«Яла пĕр купа укçапа та улăштармастăп»

24 Сен, 2014

Çак хĕрарăма пăрчăканпа танлаштарма пулать. Вăр-варскер пур çĕре те ĕлкĕрет, кашни ĕçе тĕплĕн пурнăçлать. Ахальтен мар ун пирки ачисем: «Анне аллинче ĕç вылянать», – теççĕ.

Сăмахăм Канаш районĕнчи Анаткас Татмăш ялĕнче пурăнакан Алена Владимирова пирки пырать. Сакăр ачаллă Валентинăпа Михаил Константиновсен çемйинче çуралса ÿснĕ вăл. Йышлă çемьере çитĕнекен ачасем ĕçпе ÿсни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çавăнпах ĕнтĕ Константиновсен йăхĕ пултаруллă та маттур. Вĕсем стройкăра тăрăшаççĕ, кăмака тăваççĕ, ал ĕçĕпе аппаланаççĕ. «Ĕç йĕрки-куркине пĕлсен хам та кăмака тума хирĕç мар, – терĕ Алена Михайловна. – Кирпĕч купалама пĕлетĕп. Хÿмесене хамах тунă. Пуртăпа, циркулярпа ĕçлесси те маншăн киленĕç çеç. Малашне сварщик ĕçне хăнăхасшăн. Упăшка Мускавра вăй хунă май кил тĕрĕшри ĕçсене хамăн тума тивет. Мăшăр вутă çурнине эпĕ ас тумастăп та. Чунпа канса ĕçлетĕп».

Икĕ хутлă кермен хăпартнă Владимировсем. Шалта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсене хĕрĕпе Ольăпа пурнăçлать кил хуçи хĕрарăмĕ. Мăшăрĕ Мускавран таврăнасса кĕтмест. Çав вăхăтрах çыхма-тĕрлеме те вăхăт тупать вăл. Чун киленĕçĕсĕр пурăнаймасть Алена. Алса-чăлхасăр пуçне тумтир те çыхать. Унăн аллинче чĕнтĕр йĕппи те вылянса çеç тăрать. Алă ĕçне амăшĕнчен вĕреннине пĕлтерчĕ. Валентина Михайловна ĕмĕр тăршшĕпе фермăра тăрăшнă. Сакăр ачине ура çине тăратас тесе кĕпе-тумтир çĕленĕ, алса-чăлха çыхнă. «Кăмака алăкĕ чĕтренсе çеç тăратчĕ. Шкултан килсенех унтан апат кăларса çиеттĕмĕр. Пысăк чукунри шаркку тути халĕ те чĕлхе çинчен каймасть», – аса илет иртнине Алена Михайловна. Ачисем тутă, тирпейлĕ çÿреччĕр тесе мĕн чухлĕ тăрăшман-ши Константиновсем? Ывăл-хĕрне çитĕнтерме çăмăл пулман вĕсене. Халĕ тĕпренчĕкĕсем ашшĕ-амăшне хăйсем пулăшаççĕ. Мăнукĕсем те 50 яхăн.

Юрлама-ташлама та ăста Алена Михайловна. Туй-çуй ирттермелле пулсан тÿрех ун патне пырать ял çынни. Халĕ туй юррине пĕлекен çукрах таврара. Çавăнпа та вăл ку тĕлĕшпе те ыттисенчен уйрăлса тăрать. Хушпу,чăваш кĕпи – шкапра яланах хатĕр. Чăваш йăли-йĕркине пĕтересшĕн мар ентешсем. Туй юрри илтĕнни те, тухья-хушпу çинчи нухрат чăнкăртатни те пĕлтерĕшлĕ уявра.

Мăшăрĕпе Олег Алексеевичпа виçĕ ача çитĕнтернĕ вĕсем. Иккĕшĕ кил-çуртран вĕçсе тухнă, хăйсем çемьеллĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Шупашкарта вĕренет. Ĕçчен çынсен ачисем те маттур. Хĕрĕсем пĕчĕкренех амăшĕ пек алă ĕçĕпе ÿснĕ. Ывăлĕ ашшĕ çулне суйланă. Валентинăпа Ольга шкулта вĕреннĕ вăхăтрах район, республика, Раççей шайĕнчи куравсене хутшăннă, çĕнтернĕ те.

Хĕрарăм кил-çуртне тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе те тăрăшать. Унăн пахчине кам кăна ăмсанмасть пулĕ! Унта-кунта выртса çÿрекен пластик бутылкăсенчен тата ытти япаларан мĕн кăна тумасть вăл. Халĕ шампань эрехĕн кĕленчине пухать. Унран клумба тăвас шухăшлă. Пластик бутылкăран ăсталанă сысна çурисем те илĕртÿллĕ. Хăш-пĕр тĕлĕнтермĕше хăй шухăшласа кăларать, теприне интернетран илет.

Килне, мăшăрне, ачи-пăчине, тăван-пĕтенне, ял çыннине чунран юратать вăл. Ахальтен мар: «Яла пĕр купа укçапа та, ылтăнпа та улăштармастăп», – тет. Хула пурнăçĕ нимĕнпе те илĕртмест ăна. Çа-вăнпах ĕнтĕ хăй вăхăтĕнче унтан тăван тăрăхне таврăннă. Кунта телейне тупнă, йăва çавăрнă, ачисене ÿстернĕ. Тулли пурнăçпа, таса сывлăшпа, юратнă ĕçпе киленет ял хĕрарăмĕ.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.