Çамрăксен хаçачĕ 39 (6438) № 06.10.2022

6 Окт, 2022

«Ĕçе çитсен хама киле килнĕ пек туятăп»

Чăваш наци радиовĕнчи «Кĕрекене пуçтарăнсан» кăларăма кăмăллакансем унăн сассине лайăх пĕлеççĕ. Радиоитлекенсем патне ăшă салам сăмахĕсене И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки Анастасия Сидорова вĕçтерет.

Волонтер та, староста та

— Настя, сана пирĕн тĕпелте курма питĕ хавас. Паян эсĕ питĕ ĕçлĕ пулин те манпа калаçма вăхăт тупрăн. Вĕренÿрен — студентсен канашĕн председателĕсен пухăвне, унтан радиона каçхи кăларăма ертсе пыма васкатăп терĕн. Кала-ха, эсĕ ачаранпах çавăн пек хастар-и?

— Веçех 5-мĕш класа куçсан пуçланчĕ. Эпĕ Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпаран. Чăваш чĕлхи предметне Маргарита Кузнецова вĕрентме тытăнчĕ. Вăл мана тĕрлĕ мероприятие, çав шутра районта иртекен сăвă конкурсĕсене те, явăçтарма пуçларĕ. Манăн пулсах каймастчĕ. Конкурса каяттăм та вырăн йышăнаймасăр таврăнаттăм. Çапах куншăн пĕрре те пăшăрханмастăм. Маншăн виççĕмĕш сыпăкри тете Володя Тяптушкин тĕслĕх пулнă. Халĕ вăл – кино тата театр актерĕ, Мускаври Пĕчĕк театрта ĕçлет. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра сăвă конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнатчĕ. «Хальхинче пулмарĕ, тепрехинче çĕнтеретĕн», — çапла хавхалантаратчĕ Маргарита Григорьевна. Вĕреннĕ вăхăтра мана кичемччĕ. Ялан темĕн тăвас килетчĕ, темĕн çитместчĕ. Сăвă конкурсĕсене ытларах çуркунне йĕркелетчĕç. Çавăнпа пĕрмай тарăхаттăм. «Конкурса хăçан каятпăр-ши?» — теттĕм. Халĕ те çаплах, пĕр вырăнта ларма пултараймастăп.

— Тен, эсĕ те паллă актриса пулаяттăн. Анчах эсĕ чăваш филологийĕн уйрăмне суйланă.

— Пурнăçăма чăваш тĕнчипе çыхăнтаратăп тесе 8-мĕш класрах палăртрăм. Ĕмĕт патне талпăнтăм. Паллах, конкурссенче çĕнтерни те хавхалантарса пычĕ. Район чысне хÿтĕлеме Шупашкара та пĕрре мар кайрăм. Аслă классенче Елчĕкри шкулта пĕлÿ илтĕм. Вырăс чĕлхипе математикăсăр пуçне обществознани предмечĕпе экзамен тытрăм. ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетне кĕреймен тĕк мана урăх çĕре йышăнмĕччĕç. Мĕншĕн тесен эпĕ урăх предмет суйламан. Пĕр хăрамасăр тенĕ пек çапла турăм. ЧПУна кăна вĕренме кĕмешкĕн заявлени патăм. Университетра чăвашла сочинени çыртăм. Аудиторие çамрăк нумай пухăннăччĕ. «Пурте вĕренме килеççĕ-ши?» — тесе хăраса ÿкрĕм. Çурри те студент пулса тăраймарĕ. Эпĕ 100 балран 90 ытларахăшне пухрăм.

— Студент пулса тăрсан сана тÿрех староста тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Ку яваплăх хăратмарĕ-и?

— Хама пĕрремĕш кунхинех кăтартрăм. Пирĕн уйрăмра йăла пур: студентсемпе преподавательсем тин çеç вĕренме килнисене ăшшăн, юрă-ташăпа кĕтсе илеççĕ. Иван Иванов преподаватель сăвă вуласа хавхалантарчĕ те, эпĕ тĕрĕс çул суйланине, кирлĕ вырăна килнине тепĕр хут ăнлантăм. Студент билетне тыттарсан пире хамăр çинчен каласа пама ыйтрĕç. Паллах, ĕнерхи шкул ачисем сăпайланчĕç, кĕскен çеç хуравларĕç. Эпĕ пĕр вăтанмасăр чăваш чĕлхипе культурине аталантарас килнине пĕлтертĕм. Çапла мана староста пулма шанчĕç те. 2-мĕш курсра вара хамăр факультетăн студентсен канашĕн председателĕ пулса тăтăм. Паллах, ку яваплă ĕç. Студентсемпе яланах çыхăнура пулмалла, пĕр чĕлхе тупмалла. Вĕсем санра тĕслĕх курмасан итлемеççĕ те, ĕçе хутшăнма та васкамаççĕ. Малтан йывăртарахчĕ, хăрататчĕ. Мĕншĕн тесен манăн, 2-мĕш курс студенткин, хамран аслăрах çамрăксемпе те ĕçлемеллеччĕ. Халĕ хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ.

— Университетра волонтер центрĕ тухăçлă ĕçлет. Студент сакки çине ларсан эсĕ те ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнма тытăнтăн пуль?

— Тĕрлĕ мероприятие йĕркелеме хутшăнтăм. Тĕрлĕ района агитаци мероприятийĕсемпе çÿреттĕмĕр. Шкул ачисене хамăр университет пирки каласа кăтартаттăмăр. Пĕлтĕрхи кĕркунне «Чăваш арчи» проекта пурнăçлама тытăнтăмăр. Чăваш чĕлхипе культури пирки вăйă евĕр каласа паратпăр. Малтан ачасемпе, студентсемпе заняти мĕнле ирттермеллине ăнланмастăмăр. Ку енĕпе ятарласа вĕрентĕмĕр. Пĕрремĕш урока астăватăп. Ăна урăх факультет студенчĕсемпе ирттертĕм. Питĕ пăшăрхантăм. Халĕ вара хама шыври пулă пекех туятăп. Шкул ачисемпе, тĕрлĕ факультетри студентсемпе, çав шутра ют çĕршывран килнисемпе те, занятисем ирттеретпĕр. Урăх патшалăхсенчен вĕренме килнисем вĕсене тата ытларах кăмăлласа йышăнаççĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


«Ачасем телейлĕ пулччăр тесе тăрăшăпăр»

Пĕрисем хăйсен ыйтăвĕсене социаллă сетьсенче хăварнă, теприсем «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче студие шăнкăравласа çитнĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче ирттернĕ «тÿрĕ линие» 300-е яхăн ыйту килнĕ. Олег Алексеевич 2 сехетре 30-тан ытларахăшне хуравларĕ. «Тÿрĕ лини» пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче хăйне евĕр форматпа иртрĕ: эфира çамрăк журналистсем те, ачасем, ертсе пычĕç.

Малтанах Олег Николаева ача чухнехи чи телейлĕ саманта аса илме ыйтрĕç. «Çывăх çынсем çумра чухне ача хăйне телейлĕ туять. Чи çывăххисем вара — аттепе анне. Эсир ыйту парсанах куç умне çакă тухрĕ. Аннен çуралнă кунĕнче атте пире пурне те пуçтарчĕ те, унăн хăлхине туртма чупрăмăр. Атте питĕ ир çĕре кĕчĕ. Эпĕ унран 7 çулта юлтăм», — аса илчĕ Олег Алексеевич. Республикăра çитес çул — Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ. 12 вариантран мĕншĕн шăпах çак темăна суйланă? «2023 çула Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе палăртни, манăн шухăшпа, обществăна çак темăпа кăсăклантарма кăна мар, шăпăрлансем телейлĕ пулччăр тесе условисем тума пĕтĕм ресурссене пĕрлештермелли механизма та тупма май парать. Палăртмалла: РФ Президенчĕ çĕршывра çитес çул Педагогпа наставник çулталăкĕ пулнине çирĕплетнĕ, Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ унпа тачă çыхăнса тăрĕ. Раççейре 2018-2027 çулсенче ачалăх вунă çуллăхĕ пулни те пĕлтерĕшлĕ», — терĕ регион Пуçлăхĕ. Кăçал республикăра ача-пăча туризмне аталантаракан программа ĕçлеме тытăннă. Унпа килĕшÿллĕн, шăпăрлансем Чăваш Енри паллă, хитре вырăнсене курса çÿреççĕ. Кун валли патшалăх укçа уйăрать. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче тата мĕнле мероприятисем йĕркелеме палăртнă? «Паллах, мероприяти нумай пулĕ. Халĕ шăпах плана йĕркелес ĕç пырать. Патшалăх кашни ачана пулăшас тесе хăйĕнчен мĕн килнине йăлтах тăвĕ. Эпир 2020 çулта хамăр ума тĕллев лартрăмăр: вĕрентÿ тытăмне кашни ачан аталанăвĕн траекторине палăртас тесе йĕркелемелле. 2021-2022 çулсенче тунă ĕçсем пире Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче çав тĕллеве пурнăçлама мар пулин те, ун патне çывхарма май парать. Вĕрентÿ тата воспитани ыйтăвĕсем тĕп вырăнта пулĕç. Тепĕр ыйту — Куславккасенчен. «Хулари икĕ шкул стадионĕнче те хыт хура ашкăрать. Баскетбол щичĕ çинче те ункăсем çук. Чупмалли çулсем вырăнăн-вырăнăн арканнă. Стадиона туса пĕтерменшĕн кам айăплă? Ăна хăçан хута ярĕç?» — ыйтнă Анатолий Тимофеев. «Унта веçех лайăхах мар пуль-ха… Анчах ыйтăва парсан куç умне çакнашкал ÿкерчĕк тухать: унта бомба пăрахса пĕтернĕ тейĕн. Ахăртнех, ун пекех мар. Çапах хальлĕхе стадион стандартпа килĕшсе тăмасть. Ку ĕçе пĕлтĕр пуçăннă. 2021 çулта республикăри 53 шкула, 38 ача садне юсаса çĕнетнĕ. Стандарта палăртнă. Унпа килĕшÿллĕн, ача шкулта виçĕ енпе аталанма пултартăр: вĕренÿ, пултарулăх тата спорт. Иккĕмĕшĕнчен, шкулăн хăрушсăр тата хăтлă пулмалла. Виççĕмĕшĕнчен, пĕлÿ çуртне хальхи йышши техникăпа тивĕçтермелле. Ку пысăк ĕçе пĕр самантра тума çук, çавăнпа тапхăрăнтапхăрăн пурнăçланса пырать. Юсав ĕçĕсене каникул вăхăтĕнче пурнăçлаççĕ. Пĕрремĕш çулхине шкул корпусне юсаççĕ. Иккĕмĕш çулхине хăтлăлатаççĕ. Муниципалитетсенчи искусственнăй сийлĕ футбол уйĕсене требованисемпе килĕшÿллĕн тумалли федерацин çĕнĕ çумпрограммине Куславккари стадиона та кĕртнĕ. 2026 çулччен 50 процент таран юрăхсăра тухнă пур шкул патне те çитĕпĕр», — хуравларĕ Олег Николаев. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Пĕтĕм пурнăçăм тăван шкулпа çыхăннă»

«Çĕнĕрен çуралмалла пулнă тăк эпĕ вĕрентекен профессинех суйлăттăм. Мĕншĕн тесен тăвансенчен нумайăшĕ педагог: аттепе анне, шăллăм Вова, хĕрĕм Юля, хăтасемпе тăхлачăсем…» — хавхаланса калаçăва пуçларĕ Патăрьел районĕнчи Ыхра Çырми шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Кулакова.

Çын пуласса шанман Светлана Пантелеймоновнăна 30 çула яхăн пĕлетĕп. Вăл районти чăваш чĕлхи учителĕсен пĕрлешĕвне темиçе çул ертсе пырать ĕнтĕ. Вăл тăрăшнипе тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем пĕр чăмăрта ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне Светлана Пантелеймоновна — Чăваш наци конгресĕн Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи те. Унран вĕренмелли чăннипех те нумай. Интернетра сарăлнă чылай чăвашла открыткăпа видео авторĕ вăл, çавăн пекех чăвашла страницăсене тытса пырать. «Пур çĕре те ăçтан ĕлкĕрет-ши?» — тесе тĕлĕнетĕп унран. Çав вăхăтрах ачасене те пĕлÿ парать, вĕсене тĕрлĕ конкурса хутшăнтарать. Светлана Кулакова çак районтах, Чăваш Ишекĕ ялĕнче, çуралнă, Ыхра Çырми шкулĕнче 10 класс пĕтернĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван шкулне таврăннă. Унтанпа вăл çавăнта тăрăшать, чăваш чĕлхипе литературине 30 çул вĕрентет. Ашшĕпе амăшĕ, Пантелеймонпа Лидия Шихрановсем, иккĕшĕ те пединститутăн физмат факультетне пĕтернĕ, малтан — кÿршĕ ялти, кайран хăйсен ялĕнчи шкулта ачасене вĕрентнĕ. Шихрановсен малтан йĕкĕреш çуралнă: Света тата Славик. Вĕсем 7 уйăхра кун çути курнă. Светлана пĕр килограмм çурă çеç тайнă. Ытла пĕчĕкскер, вăйсăрскер кăкăр ĕмеймен, яланах йĕнĕ. Аслисем унран çын пулать тесе шутламан та. Ачасене пăхма кукамăшĕ пулăшнă. Ăна вĕсем халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Светлана ÿссен кам пулассине пĕчĕк чухнех пĕлнĕ. Ашшĕпе амăшĕ пек — учитель. Каярахпа Шихрановсен 3 арçын ачапа 1 хĕрача çуралнă. Светлана кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Ашшĕпе амăшĕ ачисене тĕрлĕ хаçат çырăнса панă. Вĕсен шутĕнче «Пионерская правда» та пулнă. 1985 çулта Светлана амăшĕ çинчен статья хатĕрлесе çак хаçата ярса панă. Редактора вăл питĕ килĕшнĕ. Кун хыççăн кăларăм ĕçченĕсем Чăваш Ене çак çемьепе паллашма килнĕ. Каярахпа хаçатра чăваш ялĕнчи учительсен çемйи пирки пысăк статья пичетленнĕ. Ку Светланăшăн журналистикăри пĕрремĕш утăм пулнă. Унтанпа районта, республикăра тухса тăракан кăларăмсенче миçе статья пичетленĕ-ши вăл? Светлана Пантелеймоновна халĕ те журналистикăпа кăсăкланать, чăвашла тухса тăракан пур хаçат-журнала та çырăнса илет. «Çамрăксен хаçачĕ» ирттернĕ конкурсра икĕ хутчен çĕнтернĕ, театра кайма билет çĕнсе илнĕ. «Паллă çынпа юнашар» конкурса та хутшăннă. Халĕ пĕтĕмлетĕвне кĕтет. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


«Хальччен никама та чăрмантарман гаража ишсе антарма хушаççĕ»

Хăй вăхăтĕнче вăл агрономи литературине вуланă. Халĕ унăн çÿлĕкĕсем çинче — РФ Конституцийĕ, Граждан кодексĕ, Çĕр кодексĕ… Георгий Саландаева вĕсене вулама нуша хĕтĕртнĕ. Вăл суда миçе хутланин шутне те манса кайнă.

Хăех ваккат пулнă «Ку ĕç-пуç пирки каласа кăтартма пĕр эрне те çитмест. Çапах кĕскен те пулин каласа кăтартăп, — калаçăва пуçларĕ тивĕçлĕ канури арçын. — Эпĕ 1984 çулта Шупашкарти «Мирный-2» гараж кооперативĕнче гараж туянтăм. Ун чухне манăн «ВАЗ-2101» машина, урăхла «Копейка» ĕнтĕ, пурччĕ. Эпĕ чăнкă арçын пулнă /кулать. – Авт./ Вăл вăхăтра автошкул директорĕн заместителĕнче ĕçлеттĕм. Гараж 21 тăваткал метр çĕр çинче вырнаçнă. Туяннă хыççăн 2 çултан çумĕнче хушма çурт /пристрой/ çĕклерĕм. Ун хыççăн çĕр лаптăкĕ 50 ытла тăваткал метрпа танлашрĕ. Ăна кайран регистрацилетĕп терĕм. Шупашкар хулин тĕп архитекторĕ патĕнче икĕ хут пултăм. Вăл проект туса пачĕ, алă пусрĕ, пичет çапрĕ. Çакна çирĕплетекен хутсем пур. Кайран Росреестрăн Чăваш Енри управленине документ тутарма кайрăм та мана хула администрацине çитме сĕнчĕç. Унта кайрăм — документ памаççĕ. Çĕре виçсе участок чиккине /межевани/ тумаллине каларĕç. Манăн тăн пекки пăртак пур та… «Ара, çĕре 1983 çултах межевани тунă-çке», — терĕм. Ку процедурăна тумасан çĕр çинче никам та нимĕн те ларттармасть. Строительсен йĕрки çапла: гараж лартиччен çĕре пайлаççĕ, чиккисене палăртаççĕ. Межевани çавах тутартăм. Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕнчен килсе виçсе кайрĕç. Пристрой тунă хыççăн эпĕ 2-мĕш хутне хăпартрăм. Кирпĕч çуртăн лаптăкĕ 100,4 тăваткал метр пулчĕ. Кайран архитектор килсе виçрĕ, 2 хутлă çуртăн проектне те турĕ. Манăн çавах документ çуккине каларĕç. Хулари çĕрйĕркелÿ организацине кайрăм. Унта ĕçлекенсене 7 пин тенкĕ тÿлесе участок чиккисене тутарттартăм. Кайран хула администрацине кайрăм. Мана каллех: «Çĕр лаптăкĕн чиккисене палăртма документсем çук», — терĕç. «Ку çĕр лаптăкĕ манăн пулнине мĕншĕн çирĕплетместĕр?» — тесе ыйтрăм. Каллех документ çуккине каларĕç. «Ăна ăçтан тупмалла?» — терĕм. Ара, вĕсен памалла та-ха. Ун чухнехи хула администрацийĕн пуçлăхĕ патне çыртăм. Çав çĕр лаптăкне укçалла та пулин пама ыйтрăм. Эпĕ — йăлăхтаракан çын. Кашни кун ĕçе кайнă пек çÿренипе ывăнсах çитрĕç пуль. Юлашкинчен суда кайма повестка килчĕ. Унта та мана палласа çитрĕç, кĕрсенех сывлăх сунатчĕç. Администраци ĕçченĕсем çырнă заявленире манăн çак çĕр çинчи çурта ишмеллине каланă. Суд ларăвĕнче тĕрлĕ кодексри саккунсене вуласа патăм. Малтан мана çĕр лаптăкне 25 çуллăха арендăна панă вĕт. Çакна саккуна пăсса тунине пĕлтертĕм. Арендăна илес пулсан йĕрки çапла пулмалла: эпĕ заявлени çыратăп, ăна 2 эрнере пăхса тухаççĕ, кайран çĕре тара памаллине татса параççĕ. Мана хăйсемех, тара парăр тесе ыйтмасăрах, алă пустарнă. Халĕ тата суда параççĕ терĕм. <...>

Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.