- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 46 (1274) № 24.11.2022
Хĕрсен кăшăлĕнче
Чăваш Ен çемье хаклăхне мала хурса аталанать. Ĕçре хастарлăхпа палăрнисене, халăхра хисепе тивĕçнисене патшалăх тата общество тĕрлĕ наградипе чыслаççĕ: «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден, унăн медалĕ, «Юратупа шанчăклăхшăн» орден, унăн медалĕ, «Анне» паллă... 2009 çултанпа Чăваш Енре çак чыса 1209 мăшăр тивĕçнĕ.
2022 çулта республикăра ачаллă çемьесене 28 млрд тенкĕлĕх тĕревлĕç. Çакă «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Нумай ачаллисемшĕн, сăмах май, Чăваш Енре кун пекки 17 пине яхăн кил-йыш, пушшех пĕлтерĕшлĕ ку пулăшу.
Амăшĕн кунĕ умĕн ЧР Правительство çуртĕнче пепкисене тивĕçлĕ воспитани панă, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă ашшĕамăшне чысларĕç.
«Нумай ачаллă амăшĕсем çемье хаклăхне палăртаççĕ. Çемье, çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин, каланă пек, çĕнĕ Раççейĕн идеологине çаврăнать, — терĕ мухтавлă ашшĕ-амăшне саламланă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. — Нумай ачаллă çемьесем пирĕн республика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕн пĕр юппи пулса тăраççĕ. Эсир ыттисемшĕн — тĕслĕх вырăнĕнчех».
Чыса тивĕçнĕ амăшĕсен ячĕпе Шупашкар районĕнчи Кайри Ункăпуç ялĕнче пурăнакан, Ветерансен канашне 30 çул ытла ертсе пыракан, ял старости Мария Изванова сăмах илчĕ. Хастар хĕрарăмсене чысланăшăн тав туса Олег Алексеевича Чăваш Республикин малашнехи аталанăвĕшĕн ырми-канми ĕçлеме ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ вăл. <...>
Рита АРТИ.
♦ ♦ ♦
«Пурăнас кун-çулне мана пачĕç пуль…»
Тăлăх-турат пуличчен…
«Ман ачалăха ас тăвакан юлмарĕ ĕнтĕ ялта, — иртнине куçĕ умне кăларнă майăн хĕрарăмăн сăнĕ улшăнать. Ахăртнех, аса илмешкĕн ăна чăнласах та питĕ йывăр. — Аслисем 1936 тата 1941 çулсенче çуралнисем пур-ха, икĕ çын. Ыттисем вара каласа кăтартсан та ĕненмĕç…»
Зоя Карпова /хĕр чухне Васильева/ Шупашкар районĕчни Мамка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çулсем хушăннăçемĕн хĕр тем пек аякка тухса кайма ăнтăлнă, анчах шăпа тăван ялах çавăрса çитернĕ. Ватлăхне çапла тăван кĕтесрех, мăшăрĕпе иккĕшĕ çĕкленĕ çуртрах кĕтсе илнĕ вăл.
…Çичĕ ачаллă çемьере çуралнă вăл. Кĕçĕнни пулса çут тĕнчене килнĕскер, шел те, юрату кÿллинче чăмпăлтатса ÿсеймен. Хĕрача сакăр çулта ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Хĕрарăм операци хыççăн хĕне кайса вилнĕ. Арçын вăрçă суранĕсене чăтайман. Килте кĕçĕннисем иккĕн кăна юлнă. Аслисем кам вербовкăпа инçе çула тухнă, кам салтак атти тăхăннă. Çав çул Зоя пĕрремĕш класа кайнă…
«Шкула кайнăччĕ-ха та, анчах пăрахма тиврĕ. Тăхăнмалли те, çимелли те çук. Аппа, инçе çула тухма хатĕрленнĕскер, мана хăй вырăнне клуба ĕçлеме вырнаçмашкăн сĕнчĕ: «Урай çăваймастăн-и, вутă хутаймастăн-и?» — терĕ. Çапла тăхăр çулта ĕçлеме пуçларăм, — сÿтет аса илÿ çăмхине Зоя Андреевна. — Тăххăрта пĕрремĕш класа тепĕр хут кайрăм. Пичче атте-анне çулне суйларĕ — çывăх çыннăмăрсем колхоз лашисене пăхатчĕç. Ир-ирех тăратчĕ те ĕçе тухса каятчĕ вăл. Эпĕ вара унран та маларах ура çинчеччĕ — пиччене апат çитерсе кăларса ямалла-çке. Çур çĕр иртни 2-3 сехетре тăрса килте йăлт тирпейлеттĕм: кăмака хутаттăм, апат пĕçереттĕм, выльăхсене тăрантараттăм. Вĕсене усрамасăр та май çук — налук тÿлемелле. Агент сурăхсене картаранах çавăтса тухатчĕ те килтех тирпейлесе хырăм таврашне тислĕк купи çине пăрахса хăваратчĕ. Пăхса тăратăн — нимĕн те тăваймастăн». <...>
Рита АРТИ.
♦ ♦ ♦
Пуканесем юмах яраççĕ
Алă пÿрнисене ак капла та ак çапла хускатма хăтланаççĕ ачасем. Шăпăрлансем кăна-и, аслисем те аппаланкаласа пăхаççĕ. Ак тамаша! Хăшĕ-пĕрин алă сыппи хытма та ĕлкĕрнĕ иккен — итлесшĕн мар. Кача тата шĕвĕр пÿрнесене юнашар тытсан ятсăррипе вăталăххине пĕр-пĕринчен уйăрма çăмăлах мар иккен. Куçа хупсан — пушшех.
Çакнашкал хусканусене çăмăллăн пурнăçлас тесен вĕсене куллен тумалла. Пуканеçĕсем çапла тăваççĕ те. Унсăрăн алă çине тăхăнтартмалли пуканесене ĕнентерÿллĕн выляттарайăн-и? Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕ Николай Соколов ăсталăх класĕ ирттернĕ май ачасемпе ашшĕ-амăшне шăпах çакна кăтартса пачĕ. Петр Петров артист вара «Пуканелле выляма ан вăтанăр» фестивале хутшăнакансене мĕлке театрĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Çутă çутнă ширма хыçне ачасем хаваспах пухăнчĕç. Професси театрĕнчи пуканесене кашнин хускатса пăхас килчĕ.
Чăваш патшалăх пукане театрĕ тĕрлĕ проект пурнăçа кĕртет. «Пуканеçĕм, юмах каласа пар» ятлăскерне Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн ыр кăмăллăх фончĕпе пĕрле хатĕрленине палăртмалла. Ăна «Çемьесене, амăшлăхне, ашшăлăхне тата ачалăха тĕревлесси» программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Ен экономика аталанăвĕн министерстви грантпа тĕревленĕ. Хĕрарăмсен союзĕн ыр кăмăллăх фончĕ Пукане театрĕпе пĕрле 2010 çултанпа социаллă тĕрлĕ проект пурнăçа кĕртет. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Чăн пурнăç та халапа çаврăнать
Самар тăрăхĕнчи Шунтал районĕнче Чăтăрлă ялĕнче пурăнакан Анатолий Мрясова чăвашлăх, юрă-кĕвĕ тĕнчипе кăсăкланакансем аван пĕлеççĕ. Культура тытăмĕнче 35 çул ĕçлекенскер социаллă тĕрлĕ сетьре те питĕ хастар. Чунĕпе тĕрлĕ ĕç патне туртăннăран тетеле вырнаçтарнă сăн ÿкерчĕксемпе видеосене тишкерме, чăнах та, кăсăклă. Хăйĕн пурнăçĕпе кăна мар, Самар ен тăрăхĕн хăйне евĕрлĕхĕпе те паллаштарать вăл. Интернетпа туслă социаллă хастара Раççей 1-мĕш каналĕн корреспонденчĕсем те асăрханă. Çыру çырса халăх юратакан юрăсене шăрантармалли программăна йыхравланă. Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче эфира тухнă «Привет, Андрей!» кăларăма çапла Самар ен хаваслă мусăкçи те хутшăнчĕ. А.Малахов патне çитсе килнĕ хыççăн Анатолий Васильевича кам кăна çыру çырман-ши! Хăйĕн халăхĕн культура пуянлăхĕ, ĕçченлĕхĕ çинчен мĕн тери кĕске вăхăтра тивĕçлĕ шайра калама пултарчĕ-çке вăл!
Йăх-несĕл çулне манмасăр
Кам-ха вăл Анатолий Мрясов? Çут çанталăк чăн-чăн тусĕ: хăй гороскоппа вут паллипе çуралнăран шыв хĕринче пулма, пулла çÿреме, тавралăх хитрелĕхĕнче пĕччен шухăша кайса сăвă-юрă çырма шутсăр юратать. Кил çумĕнчи пахчинче темĕн тĕрлĕ чечек ÿстерсе, вĕсен калчисене хăй çитĕнтерсе айланать тата вăл. Тăван тăрăхăн тавра пĕлÿлĕхĕпе, хăйĕн халăхĕн тата йăх-несĕлĕн историйĕпе кăсăкланать. Ачаран чул-хăйăртан, юртан пысăках мар кÿлепесем ăсталама кăмăллать. Шкул ÿсĕмне çитичченех купăс тÿмисене тĕрĕслесе кĕвĕ туйăмне аталантарма тытăннă. Анатолий Васильевичăн пуян чун тĕнчипе паллашнăçемĕн нихăçан сĕвĕрĕлми хаклăхсем çинчен шухăша каятăн.
— Пирĕн яла, Чăтăрлăна, тĕпчевçĕсем «чăтлăх» сăмахпа çыхăнтараççĕ. 1735 çулта ун çинчен пирвайхи хут асăнни архиври хутсенче сыхланса юлнă. Хура вăрмансем пулнă ку вырăнта. Чăвашсем Сĕве тăрăхĕнчен куçса килнĕ кунталла. Кĕтерне патша хушăвĕпе çын тĕкĕнмен çĕрсенче вăрман касса ака-суха çаврăнăшне кĕртме тытăннă. Асаннепе унăн ÿсĕмĕнчи çынсем хамăртан инçе мар район центрне Çарăмсана крепçĕ /«крепость» сăмахран ĕнтĕ/ тетчĕç. Крепçĕсене чăваш, тутар, мăкшă çыннисем тунă. Вĕсене таврари çĕрсене пайласа панă. Чăвашсем ку тăрăха Христос тĕнне вăйпа йышăнтарнă çулсенче тĕне кĕрессинчен тарса йышлăн килнĕ. Пирĕн ял васанра /айлăмра. — Авт./ вырнаçнă. Маларахри çулсенче сыхланса юлнă çĕр пÿртсем те пурччĕ, халĕ ĕнтĕ ĕлĕкхи пурнăçа аса илтерекен паллă сахаллансах пырать. Ача чухне вĕрÿ-сурупа аппаланакан пĕр кинемейĕн, Тымар карчăкĕ тетчĕç ăна ялта, пÿрчĕн тăрри хăмăшпа çатанранччĕ, - тет аякри йăхташăмăр. <...>
Ирина ИВАНОВА.
Комментировать