Чăваш хĕрарăмĕ 5 (1284) № 09.02.2023

9 Фев, 2023

Ватлăх килте тытаймĕ

«Мĕншĕн çынсем кайăксем пек вĕçмеççĕ? — тĕмсĕлет Н.Островскийĕн Катерини хăйĕн те тӳпере ярăнас кăмăлĕ пуррине палăртса. — Ту çине хăпарса тăратăн та алăпа сулатăн…» Мĕншĕн тӳпе яланах илĕртет çынна? Чăнах та, шурă мамăк пек пĕлĕтсен хушшинче кайăк пек вĕçес килет, инçе-инçе çĕрсене çитсе курас килет. Телее, паян çапла тума майсем çителĕклех. «Хурçă кайăкпа» тĕнчен кирек хăш кĕтесне вĕçсе çитме пулать. Çавăнпа вĕçĕмех вĕçеври çынсене ăмсанас та килет пек. Ара, тӳпе, романтика… Паян вулакана шăпах çак тытăмра вăй хуракан арçынпа паллаштарас килет.

Çĕр çинче

— Александр, хушаматăм Сюсюкин, — паллаштарчĕ вăл хăйĕнпе. Шупашкарта çуралса ӳснĕ, 44-мĕш лицейра вĕреннĕ, халĕ бортпроводникра ĕçлекенскерĕн хушамачĕ кулă çуратрĕ. Кăлăхах-мĕн. Йăх кăмăлĕ хушамата тӳрре кăларнине тӳрех палăртрĕ Александр. — Ырă хушамат. Кăмăлăм чăнласах çемçе. Çапăçма, харкашма юратмастăп, сăмах вĕççĕн калаçса татăлма, ӳкĕте кĕртме тăрăшатăп. Калаçăва ачалăхран пуçларăмăр. Арçын ача вунă çултанпа футболла вылянă. Тен, пурнăçне те сăран мечĕкпех çыхăнтарĕччĕ-и? Ахальтен мар ӳсерехпе Мускава кайма, футболист пулма ĕмĕтленнĕ вăл. Анчах та иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче аслисене ача-пăча пушă вăхăтне усăллă йĕркелесси мар, çемьене мĕнпе тăрантарас шухăш ытларах канăçсăрлантарнă. /Лавккасенчи пушă сентресене нумайăшĕ ас тăвать пулĕ-ха/. Самана ыйтнине тивĕçтерсе Саша техникума вĕренме кĕнĕ. Футбол ĕмĕт хальлĕнех юлнă, чун туртăмне çаврăннă. Техникум хыççăн аслă пĕлӳ илнĕ, ертӳçĕ пулма вĕреннĕ. Çĕр çинчи пурнăçа тапхăрăн-тапхăрăн аса илет арçын. Шкул, техникум, институт, ĕç вырăнĕ, командировка… Мĕншĕн «çĕр çинчи» тетĕп-и? Мĕншĕн тесессĕн халĕ вăл утса мар, ытларах вĕçсе çӳрет. Çĕр çине çӳлтен пăхать. Александр Сюсюкин пилĕк çул ĕнтĕ бортпроводникра вăй хурать.

Тӳпере

Маларах вара, маларах, лавкка тытăмĕ аталанса пынă май, Александр Сюсюкин Мускава тăтăш çӳреме пуçланă. Вăл вăй хуракан сеть кĕçех унта та лавкка уçнă. Çĕршывăн тĕп хулинче пурăннă май арçын юлташĕсемпе пĕр хваттер тара илнĕ. Лешсем вара сывлăшпа, вĕçевпе çыхăннă. Паллах, пĕрле пухăннă самантсенче сăмах яланах çакăн пирки пынă. Вĕсен çулне суйлама Турă хăех хушнă тейĕн çав… Александр та, Мускавра суту-илӳ тытăмĕнче 1,5 çула яхăн вăй хунă хыççăн, çапла сывлăша çĕкленнĕ. Малтан, паллах, вĕреннĕ, çур çул бортпроводник ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлченĕ. Вĕренӳ вĕçленнĕ хыççăн Александра тӳрех ĕçе илнĕ, виçĕ çуллăха контракта алă пуснă вăл. Çак тапхăрта ĕçрен кайма юрамасть, унсăрăн штраф тытăмĕ вăя кĕрет. Паллах, тӳпере вĕçес текенсене пурне те йышăнмаççĕ çак ĕçе, ятарлă условисем пур. Калăпăр, илемлĕ сăн-пит /аттеаннене тав куншăн/. Çынпа калаçма-хутшăнма пĕлни. Стреса чăтăмлă пулни. Географи, акăлчан чĕлхине пĕлни. Кĕлетке çӳллĕшĕ те юлашки вырăнта мар. Чăн та, питĕ çирĕп йĕрке çук, çапах та 1,5 метр кăна ӳснисем ку ĕçре вăй хураймĕç. Тĕп услови — бортпроводникăн салонри çӳлĕксене уçмахупма пĕвĕ çитмелле. Тĕп вырăнта, паллах, сывлăх. Чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕ çирĕп пулмалла. Хăрăк шăлсене сиплемелле. Çапах та 12000 метр çӳллĕшĕнче вĕçме тивет. Организмра йăлт сарăлать. Çĕр çине анса ларсассăн каялла пĕрĕнет. Çавăнпах сывлăха кашни çур çулта тĕрĕслеççĕ. Питĕ çирĕп ку енĕпе. Нумайăшĕшĕн бортпроводник — салонри çынсене апат пырса паракан. Александр вара хăйĕн тивĕçĕ самай анлăраххине палăртать. Сывлăшра темĕн те пулать. Тепĕр чухне харкашу та сике-сике тухать. Хĕлле çынсем ăшă япаласемпе çӳреççĕ, çавна май пальто, кĕрĕк тултарнă чăматан йышĕ ӳсет, 50 чăматан патне салонра ларса юлать — çӳлĕксем çинче вырăн çитмест. Пассажирсем кăмăлсăрланма пуçлаççĕ. Бортпроводниксем вĕсене лăплантарма тăрăшаççĕ, тепĕр чухне чăматансене багаж уйрăмне антарни те пулать. Нумай чухне пăтăрмах сыпкаланă пассажирсемпе çыхăннă. Ӳсĕр харкашма хăтланать тĕк ăна салона кĕртмеççĕ. Сыпкаланă çынпа сывлăшра инкек те сиксе тухма пултарать вĕт. Çавăн пекех вăл ыттисемпе харкашу пуçарас хăрушлăх та пур. Кун пекки тĕлĕшпе полици ĕçченĕсем акт çыраççĕ, ăна карап командирĕ алă пусать. Çапла ӳсĕр пассажир рейспа сыв пуллашать. Çавăн пекех самолетра туртма юраманнине те аса илтерет Александр. Вăрттăн мăкăрлантарма та май çук — тĕтĕм детекторĕ çакна тӳрех туять. Йĕркене пăхăнманнисене вырăна çитсен каллех полици аллине параççĕ. — Пирĕн ĕçре тĕп вырăнта – пассажирсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, — тет Александр. — Унтан — сервис. <...>

Рита АРТИ.

♦   ♦   


«Ĕлĕк чăваш хĕрарăмĕ пĕлмен те вăл ята»

Тани Юн ячĕ чăваш искусствинче мăнаçлăн янăрать. Вăл театр сцени çинче чаплă сăнарсем калăпланă, «Чăвашкино» тата «Востоккино» студисем ӳкернĕ фильмсенче тĕп рольсем вылянă. Пултарулăхри малтанхи утăмĕсене вăл шкулти театр сцени çинче тунă. Тани Юн ытларах сцена тата кино искусствинче палăрнă, çав вăхăтрах вăл литература анинче те çине тăрсах ĕçленĕ, вырăс классикĕсен чылай произведенине чăвашла куçарнă, мăшăрĕпе Иоаким Максимов-Кошкинскипе пĕрле темиçе пьеса çырнă. Ачалăхне, пултарулăхри ĕçне-хĕлне уçса, пурнăçĕнчи йывăрлăхсемпе çитĕнĕвĕсем çинчен, тĕрмере ним айăпсăр ирттернĕ кунĕсене аса илсе «Иртнĕ кунсем-çулсем» ятпа кĕнеке те хайланă. Кăçал чăвашсен пĕрремĕш киноактриси çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Татьяна Максимова-Кошкинская /хĕр чухне Бурашникова/ 1903 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Чурпай ялĕнче çуралнă. Пĕрçырланти пуçламăш, кайран Мăн Сĕнтĕрти икĕ класлă шкула çӳренĕ. Етĕрнере вĕреннĕ хыççăн Мускаври çарспорт шкулне çул тытнă. 1922 çулта ăна физкультура инструкторĕ пулма Шупашкара янă. 1924 çулта Чăваш драма театрĕнчи И.Слободской ертсе пынă студирен вĕренсе тухнă. Чăваш тата Вырăс драма театрĕсенче вылянă. <...>

Татьяна НАУМОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.