- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 3 (1282) № 26.01.2023
Йăран хушшинчи блогер
Утмăл çултан иртсен интернетпа туслашнă
Пурнăçри тĕрлĕ лару-тăрăва пула унăн 56 çултах ĕçрен пăрахма тивнĕ. Шалтан вăй-хал тапса тăнине, ырă та пархатарлă ĕç татах та тума пултарнине туйнă-ха вăл, анчах та хĕресна амăшĕ те чирленĕ, амăшĕ те ватăлнă — вĕсене хăйсем патне илсе кайнă хĕрĕ. Çапла Кӳкеçре пурăнакан Светлана Чернова «килте ларакан кил хуçисен» йышне кĕнĕ. Амăшĕ тунсăхланине, ăна тытса тăракан ĕç кирлине туйса илнĕ ывăлĕ пĕррехинче ăна, теплицăра кăшăлтатса çӳрекенскерне: «Халĕ видео ӳкеретпĕр. Мĕн тунине çынсене каласа кăтарт», — тенĕ. Çапла Светлана Чернова 60 çултан иртсен интернет уçлăхĕпе çывăхарах паллашнă. Ачисем унăн ячĕпе ятарлă канал уçни ăна видеоблогерсен йышне кĕме май панă.
Хăйне евĕр искусство
«2020 çулта çуркунне питĕ ир пулчĕ. Помидорсене теплицăна пуш уйăхĕн вĕçĕнчех кăлартăмăр. Вĕсемпе айланса çӳренĕ вăхăтра кĕçĕн ывăл тухрĕ те: «Халь сюжет ӳкеретпĕр», — терĕ. Мана тунсăх пуснине, мĕнпе те пулин йăпатмаллине туйрĕç-тĕр ачасем. Эпĕ помидор ӳстерме питĕ кăмăлланине кура шăпах çак ĕç çинчен каласа паратăп та. Ачасем «Томат — юрату кăна та мар» /«Томаты — больше чем любовь»/ канал уçса пачĕç. Чăннипех те питĕ хытă юрататăп çак çимĕçе. Ача чухне ялта темех ӳстермен ĕнтĕ. Пирĕн вăхăтра сухан, купăста, хăяр, кишĕр пулнă пахчара. Кӳкеçре çĕр лаптăкĕ туяннă хыççăн тӳрех çĕр улми те, помидор та лартма тытăннă паллах. Калчасене хваттертех çитĕнтереттĕм. Пĕр балкон ещĕк лартса тултараттăм. Ун чухнех тĕрлĕ тĕслине кăмăллаттăм. Вăрлăх тупма йывăрччĕ тата. Шупашкарта пĕр лавккаччĕ тата пасарта пĕр вырăн пурччĕ. Унта ялан черетчĕ. Халĕ лавкки те нумай, интернет урлă та çырăнса илме пулать. Пурне те акса пăхатăп. Пахчари пĕр пысăк теплица — çĕнĕ сортсем çитĕнтермешкĕн. Теприне тĕрĕслесе пăхнă, шанчăклă, хам килĕштернĕ сортсем çуллен лартатăп. Ăшăтнăран калчасене ака уйăхĕнчех кăларатăп унта. Кирек мĕнле ĕçе те юратса тумалла. Çынсене тухăç кирлĕ пулсан, мана ӳстерни киленĕç кӳрет. Помидор туса илесси маншăн хăйне май искусство. Ак халь ӳсет, ак чечек çурнă, ак пиçме пуçланă. Тепĕр чухне мĕнле хитре лараççĕ — татма шел. Эпĕ ку енчен питĕ хăйне евĕр çын тата. Манăн кашни япала — журналта. Хăçан акнă, хăçан лартнă — йăлтах çырса пыратăп. Хăш теплицăра мĕн пуласси, калчасене епле лартассине те пĕтĕмпех палăртатăп. Халь кăна мар, миçе çул ĕнтĕ çапла. Пăрăç валли пĕр теплица уйăратпăр. Теприне кăçал арпус кăна лартасшăн-ха. Пахчара теплица пиллĕк таранах. Помидорсене питĕ юрататăп, анчах та ытти пахча çимĕçе те кăмăлласах çитĕнтеретĕп. Гибридсем те, сортсем те нумай лартатăп. Манăн коллекцире — 500 ытла тĕс. СанктПетербургран пĕр хĕрарăм 120 сорт ярса пачĕ. Унта мĕн тĕсли кăна çук! Мĕнле акса пăхмăн-ха? Пĕр шăтăка икĕ калча чикетĕп. Йăвă лартатăп. Кун пек пĕр теплицăна 100 тĕп таранах кĕрет. Паллах, ĕçĕ нумай. Куллен иртмелле. «Çавăн чухлĕ помидорпа мĕн тăватăр» теççĕ. Çиетпĕр. Хĕл валли тĕрлĕ соус, сĕткен хатĕрлетпĕр. Шăнтса хуратпăр. Ирĕлтернĕ çимĕçрен хатĕрленĕ салата питĕ килĕштеретпĕр. Тĕрлĕ вăхăтра пиçекеннисене лартатăп. Шултăрисене юрататăп. Шурринчен пуçласа хури таран суйлатăп. Паллах, пысăк çак ĕçре пĕччен ĕлкĕрме çук. Ачасем пулăшаççĕ», — каласа кăтартать Светлана Васильевна. Вăхăта хаваслă ирттерме вĕреннĕ вăл. Халĕ куллен тĕрлĕ ролик ӳкереççĕ. Мăшăрĕ ĕçрен таврăннă тĕле темăсем хатĕрлесе хурать, тепĕр чухне кĕске видеосене хăех ӳкерет. Çынсемпе помидор çинчен кăна мар, ытти çинчен те калаçу пуçарать. Подписчиксен йышĕ ӳссе пынă май çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче туссем тупнă вăл. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Ячĕшĕн ĕçлемелле мар
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕнер ЧР Патшалăх Канашне черетлĕ Çырупа тухрĕ. Регион аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ утăмсемпе пулăмсене хак панă май малашлăхри плансене палăртрĕ. Çырупа паллаштарнă май 1 сехет те 8 минут иртрĕ. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат вулаканĕсене Çырăвăн пĕлтерĕшлĕ саманчĕсемпе паллаштаратпăр.
Правительство умĕнче паян тĕп тĕллев — ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пур енлĕн тĕревлесси. ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва вулама пуçличчен пуç хунисене асăнса пĕр самант шăп тăчĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн Çырăвне çакăнтанах — ятарлă çар операцийĕнчен — пуçларĕ: «Вĕсем — пирĕн мăнаçлăх». — Раççей Культура министерстви Чăваш Ен пуçарăвне ырласа йышăнчĕ — кăçал çĕршыв регионĕсен тĕрленĕ карттисен фестивалĕ иртмелле. Культура тытăмĕнчи тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм — чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕ Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитни. Вăл чăваш халăхне вун-вун çул каялла парса хăварнă Халал паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ. Республика ертӳлĕхĕн çутă çак пулăма çӳллĕ шайра хатĕрленсе ирттермешкĕн мероприятисен планне хатĕрлемелле. Чăваш Енре туризм аталанасси вăй илсе пырать. Ку енĕпе регион çĕршывра 6-мĕш вырăн йышăннă. Республика ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе малалла хăватлă утăм тунă. Тырпулăн тĕлĕнмелле пысăк тухăçĕ ял хуçалăх предприятийĕсене модернизациленипе çы¬хăннă. Чăваш Ен Правительствине аграрисене малашне те тĕревлемелли çĕнĕ мерăсем йышăнма хушнă. Пулăхлă çĕр тĕлĕшпе те тимлĕ пулмалла — çимĕç ӳстерме юрăхлисене пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Энерги çĕнĕрен ĕçе кĕртекен çăл куçĕсен никĕсĕ çинче блоксем йĕркелемелле. Виçĕ çул хушшинче генераци хăвачĕ сахалтан та 100 мегаватпа танлашмалла. Энергетика тытăмне çĕнетнĕ май Чăваш Ен электросеть хуçалăхне пĕрлештерекен пилотлă регионсен шутне кĕнĕ. Çакă электроэнерги хакне тытса тăма, çухатусене чакарма пулăшать. Производство валли 5 инноваци лапамĕ уçмашкăн федераци конкурсĕсенче çĕнтернĕ. Унта сахалтан та 64 пĕчĕк тата вăтам предприяти вырнаçтарасшăн. Промышленноç бизнесне патшалăх енчен тĕревлессине эпир 2020 çулхи 325 миллионран 2022 çулта 7 миллиард ытларах таран ӳстерме пултартăмăр! 21 хут нумайрах! Приоритетра — экспорта ӳстересси. Ку тĕлĕшпе Чăваш Ен Правительстви умне тĕллев лартатăп — экспорт çĕнĕ географине хатĕрлемелле. Экономика аталанăвĕн министерствин ку тĕлĕшпе хăвăртлăха чакармалла мар. Чăваш Енре халăха общество транспорчĕпе илсе çӳресси тĕпрен улшăнмалла. Транспорт министерствине ку енĕпе ĕçе лайăхлатма хушнă. Кăçал М-12 çула туса пĕтермелле. Çавна май республикăри арканнă çулсене те юсаса çĕнетмелле. Нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенчи лифтсене улăштарма тытăнмалла — енчен те вĕсен нормăпа палăртнă ресурсĕ тухнă пулсан. Çавна май Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти 24 çуртри 74 лифта улăштарма палăртнă. Чăваш Ен федераци шайĕнче иртекен конкурссене хастар хутшăнать. Çапла майпа пĕчĕк хуласене аталантарма май килет. Республика çак ĕçрен хăй те айккинче юлмасть. Улатăрти юхăннă ăшă сечĕсене çĕнетмешкĕн миллиард ытла тенкĕ уйăрмалла. Чăваш Ен пурăнмалли çурт-йĕр строительствине малашне те тимлĕх уйăрĕ. Инфратытăм аталанăвне куçран вĕçертмелле мар. <...>
Маргарита ИЛЬИНА хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
Арча тĕпĕнчи çырусем
Таврана каç сĕмĕ çапрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те юр çутипе урам хушши аван палăрать. Кӳршĕсен умĕнчи хунар та таврана çутă пайăркисене шелсĕр сапалать. Ун айĕнче йывăçсем кĕмĕлпе сапнăн йăлтăраса лараççĕ. Çул айкки те ахахпа тулнă. Эх! Мĕн тери илем.
Пĕр хушă урамра киленсе тăчĕ Варвари. Питне сивĕ чĕпĕтме пуçланине те туймарĕ вăл. Уçă сывлăшпа кăкăр тулли киленчĕ. Сивĕ тенĕрен, хăнăхнă ĕнтĕ ăна ял çынни. Шартламине те, çил-тăманне те, шăрăхне те, çумăрне те пайтах курнă. Мĕн хăрамалли? Килне кĕрет те акă — унта ăшă та, çутă та. Ĕлĕкхи пурнăç мар ĕнтĕ халĕ. Кăмакине те хутмалла мар, шыв ăсма та аякка утмалла мар. Ырлăх! Сакăр вунна çывхаракан Варвари аппа ача чухне ватлăх çулĕсем килсен çакăн пек çăтмахра пурăнасса ĕмĕтленмен те. Паллах, йывăрлăхĕ те нумай пулнă. Хура-шурне те самай ас тивме тиврĕ унăн. Апла пулин те пуç усмарĕç çирĕп чун-чĕреллисем. Шав малалла утрĕç. Варвари те йывăрлăх умĕнче хăраса тăраканни пулмарĕ. Акă халĕ те, сакăр теçетке çула çывхарать пулин те, алă усса лармасть вăл. Чăх-чĕпне те усрать. Кĕркунне икĕ сурăх путекки те туянчĕ. Ачисем хирĕçлесшĕн пулчĕç-ха, амăшне хĕрхенчĕç. Вĕсене итлесе тăрать-и вара? Кĕрӳшне кӳршĕ ялтан путек илсе килсе памашкăн ӳкĕте кĕртрех. Хĕрĕ хĕл каçмашкăн амăшне хулана илсе каясшăнччĕ-ха. Шарт та март килĕшмерĕ Варвари аппа. «Мĕн туса ларас манăн унта? Ура та утать, алă та ĕçлет», — терĕ. Çапла урамра пĕр хушă ял шăв-шавне итлесе тăчĕ вăл. Пĕр кӳршисен йытти кахалланса лĕв-лев туса илчĕ авă. Йăваран та тухас килмерĕ-тĕр унăн. Урам тепĕр вĕçĕнчен мотор кĕрлевĕ илтĕнсе кайрĕ. Маруç ĕне сума тухрĕ пулĕ ĕнтĕ. Икĕ чун тытаканскерсем аппарат лартаççĕ. Каçхи сасă таçта çитиех сарăлать. Темле пулсан та пурăнатьха ял. Ватăлса, йышĕ чакса пырать ĕнтĕ… Çапах та пурăнать. Сăмсине сивĕ аванах чĕпĕтме пуçласан Варвари аппа картишнелле кĕчĕ. Витери выльăха тепĕр хутчен тĕрĕслерĕ. Аванах пысăкланнă путексем утă патĕнче мĕштĕртетеççĕ. Чăхсем паçăрах каштана ларнă ĕнтĕ. Вите алăкне лайăх хупрĕ хуçа, çутă сӳнтерчĕ те пӳртелле кĕчĕ. Ĕлĕк-авалхилле ача сасси янăрамасть ĕнтĕ кунта. Çуллахи вăхăтра мăнукĕсем килеççĕ-ха. Хĕлле вара — шăп. Миçе çул ĕнтĕ пĕчченех пурăнать. Пĕчченлĕхе те, шăплăха та хăнăхнă темелле. Тепĕр тесен, тунсăх та мар. Радио та калаçать, телекурав та кăтартать. Хаçат-журнал та вулать-ха Варвари аппа. Алă ĕçне те пăрахман вăл. Ĕлĕк-авалхилле тĕрĕ тытмасть ĕнтĕ, анчах ачисемпе мăнукĕсене алсиш-нуски çыхса тăхăнтартатех. Халĕ пысăк япала тытмасть пулин те çийĕнчен хăй янтăланă кофта-юбкăна хывмасть вăл. «Ах, юрату, юрату», — илтĕнчĕ тĕпелтен радио сасси. «Эх, тăрăшсах юрлатăр-çке», — текелесе салтăнчĕ вăл. Хăй те сăмси айĕнче тем ĕнĕрлекелерĕ. Пĕр хушă чарăнса тăрсах итлерĕ. Шухăша кайнă пек те пулчĕ. Пĕр самантра ăна ачаш та çепĕç, çав вăхăтрах пăлхавлă туйăм çавăрса илчĕ. Таçтан чĕре тĕпĕнчен куççулĕ те пăчăртанса тухрĕ. Тунсăх куççулĕ. Тин кăна пӳрте кĕрсе салтăннăскер ăшă çăм тутăрне уртрĕ те каялла тухрĕ. Чăлана кĕчĕ вăл. Качча килнĕ арчи шăпах кунта упранать-çке. Ачисем кил-çуртне çĕнĕлле юсанă чухне пӳртрен кунта тухса лартĕ ăна. Унта Варвари аппа чи хаклă туприне упрать. Качча килнĕ чухне тăхăннă кĕпипе саппунĕ те, сурпанĕ те çыхăра типтерлĕ выртать. Хăйĕншĕн хаклă ытти япалана та кунтах хурать. Акă халĕ те хĕрлĕ сатин тутăрпа çавăрнă тĕркеме асăрханса кăларчĕ вăл. Кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ, арча хуппине майлаштарса хупрĕ те каялла пӳрте кĕчĕ. Сĕтел хушшине майлашса вырнаçрĕ.
Анна Н.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать