ, ĕçе кура, тепĕр енчен уçăлса каять. Масштаб, шай пачах урăхла-çке. Гастрольсем малтан та нумай пулнă-ха. Театрпа пĕрле каллех тĕрлĕ çĕршыва, Раççей хулисене çитеççĕ. Испани, Португали, Китай, Германи, Люксембург… Кашни çĕршывăн — хăйĕн менталитечĕ, хăйĕн тĕнче курăмĕ… Калăпăр, Китай халăхĕн хăйне евĕрлĕхне палăртать Марианна Архипова. Испанире куракансем тăвăллăн алă çупаççĕ, сцена çине темиçе хут чĕнечĕне кăлараççĕ пулсан, Китайра, мусăкçăсен вăййи питех те килĕшсессĕн те, туйăмсене ирĕке ямаççĕ, хăйсене питех те танлăн тытаççĕ. Гастрольсенчен çавăн пекех Италире вырăнти дирижерпа выляни юлнă хĕрарăм асĕнче. Эпир, куракансем, сцена çинчи илеме кăна асăрхатпăр. Çав вăхăтрах унта темĕн те пулса иртет. «Паллах, — кулать Марианна Германовна, — анчах япăххине аса илес килмест. Манăçать те вăл. Гастрольсенчен ырă кăмăлпа кăна таврăнатпăр». Мĕнех, чаршав хыçĕнчи те, умĕнчи те вăрттăнлăхрах юлтăр эппин. Пирĕн калаçу вара малалла тăсăлать. Тĕрлĕ халăх культурипе паллаштараççĕ куракана мусăкçăсем, тĕрлĕ кĕвве чун витĕр кăларса ăс-тăна вырнаçтараççĕ: тăван чăваш, вырăс, тĕнче шайĕнчи кĕвĕ, классика тата ытти жанр… Пĕринчен теприн çине тăруках куçма çăмăл-и? Çапах та ытла та тĕрлĕрен вĕт-ха вĕсем. Çук-мĕн, чăн-чăн профессионал кирек мĕнле кĕвве те çăмăллăнах вылять. <...>

Рита АРТИ.

♦   ♦   


Кăкăрĕ туртăнать, пилĕкĕ çинçелет…

Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери Ăслăлăхри хĕрарăмсемпе хĕрсен кунне паллă тăваççĕ. Республикăри хĕрарăмсен союзĕ çак уява кăçал хăйне май паллă турĕ. Тĕнчипе паллă «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» телевăйă версине йĕркелерĕ. «Кам? Ăçта? Хăçан?» ят пачĕ ăна.

Ăс-хакăл вăййине Чăваш Енри аслă шкулсенче тăрăшакан хĕр-хĕрарăмăн: преподавательсен, администраци пайĕн ĕçченĕсен — сакăр ушкăнĕ хутшăнчĕ. Вĕсен ултă ыйту хуравне шырама тиврĕ. Чăваш патшалăх университечĕн команди пиллĕкĕшне тĕрĕс хуравлама пултарчĕ. Чăваш патшалăх педагогика университечĕн, Аграри университечĕн, Мускав политехĕн Шупашкарти институчĕн, Раççей коопераци университечĕн, Мускаври патшалăх экономика университечĕн, Мускаври çул-йĕр институчĕн филиалĕн тата Культурăпа искусствăсен институчĕн ĕçченĕсен балĕсем вĕсенчен сахалрах пухăнчĕç пулин те анлă тавра курăмпа палăрчĕç. Кашни команда асăнмалăх диплома, спонсорсен парнине тивĕçрĕ. — Çак мероприяти чи малтанах аслă шкулсене тимлĕх уйăрма кирлĕ. Унта пултаруллă та тавçăруллă проподавательсем ĕçлени çамрăксене илĕртме май патăр. Кунпа пĕрлех республикăра анлă тавра курăмлă, ăслă, хастар хĕрарăмсем нумай иккенне тепĕр хутчен аса илтерес килет, — палăртрĕ ЧР Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Николаева. Вĕрентӳ тытăмĕ хĕрарăмсем çинче тытăнса тăнине аслă шкулсен ертӳçисем те палăртрĕç. Вăйă — темле пулсан та вăйă. Ăнăçу тени те тĕрлĕрен. Паян пĕрне ытларах йăл кулать вăл, ыран — теприне. Кама мĕнле ыйту çакланасса пĕлме çук. Хăш-пĕр хурава, чăн та, тавçăрма йывăр пулмарĕ. Тепĕр ыйтусем вара пурне те шухăшлаттарчĕç. Калăпăр, Францире тум çĕлесе укçа тăвакан, хăйсене пит сăпайлă тытман çамрăк хĕрсене мĕнле чĕннĕ? 2005 çулта АПШра пулнă чи пысăк тăвăл мĕн ятлă? Тухатмăш карчăка мĕншĕнха яланах шăпăрпа тата пысăк хуран умĕнче ӳкереççĕ? Пельмень тени мĕне пĕлтерет? Акă тата «этемлĕхĕн виçĕ çăкăрĕ» тесе мĕн пирки калаççĕ-ха? «Хĕвел, сывлăш тата шыв» пулĕ тесе шухăшларĕç коопераци университечĕн ĕçченĕсем. Хуравĕ вара — куккурус, тулă тата рис иккен. Шăпах çак культурăсем туса илекен тĕш-тырăн 87 процентне йышăнаççĕ. Ыйтусем чăннипех те тĕрлĕ енлĕ пулчĕç. Вĕсен хушшинче хăйне евĕррисем те тупăнчĕç. Хуравĕсем те кăсăклă илтĕнчĕç. Калăпăр, ятарлă лару-тăрура хĕрарăм çӳçĕ кăпăшкаланать, кăкăрĕ туртăнать, пилĕкĕ çинçелет. Чи кăсăкли: çакнашкал улшăнăва чи нумаййи те 100-е яхăн хĕрарăм кăна туйса курнă. Кам пирки сăмах пырать-ши? Вăййа хутшăнакансем чи малтанах качча кайман хĕрарăм пирки аса илчĕç. Сăмах вара хĕрарăм космонавтсем çинчен пырать иккен. Эппин, хуравĕ — Валентина Терешкова. Шăпах вăл тĕнче уçлăхне хăпаракан пĕрремĕш хĕрарăм пулнă-çке. <...>

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.