Тантӑш № 40 (4809) 13.10.2022

13 Окт, 2022

«Атте-аннерен, тăван çĕршывран хакли çук»

«Даша Воробьева пĕрремĕш хут шкула килни халĕ те куç умĕнчех. Иккĕмĕш класран вĕрентме тытăннă эпĕ ăна. Пурне те пулăшма тăрăшакан, пуринпе те пĕр чĕлхе тупакан уçă кăмăллă хĕрача патне класри ачасем малтанхи кунранах туртăнма пуçларĕç. Мĕн каланине вăхăтра тата тĕплĕ тунăран класс ăна шанатчĕ. Пурне те ырă тĕслĕх кăтартатчĕ. Кăçал тăваттăмĕш класпа сыв пуллашса пиллĕкмĕшне куçрĕ», — çапла каласа кăтартрĕ Елчĕк вăтам шкулĕн кĕçĕн классене вĕрентекенĕ Алина Данилова.

Тумĕ илĕртнĕрен кăна мар Тăватă çул хушшинче Дашăн нихăçан та «4» паллă тухса курман. Алина Николаевна вĕрентекен каланă тăрăх, унăн тетрачĕсем яланах таса та тирпейлĕ пулнă. Кăçалтан вăл кадет класĕнче вĕренет. «Эпĕ кăна мар, çур класс кадет пулас терĕмĕр. Тумĕ илĕртнĕрен мар, пĕчĕкренех стройпа утма, патриот юррисем шăрантарма килĕшет пире. Тăван çĕршыв историйĕпе кăсăкланатпăр. Кĕçĕн класра чухнех кадетсем çине ăмсанса пăхаттăмăр, халĕ хамăр та вĕсен йышĕнче. Çак ретре уйăх ытла кăна-ха, çапах та хамăр суйласа илнине тÿрре кăларасса, шкул ятне çÿле çĕклессе шанатпăр», — терĕ пиллĕкмĕш класс хĕрачи. Даша пĕрремĕш хут парта хушшине ларнăранпах тĕрлĕ конкурса хутшăнма юратать. Уйрăмах чăвашла сăвă пăхмасăр каласси лайăх пулать унăн. Республика шайĕнче чылай хутчен малти вырăнсем çĕнсе илнĕ хĕрача. СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ илемлĕ вулав конкурсĕнче те çĕнтернĕ Даша. Сăввисене чуна витермелле, куççуль тухмалла каланипе… Константин Ивановăн «Нарспи» поэмин пĕр пысăк сыпăкне пĕрремĕш класрах аван пĕлнĕ вăл. Илемлĕ те уçă саслăскер Чăваш наци радиовĕпе те сăвăсем шăрантарнă Даша. Пуринчен ытла ÿкерме юратать маттур вĕренекен. Çут çанталăкăн кирек хăш вăхăтне те хитре сăнлама пултарать вăл. Ку ăсталăха Елчĕкри ÿнер шкулĕнче вĕреннĕ. «Палас тĕрри» кружока та юратса çÿренĕ пĕр вăхăт. Шел те, уроксем хыççăн кÿршĕ яла автобуспа çитмеллине пула пăрахма тивнĕ. Çыпăçуллă алăллăскере ÿнер шкулĕнче тÿрех асăрханă, унăн ĕçĕсене куравсенче те пахаланă. «Хам та сăнанă, Даша йĕппе çип тытсан унăн тĕрри хăйне хăй пулса пырать тейĕн. Темиçе хут ăнлантармалла мар ăна, пĕрре кăтартнипех астуса юлать, вĕрентекенсем те çаплах калатчĕç», — ылтăн алăллă хĕрачишĕн савăнать амăшĕ Алина Анатольевна. Уроксем хыççăн бассейна çÿрет Даша. «Кадетăн йăлтах пĕлмелле: лайăх ишме те, хитре ташлама та, хăвăрт чупма та. Пирĕн çемьере халь икĕ кадет. Вуннăмĕш класра вĕренекен аппа Ксюша та вĕсен ретĕнче. Эпир иксĕмĕр те мĕн те пулин çĕнни шыратпăр, алă усса ларма юратмастпăр», — пĕлтерчĕ Даша. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


Юный Айболит

У каждого ребенка есть свое увлечение. Так и ученик 8 класса 7-ой школы имени Олега Беспалова города Чебоксары Данила Тонышев лечит и пристраивает в добрые руки домашних животных.

Его подопечные – кошечки, собачки и птички. Таким благородным делом молодой ветеринар занимается с начальных классов. Сначала под его присмотром находились, голуби и вороны. За все это время ему удалось помочь 10 питомцам. Трехлетнюю кошку Чери и трех щенят, Грету, Монику и Рекса, мальчик оставил себе. Сейчас они живут у бабушки в деревне Яуши в Чебоксарском районе. Также восьмиклассник находит хорошие семьи для хвостатых в социальных сетях через различные группы пристроя. «Несколько месяцев назад я принес домой с улицы вороненка. Он совсем не умел летать. Я его выхаживал в течение недели. Обучал летать, сажал на руку и передвигал руку с птенцом вверх и вниз. Так и научил», – улыбаясь, рассказывает мальчик. Данила трепетно и с любовью относится к каждому животному. Встретив на улице бездомного котенка или щенка, он никогда не пройдет мимо. А заберет его домой и будет ухаживать. Сначала посетит с ним ветеринарную клинику, чтобы узнать о состоянии здоровья животного. Если у усатых приятелей обнаруживаются какие-то болезни, он постарается их вылечить и будет беспрекословно следовать рекомендациям ветеринарного врача. Как рассказывает сам школьник, в большинстве случаев у щенков и котят с улицы бывают больные ушки и глазки. Их им он обрабатывает хлоргексидином. Но помимо лечения, его маленьким друзьям нужно правильное питание, уборка за ними, надлежащий уход и внимание. Поэтому Данила кормит их специальным кормом, дает и домашнюю еду, а щенятам покупает кости-лакомства для чистки зубов. Он тщательно следит и за чистотой своих домашних питомцев: купает один раз в месяц и расчесывает почти каждый день в зависимости от периода линьки животного и длины его шерстки. Оказывается, приучить котенка к порядку очень легко. Просто нужно проявить терпение. Если малыш проказничает, то не нужно его ругать. Необходимо убрать за ним и обработать место специальным средством. А уж он сам в конечном итоге поймет, что так делать не следует. Караулить и пытаться достигнуть положительного результата силой бесполезно. Все равно сделают по-своему, такие уж они упрямые существа. <...>

Ирина ЧЕРНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.