Хаклашса тăма вăхăт çук

24 Сен, 2014

...Халăх сĕт пуçтаракансем миçере килессе пĕлет те – пĕчĕк бидонсем йăтса ял пуçне тухнă. Кунта юлашки хыпарсене илтетĕн, сĕт хакĕн ылмашăнăвне сÿтсе явма хутшăнатăн. "Леш касра вун тăваттăпа пуçтарнă, пирĕн мĕншĕн пĕр тенкĕ катăкрах?"– вĕчĕрхенет пĕр кинемей. "Ара эсĕ паян тин куç уçрăн-им, санпа кам хаклашса тăрĕ!" – аллине сулать кÿрши.

Çакнашкал ÿкерчĕк кашни ялтах. Çынсем сĕт хакĕпе кăмăлсăр. Унччен экономика хутшăнăвĕсен вак ыйтăвĕ шутланнăскер паян пысăк политикăна куçрĕ-çке. Республика ертÿçисем яла килсен халăх çав калаçăва пуçаратех.

Тĕрĕссипе, Михаил Игнатьевăн ерçÿ çукрах, районсене тухса ун йĕрке тумалла мар пек. Хресчене ним вырăнне хуман усламçăсене тăн кĕртекен тивĕçлĕ тытăмсем пур вĕт-ха, шел пулин те вĕсем ĕçлесе çитерейменни куç кĕрет. Ял пурнăçне витĕр курса тăракан республика ертÿçи çынсен нушине çывăха илсе вĕсен хутне кĕнине темиçе те сăнарăм.

– Сĕтĕн хăйĕн хакĕ пулмалла тесе эпĕ пĕрре мар каланă,– терĕ вăл пĕр тĕл пулура. – Самантпа усă курса пайтаçăсем нухрат туса юласшăн. Хресчен выльăх-чĕрлĕхе мĕнле пăхса ÿстерет, апат çиткелет-и – ку вĕсене вуçех хумхантармасть. Район администрацийĕсемпе вырăнти кăлавасен çак лару-тăрăва сăнасах тăмалла. Хака пĕр-пĕринпе калаçса татăлса юриех пĕчĕклетекенсем ытла та сĕмсĕрленеççĕ. Вырăнти влаç хăйĕн çирĕплĕхне кăтартмасан халăх пире мĕн калĕ.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов çурла уйăхĕнче сĕт пухакансене (республикипе 200 ытла организаципе предприниматель) канашлăва чĕннĕччĕ. Чылайăшĕ пыман. Шикли шикленнĕ – кĕрĕк пĕркеннĕ е чылайăшĕ ку мероприятие алă сулнă. Влаç – аякра, кунта эпир хамăр хуçа тенĕ ахăртнех.

Сергей Владимирович Канаш ра-йонĕн кураторĕ пулса çитмен ял хăварман тесен йăнăш пулмĕ. Пĕрлехи информаци кунĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, ытти ведомство çыннисене хытах ÿпкелесе каларĕ. Налук пухакансемпе ветеринарсем мĕншĕн питĕ мăран? Министр палăртнă тăрăх – сĕтĕн пысăк пайĕ республика тулашне ăсаннине пĕлсе тăрсах хутсене пичет çапса параççĕ. Хамăрăн тирпейлекен предприятисен хăвачĕн 40 проценчĕ ĕçсĕрри нимĕн чухлĕ те кулянтармасть иккен. Малтан шалти рынока апат-çимĕçпе ытлă-çитлĕ тултармалла, кайран кÿршĕ облаçсене леçме чару çук. Енчен те ветеринари службисем малашне те ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлесен вĕсен ертÿçисен вырăнне урăххисене тупса лартас ыйтăва çине-çинех çĕклеççĕ. Çавăн патне пыратпăр.

Тăвай районĕнче пулнă чухне хăш-пĕр çын ĕне сутас шухăшли сисĕнчĕ. Пĕр шухăшласан, сутма е какая ăсатма пулĕ-ха. Кама усă кÿрĕ ку? Сутсан кайран урăххине туянма йывăртарах. Тына пăруран сĕтлĕ ĕне тума темиçе çул кирлĕ. Чăваш ĕлĕкренпех выльăх нумай тытнă, çавăнпа паян республика ша-йĕнче "Кашни кил хуçалăхĕнче – ĕне" программа йышăнмалла тесе шухăшлатпăр.

Кĕтÿ йышĕ чакнине тепĕр самантпа сăлтавлаççĕ. Асăрхарăр пулĕ: тухтăрсемпе вĕрентекенсен, ытти тĕрлĕ кантурта ларакансен шалăвне хăпартрĕç те ялти интеллигенци выльăхпа аппаланасшăнах мар. Укçи пур та паха çимĕçрен татăк тăмаççĕ.

Ытти çулсенче ĕне тытакансене патшалăх енчен пулăшассипе нумай сăмахларĕç, лавĕ вырăнтан хускалманнине йышăнмалла. Нимĕн те улшăнман! Анăç санкцийĕсене кура Беларуçпа Хĕвел тухăç патшалăхĕсем сĕт продукчĕсемпе тивĕçтерессе шанатпăр-и? Ютран килнисем лавккасене хупласа хурĕç-ха, хамăрăн сĕт отраслĕ татах анса ларас хăрушлăх пур.

Апла пулин те хăш-пĕр çĕрте ырри пур пирĕн. Сăмахран,Етĕрне районĕнчи "Ленин-ская искра" сăнав хуçалăхне илĕпĕр. Икĕ ĕне ферминче сăвакан 300 пуç ĕне, кил хуçалăхĕсенче – 900 пуç. "Кашни килограмм сĕтшĕн тырă, утă-улăм валеçетпĕр", – пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи Валерий Герасимов. Патшалăх пулăшăвĕн витĕмĕ чакнипе çакнашкал утăм тунă Ачаксем. Вĕсен паха тĕслĕхне ыттисем алла илинччĕ.

Статистика суймасть. Юлашки тапхăрта Раççейре ĕне кĕтĕвĕн йышĕ çуллен 2-3 процент чакса пынă, сĕт 10 процент сахалрах суса илнĕ. Анăç чарăвĕсене пула пирĕн суту-илÿ мĕн ыйтнин 30 проценчĕ чухлĕ сыр, 20 процент ĕне çăвĕ илсе çитереймен. Чĕр тавар сахал чухне ун хакĕ хăпарасса кĕтсех тăр. Авăн уйăхĕнче тирпейлекен предприятисем туянакан хака вăтамран 3-4,7 процент ÿстернĕ, юпа уйăхĕнче сĕтшĕн 5 процент ытларах пама хатĕр-мĕн. Паллах, лавккасенчи хаксем улшăнĕç.

Отрасльте пĕр-ик çултах курăмлă улшăну пулса иртесси (çĕнĕ, ку чухнехи технологипе тунă сĕт-çу комплексĕсене паян-ыран туса лартаймăпăр, ăратлăха лайăхлатасси – темиçе çула тăсăлакан ĕç) иккĕленÿллĕ.

Çапах мĕн пуррипе пĕлсе усă курсан продукци калăпăшне (сыр производстви аталанать) ÿстермелли майсем пуррине çирĕплетеççĕ. Тĕслĕхрен, çÿлерех асăннă "Ленинская искра", Йĕпреç районĕнчи "Путиловка" агрофирма, "Красный партизан" юлташлăхсем çуллен куккурус нумай акса тăваççĕ, çавăнпа сăвăм пысăкрах.

Республикăра сĕт пуçтаракансен канашне йĕркелеме сĕнекен те пур. Тен, чăн та, çак тытăмра йĕрке пулĕ. Выльăх усраканăн усламçăсемпе хаклашса тăма вăхăчĕ çукрах.

Ялсенче сĕт пуçтарасси мĕнлерех пулса пынине пĕлес тĕллевпе Элĕк районĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕпе Анатолий Прохоровпа çыхăнтăмăр.

– Иртнĕ эрне пуçламăшĕнче пĕр килограмĕ 13 тенкĕ те 50 пусчĕ. Халĕ 50 пус хушрĕç. Эпĕ астăвасса, пĕлтĕр çак тапхăрта 15 тенкĕччĕ.

Кÿршĕллĕ Етĕрнере те 14 тенкĕпе пухма тытăннă. Республикăн ытти районĕсенче те çавнашкал "ÿсĕм"...

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.