- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантӑш № 32 (4801) 18.08.2022
Ешерет абрикос аллейи
Раççейри шкул ачисен юхăмĕ 8 çултан пуçласа 18 çула çитичченхи пин-пин вĕренекене пĕрлештерсе тăрать. Кунта çÿрекен сен пурнăçĕ тулли те интереслĕ пулни вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшать. Ачасем хăйсен пĕлĕвне анлăлатаççĕ, конкурс фестивальсенче çĕнтереççĕ, çĕнĕ тус-юлташ тупаççĕ, пушă вă хăта яланах усăллă та паха ирттереççĕ.
20 яхăн хунав парнеленĕ
Юлашки вăхăтра хаçатра пĕрре мар çутатрăмăр ĕнтĕ, ку енĕпе пирĕн республикăра Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕ аван ĕçлет. Сăмах май, ку тăрăхра юхăм йĕркеленĕ пĕртен-пĕр шкул вăл. Вĕсем республика шайĕнче чылай хутчен пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă. 2016 çулта Раççейри шкул ачисен юхăмне чи лайăх аталантаракан шкул ятне тивĕçнĕ. Кунти вĕренекенсем яланах шыравра. Вĕсем республикăри, районти, çав вăхăтрах Раççейри, мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, хаçат кăлараççĕ, социаллă сетьсенче страницăсем тытса пыраççĕ, видеороликсем хатĕрлеççĕ, çулсеренех урамра, çырмара тĕрлĕ йывăç-тĕм лартаççĕ.
Нумай пулмасть çак юхăмра тăракан ачасем абрикос çитĕ нтерме тытăннă. Икĕ çул каялла шкул пахчине 20 яхăн хунав лартнă. Тĕрĕссипе, ку тĕмсене Раççейри шкул ачисен юхăмĕ йĕркеленĕ акципе килĕшÿллĕн вăрмансене чĕртессипе ĕçлекен Вологдăри «Родной лес» автономи организацийĕ килсе панă. Абрикос пирки сăмах та пулман ун чухне, улмуççисем тенĕ. «Улмипе савăнтараканнисемех мар, тавралăха илем кÿрекен, ырă шăршă саракан йывăçсем. Тепĕр майлă, вăрман пан улмийĕ, вĕтĕ пулаканни», — тенĕ хунавсене тыттарнă май. Çĕнĕ Мăратри шкул ачисем вĕсенчен хитре аллея йĕркеленĕ. Йывăçсене лартакансем шкулпа сыв пуллашма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Аллейăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçса пуç хунă çамрăксене халалланă. Мĕн паха, хунавсем пурте чĕрĕлнĕ, пĕри те хăрман. <...>
Елена АТАМАНОВА
♦ ♦ ♦
Çынна пулăшу пама çуралнă
Вăхăтра пулăшу парса çынна çăлса хăварни — чи сумлă та кăткăс ĕçсенчен пĕри. Васкавлă медицина пулăшăвĕнче тăрăшакансем сĕм-çĕрле те, кирек мĕнле çанталăкра та чирлисене, инкеке лекнисене пулăшма васкаççĕ. Алена ШЛЯПИНА та хăйĕн пурнăçне çак профессипе çыхăнтарнă. Ăна сăмах:
— Ача чухне тĕрлĕ професси илĕртетчĕ: вĕрентекен те, сутуçă та пулас килетчĕ. Пу канесемпе вылянă чухне вĕсене укол туни, алли-урине бинтпа чĕркени, сыватни халĕ те куç умĕнчех. Астăватăп: шкулта вĕреннĕ чухне эпĕ хытă аптăраса ÿкнĕччĕ, васкавлă пулăшу ĕçченĕсене чĕнтĕмĕр. Çавăн чухне фельдшера тумĕнчен пуçласа вăл çынпа мĕнле калаçни таранах сăнарăм. Çак пăтăрмах пулса иртнĕ хыççăн хам ума фельдшер пулма çирĕп тĕллев лартрăм. Канашри медицина колледжĕнче вĕренсе пĕтерсен ĕçе вырнаçрăм.
Мĕн килĕшет-ха хамăн ĕçре? Пĕрремĕш вăл — çынна васкавлă пулăшу пани. Çакă маншăн çеç мар, ытти ĕçтешшĕн те чи пахи тесе шухăшлатăп. Пĕр-пĕр çынна çăлса хăварсан вăл çĕнĕрен çуралнă евĕрех туять пулĕ. Чирлинчен ытларах эпир те савăнатпăр. Тепĕр чухне аптăранă çынсене больницăна илсе кайма тивет. Çул çинче вĕсене йăпатас, йывăрлăх пирки мантарас тесе калаçу пуçаратпăр, ăшă сăмахпа йăпатма, лăплантарма тăрăшатпăр. Вĕсенчен тав сăмахĕ илтни пире хавхалантарать. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА
♦ ♦ ♦
Генерал пуласшăн
«Эпĕ — кадет. Манăн ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалла. Дисциплинăна пăхăнмалла, ят-сума яланах çÿлте тытмалла, Тăван çĕршы ва юратмалла», — çакăн пек сăмахсемпе паллаштарчĕ хăйĕнпе А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче ăс пухакан Артем Алексеев. Вĕренÿре пĕтĕм «5»-пе ĕлкĕрсе пыракан, спортра маттур арçын ачапа çывăхрах паллашар-ха.
Артем кăçал 9-мĕш класран вĕренсе тухнă. Аттестатра унăн пĕр «4» та çук. Вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн тата кадет корпусĕн общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн вăл ытти маттур вĕренекенпе пĕрле Мускава Çĕнтерÿ парачĕн репетицине кайса курма та тивĕçнĕ. Унтан хăпартлануллă кăмăл-туйăмпа таврăннă арçын ача.
— Мускава 5 кадет корпусĕнчен кадетсене илсе килнĕччĕ. Репетици кăна пулсан та парад çав тери чаплă иртрĕ. Хăватлă техника, стройпа пĕр çын пек утакан салтаксем — питĕ илемлĕччĕ. Парад мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ. Хăçан та пулсан манăн та çав салтаксен ретне тăрасчĕ, — хавхаланса калаçрĕ Артем.
Арçын ача Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнчен. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех пĕр ĕмĕтпе çунатланнă вăл: унăн çар çынни пулас килнĕ. Чăваш кадет корпусĕ уçăласса пĕлсен арçын ача ашшĕпе амăшне çирĕппĕнех каланă: унта вĕренме кĕресшĕн. Аслисем унăн кăмăлне хуçман. Шăхасан шкулĕнчех тарăн пĕлÿпе палăрнă арçын ачана кадетсен ретне илнĕ.
— Пирĕн çемьере те, тăвансен йышĕнче те çар çынни çук. Артем кама кура çак енпе кайма шухăш ларĕ — пĕлместпĕр. Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче кадет корпусне телекурав журналисчĕсем ÿкерме килнĕччĕ, ывăла та калаçтарчĕç. Ун чухне Артем çитĕнсен генерал пулатăп терĕ. Унтанпа темиçе çул иртрĕ, шухăшĕ улшăнмарĕ-ха, — ăшшăн калаçрĕ арçын ача амăшĕ Елена Аврамовна. <...>
Вера ШУМИЛОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать