- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантӑш № 33 (4802) 25.08.2022
Чи маттуррисем — Раççейӗн тӗп хулине
Ҫурла уйăхĕн 25-27-мĕшĕсенче Мускавра Ачасен пĕрремĕш культура форумĕ иртет. Унта Раççей Федерацийĕн мĕнпур субъектĕнчен 1,5 пин хастар та пултаруллă ача килмелле. Вĕренекенсем Беларуçран, Кăнтăр Осетирен, Сербирен, Таджикистанран, Туркменистанран, Узбекистанран, Бахрейн Королевствинчен, Донецк тата Луганск халăх республикисенчен, Египетран, Абхазинчен те çитмелле. Форумăн программи анлă. Хăнасем культура ĕçченĕсемпе тĕл пулĕç, ăсталăх класĕсене хутшăнĕç, экскурсисене çÿрĕç, арт-шкулсенче, лекцисенче хăйсен пĕлĕвне тарăнлатĕç. Культура форумне Чăваш Енрен çичĕ ача хутшăнĕ. Тунтикун çамрăксен делегацийĕпе ЧР культура министрĕн çумĕ Георгий Богуславский тĕл пулчĕ. Уçă калаçу Чăваш патшалăх культура тата искусствăсен институтĕнче иртрĕ.
Йăхран йăха куçакан пултарулăх
— Эсир пирĕн республикăна чăннипех те тивĕçлĕ кăтартма пултаракан çамрăксем. Эпĕ сирĕнпе мăнаçланатăп. Таврăнсан ыттисен ăсталăхĕпе тăван тăрăхра паллаштарасса, çак форум пирки юлташăрсене, пĕрле вĕренекенсене каласа парасса шансах тăратпăр, — терĕ Георгий Богуславский ачасене ăнăçу суннă тата вĕсен ашшĕ-амăшне тав тунă май.
Пултаруллисен йышĕнче Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕнче ăс пухакан Елизавета Мурзакаева та пур. Унпа эпир те калаçма май тупрăмăр, сире те çак маттур хĕрачапа паллаштарас тетпĕр.
Лиза кăçал тăххăрмĕш класа кайĕ. Вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскер математика предметне кăмăллать. Пушă вăхăтра хĕрача ÿкерет, фортепиано калать, юрлать. Çапах пуринчен ытла ÿкерме юратать вăл.
— Йăхран йăха куçакан пултарулăх ку. Ачасен мăн аслашшĕ Андрей Ильич та хăй вăхăтĕнче ÿкерме юратнă, çынсене портретсем час-часах туса панă. Ялта пурăнакансем унăн ĕçĕсене халĕ те киле илсе пырса параççĕ-ха. Пирĕн çемьере виçĕ ача. Асли Герман та мĕн пĕчĕкренех ÿкерме юрататчĕ. Лего конструкторĕнчен ним мар пĕчĕк çуртсем ăсталатчĕ, çавăн чухнех хăйĕн пурнăçне архитектор профессийĕпе çыхăнтарассине калатчĕ. Пиллĕкмĕш класра Елчĕкри искусство шкулне çÿреме пуçларĕ, хăйĕн ăсталăхне Римма Парферьева вĕрентекен патĕнче туптарĕ, чылай конкурса хутшăнса малтисен йышĕнче пулчĕ. Вун пĕрмĕш класра вĕреннĕ чухне ЧР Пуçлăхĕн стипендине те тивĕçрĕ. Халĕ вăл Хусанти архитектурăпа строительство университетĕнче пиллĕкмĕш курсра вĕренет, çав вăхăтрах пĕр организацире хăйĕн профессийĕпе вăй хурать. Вăтам ывăл Демьян ытларах чĕр чунсемпе кăсăкланать. Кăçал арçын ача вун пĕрмĕш класа кайĕ. Пушă вăхăта пĕрре те ахаль ирттерме юратманскер пĕçерме кăмăллать, килтисене тутлă тортпа час-часах савăнтарать, — аслисем пирки каласа кăтартрĕ Лизăн амăшĕ Ирина Ивановна.
Лиза — çемьере чи кĕçĕнни. Вăл та, аслă пиччĕшĕ пекех, ÿкерме кăмăллать. Пĕчĕккĕ чухне килти стенасене тĕрлĕ тĕслĕ кăранташпа, гуашьпа, ручкăпа пĕрре мар сăрланă. Пĕррехинче юратнă аслашшĕн çăмăл машинине пăтапа чĕрсе те «илемлетнĕ». Уншăн хĕрачана аслисем пĕртте ятламан. «Хăçан çитĕнĕн-ши, пиччÿпе пĕрле ÿкерме тытăнăн-ха та», — тенĕ кăна. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА
♦ ♦ ♦
«Пысăк тăхтав» — чи çутă ӗмӗт
«Пысăк тăхтав» — Раççейри шкул ачисем валли йĕркеленĕ конкурс. Кăçал вăл хăй ытамне виçĕ миллион ытла ачана пуçтарчĕ. Ултă пин ытла вĕренекен çурма финала тухрĕ.
Çурла уйăхĕн 9-14-мĕшĕсенче 1200 ача Саранск хулине пуçтарăнчĕ. Чăваш Енрен унта 67 вĕренекен кайма тивĕçрĕ. Пĕрремĕш кун пире экскурсие илсе кайрĕç, музейсемпе, палăксемпе, мордва халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. Тепĕр кун çурма финал уçăлнине халалланă концерт пулчĕ. Ачасем тĕрлĕ çынпа калаçса вĕсен ăсталăхĕпе паллашрĕç. Эпир университет ректорĕпе тĕл пултăмăр. Çавăн пекех тавра пĕлÿ музейĕпе паллашрăмăр. Виççĕмĕш кунхине те тунсăхлама вăхăт пулмарĕ — конкурс ĕçĕсене пурнăçларăмăр. <...>
Анжела ИЛЬИНА. Йĕпреҫ районĕ, Эйпеҫ шкулĕ
♦ ♦ ♦
Мускав колледжӗнчен хыпар кӗтет
Унăн ячĕ те араб чĕлхинчен «çĕнтерÿ» тесе куçать. Вăл хăй те лартнă тĕллеве пурнăçлама, йывăрлăхсене парăнтарса ун патне талпăнма хăнăхнă. Шупашкарти 47-мĕш шкултан 9-мĕш класран кăçал вĕренсе тухнă Ильтизар Исаева пирки нумай калама пулать. Вăл — вĕренÿ отличникĕ, кадет класĕн командирĕ, олимпиадăсен çĕнтерÿçи. Халĕ Мускаври пĕр колледжа вĕренме кĕме хатĕрленет. Хĕрача ют чĕлхесене тарăннăн ăса хывасшăн.
Чăрсăрланнăшăн «иккĕ»
Ильтизар — азербайджан хĕрĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ Чăваш Енĕн тĕп хулине хĕрача кун çути куричченех куçса килнĕ. Исаевсен çемьинче икĕ хĕр çитĕнеççĕ — Ильтизарпа йăмăкĕ Назрин. Çемье тăван çĕршывĕнче час-часах пулаймасть. Юлашки хут Ильтизар аслашшĕ асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ патне 8 çулта чухне çитсе курнă. Çапах хальхи вăхăтри технологисем пулăшнипе тăванĕсемпе тăтăшах калаçать хĕрача, çав шутра видеопа та.
Исаевсен килĕнче азербайджан чĕлхи янăрать, çавăнпа ăна аван пĕлет хĕрача. Тăван халăхĕн йăли-йĕркине те асрах тытаççĕ çемьере, наци уявĕсене паллă тăваççĕ, апат-çимĕçне хатĕрлеççĕ. Долма, плов, довга — вĕсене Ильтизарăн амăшĕ чĕлхе çăтса ямалла тутлă пĕçерет.
«Эпĕ апат-çимĕç пĕçерес енĕпе мухтанаймастăп, чи ансаттисене кăна хатĕрлеетĕп. Атте-анне килти ĕçсене тума мар, ытларах вĕренĕве тимлĕх уйăрма хистетчĕç. Уйрăмах атте кун пирки аса илтерсех тăратчĕ. Эпир аякран куçса килнĕ-çке. Унăн хĕрачине ыттисенчен кая мар курас килнĕ ĕнтĕ, класс пухăвĕнче мана мухтасан питĕ савăнатчĕ. Эпир килте азербайджанла калаçатпăр. Ача садне кайсан мана çав тери йывăр килчĕ. Астăватăп: вырăсла пĕлменрен уявсенче ытти ача юрланă чухне çăвара уçса хупаттăм. Çитĕнерехпе вырăсла ăнланма пуçларăм. Аттепе анне чĕлхене лайăх пĕлместчĕç. Çавна пула кĕçĕн классенче киле панă ĕçсене те тума пулăшаймастчĕç. Хам тĕллĕн тăрăшаттăм. Пĕчĕкрех чухне хама тыткалас енĕпе те тĕслĕхлĕ пулман. Килте çирĕп тытнă та, шкулта кăшт чăрсăрланас тенĕ-ши? <...>
Вера ШУМИЛОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать