Чăваш хĕрарăмĕ 41 (1269) № 20.10.2022

20 Окт, 2022

Хĕрарăм куçĕ…

…Шупашкар каччи Дмитрий Любимов çарта контракт мелĕпе хĕсметре тăнă. Ятарлă çар операцине çу уйăхĕнчен пуçласа хутшăннă вăл. Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче икĕ çамрăка çăлас тесе хăй аманнă. Виçĕ уйăх йĕркеллĕ тăна та кĕреймен, нимĕн те ас туман: хăйĕн ятне те, ăçтан пулнине те… Çемье вара çак вăхăтра шанăçа çухатмасăр ывăлне, упăшкине, ашшĕне шыранă, кĕтнĕ. Дмитрий чĕрине икĕ хутчен тĕлĕнмелле кăткăс операци тунă, икĕ хутчен тухтăрсем ăна вилĕм аллинчен туртса илнĕ. Халĕ арçын ас тăвăмĕ таврăнса пырать. Çывăх çыннисене вăл чĕрĕ иккенне пĕлтерни çемьешĕн мĕн тери пысăк савăнăç пулнине калама та кирлĕ мар-тăр.

Çак кунсенче РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тата Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Наталья Николаева Санкт-Петербургри С.Киров ячĕллĕ Çар-медицина академийĕнче пулнă. Кунта сипленекенсем ятарлă çар операцине хутшăннă, аманнă хыççăн асăннă академин госпиталĕсенче сипленеççĕ. Алла Леонидовнăпа Наталья Алексеевна çар çыннисем патне 600 курупка парне илсе çитернĕ /вĕсене пухма «АККОНД» фабрика, Чăваш кĕнеке издательстви, шкул ачисем пулăшнă/. Тĕрлĕ çулти вĕренекенсем çар çыннисем патне чуна хускатакан йĕркесем шăрçаланă, вĕсене ÿкерĕксемпе çирĕплетнĕ. Аманнисем, кунта тĕрлĕ регион çынни сипленет, парнесем хăйсен кăмăлне кайнине пĕлтернĕ. Унсăр пуçне вĕсем хăйсене пĕчĕк, анчах та çирĕп кăмăллă Чăваш Ен тĕревленине туйса илнĕ.

Алла Салаевăпа Наталья Николаева хамăрăн етешсемпе: Дмитрий Ястребцевпа, Андрей Андреевпа, Дмитрий Любимовпа — тĕл пулнă. <...>

М.МИХАЙЛОВА.

♦   ♦   


Чĕрĕк ĕмĕре тăсăлнă шырав

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Çĕньялтан фронта тухса кайнă арçынсен йышĕнче Иван Хохлов та пулнă. Пĕр ялти Иван Нефедовпа юнашар вырнаçнă полксенчех тăшманпа кĕрешнĕ вĕсем. 1162-мĕшĕнче çапăçнă Иван Николаевича килне таврăнма пÿрнĕ. Иван Прокопьевича вара… Кăçалхи Çимĕкре унăн мăнукĕ Анатолий Хохлов аслашшĕ юлашки кунсене пурăннă тăрăхран, Калуга облаçĕнчен, тăпра илсе килсе асламăшĕн вил тăпри çине сапнă. 1990 çултах пуçланă шырава тĕллеврен пăрăнма хăнăхман патриот тинех ăнăçлă вĕçлеме пултарнă. Анатолий Сергеевич вăй питти ÿсĕмре районти комсомол организацийĕнче, ял хуçалăх ĕçченĕсен профсоюзĕн районти уйрăмĕн ертÿçинче, страхлакан агентствăра вăй хунă. Хут ĕçне лайăх пĕлекенскер историпе пурнăç тăршшĕпех кăсăкланать.

Асламăшĕн сăмахĕ

— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн ялтан 130 çын тухса кайнă. Вĕсенчен çуррин пурнăçĕ çапăçу хирĕнче татăлнă. 21 çын тыткăна лекнĕ. Шел, хыпарсăр çухалнисем те чылайăн — 36 çын. Пирĕн çемьерен малтанхи вăхăтрах 1903 çулта çут тĕнчене килнĕ асатте тата унăн шăллĕ Павăл тухса кайнă. Пĕртăвансем иккĕшĕ те хыпарсăр çухалнă, вĕсем çинчен яла нимĕнле хут та килмен. Атте Сергей Иванович1943 çулхи кĕркунне кайнă фронта. Киле вăл 1950 çулта кăна таврăннă. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Укçалла туяннă «арăмсем»

Çемьене те укçалла туянма пулать иккен. Çапла çав, çапла, куç йăнăш курмасть, тĕрĕсех вулатăр — çемьене. Анчах юрату, килĕшÿ, пулăшу, тĕрев, ача-пăча текен сăмахсем çук ку тĕслĕхсенче. Тĕрĕссипе, арăмĕпе упăшки те çук. Хут çинче кăна вĕсем.

Акă Шупашкарта пурăнакан пике те Африка каччипе пĕр-пĕринпе пурăнма мар, капла кăна пĕрлешнĕ. Укçашăн. Анчах та прокуратура ĕçченĕсем ыйтнипе суд суйса мăшăрланнăскерсене уйăрнă. Саккун хуралçисем çакна мĕнле майпа асăрханă-ха? Епле тавçăрнă? Ют патшалăхран килнĕ çынсемпе пĕрлешнĕ чăваш хĕрĕсем лайăх е япăх пурăннине тĕпчес тĕллев пулман, паллах, вĕсен ĕçĕнче. Шупашкарти Ленин район прокуратури миграци саккунне епле пурнăçланине тишкернĕ. Шăпах тĕрĕслев ирттернĕ май çакна уçăмлатнă: 2021 çулта Гвинея каччи социаллă сеть урлă çыру çÿретнĕ май пĕлĕшне, Шупашкарта пурăнакан пикене, хушма тупăш сĕннĕ. 50 пин тенкĕпе пĕрлешме ыйтнă. Хĕр килĕшни кăна кирлĕ пулнă каччăна — урăх нимĕн те. Кун пек майпа Раççей Федерацийĕнче пурăнма ирĕк паракан документсем пухма чылай ансатраххине каланă вăл. Хутсене кирлĕ пек йĕркеленĕ хыççăн уйрăлмашкăн калаçса татăлнă çамрăксем. <...>

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.