«Хресчен сасси» 32 (2920) № 17.08.2022

17 Авг, 2022

«Хăрăк тиесе тухнă чухне чӗрӗ йывăçсене амантаççӗ»

«Хулара эпĕ мĕн тумаллине те пĕлместĕп. Унта чун та вырăнта мар. Ялта вара мана çав тери лайăх», - тет Йĕпреç лесничествин участок лесничийĕ Леонид Киргизов. Леонид Алексеевич 20 çул ытла вăрманçăра тăрăшать. Паян вăл 13 пин гектар вăрмана пăхса тăрать.

Леонид Киргизов Комсомольски районĕнчи Вутлан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăманлă выçли шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн икĕ çул çарта пулнă. Салтакран таврăнсан Шупашкарти 23-мĕш училищĕре пĕлÿ илнĕ. Машиниста вĕреннĕ. Унтан Çĕнĕ Мăрат лесничествине леснике вырнаçма май килнĕ. Куншăн йĕкĕт питĕ савăннă. Çав вăхăтрах Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче куçăн мар майпа вĕреннĕ. «Вăрмана ачаран юратнă. Пирĕн ял вăрман çывăхĕнче вырнаçнă. Эпир мĕн ачаран унта чупнă», — тет вăл.

Ăна çарта прапорщикра хăварасшăн пулнă. Анчах вăл çемьере кĕçĕн ывăл, тĕпкĕч пулнипе, ялах таврăнас тенĕ. Тăватă ывăлпа пĕр хĕр çитĕннĕ вĕсем. Виçĕ ывăлтан пĕри, шел те, пурнăçран уйрăлнă. Тепĕр пиччĕшĕпе йăмăкĕ Мускавра пурăнаççĕ. Иккĕшĕ — ялта. Сăмах май, пиччĕшĕ Юра та 30 çул ытла вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă…

Каярах Леонид Киргизов тĕрлĕ вырăнта тăрăшнă. Предприниматель пулнă, хурт-хăмăр тытнă. Пĕр вăхăт ăна «Заря» ЯХПК ертÿçи те пулма шаннă. 2018 çултанпа — Йĕпреç лесничествинче участок лесничийĕ. Вăрмана вăл хăйĕн машинипе пăхса çаврăнать. «Халĕ лесничествăна икĕ «Нива» машина пачĕç. Çавсемпе çÿрекелетпĕр.

Ĕлĕкхи пек лесниксем çуккипе йывăр халĕ. Лайăхрах сыхласа, пăхса тăмалла вăрмана. Йĕркене пăсакансем чылаййăн. Пĕлмесĕр сăтăр тăвакансем пур. Калăпăр, халĕ ÿкнĕ, хăрăк йывăçсене пуçтарма ирĕк панă. Хуть те мĕн чухлĕ илсе тух — чару çук. Анчах теприсем хăрăка тиесе кайнă чухне чĕрĕ йывăçсене амантса хăвараççĕ. Пухусенче, тĕлпулусенче, тĕрлĕрен мероприятире халăха хăйсене вăрманта мĕнле тытмаллине яланах ăнлантарса паратпăр. Пушар хăруш сăрлăхĕ пирки нумай калаçатпăр. «Сигарет туртмал ла мар, кăвайт чĕртмелле мар», — тетпĕр. Теприсем васкаççĕ-и, ку тĕлĕшпе йĕркене пăснă тĕслĕхсем тĕл пулкалаççĕ. Штраф тÿлеттернĕ тĕслĕх чылай. Кашни çын паян хăйĕн валли çулсеренех 15 кубла метр вăрман /вут тума, çунтарма/ йÿнĕрехпе илме пултарать. Анчах халăх вăрман касса тиенĕ вырăна тасатса, тирпейлесе хăвармасть. Çав «делянка» вырăнĕсене пăхса тăратпăр. Паян утарçăсем вăрманта çĕр лаптăкĕсене тара илеççĕ. Çавсене те тĕрĕслесе тăратпăр. Ĕçĕ нумай ĕнтĕ. Вăрман çулĕсене те пăхкалатпăр. Вĕсене хупламалла мар», — ăнлантарчĕ Леонид Алексеевич. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   ♦


«Паянхи кун та ӗçлеттӗмӗр»

1990 çулсенче çĕршыв ры нок тапхăрне куçнă май вун-вун колхоз-совхоз хупăнчĕ, АПК йы вăрлăха кĕрсе ÿкрĕ.

Çав çулсенче мана та хуçалăха ертсе пыма тÿр килчĕ. Совет саманинче ял çынни хуçалăхсенче ĕçлесе тăранса пурăннă, çĕршыва апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ. Патшалăх та çĕр ĕçченне пулăшма тăрăшнă, укçа-тенкĕ самай уйăрнă. Çавăншăн ял хуçалăхне «тĕпсĕр шăтăк па» танлаштаракансем те пулнă. Рынок тапхăрне куçнă май патшалăх пулăшăвĕ палăрмаллах чакнă. Кредитсене пысăк процентпа пама тытăнни хуçалăхсене панкрут çулĕ çине тăратнă. Пулăхлă çĕрсене халăха валеçсе пани те çĕклеме йывăрлатнă. Малашне çĕршыва фермерсем тăрантарасса шаннă пулас.

Хула-районта пурăнакансем те йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ, ĕç çыннисене шалу вăхăтра тÿлеме пăрахнă. Апат-çимĕçе сутайманран е вăл йÿнĕпе кайнăран тупăш тăкаксене саплаштарма та çитсе пыман. Шалу илейменрен ялти вăй питтисем ĕç шыраса аякка тухса кайнă.

Лавккара таварсене талонпа сутнине халĕ те астăватăп-ха. Ял тăрăхĕнче ĕçленĕ май çынсене талонсем валеçсе панă, сутуçăсене йĕркене пăсасран тĕрĕсленĕ. Халăхра çĕршыври çивĕч лару-тăру пирки ăнлантарса панă. Хуçалăхсен техникипе лавккана райпоран тавар, çăкăр турттарнă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕксĕррипе хăшкăлни те куç умĕнчех. Çăкăр сутма пăрахнăран çынсем пăлханма пуçларĕç. Шупашкарти çăкăр завочĕпе эрнере икĕ хутчен тавар кÿрсе пама килĕшÿ турăмăр.

Вăл çулсенче колхоз машинисемпе газ баллонне те Çĕмĕрлерен е Канашран турттарнă. Укçа-тенкĕ енчен йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕрен унпа тивĕçтерекен предприятисем хупăнчĕç. Колхоз та машина уйăрма пăрахрĕ. Ку йывăрлăх каллех ял тăрăхĕ çине тиенчĕ. Газ турттаракан пайтаçăсем пулăшнипе Кстово ху линчен баллонсем кÿрсе килтĕмĕр. Ялсене газ пăрăхĕсем çитичченех çапла тертлентĕмĕр. <...>

Вениамин АРХИПОВ. Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.

♦   ♦   ♦


Ватлăхра та канăç çук

Евгения Ломонова Куславкка районĕнчи Илперте çуралса ÿснĕ. Ĕç ветеранĕн шăпи çăмăл тивмен. Çапах вăл пуçне усмасăр малалла ăнтăлнă, ĕмĕтне çывхартнă.

Карачри шкултан вĕренсе тухсан хĕр Куславккари автофургонсен заводĕнче, Карач филиалĕнчи тир фабрикинче вăй хунă. Хăйне шанса панă ĕçе тăрăшса пурнăçланă. Пултаруллă та çивĕчскерне Тав хучĕпе, Хисеп грамотипе сахал мар чысланă. Вăл ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнă. Каярахпа çамрăксене пуян опычĕпе хаваспах паллаштарнă, вĕрентнĕ.

Евгения Николаевна мăшăрĕпе виçĕ хĕрача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та тунсăхласа ларма вăхăт çук унăн.<...>

Вячеслав ПЕРОВ. Куславкка районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.