- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 6 (2945) № 15.02.2023
Çĕр ĕçченне пулăшас тĕллевпе
Мускавра Раççейри хресчен-фермер хуçалăхĕсен ассоциацийĕсен тата ял хуçалăх кооперативĕсен съезчĕ иртнĕ. Сумлă мероприятие РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев хутшăннă, АПКри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе, çавăн пекех патшалăх пулăшăвĕн тĕп çул-йĕрĕпе паллаштарнă.
Иртнĕ çул аграрисемшĕн кăткăс пулнине каланă министр. Пурте пĕрле тăрăшнăран йывăрлăха çĕнтерме пултарнă. «Малтан палăртнă тăрăх, ял хуçалăх таварне туса илесси 10% ытла ÿснĕ. Чи пысăк ÿсĕме шăпах фермер хуçалăхĕсем пурнăçланă. Вĕсем калăпăшĕсене 20% ÿстернĕ. Çапла вара Раççей фермерĕсем тухăçлă та шанчăклă тавар туса кăларакансем пулнине тепĕр хут çирĕплетсе панă. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем тĕш тыррăн рекордлă тухăçĕн виççĕмĕш пайне пухса кĕртнĕ, производствăна 28% ÿстернĕ. Унсăр пуçне çĕр улмипе пахча çимĕç пухассине, сĕтпе çăмарта туса илессине пысăклатнă», — тенĕ Дмитрий Патрушев.
РФ Ял хуçалăх министерстви пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантармалли лайăх майсене сыхласа хăварас тесе тăрăшать. Кашни çулах ун валли федераци тата регион бюджечĕсенчен пысăк укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем те пулăшу мелĕсемпе усă кураççĕ. Çав хушăрах фермерсемпе кооперативсем валли адреслă 14 пулăшу мелне палăртнă. Пĕлтĕр çакăн валли 12 млрд тенкĕ уйăрнă, кăçал ку суммăна 1,5 млрд ÿстерме планланă.
Производство хатĕрĕсем хакланнине шута илсе «Агростартап» гранта улшăнусем кĕртнĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсен тĕрлĕ ĕç-хĕл валли уйăракан чи пысăк сумма шайне 3 миллионран 5 миллион таран ÿстерĕç. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме вара — 5 миллионран 7 миллион таран. Тивĕçлĕ йышăнăва Правительствăна пăхса тухма тăратнă.
Хăйсем тĕллĕн ĕçлекен пек шута илнĕ хушма хуçалăхсене пулăшмалли мелсем вăя кĕреççĕ. Иртнĕ çултан пуçласа çакнашкал хуçалăхсене сĕт, аш-какай, пахча çимĕç тата çĕр улми туса илме субсидисем параççĕ. 2023 çултан пуçласа РФ Ял хуçалăх министерстви пахча çимĕç тата çĕр улми туса илессине аталантармалли федераци проектне пурнăçлама тытăнчĕ. Çавна май унăн шайĕнче хушма хуçалăхсене субсидисем уйăрассине палăртса хăварнă. Çавăн пекех кăçалтан пуçласа хушма хуçалăх тытса пыракан хăй тĕллĕн ĕçлекен граждансем çăмăллăхлă кредитсем илме пултараççĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Асран тухмасть Афганистан…»
«Афганистан пĕрмаях аса килет, — тет Василий Григорьев вĕрентекен. — Юр çунă вăхăтра та куç умне тухать вăл. Çавна май чун çÿçенет. Ирхине 10-15 градус ăшăччĕ унта, каçхине вара — 10-15 градус сивĕ. Çак тăрăхра хура кĕркунне пулма тÿр килчĕ пире».
«Хăçан çавăн пек суйма вĕрентĕн?»
Канаш районĕнчи Йăлмачча ялĕнче çуралса ÿснĕ йĕкĕт ачаран десантник пулас ĕмĕтпе хавхаланса пурăннă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти 23-мĕш профтехучилищĕне вĕренме кайнă. Тĕллевне пурнăçлас тесе ДОСААФа парашютпа сикме çÿренĕ. Çамрăка тÿпе илĕртнĕ пĕрмай. 1985 çулта апрель уйăхĕнче Василий Григорьев çар ретне тăнă. Малтанах Ферганăри парашютпа десант 103-мĕш дивизийĕн полкĕнче вĕренÿре пулнă. Ултă уйăх хыççăн вĕсене Афганистана куçарнă. «Октябрĕн 10-мĕшĕнче Баграма çитрĕмĕр. Çакăнта пирĕн дивизин 345-мĕш полкĕ тăнă. Шăпах унта хĕсметре пулма тÿр килчĕ манăн. Октябрĕн 14-мĕшĕнче пĕрремĕш хут вăрçа кĕтĕмĕр. Манăн десантник пулас килетчĕ. Çавна май шикленнине питех астумастăп. Машина колоннисене душмансенчен хÿтĕлеме тăрăшнă эпир. Малтанах хамăр пенĕ. Каярахпа пирĕн çине пуля «çумăрĕ» çума пуçларĕ. Унран епле пытанмаллине шухăшланă, çÿçентеретчĕ самай. Атте-аннене Афганистана лекнине çырман, пăшăрхантарас темен. «Монголи чиккинче тăратпăр. Çанталăк лайăх кунта, апат çителĕклĕ», — тесе çыраттăм пĕрмай. Анчах вĕсем эпĕ суйнине туйнă. «Хăçан çавăн пек суйма вĕрентĕн?» — тесе çырчĕç пĕринче. Киле таврăнсан анне ал шăллипех ачашшăн çапса: «Ытла суйма юратнăшăн ак сана кăтартатăп. Мĕншĕн суеç пултăн?» — терĕ. Пĕрремĕш çапăçăва Панджшерти ту хушăкĕнче кĕнĕ. Архиври документсем тăрăх, эпĕ 4 çапăçăва хутшăннă. Декабрĕн 22-мĕшĕнче йывăр аманнă. Çак куна паянхи пек астăватăп: юр вĕçетчĕ, çапах хĕвел пăхатчĕ таврара. Эпир ерипен утса пыраттăмăр. Таçтан çутă вĕçсе килнине куртăм. Урăх нимĕн те астумастăп. 1986 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче çеç Кабулта тăна кĕтĕм. Госпитальте мана тухтăрсем ура çине тăратрĕç. Вырăнпа выртаканскертен утакан, чупакан турĕç. Эпĕ паянхи кунччен вĕсене тав тăватăп», — малалла тăсăлчĕ калаçу. Василий Александровича Кабулти госпиталь хыççăн Хусана куçарнă. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Орди вар, Назар çăлĕ…
Пирĕн ял таврашĕнче варсемпе сăртсем, çырмасемпе çăл куçсем сахал мар. Чылайăшĕн ячĕсем те пур. Хăшне-пĕрне халĕ те калаçура асăнатпăр.
Акă хамăр ялтах Орди вар пур. Вăл, пĕчĕкскер, урам урлă каçса каять. Çак вар мĕн чухлĕ çынна тарăхтарман пулĕ: урапапа та, машинăпа та çÿреме чăрмантарать. Ăçтан тухнă çак ят? Ман шутпа, Орди çын ячĕ.
«Пормак шорĕ» ятлă вырăн пур. Кунта ĕлĕк вĕтĕ хурăн çитĕннĕ. Лаша вăрласа килсен ăна çакăнта пытарса усранă. Пирĕн ялта виç-тăват çын çак ĕçпе аппаланнă. Лаша çухатнă çынсем тÿрех пирĕн яла килнĕ. Кашни килте, вăрманта, варсенче шыранă. Анчах шурлăха кĕрсе пăхма никам та тавçăрса илеймен. Мĕне пĕлтерет «Пормак» сăмах? Калама хĕн.
Йĕкĕнет варĕ халĕ те питĕ илемлĕ. Кунта йывăç ÿссе ларнă. Çак вартах çăл куç юхса выртать. Пысăк чул айĕнчен пуçланать вăл. Йĕкĕнет, ман шутпа, çын ячĕ. Мĕншĕн çак вырăна унăн ятне панă халĕ никам та пĕлмест.
Турă варĕ. Ку вырăна Турăран çăмăллăх, пулăшу илес тесе тĕрлĕ кучченеç, апат-çимĕç лартса хăварнă. Вар ячĕ те çавăнтан тухма пултарнă.
Назар çăлĕ, Назар кÿлли текен вырăнсем пирĕн ял çыннипе çыхăннă. Çăл куçа та, кÿлле те Назар кĕреçепе чавнă. Тăприне урапа çине тиесе илсе тухнă. Питĕ хастар çын пулнă вăл. Çамрăк чухне Йăлăмра ĕçленĕ, вăрман каснă. Ял пуçĕнче хăйĕн вăйĕпе çил арманĕ лартнă. Арман чулне вырнаçтармалли çеç юлнă, анчах ăна «кулак» тесе айăпланă. Çавна май арманне туртса илнĕ, урăх яла куçарса кайнă.
Сартан вар. Вăл — пирĕн ялăн ĕлĕкхи вырăнĕ. Пĕртенпĕр çăл куç типсе ларсан çынсен ирĕксĕрех хальхи вырăна куçса килме тивнĕ. Малтан ял пулнă тĕлте тĕп сакай лакăмĕсем халĕ те палăраççĕ. <...>
Михаил ВОЛКОВ.
♦ ♦ ♦
Юхăннă çĕр шăпи
Дачăри юхăннă çĕре мĕнле ĕçе кĕртмелле-ши? Çак ыйту Чăваш Енри сад юлташлăхĕн чылай ĕçченне канăç памасть. Кун пирки Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн право енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Татьяна Захарова паллаштарать.
Пахчаçăсем пухусенче юхăннă лаптăка пĕтĕмĕшле ĕçе кĕртесси е ăна сад юлташлăхĕн тепĕр членне хуçалăха аталантарма парасси çинчен ыйту хускатаççĕ. Анчах çакă саккуна пăсни шутланать. Лаптăкăн шăпине вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çеç татса пама пултарать.
Хуçи дача лаптăкне килсе курăнмасан та, çĕрпе тахçанах усă курмасан та ют пурлăхпа никам та хуçаланма пултараймасть. Енчен çĕр хуçи вилнĕ, унăн пурлăхне йышăнакан çук тăк лаптăка тавăрма май пур. Еткерçĕ çук пулсан пурлăх пушаннине пĕлтерет. Ку ыйтăва вырăнти хăй тытăмлăх органĕ татса парать. Çавна май сад юлташлăхĕн ертÿçисене юхăннă лаптăксен списокне йĕркелеме, ăна пăхса тухма, мерăсем йышăнма вырăнти хăй тытăмлăх органне ярса памашкăн сĕнетпĕр. <...>
Валентина МАКСИМОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать