- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 51 (2939) № 28.12.2022
Патшалăх тĕревĕ аталанма вăй хушать
Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕри Анатолий Игнатьев 15 çул каялла сĕт-çу ферми пирки ĕмĕтленме пултарайман-тăр. «Пĕр ĕнерен фермер хуçалăхĕ йĕркелесе яма чăтăмлăх, вăйхал çитернĕрен хамран хам тĕлĕнетĕп», — терĕ вăл ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.
Грантпа çĕнĕ ферма
Игнатьевсем патĕнче вунă çул каярах пулни халĕ те куç умĕнчех. Çамрăк çемье тĕп килтен уйрăлса тухнă май çĕнĕ урамра вите-сарай, вăхăтлăх пурăнмалăх пысăках мар çурт хăпартнă. Ун чухне картишĕнче пилĕк ĕне тăратчĕ. Ял хуçалăх техникине те пахчара вырнаçтарнăччĕ. Мăшăр йывăрлăхран хăраманни, малашлăха шанни тÿрех палăрчĕ. Çакă та вĕсене çитĕнÿсем тума пулăшнă-тăр.
— Эпĕ йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ачаран аттеаннене фермăра выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшнă. Çакă каярахпа хамăн ĕçе пуçăнма хавхалантарчĕ. Халăхран сĕт пуçтарма тытăнни вара ĕне йышне ÿстерме хистерĕ. 2000 çулсенче хушма хуçалăхсене аталантарма çăмăллăх кредичĕ пани пирĕншĕн курăмлă тĕрев пулчĕ. Эпир 27 гектар çĕр арендăна илсе пĕрремĕш хут тырă акрăмăр. Ĕç ÿсĕмне кура фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕмĕр. Выльăх йышĕ хушăннă май вите-сарайра тăвăрланчĕ. «Нива» хуçалăхăн пушă ларакан сысна фермипе 7 гектар çĕрне илтĕмĕр. Вăрах вăхăт усă курманран витесем юхăнсах çитнĕччĕ. Пĕр çуртне юсанă хыççăн 2015 çулта ĕне выльăха фермăна куçартăмăр, — ÿсĕм çулĕпе паллаштарчĕ Анатолий Николаевич. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Выçăхсан та апат ыйтмасть
Кролик çулталăкĕ çывхарнă май çак чĕр чун мĕнлерех пулнине пĕлме Красноармейски районĕнчи Пшонкă ялĕнче пурăнакан Владимирпа Надежда Ивановсем патне çул тытрăмăр. Вĕсем вунă çул ытла кролик усраççĕ. Вăрăм хăлхаллăскерсем пĕр çулхине 200 пуçа çитнине пĕлтерчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
«Тĕрлĕ ăрат пур пирĕн: шурă великан, бабочка, ризен… Малтанах сутаттăмăр, халĕ ытларах ашлăх тытатпăр. Унăн какайĕ питĕ лайăх, çемçе, çусăр. Хăть хăш вăхăтра та пусса çиме пулать. Хамăр çеç мар, тăвансене, пĕлĕшсене те хăналатпăр», — терĕ Надежда Константиновна. Хăй çавăнтах вăрăм хăлхаллă чĕр чунсене мăшăрĕ питĕ кăмăлланине, ытларах вăл пăхнине пĕлтерчĕ. Пирĕн калаçăва Владимир Анатольевич та хутшăнчĕ. «Чăн та, юрататăп эпĕ вĕсене. Картише ахаль тухсан та вĕсем патне пырса çаврăнса каятăп, çурăмĕсенчен ачашлатăп. Унăн какайĕ те килĕшет. Паллах, Кролик çулталăкĕ пулнă май ăна уяв сĕтелĕ çине лартма сĕнмеççĕ, ытти праçникре çийĕпĕр. Яшка пĕçеретпĕр, пăшăхлатпăр ытти апат та хатĕрлетпĕр унран», — сăмаха малалла тăсрĕ арçын. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
2022 çулхи пысăк çитĕнÿсем
Андрей МОРЯКОВ, Тăвай районĕнчи фермер:
— Хуçалăхра тырă туса илетпĕр, лашасем ĕрчететпĕр. Темиçе çул каялла, пĕрремĕш урхамахсем туянсан вĕсен йышĕ 200 пуçа çитессе шухăшламан-тăр. Кăçал кĕтĕве татах 50 пуç таран ÿстертĕмĕр. Шухăштĕллев пысăк, эпир ял туризмне те аталантарасшăн. Унăн маршрутĕнче Тăвай районĕ те пурри шанăç кÿрет. «Ял туризмĕ» программăна хутшăнса хăнасене кĕтме хатĕрленме пуçларăмăр ĕнтĕ, вырăнне те палăртнă. Хуларайонсенчен курма-канма килекенсене лашасемпе ярăнтарасшăн, тăван тавралăх илемĕпе паллаштарасшăн, ытти мероприяти те йĕркелеме палăртатпăр. Тепĕр ÿсĕм — тырă ăнса пулни. Гектар пуçне 36 центнер тухрĕ. Пирĕншĕн каллех савăнăç. Апла çулталăкра тăрăшса ĕçлени сая каймарĕ. <...>
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать