Тантӑш № 35 (4804) 08.09.2022

8 Сен, 2022

«Чи пĕлтерĕшли – арçын ачана инкекрен çăлмаллаччĕ»

«Паттăрсем — пирĕн хушăрах», — тесе ахальтен каламаççĕ. Тен, тепĕр чух эпир вĕсене асăрхамастпăр та. Аслисем çеç мар, шкул ачисем те паттăрла ĕç тунă е йывăр вăхăтра хăюлăх кăтартнă тĕслĕх чылай пулнă. Вĕсем пирки эпир «Тантăш» хаçатра яланах пĕлтерсе тăратпăр. Акă Çĕнĕ Шупашкарти 13-мĕш шкулта ăс пухакан Макар Мушков çинчен илтмен çын юлмарĕ те пулĕ. Вăл тунă паттăрла ĕç çинчен пĕлтерекен ырă хыпар социаллă сетьсенче кĕске вăхăтрах сарăлчĕ. Паян сире çак маттур арçын ачапа çывăхрах паллаштарасшăн.

Пуçĕ курăнми пулнă

Мушковсен çемйинче виçĕ ача çитĕнет. Макар çиччĕмĕш класра вĕренет, Богдан виççĕмĕшĕнче ăс пухать, чи кĕçĕнни Александра ача садне çӳрет. Кашни каникултах вĕсем асламăшĕ патне кӳршĕ Мари Республикине, Кокшамар ялне хăнана каяççĕ. Кăçал та çуллахи канăва унтах ирттерме кăмăл тунă. Ĕç-пуç шăпах çакăнта, утă уйăхĕнче пулса иртнĕ те.

Çак кун Макар яланхи пекех юлташĕсемпе тата шăллĕпе урамра вылянă. Кайран вĕсем çывăхри котлованра шыва кĕме шухăшланă. Унта тăраничченех чăмпăлтатнă хыççăн çыран хĕррине канма тухнă. Вĕсенчен инçех мар пĕр пĕчĕк арçын ача вĕрсе хăпартнă ункăпа ишсе çӳренĕ. Тахăш самантра вăл шыв айне пулнă. Çакна вун виçĕ çулти арçын ача темле майпа курса ĕлкĕрнĕ. Лешĕ кăшкăрма та, пулăшу ыйтма та ĕлкĕреймен, шывпа чыхăнса путма пуçланă. Макар пĕр шухăшласа тăмасăр шыва чăмнă.

— Арçын ача виçĕ е тăватă çулсенчеччĕ пуль. Вĕрсе хăпартнă ункăпа шалалла нумаях та ишсе каяйманччĕ. Эпир ун чухне çыран хĕрринчеччĕ, ăнсăртран вăл тапаçланнине асăрхарăм. Часах унăн пуçĕ те курăнми пулчĕ, аллипе кăна сулкалашрĕ. Çакна курнăскер тӳрех шыва чăмрăм. Пĕчĕкскер патне ишсе çитрĕм те ăна хăвăртрах çӳлелле туртрăм. Вăл аллипе манăн мăйран, урипе пилĕкрен çакланчĕ. Сылтăм алăпа тытса, суллахаййипе ишсе арçын ачана çыран хĕррине илсе тухрăм. Хĕлле эпĕ тренировкăра алла амантнăччĕ, вăл ыратма пăрахманччĕ-ха. Ун пирки шухăшламарăм та, чи пĕлтерĕшли — арçын ачана инкекрен çăлмалаччĕ. Иккĕленместĕп: ман вырăнта кашниех çапла тăвĕччĕ, — пулни-иртнине тепĕр хут куç умне кăларчĕ вун виççĕри Макар. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   


Впереди ответственный учебный год

Лето – это прекрасная пора для детей. Именно в это время года у них есть возможность получить массу новых и интересных впечатлений, заряд бодрости на весь год.
Ученица 9-го класса Тюрлеминской школы Козловского района Анна Артемьева – активная участница различных творческих конкурсов и спортивных мероприятий. В этом году она приняла участие в Международном открытом творческом фестивале- конкурсе «Волшебство акварели», организатором которого является Академия акварели и изящных искусств Сергея Андрияки – высшее художественное учебное заведение нового типа, у которого нет аналогов в России и за рубежом.

Во время летних каникул Ане посчастливилось побывать на торжественной церемонии награждения победителей конкурса в Москве. Подведение итогов состоялось 3-го июня в зале Академии акварели. Анна удостоилась награды за первое место, получила сертификат на обучение в данной академии по специально разработанному педагогами курсу. В недельную образовательную программу были включены занятия по работам в акварельных техниках и изучение фирменной техники многослойной акварели в аудиториях академии, экскурсии в музеи Москвы и пленэры с обучением рисованию природы и музейных экспонатов. Занятия проводили ведущие педагоги учебного заведения. Анна вернулась домой, набрав большой багаж знаний и впечатлений.
В августе Аня провела время в Центре одаренных детей и молодежи «Эткер» Минобразования Чувашии по профильной программе «Лето в «Эткере». Образовательная программа также была насыщенной. В течение смены ребята посещали мастер-классы, профильные занятия по таким направлениям, как «Азбука танца», «Магия театра», «Смена костюма, «Media camp», «Этнокультурная смена «Эткер». Во второй половине дня дети вместе с вожатыми принимали участие в различных мероприятиях. За активное участие в творческих и спортивных конкурсах Аня была награждена грамотами и дипломами. <...>

Олеся МИХАЙЛОВА.

♦   ♦   ♦


Пур ачашăн та усăллă урок

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ – кашни ачашăн пĕлтерĕшлĕ кун. Парта хушшине пĕрремĕш хут ларакансемшĕн те, кăçал шкул пурнăçĕпе сыв пулакансемшĕн те.

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ кашни шкултах хăйне евĕрлĕ пуçланчĕ. Паллах, уяв линейки те иртрĕ. Унта учительсемпе вĕренекенсем, ачасен ашшĕ-амăшĕ пухăнчĕç. Пурте савăнăçлă, кашнин сăн-пичĕ йăл кулăпа çиçетчĕ. Юлташсемпе тĕл пулма, пĕлӳ тĕнчине вирхĕнсе кĕрсе малалла тăрăшса вĕренме, лартнă тĕллевсем патне çитме эпир пурте хатĕр!

Пĕлӳ кунне халалланă уяв пирĕн шкулта та иртрĕ. Чи малтанах ялав хăпартрăмăр, Раççей гимнне шăрантартăмăр. Пухăннă хăнасене шкул директорĕ Анатолий Ейков саламларĕ, ачасене вĕренӳре пысăк çитĕнӳсем тума ăнăçу сунчĕ. Кăçалтан пирĕн шкулта, ытти пĕлӳ çуртĕнчи пекех, шкул директорĕн канашçи те пулĕ. Унăн ĕçĕсене Галина Хораськина пурнăçласа пырĕ.

Çак пысăк мероприятине хисеплĕ хăнасем те хутшăнчĕç. Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров, Мăн Этмен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Николаев, «Чавал» ентешлĕхĕн председателĕ Владимир Савинкин, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çут ĕç профсоюз организацийĕн председателĕ Татьяна Ульянды пур ачана, вĕсен ашшĕ-амăшне тата вĕрентекенсене çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕç.

Пĕлӳ кунĕн «тĕп сăнарĕсем» камсем-ха? Камшăн пĕрремĕш шăнкăрав янăрать? Паллах, тин çеç ача сачĕпе сыв пуллашнă, кăçалтан шкул сукмакне такăрлатма тытăнакансемшĕн. Вĕсем те пĕлӳ тĕнчипе паллашма хатĕр пулнине пĕлтерсе сăвă каларĕç, юрă юрларĕç. Унтан вĕренекенсене классене йыхравласа пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. <...>

Юлиана БОГАТЕЕВА.
Хĕрлĕ Чутай районĕ,
Мăн Этмен шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.