- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантӑш № 37 (4806) 22.09.2022
Йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшасшăн
Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Настя Игнатьева нумай пулмасть республикăри «Çулталăк вĕренекенĕ» конкурсăн «Çулталăк патриочĕ» номинацийĕнче çĕнтернĕ. Кунта пурĕ 56 ача хутшăннă, вĕсенчен çиччĕшĕ мала тухнă. Çак кунсенче маттур вĕренекене шкул ертÿлĕхĕ ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме тăратнă.
Сăвă калама ăста
«Настя Игнатьева пĕчĕк чухнех яваплăччĕ. Ăна шкулти кирек мĕнле ĕçе те шанма пулать, пахалăхлă тата тĕплĕ пурнăçлать. Пур енчен те пултаруллă. Пирĕн шкулта çавăн пек ачасем пур-ришĕн хĕпĕртетпĕр. Вăл — хастар кадет. Ушкăнпа республикăри пур конкурса та хутшăнаççĕ. Георгий балне, Çĕнтерÿ вальсне, патриот мероприятийĕсене каяççĕ-и — кирек ăçтан та çĕнтерÿпе таврăнса савăнтараççĕ», — ырласа калаçрĕ шкул директорĕ Зоя Васильева.
Чăн та, мĕнпе кăна кăсăкланмасть-ши Настя? Вăл ачаран спортпа туслă, футболла, волейболла аван вылять. Хĕллехи вăхăтра конькипе тата çунапа ярăнма юратать. Сцена çинче чăвашла сăвă каласси ăна пуринчен ытла киленÿ кÿрет. Иртнĕ çул Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа ирттернĕ конкурсра Настя Ухсай Яккăвĕн «Карлав аври касмашкăн кайрăм» сăввине пăхмасăр каласа республика шайĕнче çĕнтернĕ. Хĕрача хастар та маттур пулни тÿрех палăрнă пуль çав. Ахальтен ăна класра командир пулма суйламан ĕнтĕ. Çак ята улттăмĕш класран тивĕçлĕн тытса пырать вăл. Тĕрлĕ дистанцие чупасси, винтовкăран пересси, чăрмавсене иртесси, стройпа утасси, автомата 20 çеккунт хушшинче салатса пуçтарасси йывăр мар уншăн. Кăмăл çирĕплĕхĕпе, лартнă тĕллеве пурнăçлама пĕлнипе палăрса тăрать вăл шкулта. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Пĕр машина та юсавсăр тухман
Максим Нестеров Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕреннĕ, «Автомобильпе трактор электрооборудованийĕ» специальноçа алла илнĕ. 2011 çултанпа вăл çăмăл машинăсем юсать.
Пĕр хуçа патĕнче автосервисра виçĕ çул ĕçлерĕм. Пуçра малалла ăнтăлмалла, аталанмалла текен шухăш çуралчĕ. Çичĕ çул каялла Çĕнĕ Шупашкарта хам автосервис уçрăм. Унтанпа нумай машина ман алă витĕр тухрĕ, тĕрлĕ çынпа тĕл пултăм. Вĕсем кашни расна. Кутăнлашма юратакансем те, ман çумран каймасăр кашни пĕчĕк япалана пăхса тăракансем те пулкалаççĕ. Çавах алăка хупса тухса утас шухăш нихăçан та çуралман. Çав хушăрах теприсем машинине сăмахсăрах лартса хăвараççĕ те эпĕ шăнкăравласан килсе илеççĕ», – пĕлтерчĕ Максим Олегович.
Тĕрĕссипе, вăл пĕчченех ĕçлет. Апла пулин те пĕр кунра вăтамран 10-20 машина юсать. Çичĕ çул хушшинче ун патĕнчен пĕр машина та юсавсăр тухса курман. Тĕлĕнмелли самант сахал мар пулнă. Нумай пулмасть пĕр машина хуçи çур хулана чупса çаврăннă, анчах та ăна пулăшакан тупăнман. Шанăçне çухатнă водитель Максим Олегович патне çитнĕ. «Хăй каланă пек пуçа нумай шухăшлаттармалла пулмарĕ. Эпĕ ун ыйтăвне пиллĕк минутра татса патăм. Питĕ савăнчĕ. Çынсем час-часах список çырса килеççĕ. Ăна пăхсан темĕн те юсамалла. Тĕплĕнрех шухăшлатăн та машинăн пĕр пĕчĕк пайне юсанипех çырлахатăн. Вăрăм список часах «çухалать», – терĕ ăста автоэлектрик. <...>
Надежда КОЛЕСНИКОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать