Çамрăксен хаçачĕ 2 (6452) № 19.01.2023

19 Янв, 2023

«Выльăх та çунса кайрĕ, йытă çеç тухса ĕлкĕрнĕ»

Кивĕ Çĕнĕ çул кунхине кăнтăрла Улатăрта пурăнакан Сергейпа Ирина Ударцевсен çуртĕнче пушар тухнă. Кил хуçи арăмĕ Ирина Николаевна, Улатăрти «Светлячок» ача садĕнче воспитательте ĕçлекенскер, ун чухне шăпах килте пулнă, ачасем валли апат пĕçернĕ. Ударцевсем икĕ ывăл та икĕ хĕр çитĕнтереççĕ: Дария, Мария, Даниил, Матвей.

Çири тумпа тăрса юлнă

«Сасартăк сĕм тĕттĕм пулса ларчĕ. Хуп-хура, çăра тĕтĕм палкаса тухрĕ. Çухалса кайнипе урама чупса тухрăм. Çав вăхăтра пӳрте çулăм хыпса илчĕ. Документсемпе япаласене илсе тухма май пулмарĕ. Çири тумпа тăрса юлтăмăр. Тĕтĕм тухнине курсан çынсем çийĕнчех пушарнăйсене шăнкăравланă. Часах темиçе пушар машини çитрĕ. Анчах пирĕн урам чукун çул хĕрринче вырнаçнă, машинăпа кĕме май çук. Пушарнăйсем шланг тăснă вăхăтра çурт та, хуралтăсем те, мунча та çунса пĕтрĕç. Выльăх-чĕрлĕх усраттăмăр, вĕсем те çунса кайрĕç. Йытă çеç тухса тарма ĕлкĕрнĕ. Пĕр сехетре нимсĕр тăрса юлтăмăр. Пĕр документсăр, çи-пуçсăр, ачасен шкул хатĕрĕсемсĕр... Хĕллехи кун ăçта каймалла? Пĕлĕшсем хăйсен патне вăхăтлăха йышăнчĕç. Пĕчĕк пӳлĕмре пиллĕкĕн выртса тăратпăр. Ют çын патĕнче чылай вăхăт пурăнаймастăн. Ачасен те шкул хыççăн ют çĕре пырса кĕмелле. Çуннă çурт вырăнне çĕннине тăваймастпăр, мĕншĕн тесен стройматериалсене çав вырăна илсе çитерме çул çук. Пĕртен-пĕр çăлăнăç — çĕнĕ вырăнта хамăра тухса-кĕмелĕх çурт туянасси. Мухтав Турра, пулăшакансем пулчĕç: укçа-тенкĕпе те, япаласемпе те, апат-çимĕçпе те. Тавах вĕсене. Çапах хальлĕхе пире çăмăл мар. Çакăн пек йывăр вăхăтра эпĕ ырă çынсенчен пулăшу ыйтасшăн. Кам мĕнпе пулăшма пултарать — хаваспах йышăнатпăр. Ытлашши тумтир, атă-пушмак, шкул хатĕрĕсем пур тăк Улатăрти арçынсен мăнастирĕн лавккине пырса парсан аван пулĕччĕ. Укçа-тенкĕпе пулăшсан та хирĕçлемĕпĕр. Пус çумне пус хушсан икĕ пус пулать. Ку та тем пысăкăш пулăшу. Çĕнĕ çурт туянма аванах укçа-тенкĕ кирлĕ-çке-ха. Интернетра пирĕн инкек çинчен çырнă хыпара тĕрлĕ комментари паракансем пулчĕç. Эпир хамăра пулăшакан çынсене тав сăмахĕ çеç калама пултаратпăр. Турă вĕсене пулăштăр», — терĕ Ирина Николаевна куççуль витĕр. Кил хуçи Сергей Улатăрти арçынсен мăнастирĕнче водительте 20 çул ытла ĕçлет. Ĕçтешĕсем Ударцевсене пулăшу кӳнĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Пĕр-пĕрне хисеплесе ашшĕн ячĕпе те чĕнеççĕ

Республикăра 70 ытла çул пĕрле пурăнакан мăшăрсем те пур

Çемье çавăрасси — пурнăçри тĕп утăмсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра ятсăр пӳрнене çĕрĕ тăхăнас кăмăллисем ытларах миçе çулта? Уйрăлакансен йышĕ пысăк-и? Чăваш Енре пĕрле чылай çул пурăнакан мăшăр сахал-и, нумай-и? Çирĕп çемье вăрттăнлăхĕ мĕнре? Тĕпчевре çак ыйтусен хуравне шырарăмăр.

Аслисен пилне асра тытаççĕ

Йăвари кайăк та мăшăрлă тесе ахальтен каламан чăваш: мĕн авалтан пыракан йăлапа кашнинех çитĕнсен тивĕçлĕ мăшăр тупмаллине, унпа пĕр çулпа утса йăха малалла тăсмаллине ăнланнă. Турă çырнă çынпа пурнăç сукмакĕпе юнашар утасси, хура-шурне чăтасси ансат мар паллах. Кашни çемьен çирĕп хутшăну вăрттăнлăхĕ тĕрлĕрен. Пĕрле пурăнакан мăшăрсем çитсă, ахах, йывăç, чукун, кĕмĕл, ылтăн, кевер, тимĕр… туйсене паллă тăваççĕ. Вĕсене ахальтен çапла ят паман: мĕн чухлĕ нумайрах пурăннине кура çирĕпрех япалапа танлаштарнă. Чăваш Республикин Юстици ĕçĕсен патшалăх службин ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра 70 ытла çул пĕр çулпа утакансем те пур. Кунпа, паллах, кашни районах мăнаçланаймĕ. 65 çул пĕрле пурăнакансем вара чылай тăрăхра пур. Çĕрпӳ тата Етĕрне районĕсенче çакнашкал виçшер мăшăр пурăнать. Унашкал мăшăрсем ытларах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕпленнĕ — 4 çемье. Упамсари Александрăпа Виталий Леонтьевсен çемье летопиçĕнче нарăсăн 1-мĕшĕ вĕсем 66 çул пĕрле пурăннипе çырăнса юлĕ. Пуш уйăхĕнче вара Тутар Сăкăтĕнче тĕпленнĕ Мансурпа Зекия Куликовсем пĕр сукмакпа утма тытăннăранпа çавăн чухлех çул çитĕ. Еншикри Таисийăпа Николай Урмаковсем вара 66 çул каялла çулла пĕрлешнĕ. Пурнăçа юратакан, кун-çулне тĕрлĕ кăсăклă ĕçпе пуянлатакан мăшăр пĕлтĕр Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче районти ЗАГСăн чыслă хăни пулнă. 2022 çулта кевер туя паллă тунисем те республикăн кăнтăр районĕсенче ытларах. Пĕлтĕр Патăрьел тăрăхĕнче 19 çемье çак пĕлтерĕшлĕ куна паллă тунă. Пăрачкав районĕнче 60 çул каялла пĕрлешнĕ 10 мăшăр пурăнать, Тăвай тăрăхĕнче — 8, Комсомольски, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче — 7-шер çемье. Вăрнар районĕнче сукмака 60 ытла çул пĕрле такăрлатнă 6 çемьене шута илнĕ. Патăрьелти ЗАГС уйрăмĕн ертӳçипе Наталья Емелинăпа нумай çул пĕрле пурăнакансем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче уйрăмах йышлă пулни пирки калаçу пуçартăмăр. «Кăçал районти 4 çемье тимĕр туя кĕтсе илĕ. Чăнах та, статистика пирĕн тăрăхра пĕрле нумай çул пурăнакан мăшăр йышлине кăтартать. Пирĕнтен пысăкрах, халăх йышĕпе нумайрах районсем те пур-çке. Манăн шухăшпа, ку ЗАГС ĕçченĕсемпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсем чылай çул каялла пĕрлешнисен списокне тĕплĕн тишкерсе хатĕрленипе те çыхăннă. Паллах, çынсем çемьене хаклама пĕлни те, мăшăрсем аслисен пилне пăхăнса пурăнни те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Мăшăрланнисем нумай çул пурăнакансенчен тĕслĕх илччĕр тесе тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Районти çынсем кун пек уявсене кĕтсех тăраççĕ», — палăртрĕ Наталья Васильевна. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Манăн ывăлсем çитĕннĕ чухне самани лăпкă марччĕ»

Вăл 5 ывăл та 5 хĕр çуратнă. Пилĕк ывăлĕ те Тăван çĕршыва юрăхлă пулнă. Манăн сăмахăм — Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Чемен ялĕнче пурăнакан Елена Моисеева пирки.

Икĕ тăлăх

Елена Степановна Аслă Чементе çуралнă. Ашшĕ, Степан Зотов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен 1943 çулта аманса таврăннă. Вăл Ленинграда хӳтĕленĕ çĕрте суранланнă. Аманнă салтаксене Ладога кӳлли шăнсан çеç унти госпитальтен илсе тухайнă. Елена 1949 çулта çуралнă, тепĕр çулхине ашшĕ йывăр суранĕсене пула çĕре кĕнĕ. Ашшĕ вилсен виçĕ уйăхран Еленăн йăмăкĕ çут тĕнчене килнĕ. «Ытла йывăрпа ӳснĕ эпĕ. Аппасем пурччĕ. Тăхăнмалли йĕркеллĕ çи-пуç çукчĕ пирĕн. Йăмăкпа иксĕмĕре черетпе сăпкара çывăрттаратчĕç. Пĕрре çапла сăпкара сиксе ларатăп. Йăмăк кутник сакки çинче ларать. Анне килте çукчĕ. Сăпкаран антăм та ăна шыраса алкумне тухрăм. Хĕллеччĕ, эпĕ вара çара уранах. Шăнса кайрăм, каялла кĕрес тетĕп — алă алăк хăлăпĕ патне çитмест. Картише тухрăм. Ниçта кайма пĕлмерĕм. Юр çинче йĕре-йĕре мĕн чухлĕ вăхăт çӳрерĕм-ши? Кӳршĕ ачисем мана курса аннене чĕнни вилĕмрен çăлса хăварчĕ. Урана тăм илме тытăннă. Кайран ӳт виçĕ хут сĕвĕнчĕ. Анне хăех тум çĕлесе паратчĕ, çăпатине те хăех тăватчĕ. Çуркунне çитсен ачасем урамра чупатчĕç, эпĕ вара урана тăхăнмалли çуккипе чӳречерен пăхса лараттăм. Хăш чухне аннерен вăрттăн çара уранах алкумне тухаттăм, унтан картлашка çинчен вĕрлĕк хапха çине сикеттĕм, кайран — пахча карти çине. Урапа сĕлкĕш юр çинче шăмпăлтататтăм та киле кĕреттĕм. Ура малтан хĕрелсе каятчĕ, кайран пĕçерме тытăнатчĕ. Анне вăрçатчĕ. Манăн вара пурпĕрех урама тухас килетчĕ. Шкула çӳреме тытăнсан анне çăпата туса пачĕ. Никам та шкула çăпатапа пымастчĕ. Ачасем манран кулатчĕç. Тарăхнипе киле çитсен çăпатана кăмака тăррине миçе хутчен ывăтнă-ши? Ирхине каллех ăна тăхăнма тиветчĕ. Çапла 8 класс пĕтертĕм. Малалла вĕренме каясси ăçта унта? Колхоза ĕçлеме вырнаçрăм. Хĕр пĕвне кĕрсен те клуба тухса курман эпĕ. Çын çине тухма тум çуккипех вăтанаттăм. Ашшĕ пур çемьесем аванрах пурăнатчĕç. Аннене 4 ачине пĕчченех ура çине тăратма çăмăлах пулман çав», — ачалăхне хурланса аса илчĕ Елена Степановна. Хĕр шутне кĕрсен ун валли Кĕçĕн Чемен ялĕнчи йĕкĕте Сергей Моисеева тупса панă. Вăл та Елена пекех çурма тăлăх пулнă. Амăшĕ ывăлĕ авланиччен çĕре кĕнĕ. Икĕ çамрăка пурнăçа йĕркелесе яма çăмăлах пулман. «Пĕрре тĕлĕк курса выртатăп. Хамăн киле каймалла пек. Алла пуртă тытнă. Пахча вĕçне çитрĕм. Сасартăк ман ума пĕр карчăк сиксе тухрĕ. «Тархасшăн, кин, ан кай. Таврăн каялла», — терĕ. Мана каялла киле илсе кĕчĕ. Вăрансан ку хуняма пулнине ăнлантăм. Апла леш тĕнчерисем пире хӳтĕлеççĕ, йăнăш утăм тума памаççĕ тесе шухăшларăм. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Чăваш Енри аспирант Иранра проектпа паллаштарнă

Çирĕп ыйтакан педагог

Александр Попов чĕр чунсене сиплеме те, ăслăлăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тума та, студентсене вĕрентме те вăхăт тупать. Ахальтен мар вăл РФ Президенчĕн, ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕсене илме тивĕçнĕ. Чăваш патшалăх аграри университечĕн аспиранчĕ Ирана та çитсе курнă.

— Александр, эсĕ Тутарстан Республикинче çуралса ӳснĕ. Шăпа Чăваш Ене мĕнле илсе çитерчĕ? — Эпĕ — Тутарстанри Заинск хулинчен. Атте — механикре, анне администрацире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕç. Çывăх çынсене ăнмарĕ темелле-и — икĕ ачи те тĕрлĕ регионта пурăнать. Тăван тăрăха час-часах каяймастăп. Çулталăкра иккĕ çеç: хĕлле тата çулла. Хăй вăхăтĕнче эпĕ Хусанти патшалăх медицина университетне вĕренме кĕнĕччĕ. Çулталăк çурă ăс пухнă хыççăн çынсене сиплесси ман валли маррине ăнлантăм. Чăваш Ене тата аграри университетне мĕншĕн суйларăм-ха? Шупашкарта манăн аппа вĕреннĕ. Вăл питĕ ăслă. Ăна Мускаври, Хусанти аслă шкулсем хăйсем патне чĕннĕ, бюджет мелĕпе ăс пухма сĕннĕ. Аппа И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн химипе фармацевтика факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ, пĕр вăхăт учительте ĕçлерĕ. Халĕ Омск хулинче пурăнать. Аппана Шупашкар тӳрех килĕшнĕ. Вăлах мана кунта вĕренме килме сĕнчĕ. — Халĕ эсĕ ветеринари клиникинче ĕçлетĕн, çав вăхăтрах ăслăлăх ĕçĕпе кăсăкланатăн. Вăхăт мĕнле çитеретĕн? — Аграри университетне кĕрсен ветеринари медицинипе зоотехни факультетне суйларăм. 2021 çулта диплом илтĕм те аспирантурăна кайма шухăшларăм. Эпĕ студент çулĕсенчех университетăн ветеринари клиникинче ĕçлеме пуçларăм. Çĕнĕ йышши оборудованипе ĕçлесе опыт пухма пултартăм. Халĕ квалификацие ӳстертĕм: гематологи, лаборатори диагностики енĕпе пĕлӳ илтĕм. Рентгенологи енĕпе те вĕрентĕм. Унсăр пуçне иккĕмĕш çул студентсене вĕрентетĕп. «Гемоскан» проекта аталантарас енĕпе тăрăшатăп. Мĕнле ĕлкĕретĕп тетĕр-и? Федор Конюхов ятлă çул çӳревçĕ пур. «Килте ларса мĕн тумалла?» — тесе вăл пĕтĕм тĕнчене курса çаврăннă. Эпĕ те пĕр вырăнта ларма тăрăшмастăп. Мана пулăшса, çул уçса пыракан Андрей Макушев ректора тата наставниксене — кафедра ертӳçине Инна Ефимовăна, ăслăлăх ертӳçине Николай Косяева — тав. Николай Иванович маншăн тĕслĕх. Çав ӳсĕме çитсен ун пекех пуласчĕ. — Аграри университечĕн студенчĕсен тĕрлĕ çĕрте практика тухма май пур. Пĕрисем килти чĕр чунсене сиплекенсем пулаççĕ, теприсем — мăйракаллă шултра выльăха. Эсир клиникăра камăн пурнăçне çăлатăр? — Эпĕ килти пĕчĕк чĕр чунсене сиплетĕп. Калăпăр, кушаксене тата йытăсене. Тепĕр чухне арлансемпе тинĕс сыснисене илсе килеççĕ. Пĕлтĕрхи çулла хамăн практикăра чи кăткăс ĕçе пурнăçлама тиврĕ. Клиникăна шпиц ăратĕнчи йытта илсе килчĕç. Ăна урăх çĕрте сипленĕ, анчах пĕр кăлтăка тупса палăртайман. Йытта сăвăс çыртнă та унăн юн клеткисем арканма пуçланă. Хуçи ăна пирĕн пата кая юлса илсе çитернĕ тесен те йăнăш мар. Эпир амака тупса палăртрăмăр та хăвăртрах эмел памаллине ăнлантăмăр. Юн анализне илсен кăтарту савăнтармарĕ: хăть сипле, хăть çук — йытă юн сахаллине /анеми/ пула вилет. Хăвăртрах донор шырама тытăнтăмăр. Пĕр студентка хăйĕн йыттине илсе килчĕ. Донорăн юнне ятăмăр. Шпица вилĕм аллинчен туртса илтĕмĕр, анчах кайран унăн пурнăçĕшĕн тепĕр эрне кĕрешме тиврĕ. Тавах Турра, веçех лайăх вĕçленчĕ. Нумаях пулмасть çав шпицăн чĕрнине кастарма илсе килчĕç. — Чĕр чунсене юн янине илтменччĕ-ха. — Кушаксене те, йытăсене те юн яраççĕ. Мускавра, Питĕрте кунпа анлă усă кураççĕ. Унта юн банкĕсем те пур. Пирĕн патра ку аталанса пырать кăна-ха. — Ахăртнех, хăвăн та килте чĕр чун пур? — Çывăх тусăм, Мароккăран килнĕ студент, хваттер тара тытатчĕ. Вĕренсе пĕтериччен çулталăк маларах унăн кушак тупăнчĕ. Диплом иличчен вăл мана хăй пурăннă хваттере куçма сĕнчĕ, хуçипе калаçса татăлма шантарчĕ. «Анчах манăн кушака илсе юл», — терĕ. Вăл Перла ятлăччĕ. Испан чĕлхинчен куçарсан — ахах-мерчен. Савнипе пĕрле кушака стерилизацилерĕмĕр. Халĕ ăна Хулимяу тесе чĕнетпĕр. Ку — Китай ячĕ. Сăмах май, савнипе пĕрле вĕрентĕмĕр, халĕ аспирантурăра ăс пухатпăр. Вăл — Сургутран. Тĕлĕнмелле те, Шупашкар Сургутри тата Тутарстанри çамрăксене пĕрлештерчĕ. Манăн савни — хулари пĕртен-пĕр нефролог ветеринар. <...>

Ирина КОШКИНА калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Çамрăксен хаçатне» хам кăна мар, кӳршĕсем те вулаççĕ»

Кăрлач уйăхĕнче пирĕн савăнмалли икĕ сăлтав пур: 20-мĕшĕнче «Çамрăксен хаçачĕ» çак ятпа тухма пуçланăранпа 27 çул çитет, 21-мĕшĕнче Чăваш пичечĕн кунне паллă тăватпăр. Хальхинче вулакансене, хаçат тусĕсене, сăмах парас терĕмĕр.

«Блогерсем пек пĕр евĕрлĕ мар»

Алексей ИВАНОВ, Шупашкар хули:

— Халĕ интернетра тĕрлĕ блогерăн пурнăçне сăнама пулать. Малтан кăсăклантарса яраççĕ-ха, анчах вăхăт иртсен вĕсен пĕр евĕрлĕхĕ йăлăхтарсах çитерет. Пĕр кунхине «Çамрăксен хаçачĕн» «Контактри» ушкăнĕ куç умне пулчĕ те, унти хыпарсемпе кулленех паллашма тытăнтăм. Ку кăларăм пирки чылай çул каяллах, 11-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра, пĕлнĕччĕ. Çавăн чухне чăваш чĕлхи олимпиадинче 3-мĕш вырăна тухрăм та, ман пирки статья çырчĕç, сăн ӳкерчĕке пĕрремĕш страницăра вырнаçтарчĕç. Çав номере паянхи кун та упратăп. Малтанах хаçатри хыпарсемпе, статьясен анонсĕсемпе «Контактри» ушкăнра кăна паллашса тăраттăм. Пултаруллă çамрăксем, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем, ăстасемпе çĕр ĕçченĕсем... Анонссем чăннипех те интереслентерсе яраççĕ. Чăтаймарăм — «Çамрăксен хаçатне» çырăнса илме пуçларăм. Мĕн çуралнăранпа Шупашкарта пурăнатăп — хаçат почта ещĕкнех килсе выртни питĕ меллĕ. Ку кăларăмпа манăн кукамай та туслă. Пирĕн çемьере çар çыннисем пур. Хам та салтак тивĕçне пурнăçланă. Çавăнпа маншăн патриотизм теми питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хаçатра çавнашкал статьясене хăпартланса вулатăп. «Юратупа наркăмăшра» хутшăнусем пирки вулама, психолог сĕнĕвĕсемпе паллашма май пурри савăнтарать.

«Юратнă хаçата миçе кун кĕтмелле?»

Лариса АФАНАСЬЕВА, Шупашкар районĕ, Колешша ялĕ:

— Пирĕн çемье хаçат-журнал çырăнмасăр нихăçан та юлман. Хальхи вăхăтра «Çамрăксен хаçачĕ» килсе тăрать. Вăл пире, хамăрăн çулĕсем пур пулсан та, ватăлма памасть! Куçа сипленине пула ку яхăнта вулаймастăп. «Юратупа наркăмăша» сасăпах вула-ха», — тетĕп мăшăра. Вăл та хаçата пуçламăшĕнчен вĕçне çитиех тишкерет. «Çамрăксен хаçатне» вуласа тĕлĕнсе пĕтерейместĕп: çынсем мĕн кăна тума пĕлмеççĕ-ши?! Вĕсем хăш енĕпе маттурри статья ятĕнченех сисĕнет. Тӳрех вулас килет. Пĕр вăхăт почтальон çуккипе пирĕн ялта хаçат-журнал валеçме пăрахрĕç. Почта уйрăмне кайрăм. «Халь манăн юратнă хаçата миçе кун кĕтсе пурăнмалла вара?» — терĕм. Çавăн хыççăн кашни кĕçнерникун почта ещĕкĕнче «Çамрăксен хаçатне» курсан питĕ хĕпĕртерĕм. <...>

Вулакансемпе Ирина КОШКИНА, Ирина ИВАНОВА, Валентина ЯКОВЛЕВА çыхăннă.

♦   ♦   ♦


«Аляскăна çитсен куççуль пăчăртанса тухрĕ»

Тĕнче шайĕнчи супермарафон чемпионки, Раççей спорт мастерĕ, Америкăри чăвашсен ассоциацийĕн ертӳçи Надежда Сандркина пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕнче Аляскăра пулнă. Нумаях пулмасть вăл тăван ялне, Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăвашкассине, килсе кайрĕ. Унпа курса калаçрăм.

— Надежда Николаевна, Аляскăна мĕн тĕллевпе кайрăр? — Эпĕ çул çӳреме юрататăп. Аляска 1967 çулччен Раççей çĕрĕ шутланнă-çке-ха. Çавăнпа унта питĕ кайса курас килчĕ. Тусăмпа, Канаш районĕн хĕрĕпе Людмила Петровăпа, тата тепĕр тутар хĕрарăмĕпе путевка туянтăмăр та çула тухрăмăр. Çулĕ çывăх мар. Малтан Нью-Йоркран Сиэтл хулине 6 сехет вĕçрĕмĕр. Кайран 4 сехете яхăн вĕçсен Анкоридж хулине çитрĕмĕр. Вăл — Аляскăн тĕп хули, унта 20 хутлă çуртсем те пур, анчах сахал хутлисем ытларах. Самолетран ансанах куç умне тĕлĕнмелле ӳкерчĕк тухса тăчĕ: Раççее таврăннă пекех туйăнчĕ. Нью-Йоркра 20 градус ăшăччĕ, кунта вара 10 градуса яхăн сивĕ, шап-шурă юр выртать, вăрмансем, тусем тăсăлаççĕ. Йĕри-тавра — çӳллĕ хурăнсем, ăвăссем, чăрăшсем, çĕмĕртсем, пилеш тата палан йывăçĕсем... Çынсем ăшă тумпа çӳреççĕ. Çут çанталăкĕ калама çук хитре.Туйăмсене чараймарăм, пыра темĕн капланса килчĕ те куççуль пăчăртанса тухрĕ. Хама çакăнта ĕмĕр пурăннă пекех туйрăм. — Тата мĕн çĕннине куртăр? — Климат Çĕпĕрти пек. Чĕркуççи тарăнăш тăп-тăрă юхан шывра лососьсем ишеççĕ, вĕсене алăпа тытма пулать. Анкоридж хулине çитсенех пире асăрхаттарчĕç: урамра упасене, пăшисене, çӳлевĕçсене курма пулать. Хулара çуран çӳрекенсем сахал. Кунта пурăнакансен пурин те тенĕ пек пăшал пур, çынсем ытларах сунар ĕçĕпе тата пулă тытса пурăнаççĕ. Урамра палаткăра пурăнакансем те пур, вĕсем ыйткаласа çӳреççĕ. Çитсенех вырăсла калаçакан çынсене куртăмăр, вĕсем Молдовăран терĕç. Сахалинтан Аляскăна пурăнма куçнă çынпа та паллашрăмăр. Вăл каланă тăрăх, кунта ĕç нумай, анчах халăх ĕçлесшĕнех мар. Тепĕр кунхине микроавтобуспа урăх хулана илсе кайрĕç. Айсберг вырăнĕнче 15 градус сивĕччĕ, çиллĕччĕ. Ура шăвасран тĕпне пăта çапнă ботинкăсем, каскăсем пачĕç. Тепĕр кунхине пуйăса ларса 10 сехет ытла кайрăмăр. Интереслĕ вырăнсенче вăл хуллен пычĕ, гид вара каласа кăтартрĕ. Пĕр вырăнта тĕлĕнмелле япала куртăмăр. Пуйăс çулĕ хĕрринче, ту çинче, вăрманти пĕр лаптăка каснă, çавăнта пысăк Z сас палли курăнса кайрĕ. Ăна хурăнсенчен тунă пуль терĕмĕр. Шел, ӳкерсе ĕлкĕреймерĕмĕр, пуйăс пăрăнчĕ те вăл курăнми пулчĕ. Çĕр айĕнчен вĕри шыв тапса тăракан вырăна та çитрĕмĕр. Эскимоссен юрттине кĕтĕмĕр, унта ăшă, вутă çунать. Пире пăтă çитерчĕç, вĕри чей, кофе ĕçтерчĕç. Унтан хаски йытăсем патне илсе кайрĕç. Унта вĕсем — 80-ăн, кашнин ӳпли пур. Сакăр йытă кӳлсе пире ярăнтарчĕç. Хурăн пĕренисенчен пураласа тунă пăрлă çурта илсе кĕчĕç, унти сĕтел-пукана хуппине шуратман хурăнсенчен ăсталанă. Шалта веçех пăрлă, хĕрлĕ эрехне те пăртан тунă фужерсемпе ĕçтереççĕ. Тутанса пăхрăмăр: ĕçме çук сивĕ. Унтах апатланма пулать, анчах нумай тăрсан шăнса каятăн. Ресторанра пулă нумай çитереççĕ. Ешĕл апат та нумай хурса параççĕ, вĕсене çавăнтах теплицăсенче ӳстереççĕ. Пĕр тĕлте вырăсла «Пельмени» тесе çырнине асăрхарăмăр. Каçхине «тягачпа» ту çине çурçĕр шевлине /северное сияние/ курма илсе хăпарчĕç. Шел, курасси пулмарĕ, таврана пĕлĕтсем карса илчĕç. Тепĕр каçхине вара ăна аялтанах асăрхарăмăр. Вырăс культурин кĕтесне те курма май килчĕ, матрăшка, хохлома, чĕнтĕр, сăмавар сутакан лавкка тĕлне çитрĕмĕр. Шалта çын нумай хĕвĕшетчĕ. — Кивĕ тĕне тытакан вырăссемпе те калаçма тӳр килнĕ вĕт сирĕн. — Çапла, калаçрăмăр, анчах телефонпа кăна. Пирĕн экскурси вĕçленнĕччĕ ĕнтĕ. Кивĕ тĕне тытакансен телефон номерне интернетра шыраса тупрăмăр та шăнкăравларăмăр. Вĕсем Николаев ятлă хулара пурăнаççĕ иккен. Пире халех килме ыйтрĕç, борщ çитеретпĕр, вырăс апачĕсемпе хăналатпăр терĕç. Анчах унта 8 сехет каймаллаччĕ. Пĕччен пулсан пĕр шутламасăр çула тухăттăм, анчах эпĕ туссемпеччĕ. Çав хулара 400 çын кивĕ тĕне пăхăнса пурăнать терĕç. Вĕсем вырăсла калаçаççĕ, ĕлĕкхи вăрăм тумсемпе çӳреççĕ. Хăйсен чиркĕвĕ пур. Тепрехинче вĕсем патне ятарласа кайăп. <...>

Николай ЛАРИОНОВ-ЙЕЛМЕЛ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.