Çамрăксен хаçачĕ 45 (6444) № 17.11.2022

17 Ноя, 2022

Юн панă хыççăн проект çырнă

«Донор пулаятăп-ши? Çак ыйту чылайччен канăç памарĕ. Информаципе паллашсан юн илекен станцие кайрăм. Манăн юн çын пурнăçне çăлма пултарни хавхалантарчĕ, шиклĕхе сирме пулăшрĕ», — терĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки Софья Абросимова.

Софья медицина факультетĕнче 6-мĕш курсра «Сиплев ĕçĕ» специальноçпе вĕренет, юн паракансен юхăмне студентсен йышĕнче сарма тăрăшать. Пулас тухтăр «Донор юнĕ пурнăç парнелет» проект хатĕрленĕ. Ăна вăл Пĕтĕм Раççейри çамрăксен проекчĕсен конкурсне тăратнă. Куçăн мар майпа иртнĕ иккĕмĕш тапхăрта Софья çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ, 420 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Студенткăн проекчĕ аслă шкулсенче вĕренекен яшсемпе хĕрсен йышĕнче юн тата унăн компоненчĕсене парас ĕçе анлă сарассипе çыхăннă.

«Хам донор пулсан 18-35 çулсенчи çамрăксене çак ĕçе ытларах явăçтармалли пирки шухăшлама тытăнтăм. Проект авторĕ — эпĕ, анчах эпир ăна ушкăнпа хатĕрлерĕмĕр. Волонтерсемпе «Донор кунĕ», «Донор эрни» акцисем ирттерме палăртрăмăр. Университетри тĕрлĕ факультетра вĕренекенсене хамăрăн проектпа паллаштарасшăн. «Донор пул» фестиваль, «Монополи» евĕр вăйă та ирттересшĕн. Пĕтĕм мероприяти юн тата унăн компоненчĕсене пани пĕлтерĕшлĕ тата питĕ кирлĕ ĕç пулнине палăртĕ. Социаллă сетьсенче пулас донорсем, темиçе çул юн паракансем валли сĕнÿ-канаш посчĕсем вырнаçтарăпăр», — проектпа паллаштарчĕ Софья.

Çĕнĕ Шупашкар хĕрĕ шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти медицина колледжĕнче пĕлÿ илнĕ. Унта вĕреннĕ чухне Чăваш патшалăх университечĕ ирттернĕ «Уçă алăксен кунне» хутшăннă. ЧПУра пĕлÿ илекен студентсемпе, преподавательсемпе курнăçнă хыççăн хăйĕн умне тĕллев лартнă: урăх ниçта та мар, çак аслă шкулти медицина факультетне вĕренме кĕмелле. Ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Ултă çул вĕренсе те кунта килнĕшĕн пĕртте ÿкĕнмен Софья. Çаврăнăçуллă, темĕнпе те кăсăкланакан пике пирвайхи кунсенчех факультет пурнăçне хастар хутшăнма тытăннă. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


Юрий ЭНТИН: Эпĕ — «Чунга-Чанга» утравăн президенчĕ

«Антошка», «Лесной олень» тата ытти ача-пăча юррине итлесе миçе ăру çитĕнчĕ-ши? Çак хитсен авторĕпе, Юрий ЭНТИНПА, икĕ хут тĕл пулма тÿр килчĕ. Темиçе çул каялла вăл Чăваш Ене килнĕччĕ. Хальхинче Юрий Сергеевичпа Мускав облаçĕнче тĕл пултăмăр. «Манăн тава тивĕçлĕ ятсем çук. «Кирлĕ мар вĕсем», — теттĕм яланах. 2016 çулта РФ Президенчĕн премине тивĕçрĕм. Ун чухне Владимир Путин ман пирки калани килĕшрĕ. «Юрий Энтин ыттисенчен тÿрĕ кăмăлĕпе уйрăлса тăрать», — терĕ», — аса илчĕ паллă сăвăç. Хăйĕн пирки вăл шÿтлесе «Чунга-Чанга» утравăн президенчĕ» тет.

Халăх ыйтнипе

— Юрий Сергеевич, Совет Союзĕнчи паллă пĕр мультфильма та эсир çырнă юрăсемсĕр ÿкермен пуль. Хăй вăхăтĕнче сирĕн сăвва Юрий Левитан диктор та вуланă теççĕ. Чăнах-и ку?

— Çав сăвва юри кăна çырнăччĕ. Мĕншĕн тесен мăшăрăм: «Сăвă çырса лăпăртататăн. Çавах вĕсене никам та вуламасть», — тетчĕ. «Кирлĕ пулсан сăвва хаçатра ыранах пичетлĕç», — хуравларăм ăна. Чăн та, пичетлерĕç. Эпир «Московский комсомолец» хаçат редакцийĕ çумĕнче пурăнаттăмăр. Сăвва пĕрремĕш страницăрах пичетлерĕç. Кайран ман пата тăван шăнкăравларĕ те радио яма ыйтрĕ. «Санăн сăввуна Левитан вулать», — терĕ.

— Эсир çăмăлах мар вăхăтра, вăрçă çулĕсенче, çитĕннĕ. Çапах ачалăхри чи çутă аса илÿсем пурах ĕнтĕ.

— Эпĕ çуралнă вăхăтра чылайăшĕн асламăшĕ ку çĕр çинче пулман та. Вăл — иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсем. Шăп çавăн чухне пилĕкçуллăхсем пулнă. Ку вăхăта астумастăп. Ун чухне коллективизаци, индустриализаци иртнĕ. «Вăрçă пуçланиччен пурнăç çăмăлланса çитнĕ кăначчĕ, çав вăхăт телейлĕччĕ», — атте-анне çапла каланине астăватăп. Ачалăх тесен куç умне икĕ пулăм тухать. Пĕри — эпĕ ачасемпе урамра выляни. Анне чĕнсе илчĕ те радио умне вырнаçма ыйтрĕ. Часах Вячеслав Молотов пĕлтерĕшлĕ хыпар пĕлтерессине каларĕ. Вăрçă пуçланнă терĕç. Эпĕ урама хавасланса тухрăм, ытти ачапа ташлама тытăнтăм. Вăрçă вăл интереслĕ тесе шухăшлаттăм. Тăшмана темиçе кунрах аркатăпăр та вĕсем пирĕн майлă пулĕç, кайран Германире те социализм аталанĕ, эпир пурте туслă пурăнăпăр тесе шухăшлаттăм. 1941 çулхи çурла уйăхĕнче эпĕ аннепе тата тин çеç çуралнă йăмăкпа эвакуаципе Оренбург хулине кайрăм. Аннен пĕрремĕш кунхинех кăкăр сĕчĕ типрĕ. Пуйăсра сĕт тупма çук. Оренбурга çитсенех йăмăк вилчĕ, ăна çавăнтах пытарчĕç. Эпир тутар çемйинче пурăнма тытăнтăмăр. Унта никам та вырăсла калаçмастчĕ. Каçхине çывăрма выртсан тÿпенелле пăхрăм та тĕлĕнтĕм. Темшĕн, хам та пĕлместĕп, Мускавра пурăннă чухне тÿпене сăнаман эпĕ. Вăл çав тери илемлĕ, çав вăхăтрах хăрушă курăнчĕ. Ун чухне çăлтăрсем ÿкнĕ ĕнтĕ, эпĕ çакна ăнланман. «Мĕнле хÿрешкесем ÿкеççĕ-ши?» — тесе шутларăм. Ун чухне мана вăрçă Оренбурга çитнĕ, нимĕç самолечĕсем вĕçеççĕ пек те туйăннăччĕ. Çавăнпа пĕрремĕш каçхине çывăрмасăр тÿпенелле пăхса выртрăм. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


«Ĕмĕр тăршшĕпех виле пытартăм, хам 3 хут вилĕмрен хăтăлтăм»

«Мухтав Турра, 90 çула çитиччен пурăнатăп тесе ĕмĕрне те шутламан. Хурашурне çителĕклех куртăм. Савăнăçĕ вара шутлă çеç пулчĕ», — тет Раиса Соснова.

Вăрланă хĕр

1933 çулта Патăрьел районĕнчи Вăтаел ялĕнче кун çути курнă Раиса Григорьевнăн ачалăхĕ вăрçă вăхăтне лекнĕ. Çав вăхăтра ÿснĕ ытти шăпăрлан пекех выçлăхне те, нушине те курнă. Ашшĕ Григорий Козлов, Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пулнăскер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнман. Вăл фронтри асап çинчен ачисене тăтăшах каласа кăтартнă. Ним çуккипе салтаксем йыт пулли тытса çинĕ. Çавăнпа яланах хĕрĕсене: «Сирĕн вăрçă нушине курмалла ан пултăрччĕ», — тенĕ. Çемьере 4 хĕр çитĕннĕ, иккĕшĕ — малтанхи арăмĕнчен. Кĕçĕнни Раиса пулнă. Козловсен ывăлсем те çуралнă-ха, анчах чире пула пĕчĕклех вилнĕ. Раиса та ача чухне вилĕмрен хăтăлса юлнă. Килĕ умĕнчен юхакан Пăла шывĕ нумай çыннăн пурнăçне татнă. Ун чухне Раиса 5-6 çулта пулнă, тусĕсемпе шыва кĕмелле вылянă. Унччен те пулман — хĕрача авăр тыткăнне лекнĕ. Телее, хăйсен касĕнчи ача çакна курнă, Раисăна çÿçĕнчен туртса кăларнă. «Курас нуша пĕтмен, çавăнпа вилмен пуль ун чухне», — терĕ кинемей ассăн сывласа.

Вăрçă ачасене хăвăрт «çитĕнтернĕ». Раиса çав çул пĕрремĕш класс пĕтернĕ, вăрçă пуçлансан виçĕ çултан ытларах вĕренеймен, колхоза ĕçлеме тухнă. Учитель ăна малалла ăс пухмашкăн чĕннĕ, анчах хĕрача каяйман. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА. 

♦   ♦   


«Ял-салана ирĕке кăларсан халăх пире тав тăвать»

Çĕрпÿ районĕнчи Янтуш ялĕнче пурăнакан Андреевсен туслă çемйинче çитĕннĕ Сергей Булыгин чăн-чăн арçыннăн салтак аттине тăхăнмалли çинчен ача чухнех пĕлнĕ. Вăл 14 çул тултарсанах çар тивĕçне пурнăçласси пирки тĕплĕ шухăшланă. Тверь облаçĕнче хĕсметре тăнă вăхăтра контракт çырма палăртман вăл. Тăван тăрăхне таврăннă чухне пуйăсра малашлăх çинчен шухăшласа пынă… Ирхи виçĕ сехетре çитнĕ вăл киле. Çывăх çыннисемпе сĕтел хушшинче ăшшăн калаçнă хыççăн кăштах тĕлĕрсе илнĕ, ирхи 9 сехет тĕлне вăл çар комиссариатне васканă. Çĕршыва малалла та хÿтĕлеме хатĕр салтак çавăн чухнех контракт алă пуснă. Часах ăна çемйи Чечняри çар чаçне ăсатнă. Ку иртнĕ çулхи кĕркунне пулнă.

Пĕччен паттăр мар

Чăваш каччи мотострелоксен 291-мĕш гварди полкĕнче хĕсметре тăрать. Чечняри Борзой поселокĕнче вырнаçнă чаçри салтаксем Крымри полигонра вĕренÿре пулнă. Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнченпе вĕсем хĕрÿ çапăçусене хутшăнаççĕ.

«Эпир неонацистсемпе хăй тĕллĕн çÿрекен артиллери установкипе, САУшкăпа, кĕрешетпĕр. Мана оруди командирне çирĕплетрĕç. Малтан эпĕ наводчикчĕ. Ятарлă курсра вĕреннĕ хыççăн хĕç-пăшал техникине ертсе пыма шанчĕç. Пирĕн йышра – Наран наводчик, Владимир водитель-механик /вăл Чечня вăрçин икĕ тапхăрĕ витĕр тухнă, Украинăри çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе хутшăнать/, зарядпа тивĕçтерекен Роман. Питĕ туслă эпир. Çарта, уйрăмах хĕрÿ çапăçу вăхăтĕнче, пĕччен нимĕн те тăваймастăн. Пĕр шухăшлă пулни, пĕр-пĕрне итлени пĕлтерĕшлĕ. Пĕр хĕç-пăшал тытса çапăçакансемшĕн — пушшех те», — каласа кăтартрĕ Сергей телефонпа çыхăнсан.

Малтанах чăваш салтакĕ Мелитополь хулинче неонацистсене тĕп тăвакан ушкăнра пулнă. Ку хулана икĕ кунра ирĕке кăларнă. Ун хыççăн Запорожье облаçĕнчи Токмак хулине неонацистсенчен тасатнă. Ку хулара Раççей салтакĕсем пĕр эрне çапăçнă. Ун хыççăн Пологи хулине çул тытнă. Ăна ирĕке кăларнă хыççăн — Донецк халăх республикинчи Никольское поселокне. <...>

Ирина ПУШКИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.