- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 34 (6433) № 01.09.2022
Ачасене çӳп-çап уйăрма хăнăхтарнă
«Эсир биологи учителĕ мар, çапах экологи отрядне йĕркеленĕ», — тĕлĕннĕ Шупашкарти 55-мĕш шкулта технологипе ИЗО предмечĕсене ертсе пыракан 27 çулти Екатерина Куракинăран. Вăл ачасене çут çанталăка упрама, çÿп-çапа уйăрма вĕрентет.
Тăван хуланах таврăннă
— Екатерина, эсĕ çак шкулта 5-мĕш çул тăрăшатăн. Ачаранпах вĕрентекен пулас ĕмĕтпе пурăнтăн-и?
— Малтан манăн учитель пулас килмен. Çапах çывăх тăвансем эпĕ ача чухне вĕсене «шкулла» выляма хистенине аса илетчĕç. Эпĕ Шупашкарти 27-мĕш шкулта вĕреннĕ. 9-мĕш класра чухне интерьер дизайнерĕ пулас çирĕп шухăш çуралчĕ. Шкул пĕтерсен Чулхулари Козьма Минин ячĕллĕ педагогика университетне çул тытрăм. Дизайн факультетĕнче ăс пухрăм. Çав вăхăтрах манăн ачасене вĕрентме май пур. 3-мĕш курсран пуçласа садике çӳрекенсемпе, шкул ачисемпе ĕçлеме тытăнтăм. Вĕсене ӳкерме хăнăхтараттăм. Кайран вара учителе ĕçлеме каяс килчĕ. Шупашкара таврăнсан манăн специальноçпа 55-мĕш шкулта тата Н.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче çеç ваканси пуррине пĕлтĕм. Хам та тин çеç студент ретĕнчен тухнине ăнланнă май чи малтан шкул ачисемпе ĕçлеме пуçларăм.
— Мĕншĕн Чулхулара аслă пĕлӳ илтĕн? Дизайнерсене хамăр патрах, Чăваш Республикинчех, вĕрентеççĕ-çке.
— Эпир аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра учительсем пире урăх хуласене — Мускава, Питĕре, Чулхулана — кайма сĕннине астăватăп. Пирĕн йышра Шупашкарти аслă шкула вĕренме кĕнисене пӳрне хуçлатса шутлама пулать. Чулхулара эпĕ çеç пĕлӳ илтĕм. Манăн унта ĕçлеме юлас шухăш пулман. Хула питех кăмăла каймарĕ. Вăл Шупашкарăн пысăклатнă копийĕ пек. Чулхулара юлнă тăк ĕç кăна мар, хваттер те шырамаллаччĕ. Шупашкарта вара çемье, пурăнмалли кĕтес пур. Ун пек ура çине тăма та çăмăлрах. Шкулта ĕçлеме тытăнсанах И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна магистратурăна вĕренме кĕтĕм. Пĕлӳ çуртĕнче 3 çул ĕçленĕ хыççăн урăх çĕре каятăп пуль тенĕччĕ. Мана класс шанса пачĕç те ачасене пăрахма юраманнине ăнлантăм. Кăçал вĕсем 10-мĕш класа куçрĕç. Тен, вĕсене вĕрентсе кăларнă хыççăн Питĕре куçса кайăп, унти шкулта ĕçлĕп. Ку хулана питĕ кăмăллатăп, унта час-часах каятăп. Питĕрте çывăх тусăм, шăллăм тата иккĕмĕш сыпăкри йăмăк пурăнаççĕ. Питĕре кайсан унтан таврăнакан сахал. Халĕ шухăшлатăп та, эпĕ çемьере асли. Шăллăма тата иккĕмĕш сыпăкри йăмăка пăхни, вĕсемпе урок туни те ачасем патне туртăнма, учитель пулма хистерĕ пуль.
— Ĕçе вырнаçсанах класс ертӳçи пулма çăмăлах килмерĕ-тĕр?
— Шкулта яланах кадр çитмест çав. Малтанах мана 2 уйăхлăха 3-мĕш класа шанса пачĕç. Вĕсен класс ертӳçи декрета кайнăччĕ. Паллах, малтанхи тапхăрта йывăр пулчĕ. Çитменнине, ачасем 2-мĕш сменăра вĕренетчĕç. Пухура ашшĕ-амăшĕ умĕнче тухса калаçасси те шиклентеретчĕ. Пĕрремĕш çулхине час-часах чирлеттĕм. Ачасемпе хăвна мĕнле тытнинчен те нумай килет. Вăтам классенче вĕренекенсем эпĕ çамрăккине кура итлесшĕнех марччĕ, хăйсем пек тăвасшăнччĕ. Пĕрремĕш вĕренӳ çулĕнче, Çĕнĕ çул хыççăн, вăхăтлăха 6-мĕш класа шанса пачĕç. Вĕсен те ертӳçи декрет отпускĕнчеччĕ те. Завуч эпĕ ĕçлеме пултарнине асăрхарĕтĕр. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче класс шанса парассине каларĕ. Шăпах хальхи класс вăл. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе юр çинче çĕр каçаттăмăр»
Ялта ăна Юман тете тесе чĕнеççĕ. Эпĕ пынă чухне 102 çула кайнă Михаил Наташкин ветеран мунчара рехетленетчĕ. Михаил Тимофеевича чылайччен кĕтсе лартăм. Мунча кĕме питĕ юратать вăл.
Икĕ хутчен аманнă
Михаил Наташкин Патăрьел районĕнчи Козловка ялĕнче пурăнать. Вăл 1921 çулхи нарăс уйăхĕнче Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралнă. 1928 çулта çак ялти чылай çемье Пăла юхан шывĕн сылтăм енче çĕр илсе Козловка ялне пуçарса янă. Вĕсен йышĕнче Наташкинсем те пулнă.
Михаил Наташкин Çĕнĕ Ахпӳрт шкулĕнче 7 класс пĕтернĕ. Малалла вĕренме çи-пуçĕ те, килте çимелли те пулман. Каччă «Канаш» хуçалăхра ĕçлеме тытăннă. Кĕçех вăрçă пуçланнă. Михаила çар ретне иличчен Улатăр районне Сăр юхан шывĕ хĕррине окоп чавма янă. Çар çыннисене илсе пырсан вĕсене тепĕр çыран хĕррине куçарнă.
Унта танксенчен хӳтĕленмелли вырăнсем хатĕрленĕ. Ку ĕçсене туса пĕтерсен 18 çул тултарман яшсемпе хĕрсене киле янă, ыттисене, çав шутра Михаила та, дзотсем хураллама хăварнă. Унта мунча кĕмесĕр пурăнса пыйтланса кайнине аса илчĕ Юман тете. Нимĕçсене Мускав çывăхĕнчен хăваласа ярсан çеç тăван яла таврăннă вĕсем. Михаила килте вăрçа каймалли повестка кĕтнĕ. Ăна почтальон темиçе хутчен те килсе панă-мĕн. Каччă 1942 çулхи ака уйăхĕнче фронта кайнă. Алла винтовка тытса курман салтаксене малтан Шупашкарта вĕрентнĕ. Ун чухне Михаил Наташкин тифпа аптăраса ӳкнĕ. Госпитальте чылай вăхăт сипленнĕ хыççăн ăна киле икĕ уйăхлăха янă. Кăштах вăй илсен фронта ăсатнă. Хальхинче Ижевск хулине вĕрентĕве лекнĕ вăл.
«Каçсерен хурал тăмаллаччĕ. Манăн вара «чăх куçĕччĕ», тиф чирĕ хыççăн каçхине курма пăрахрăм. Çавăнпа хама фронта яма ыйтрăм. Ун чухне кашни вĕрентӳ умĕн Сталинград патĕнчи йывăр лару-тăру çинчен калатчĕç. Пире те унта илсе кайма хатĕрленине ăнланаттăмăр. 1942 çулхи раштав уйăхĕнче пире фронта илсе кайрĕç. Малтан Мурома çити тавар турттаракан пуйăспа кайрăмăр. Вакунсенче питĕ сивĕччĕ. Юрать, тимĕр кăмака пурччĕ. Анчах ăна хутса тăма вутă сахалччĕ. Ăшăнас тесе салтаксемпе пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнеттĕмĕр, юрă юрлаттăмăр, саккăрла тĕпĕртеттерсе ташлаттăмăр. Муром хулинче апат çитерчĕç. Выçăпа касăхнă салтаксемшĕн вăл питĕ тутлă пулчĕ. Икĕ кунра аванах çисе лартрăмăр. Ун хыççăн салтаксем «нушнике» чупма тытăнчĕç. Сталинград облаçĕнчи Филоново станцине çитсен икшер кĕпе-йĕм пама пуçларĕç. Унта та кунта çар машинин ванчăкĕсем курăнкаларĕç. «Апла малти линине çывхарса пыратпăр, халĕ хамăр чаçе хăваласа çитетпĕрех», — тесе шутлаттăмăр. Малалла çуран илсе кайрĕç. Пире хирĕç машинăсем е пушăлла, е аманнă салтаксене тиесе килетчĕç. Фронта каякан машинăсем пурте тулличчĕ. Акă пĕр ял патĕнчен иртсе пыратпăр. Йĕри-тавра — çĕмрĕк техника. Раштав уйăхĕ пулсан та вырма вĕçленменччĕ. Вăрçă чăрмантарнă. Пире вĕсене пулăшма ыйтрĕç. Епле пулăшмăн? Тыр-пула пирĕн валли пухса кĕртеççĕçке вĕсем. Малалла кайсан ялсем тата хăрушăччĕ. Пĕр тĕрĕс-тĕкел пӳрт çук, кăмакасем çеç, кунта çурт пулнă тенĕн, каçăрăлса ларатчĕç. Е пусă тараси чĕриклетни тахçан ку ялта пурнăç вĕренине аса илтеретчĕ.
Воронежра фронтăн малти линине çитрĕмĕр, Сталинград фрончĕн 7-мĕш мехбригадине лекрĕмĕр. Выртса тăма ним те çукчĕ, мĕншĕн тесен шав малалла кайнипе чарăнса тăмалли çĕр пӳртсем туманччĕ. Юр çинче пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе çĕр каçаттăмăр. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Тавра пĕлӳçĕ ĕçĕпе «чирлесех» кайрăм»
Пушкăртстанри Чăваш Хурамалĕ ялĕнче пурăнакан Юрий Леонтьева, Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ учительне, пирĕн республикăра чылай çын паллать. Вăл — питĕ уçă та пуян чунлă, çынпа хутшăнма юратакан чăваш. «Чăваш тумĕ: аваллăхран паянлăха» кĕнекен пĕр авторĕн Василий Николаевăн çывăх тăванĕ те вăл. Юлашки çулсенче Юрий Леонтьев паллă тĕпчевçĕ, чăваш халăх историйĕпе çыхăннă кĕнекесен авторĕ Василий Николаев шкул çумĕнче йĕркеленĕ музей ертӳçинче вăй хурать. Паян вăл — пирĕн хăна.
Тăван çĕр вăй парать
— Юра, эсĕ Пушкăртстанран Чăваш Ене кӳрше каçнă пекех килсе çӳретĕн.
— Ун пекех мар пуль. Çапах каласа хăварам: кунта килни маншăн пысăк савăнăç. Кӳршĕ пекех тăтăшах çӳрейместĕп паллах. Мĕншĕн тесен килме нухрачĕ те, вăхăчĕ те, кăмăлĕ те, сăлтавĕ те кирлĕ /кулать. – Авт./.
— Аякри чăвашсем Чăваш Ене килсе çӳреме мĕншĕн юратаççĕ-ха?
— Пирĕншĕн вăл — асамлă çĕршыв. Республика чиккинчи стелăна курсанах чунра урăхла туйăм çуралать. Вăл тăван халăхпа, çынсемпе, туссемпе çыхăннă. Чăваш Ене пĕрремĕш хут килнине нихăçан та манмастăп. 1987 çул. Чăваш Енри тусăм ун чухне манăн туя килнĕччĕ. Туй хыççăн мăшăрпа хамăрăн пĕрремĕш çул çӳреве Шупашкарта ирттерес терĕмĕр. «Чăваш Республики» тесе çырнă стелăна курсанах машинăна чартăмăр. Ун патне пырса пурте ыталанса сăн ӳкерĕнтĕмĕр.
— Мăн асаттесен çĕрĕ вăй-хăват парать çав вăл…
— Манăн мăн асатте Чăвашран мар. Тымарсем Чĕмпĕр кĕпĕрнинчен тухнă. Пирĕншĕн Чĕмпĕр кĕпĕрнипе Чăваш çĕрĕ пĕр пекех. Иккĕшĕ те — тăван çĕр. Йăхнесĕлĕмĕртен юлнă сывлăшпа сывласа тăванлăх туйăмĕ тата вăйланать, вĕсем тахçан çӳренĕ çĕр çине пуссан чăнласах та пурăннине ăнланатпăр.
— Эсĕ паян пурнăç тĕллевне тупнă: тăван шкул çумĕнчи музей ертӳçинче ĕçлетĕн.
— Иваново хулинче хĕсметре тăракан ывăла курма кайнă чухне эпĕ хальхинче Шупашкара çула май çеç кĕрсе тухрăм. Хĕрĕме Еленăна тата унăн тусне Аньăна чăваш çĕрне кăтартас килчĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăла çитсе Андриян Николаевăн музейне кĕрсе куртăмăр. Эпĕ тавра пĕлӳçĕ ĕçĕпе кăсăкланман мар, анчах пур вăя та парса тăрăшман. Хамăрăн йăх-тымара пĕлнĕ-ха эпĕ, мĕншĕн тесен атте йăх йывăççине тĕплĕ туса хăварнă. Паллă ентешĕмĕр Василий Николаев вилнĕ хыççăн тавра пĕлӳ ĕçне кӳлĕнтĕм. Ку çӳлти хăватсенчен те килет пуль. Çак ĕçе камăн та пулин тумаллахчĕ. Василий Николаев Оренбургра çеç ĕçлемен, вăл хăйĕн чылай тĕпчев ĕçне Шупашкарта ирттернĕ. Кунта ăна çывăх тусĕ Виталий Иванов профессор нумай пулăшнă. Василий Николаевăн хĕрĕсем ашшĕн пурнăçне аванрах пĕлмешкĕн тесе мана Шупашкара çитме сĕнчĕç, çул укçи те пачĕç. Шупашкара çитсе ентешĕн кашни утăмне тĕпчерĕм, сăн ӳкерчĕксем турăм, çынсемпе паллашрăм, информаци пухрăм. Музей 1990 çултах йĕркеленнĕ. Кинозалтан музей тăвас терĕмĕр. Вăл çулсенче эпĕ шкулта математикăна вĕрентеттĕм тата шкул программине тин çеç кĕртнĕ информатика предметне ертсе пыма пуçларăм. Компьютерсем çукчĕ, çавăнпа çăмăлах пулмарĕ. Палăртам: Ĕпхӳри моторсем тăвакан заводра инженер-программистра 3 çул ĕçленĕ хыççăн тин шкул урати урлă каçса вĕрентекен пулса тăтăм. Манăн шăпа ачасемпе ĕçлесси пулнине ăнлантăм. Василий Васильевич пирĕнтен уйрăлса кайсан музей ĕçне хам çине илтĕм. Мана Чăваш Хурамалĕн çыннисем, Василий Николаев ĕçтешĕсем, тăванĕсем, мăшăрĕ, хĕрĕсем пулăшса пычĕç. Шкул ачисем, çав шутра хĕрĕм Лена та, ял тăрăх çӳресе музей валли экспонатсем пухрĕç. Вăрçă ветеранĕсем чылай пулăшрĕç. Наградисене, вăрçă вăхăтĕнче тупнă япаласене парса хăварчĕç. Музейра нимĕçсем усă курнă карттă та пур. Ветерансен сассисене диктофон çине çыртарса юлтăмăр. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Хуларан инçех мар, анчах шăв-шав илтĕнмест
Çуллахи ырă та хĕвеллĕ кунсем савăнтармаллипех савăнтарчĕç кăçал. Хĕвел ăшшине çĕр çине шеллемесĕр сапаланăран хамăра кăнтăрта пурăннă пекех туйма тытăнтăмăр мар-и? Тинĕс хĕрринче хĕртĕнме васкакансем те пур паллах. Ара, тĕнче курни мĕне тăрать! Анчах пирĕн республикăра та кулленхи ĕçрен, вĕткеленӳрен кăмăл туличчен канма майсем пур. Вăл Шупашкартан инçех мар вырнаçнă, анчах хула шăв-шавĕ пачах илтĕнмест. «Лагуна М» кану базинчен таврăнас та килмест.
Тĕрлĕ регионтан килеççĕ
Туй, юбилей, çуралнă кун е урăх уява паллă тумалла-и? Тархасшăн! 25, 35, 40 çын вырнаçма пултаракан çуртсене тара илме май пур. Хăнасене сĕтел тавра пуçтармалли хăтлă беседкăсем кăна мар, çĕр выртма юлас текенсем валли уйрăм çуртсем те пур. Кашни картишре — мангал, таса пĕве хĕррине анса хăпармалли картлашка...
— «Лагуна М» кану базине виççĕмĕш çул ĕнтĕ тара илетĕп. Çынсем тĕрлĕ тăрăхран килеççĕ. Ытларах — Шупашкартан. «Сараппан радиовĕ» те лайăх ĕçлет пулмалла — ют регионсенчен те канма килеççĕ. Хусан, Чулхула, Мускав хулисенчи, Мускав облаçĕнчи çемьесем Чăваш Ене хăнана çитсен пирĕн базăра чарăнаççĕ.
Темиçе кун, эрнипех пурăнакансем те пур. Пĕлтĕр, виçĕм çул коронавирус алхаснине пула чарусем пулчĕç, çавăнпа çынсем аякка тухса çӳреме шикленчĕç-тĕр. Пирĕн базăра вара чир сарăлас хăрушлăх пысăк марччĕ. Ушкăнпа тĕл пулмалли вырăн пляж çеçчĕ. Паллах, чир сарăлнă тапхăрта ăна хупма тиврĕ, — каласа кăтартрĕ Оксана Левштанова администратор.
«Лагуна М» илемлĕ пĕве хĕрринче вырнаçнă. Пĕчĕкех мар вăл. Унта тĕрлĕ пулă ĕрчет, ку вара пулăçсене илĕртет. Акă эпир илемлĕ вырăнта тăрăшса сăн ӳкернĕ вăхăтра шăмпăлт! турĕ самай пысăк карп. Çавăнпа кунта канма килес тесен вăлта илме манмалла мар.
Ушкăнпа канаççĕ
Тин кăна килсе çитнĕ ушкăнăн хаваслă шавĕ таçтанах илтĕнет. «Тăвансем пĕрле пухăннă-ши?» — мĕлтлетрĕ шухăш пуçра питĕ савăнăçлă, туслă çынсене сăнанă май. Паллашрăмăр. Шупашкарти пĕр предприятире тăрăшакансем иккен. Пирвайхи хут мар вĕсем кунта. Пĕрре куç хывнă вырăна çу каçиччен килме тăрăшаççĕ.
— Юлашкинчен кунта çуркунне пулнăччĕ. Ĕçтешсемпе пĕрле çут çанталăк ытамĕнче канни туслăха тата çирĕплетет. Хăш-пĕр çын уйрăм тухса çӳремест вĕт. Капла вара хаваслă, сывлăхшăн та усăллă. Паян акă варкăш çил те пур. Хĕвел вăрах вăхăт хĕртнĕ хыççăн кăкăр тулли сывлама лайăх. Бригадăра 16-ăн эпир. Паян кунта 11-ĕн килтĕмĕр. Ыттисем ĕçлеççĕ. Шăмшака хускатмалăх выльăпăр, ташлăпăр, — ушкăна йĕркелекен Людмила Зайцева кăмăллăн калаçрĕ. Пасара тирпей-илем кĕртессишĕн тăрăшакансен ушкăнĕнче тинтерех ĕçлеме пуçăннисем те, чылай çул вăй хуракансем те пур. Галина Филипповна 16 çул урам шăлать. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Пĕрре курсах юратнă теейместĕп»
Людмила Шоркина африканпа пĕрлешсе телейне тупнă
Пĕри хуп-хура çӳçлĕ, тепри — çутă. Упăшки шкап пек çӳллĕ, арăмĕ вăтам пӳ-силлĕ. Пĕри — Экватор Гвинейинчен, тепри — Раççейрен. Африкан тата чăваш.
Мĕн çыхăнтарать çак çынсене? Çемье. Тата пысăк юрату. Анхель Нчасо Элако чăваш хĕрĕн Людмила Шоркинăн кăмăлне çавăрса ăна качча илнĕ. Вĕсен çемйипе сире паллаштарасси пирки çĕртме уйăхĕнче тухнă номертех систернĕччĕ. Ун чухне çак мăшăрăн хĕрĕ Одри Шупашкар районĕнче иртнĕ Акатуйра ăсталăх класне хутшăнса пукане ăсталани çинчен çырса кăтартнăччĕ.
Икĕ çĕршыв гражданинĕ
Африкăн чи шăрăх çĕршывĕнче, Экватор Гвинейинче, çуралса ӳснĕ Анхель икĕ çĕршыв гражданинĕ шутланать. Вăл чылай вăхăт Испанире вĕреннĕ, ĕçленĕ. Икĕ пиччĕшĕ Раççейре, вĕсенчен пĕри — Шупашкарта, пĕлӳ илнĕ. Çавăнпа çемье канашне пухăнсан Анхелĕн те Чăваш Енре вĕренмелле тесе йышăннă. Нчасосемшĕн çемье канашне ирттересси — тахçанах çирĕпленнĕ ырă йăла. Вĕсем халĕ те мессенджерта çырăнса канашламалли ыйтусем пуррине пĕлтереççĕ, «тĕлпулу» вăхăтне палăртаççĕ.
— Ултă пĕртăван çитĕнтĕмĕр. Мускавра пĕлӳ илнĕ аслă пичче Анс-Берто хальхи вăхăтра тăван çĕршывра Нефть тата газ ресурсĕсен министерствинче ĕçлет. Тепĕр пичче Хуан-Диаздадо Шупашкарта юриста вĕренчĕ. Шел, темиçе çул каялла вăл онкологи чирĕпе аптăраса пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Мана инженер-строитель профессийĕ илĕртрĕ. Испанире çав енĕпех пĕлӳ илтĕм. Сăмах май, Экватор Гвинейинче испан чĕлхи патшалăх чĕлхи шутланать, — аякри çĕршывра пурăнакан Анхельпе мессенджер урлă çырăнтăмăр.
Вăл Чăваш Ене киличченех, Испанире пурăннă чухне, çанталăк сиввине туйса курнă. Çавăнпа пирĕн патри самай вăраха тăсăлакан хĕл хăратман ăна. Анчах…
— Чăваш Ене килсен хуп-хура çӳçĕм шуралма тытăнчĕ. Кунта киличчен вырăсла пачах пĕлмен эпĕ. Университетра хатĕрленӳ курсне çӳрени те çителĕксĕртерех пулчĕ. Вырăс чĕлхине пĕр çул вĕрентĕмĕр. Ун хыççăн пĕтĕм предмета ыттисемпе тан çак чĕлхепе ăса хывма тытăнтăмăр. Малтанах профиль предмечĕсенче сăмахсене ăнланасси маншăн чĕр нушаччĕ. Алла словарь тытса мĕн чухлĕ ларнă-ши? Куççуль тухни те пулнă — чăнах та суймастăп. Эпĕ ĕçе çиелтен тума хăнăхман. Курс, диплом ĕçĕсене хам тĕллĕнех çырнă. Юлашки курсра авланма шухăш тытрăм. Савнипе пурăнма пуçласан вĕренмелли нумай чухне общежитие каяттăм. Никам та ан чăрмантартăр тесе çапла тăваттăм, — каласа кăтартрĕ халĕ Гвинейăра инженерта вăй хуракан Анхель.
Раççейре ĕçлемешкĕн хирĕç пулман вăл. Анчах май килмен. Анхель палăртнă тăрăх, ют çĕршывран килнисене çакнашкал профессипе ĕçе вырнаçма çăмăлах мар. Университетран вĕренсе тухнă çĕре чăваш хĕрĕпе çемьеленме ĕлкĕрнĕ пулин те Африкăнах çул тытнă вăл.
— Диплом илнĕренпе, 2014 çултанпа, Чăваш Енре икĕ хутчен пултăм. Паллах, манăн çывăх çыннăмсене курас килет, çулталăкра пĕрре те пулин каяс килет. Халĕ ав тĕнчери лăпкă мар лару-тăрăва пула çӳреме ансат мар. Ун умĕн пандемие пула çула тухаймасăр пурăнтăм. Хĕрĕмпе, мăшăрăмпа Ватсапра кашни кун видеоçыхăну урлă калаçатпăр, анчах юнашар пулнине нимĕн те çитмест паллах. Ачан — ашшĕн юратăвне, арăмăн упăшкин тимлĕхне туймалла. Анчах, шансах тăратăп, гражданство ыйтăвĕ татăлсанах эпир каллех пĕрле пурăнăпăр, — Анхель сăмахĕнче тунсăх палăрчĕ. <...>
Ирина ИВАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать