Хĕл Мучине ĕненмеççĕ, çапах ĕмĕтленеççĕ

27 Дек, 2013

Çĕнĕ çул - чи савăнăçлă та чи асамлă уявсенчен пĕри. Уйрăмах ăна ачасем кĕтеççĕ. Вĕсем Хĕл Мучипе Юр Пикене курма çулталăк ĕмĕтленеççĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕнче чылайăшĕ чи малтан чăрăш айне пăхать - унта вĕсене парне кĕтет-çке-ха. Кашни ашшĕ-амăшех Çĕнĕ çулта тĕпренчĕкне хавхалантарма, унăн кăмăлне çĕклеме тăрăшать. Анчах, шел те, уяв пур ачашăн та савăнăçпа асамлăх кÿрекен пулăм мар. Шупашкарти ача çуртĕнче пурăнакан Александра Чурмакова Хĕл Мучипе Юр Пикене ĕненме пăрахнă. 5 çулта чухне вăл кукамăшĕ пÿрт умĕнчен Çĕнĕ çул парнине йăтса кĕнине курнă. Çав кунранпа уншăн уяв асамлăхĕ çухалнă. Çапах ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйса ÿсменскер ĕмĕтленме пăрахмасть. Кашни çулах ĕмĕтне хут çине çырать те сывлăш хăмпи çумне çыпăçтарса тÿпене вĕçтерет. Александра сăнанă тăрăх, хăмпă çĕлен пек авкаланса вĕçет пулсан çитес çул кĕтни пурнăçланать, тÿрĕ хăпарать е айккинелле каять тĕк - çук.

Раштавăн 25-мĕшĕнче Шупашкарти ача çуртĕнче Çĕнĕ çул уявĕ иртрĕ. Унта 37 ача пурăнать. Унăн директорĕ Маргарита Павлова каласа кăтартнă тăрăх - пĕрне икĕ эрне маларах çеç опекăна илнĕ, 5-шĕ Мускаври Кремль ăлкине кайма тивĕç пулнă.

Ача çуртĕнчи уяв ачасем чăрăш тавра тăрса юрă юрланинчен пуçланчĕ. Хĕрсем хитре кĕпепе, каччăсем - костюмпа. Пĕр арçын ача вара «Эрешмен çын» тумне тăхăннă. Хĕл Мучипе Юр Пике килсен чылайăшĕ сăвă каларĕ, хĕрсен ушкăнĕ юрă шăрантарчĕ. Çапах хăш-пĕр ача куçĕнче савăнăç çиçмерĕ. Паллах, сăлтавĕ те çук мар ĕнтĕ. Вĕсенчен кашнинех уява ашшĕ-амăшĕпе, тус-тăванĕпе пĕрле кĕтсе илес килет. Мĕн пĕчĕкренех нуша самаях курнăскерсем çывăх çынсен ăшшине туймаççĕ пулин те çутă пуласлăха шанаççĕ, мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ.

Маргарита Павлова каланă тăрăх - Çĕнĕ çул умĕн тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр çитĕнекен ачасене парне тăвас текен нумай. Чылайăшĕ шăккалат, пылак çимĕç килсе парать. Ырă ĕç тăвакансен йышĕнче çамрăксем пурри те савăнтарчĕ.

- Уяв умĕн ача çуртне тăватă яш килчĕ. Вĕсем ачасене парне парассине маларах шăнкăравласа пĕлтернĕччĕ. Яланхи пекех каччăсем те шăпăрлансем валли пылак çимĕç туянасшăнччĕ. Эпĕ май пулсан чи пĕчĕккисем валли канфет мар, йĕлтĕр илме сĕнтĕм. Çамрăксем хаваспах килĕшрĕç. Ачасем çав тери савăнчĕç. Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче акă Кÿкеçре иртекен ăмăртăва хутшăнăпăр, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Маргарита Павлова.

Чăннипех те, XXI ĕмĕрте ачасене темĕн те кирлĕ. 7-мĕш «б» класра вĕренекен Кристина Алексеева флешка пирки ĕмĕтленет, çавăн пекех унăн та, ытти вун-вун тăлăх пекех, çемьере çитĕнес килет. Паллах, темĕнле уяв та кăмăла çĕклет, анчах вăл вĕçленсен ачасене каллех пĕчченлĕхпе кичемлĕх канăçсăрлантараççĕ.

Шупашкарти ача çуртĕнче 6 тăлăх пурăнать, ыттисем тĕрлĕ сăлтава пула ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр тăрса юлнă. Хăшĕ-пĕри Çĕнĕ çула тăванĕсемпе е хăналăх çемьепе кĕтсе илет, теприсем - хÿтлĕх тупнă çуртрах.

Ача çуртĕнчен тухсан чунăм хурланчĕ. Çитес çул унти кашни шăпăрланăн ĕмĕчĕ пурнăçлантăрччĕ. Александра Чурмаковăн сывлăш хăмпи çĕлен пек явăнса вĕçтĕр, Кристина Алексеева флешкăллă пултăр. Унтан та ытларах - 2014 çулта кашни ача çемьери ăшăлăхпа юратăва туптăр.

Любовь ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.