- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 5 (2944)№ 08.02.2023
Çын тивĕçне ĕçпе кăтартнă
«Эпĕ ачаранах тимĕрпе ĕçлеме юратнă. 7-8-мĕш классенче вĕреннĕ чухнех аэроçунасем, пропеллерсем тăваттăм. Çак интерес халĕ те пур. Оборудовани хатĕрлесси те маншăн чун киленĕçĕ»,— тет «Крахмалпром» ертӳçи Александр Кудряшов /сăн ӳкерчĕкре — варринче/.
Пĕлӳрен хаклă пурлăх çук
Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнче çуралса ӳснĕскер вăтам шкул хыççăн пĕлĕвне малалла Шупашкарти электромеханика техникумĕнче тăсма шухăш тытнă. Анчах асăннă вĕренӳ заведенийĕнче вĕренсе пĕтерме май килмен унăн, çар ретне тăнă. Германире хĕсметре пулнă. Мал ĕмĕтлĕ яшăн пĕлӳ илес туртăмĕ вăйлансах пынă. Çартан таврăнсан Мускаври апат-çимĕç промышленноçĕн технологи институтне çул тытнă. «Аслă шкула вĕренме кĕме çăмăл пулмарĕ. Ун чухне хальхи пек ЕГЭ кăтартăвĕсемпе мар, экзамен тытма тивнĕ-çке. Пултаруллă педагогсене пула тивĕçлĕ пĕлӳ илнĕ эпир», — куç умне кăларать иртнине Александр Сергеевич. Чăн та, Мускав пĕлĕвĕ ăна пурнăç тăршшĕпех пулăшса пынă. Çавăнпа вăл вĕрентекенсене паянхи кунчченех тав тăвать. Тĕрĕссипе, йывăр вăхăтра Мускав пĕлĕвĕ арçынна çĕнĕрен ура çине тăма та пулăшнă. Инженер специальноçне алла илни предприятие çăлса хăварнă. «Пĕр çулхине çулталăкĕпе 5 тонна крахмал хатĕрлерĕмĕр. Тĕрĕссипе, вăл пире çур кун пурăнма та çитмест, — малалла сăмахлать ертӳçĕ. — Йывăрлăхран мĕнле те пулин тухмалла-çке. Çавна май оборудованисем тума вĕрентĕмĕр, крахмал заводсем валли ятарлă линисем хатĕрлеме тытăнтăмăр. Вĕсене вырăнта тĕрĕслесе вырнаçтарсах паратпăр, рабочисене вĕрентсе хăваратпăр. Саккассене тĕрлĕ регионтан йышăнатпăр. Пирĕнпе ĕçлес кăмăллисем пур. Акă нумаях пулмасть Монголирен, кăнтăр тăрăхĕнчен шăнкăравсем пулчĕç». Вырăнти оборудование те хăйсемех тунă. Малашне тепĕр лини хута ярасшăн, çимелли крахмал — саго — кăларма тытăнас ĕмĕтпе пурăннине пĕлтерчĕ Александр Сергеевич. Ку продукцие çĕршывра И.Сталин вăхăтĕнче кăларнă иккен, каярахпа манăçа тухнă. Вăл кĕрпе евĕрех, унран пăтă пĕçереççĕ. Ертӳçĕ палăртнă тăрăх, тĕрлĕ отрасльте крахмалăн 110 тĕсĕпе усă кураççĕ. Вĕсенчен 10-12-шне «Крахмалпромра» хатĕрлеççĕ. Асăннă продукцие апат-çимĕçре кăна мар, шăрату производствинче, çĕре пăралас ĕçре тата ытти çĕрте те усă кураççĕ. Кунтах обой çилĕмĕ, фейерверк валли сăрă та кăлараççĕ. «Уява илем кӳрекенскере кăçал çулталăкĕпех хатĕрлерĕмĕр. Ăна туянакан тупăнсах тăрать», — тет Александр Кудряшов. «Çĕршыва хирĕç санкцисем кĕртни сире ĕçре чăрмав кӳмест-и?» — ыйтрăм эпĕ кăсăкланса. «Çук. Пире çак пулăм çул уçса пачĕ çеç, потребительсем тупăнчĕç. Хамăр продукцие çĕршыври чылай региона ăсататпăр», — кăмăллăн сăмахлать арçын. Пĕлтĕр асăннă пĕрлешӳре 1200 тонна крахмал кăларнă, маларах вара 600- 700 тонна. Сăлтавĕ çĕр улми сахал пулнипе çыхăннă. «Кăçал ытларах пуласси куçкĕретех. Мĕншĕн тесен «иккĕмĕш çăкăрăн» хакĕ йӳнĕрех, — ăнлантарать ертӳçĕ. — Çĕнĕ çул вăхăтĕнче те чылай çĕр улми кӳрсе килчĕç. Паянхи кун та турттараççĕ. Маларах эпир сезон вăхăтĕнче çеç ĕçлеттĕмĕр, халĕ — хĕлĕн-çăвĕн». Çĕр улмине вара Чăваш Енрен çеç мар, Тутарстанран, Чĕмпĕр, Чулхула, Пенза облаçĕсенчен илсе килеççĕ, хĕлĕпех йышăнаççĕ. Касăлнине, вĕттине, симĕсленнине, 20 процент çĕрнине те илеççĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Пархатарлă кун-çул
Леонид Шашкаров 45 çул ытла ял хуçалăхне аталантарассишĕн тăрăшать. АПК историйĕнче, наукăра тарăн йĕр хăварнă вăл. Çулсем иртнине пăхмасăр аслă шкулта çамрăк ăрăва çут çанталăка упрама, çĕр ĕçне юратма вĕрентет.
Леонид Геннадьевич ачалăхĕ Элĕк районĕнчи Шĕмшешре иртнĕ. 1958 çулта хресчен çемйинче çуралнă вăл. Ачаран çĕр ĕçне килĕштернĕрен Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче агронома вĕреннĕ. Çамрăк специалиста «Шумшевашский» совхозăн уй-хир бригадине ертсе пыма шаннă. 1981 çулта Çĕрпӳ районĕнчи «Знамя» совхоз директорĕн çумĕнче тата тĕп агрономра ĕçлеме тытăннă. Çак тапхăрта уй-хир тухăçлăхне палăрмаллах ӳстернĕ. «1985 çулта куккурус ăнса пулчĕ, 4 метр ытла çитĕнчĕ. Вăрман пек кашласа ларатчĕ. Пĕррехинче директорпа хирте тăратпăр. Сасартăк пирĕн ума «Нива» машинăпа КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Илья Прокопьев çитсе чарăнчĕ. Куккурус курма юриех килнĕ-мĕн. Ӳсен-тăран çине тĕлĕнсе пăхрĕ те: «Кун пек куккурус мĕнле çитĕнтерме пултартăр?» — тесе ыйтрĕ. «Эпир акнă кăна, хăех çитĕнчĕ», — терĕм ăна. Çакна илтсен кулсах ячĕ вăл. Çак çул хуçалăх куккурусран пысăк тухăç илсе Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Мана Пĕтĕм союзри ял хуçалăх куравĕнче бронза медальпе чысларĕç, хаклă парнесем пачĕç. Каярахпа «Спутник» хуçалăха ертсе пыма тӳр килчĕ. «Мана çĕнĕ комплекс тума ыйтрĕç. Туса пĕтертĕмĕр, хута ятăмăр. Таса, çутă фермăсенче дояркăсем резина атăпа мар, пушмакпа çӳреме пуçларĕç. Паллах, выльăх пăхакансем çав тери хĕпĕртерĕç»», — аса илчĕ иртнине Леонид Геннадьевич. Мал ĕмĕтлĕ, ĕçе йĕркелеме пултарнине кура ăна 1992 çулта Çĕрпӳ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне — ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхне лартнă. Леонид Шашкаров хуçалăх ертӳçисене уй-хир культурисен тухăçлăхне ӳстерме хавхалантарса пынă, çивĕч ыйтусене пĕрле татса пама тăрăшнă. 1993 çулта Çĕрпӳ районĕ тырă туса илессипе Чăваш Енре малти вырăна тухнă. Пултаруллă ертӳçе ЧР Ял хуçалăх министерствинче ӳсен-тăран енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн тивĕçне шаннă. Ĕнтĕ районшăн кăна мар, республикăри уй-хир тухăçлăхĕшĕн те яваплă пулнă вăл. Çав хушăрах çĕр ĕçне, ӳсен-тăран туса илессине лайăхрах йĕркелессине тишкернĕ. «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», — тенĕ. Леонид Шашкаров ĕçлеме те, пĕлĕвне ӳстерме те вăхăт тупнă. 1987 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче ученăй агроном специальноçне алла илнĕ. Каярахпа Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче аспирантурăра вĕреннĕ, Мари Эл патшалăх университетĕнче ял хуçалăх наукин кандидачĕн, каярахпа докторĕн ăслăлăх степенĕ диссертацийĕсене хӳтĕленĕ. 1998 çулта Леонид Шашкаров Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче аслă преподавательте ĕçлеме тытăннă. Ӳсен-тăран тухăçлăхне ӳстермелли вăрттăнлăхпа, пуян опычĕпе çамрăксене хаваспах паллаштарать. Çитĕнӳсем куç умĕнчех: 2001-2006 çулсенче — кафедра доценчĕ, 2006 çулта — профессор, кафедра заведующийĕ. Ултă çул ытла квалификацие ӳстерес, производство енĕпе проректорта тăрăшнă. Хальхи вăхăтра — аграри университетĕнче çĕр ĕçĕ, ӳсен-тăран, селекци тата вăрлăх туса илес енĕпе ĕçлекен кафедра профессорĕ. Наука ĕçне вăл Атăлçи тăрăхĕнче сарă илепер /донник/ туса илессипе çыхăнтарнă. Культура çĕр пулăхне пуянлатнине, выльăхшăн та паха апат, экологи тĕлĕшпе усăллă пулнине çирĕплетнĕ. Леонид Шашкаров 400-е яхăн ăслăлăхпа вĕрентӳ, методика ĕçĕ, çав шутра 328 ăслăлăх статйи пичетленĕ. 2015 çулта Леонид Геннадьевич Чăваш Енре çĕр ĕçĕнче биологи, экологи мелĕпе, ял хуçалăх культурине туса илнĕ çĕрте энерги ресурсне перекетлекен технологипе усă курас енĕпе ăслăлăх шкулĕ йĕркеленĕ. Ăслăлăх-тĕпчев ĕçĕ-хĕлне администраци тата педагогика ĕçĕпе çыхăнтарнă. АПК валли пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлес тĕлĕшпе курăмлă тӳпе хывнă. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
«Терт-нуша чылай тÿсрĕмĕр»
Сталинград çапăçăвĕнче çĕнтернĕренпе кăçал 80 çул çитрĕ. Нимĕç фашисчĕсене асăннă хула патĕнче тытса чарман пулсан вĕсем Атăл тăрăх пирĕн пата та çитетчĕç.
Вăрçă нушине эпир те, ачасем, тӳснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул эпĕ 3 çул тултарнă, вăл чарăннă çул 7-ре пулнă. Ялти пур ĕçе те хĕрарăмсемпе ачасем пурнăçланă. Ун чухнехи пурнăç ӳкерчĕкĕ ман асăмра яланлăхах юлнă. Тыр-пул акма, пухса кĕртме ачасем те хутшăннă. Аннесем тырă вырма пире те явăçтаратчĕç. Пĕтĕм хире çурлапа вырса пуçтараттăмăр. Хамăр та тыр-пул çӳллĕш çеçчĕ, çапах нăйкăшман. Ун чухне тĕш тырă çапакан молотилка тата лашапа туртса çӳрекен жнейка пурччĕ. Эпир, ачасем, пучахлă тырра лашасемпе, вăкăрсемпе хиртен турттарса килеттĕмĕр, аслисем йĕтем çинче капана хыватчĕç. Вăкăр лаша пек мар, вăл хăйне евĕрлĕ выльăх. Унăн пуçне тем мурĕ пырса кĕрет: лава ăçта та пулин хĕстерсе лартатчĕ е çул айккинчи канава йăвантаратчĕ. Тилхепене епле туртсан та чараймастăн ăна. Лашасем те ваттисем тата тихаллисем çеç юлнăччĕ, вăй питтисене пĕтĕмпех фронта илсе кайнăччĕ. Хĕлле те тыр-пул çапнă. Молотилкăна двигатель ĕçлеттеретчĕ. Колхозниксем çĕрле те вăй хуратчĕç. Ачасем шĕкĕлченĕ тырра «тупăкпа» турттаратчĕç. Мĕншĕн ăна çапла каланă-ха? Вăл, чăн та, тупăк евĕрччĕ. Унăн тăршшĕ — 2, сарлакăшĕ 1 метрччĕ. Çак хатĕре урапа çине вырнаçтарнă, варрине вара тырă юхмалли валак тунă. Улăма молотилка патĕнчен «возилкăпа» турттараттăмăр. Вăл тата мĕн-ха? Вăрмантан турта хулăнăш ăвăса турачĕпех касса килнĕ те лашана кӳлнĕ. Улăма çав туратлă «возилка» çине тиесе вĕренпе çыхнă, капан тăвакансем патне сĕтĕрсе кайнă. Çак ĕçсене пĕтĕмпех ачасем пурнăçланă. Пирĕн колхоз ун чухне «Юлташ» ятлăччĕ. Колхозра столовăй та ĕçлетчĕ. Ĕçченсене çитернисĕр пуçне аннесене килти пĕчĕк ачасене апатлантарма яшка парса яратчĕç. Хуçалăхăн çăнăх авăртма арман пулнă, пахча çимĕçе хăй çитĕнтернĕ. Колхозăн «ЗИС» машина пурччĕ. Унпа Иван Корчаков ĕçлетчĕ, «полуторкăпа» — Андрей Козлов. Хирти тракторсем вутăпа ĕçленĕ. Вăрмантан ятарласа хурăн касса килнĕ, вуншар сантиметрлă пукансем тунă. Суха ĕçĕсене пĕтĕмпех вăкăрсемпе пурнăçланă. Астăватăпха: Степан тетене манăн апат леçме каймаллаччĕ. Вĕсем çĕрле те ĕçлетчĕç. Кăсăклă тепĕр пулăм пирки те асăнса хăварас килет: 1950 çулсем çывхаратчĕç. Пире, ачасене, уй-хире тислĕк турттарма явăçтарчĕç. Аслисем ăна лав çине тиесе тăратчĕç. Эпир кам вăкăрпа, кам лашапа хире илсе тухаттăмăр. Мана чăрсăр вăкăр лекрĕ. Тулли лавпа хир енне çул тытрăм. Колхоз кĕлечĕсем патнелле çитеспе вăкăра темĕн пулчĕ. Икĕ юпа хушшине хĕстерсе лартрĕ. Хăть тукмакпа çап пуçĕнчен, хăнк та тумасть. Юрать, вăрманта мар. Юлташсене кĕтсе илтĕм. Вăкăра тăварнă хыççăн лава туртса кăлартăмăр. Çак çулсенче яла техника килме пуçларĕ. Темĕн пысăкăш «Сталинец — 6» комбайн çитрĕ. Ăна хирте трактор сĕтĕретчĕ. <...>
Михаил ВАНЮШИН, педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Шăмăршă округĕ, Асанкасси ялĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать