Тантӑш № 31 (4800) 11.08.2022

11 Авг, 2022

Ÿкерчĕксем чун ыйтнипе çуралаççĕ

— Вăл пур енĕпе те пултаруллă та ăста. Тăхтав вăхăтĕнче аллине киçтĕкпе хут тытать те — урок пуçланиччен вĕрентекен портречĕ хатĕр. Е кăранташпа унтан туртать, кунтан туртать — ытарайми чечек пулать. Чăн-чăн ӳнерçĕ çитĕнет, кăçалхи ял уявĕнче хăнасене ӳкерчĕксен куравĕпе тĕлĕнтерчĕ. Сочиненисене пĕр-пĕр çыравçă евĕр, пуян та сăнарлă чĕлхепе шăрçалать. Шкулта хĕрĕх çул ытла ĕçлетĕп, маттур вĕренекен сахал мар пулнă, анчах Ксюша пуринчен те ирттернĕн туйăнать. Ӳкерме те маçтăр, юрлама та пултарать, вĕренӳре те маттур. Кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан та ăна «5»-лĕх пурнăçлать, — çапла каласа кăтартрĕ Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Па-шьел шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Ксюша Степанова пирки Надежда Арсентьева класс ертӳçи.

Шкул чысне хӳтĕлет

Район, республика шайĕнче кăна мар, Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри конкурссемпе фестивальсенче çулсерен мала тухать Ксюша. Акă кăçал «Çĕнĕ çул хоровочĕ» Раççей конкурсĕнче диплома тивĕçнĕ. «Краски Чувашии» Пĕтĕм Раççей фестивалĕнче те малтисен йышне лекнĕ. «Тăван çĕршывăн ывăлĕсемпе хĕрĕсем» Пĕтĕм тĕнчери çарпа патриот конкурсĕнче çĕнтернĕ. Шкул ачисен регионсен хушшинчи чăваш чĕлхипе литературин олимпиадинче призер пулнă вăл. Шкул ачисен Пĕтĕм тĕнчери олимпиадинче «Нарспи» вырăнĕнче пулсан эпĕ мĕн тăвăттăмччĕ-ши?» ятпа сочинени çырнă. «Юратушăн кĕрешĕттĕм, анчах никама та вĕлермĕттĕм», — çак шухăша тĕпе хунă вĕренекен. Ксюша çĕнтерӳçĕ пулса тăнă.

Вĕренӳре маттурскер проектсем çырма та ăста. Çапла майпа хăйĕн валли çĕнни нумай пĕлет, ăс- тăнне аталантарать. Акăлчан чĕлхи вĕреннĕ май çак чĕлхепе фильм, сериал, субтитрлă видеоролик нумай пăхать.

Пĕр хута та сая ямасть

Ксюша хĕлĕпех хут-хăмăр пуçтарать. Хĕрача вĕсене икĕ пая уйăрать: шупкарах, çутăрах тĕслисене тата тĕксĕмреххисене. Çуллахи каникул вăхăтĕнче шăпах вĕсенчен блокнотсем ăсталать. Хуплашкине пусмаран туса чечексемпе илемлетет. Икĕ тĕрлĕ блокнот пулать унăн: çутти тата тĕксĕмми. Унсăр пуçне илемлĕ çу кунĕсем асра юлччăр тесе çулсерен сăн ӳкерчĕ-ксен альбомне хатĕрлет. Унта вăл чи çывăх тăванĕсене, юлташĕсене, кӳрши-аршине кĕртет. «Хĕлле, çил-тăман алхаснă вăхăтра, çу кунĕсемшĕн тунсăхласан çав альбома уçса пăхатăп. Çапла майпа ытарайми çуллана таврăнатăп: хура çырла, хурăн çырли, уплюнкка пуçтарни, утă вăхăчĕ, хирти салтак тӳмипе утмăл турат, кӳлĕре чăмпăлтатни…» — палăртать Ксюша.

Вăл ир-ирех, пурте çывăрнă чухне ӳкерет. Пăлапуç Пашьел ялĕ тăрăхĕнче утравлă илемлĕ кӳлĕ пур- мĕн. Кантур кӳлли теççĕ ăна таврарисем. Çак вăрман хуçалăхне ирхи 5 сехетре тăрса утать пике. «Никам та чăрмантарман чухне ӳкерме юрататăп. Çут çанталăка ун пек чухне илтетĕп те, куратăп та. Хĕвел аннă вăхăта та хут çине сăнлама кăмăллатăп. Çакна каласшăн: нихăçан та йăлăхтариччен ӳкерместĕп, чун ыйтнипе кăна, чи нумаййи те 2-3 сехет ларма пултаратăп», — тет вăл. Çапларах çуралать унăн кашни картини.

Вун пĕрмĕш класа куçнă пике шкул валли тĕрлĕ кӳлепе ăсталама маçтăр. Малтан вăл ĕлкине хатĕрлет. Шкулти йĕркелӳ уйрăмĕ касса панă хыççăн акрил сăрăпа илемлетет. Çапла майпа Çĕнĕ çул уявĕ валли Хĕл Мучи, Юрпике ăсталанă вăл. Шкул умне вырнаçтарнă хитре кӳлепесем тата та хавхалантарни пирки калать вĕренекен. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Пассажирсем психолог вырăнне хураççĕ

Такси чылай çăмăллăх кӳрет. Пĕр-пĕр тĕлпулăва е ĕçе кая юлатăн-и — ятарлă приложенире машина саккас паратăн е шăнкăравласа чĕнетĕн, вăл кил умнех пырса илет, палăртнă вырăна хăвăртрах илсе çитерет. Уйрăмах çакă çумăрлă е шартлама сивĕ çанталăкра меллĕ. Общество транспорчĕн чарăнăвне нушаланса утиччен, маршрут е ахаль автобуса вăрах кĕтсе тăриччен хăшĕ-пĕри çак майпа усă курать те. Анчах пурте таксист пулаяççĕ-и-ха? Çак ĕçĕн йывăрлăхĕсем мĕнре-ши? Ун пирки 32 çулти Елена КАЛИНА каласа кăтартрĕ. Ăна сăмах:

— Тĕрĕссипе, эпĕ хамăн пурнăçа таксист профессийĕпе çыхăнтаратăп тесе шухăшламан. Кунта килме сăлтав та пулчĕ. Шкул пĕтерсен Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн /халĕ аграри университечĕ/ биотехнологипе агрономи факультетĕнче вĕрентĕм. Автомобильпе çӳреме ятарлă документа 2016 çулта илнĕччĕ. Ăна мĕншĕн сая ярас? 2017 çулта пĕр офис урлă таксиста ĕçе вырнаçрăм. Унтанпа кăçал ултă çул çитет. Халĕ кирек хăш компание вырнаçсан та чи малтанах водитель стажне пăхаççĕ. Вăл сахалтан та виçĕ çул пулмалла. Пирĕн вăхăтра ун пек çирĕп ыйтмастчĕç. Анчах тин кăна ĕçлеме тытăннă таксиста тӳрех çынсене турттарма ямаççĕ. Çавăнпа эпĕ ахаль саккасран пуçларăм. Кунта клиентпа мĕнлерех калаçнине, ун умĕнче хама еплерех тытнине пĕтĕмпех сăнарĕç, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăннипе пăхăнманнине тĕрĕслерĕç.

Эпир ятарлă приложенипе ĕçлетпĕр. Саккас килсен мĕнле çулпа кайма меллĕрех пулнине вăл хăех суйласа илет. Çакă та аван. Вăлах çул çинче мĕнле вырăнта пăкă е авари пулнине кăтартать. Кашни таксист пекех, эпĕ те хамăн пĕрремĕш саккаса лайăх астăватăп. Ытла пăшăрханнăран алă чĕтрерĕ, тарларĕ. Кăна эпĕ кăна мар, хыçалта ларса пыракан икĕ каччă та туйрĕ пулĕ. Ун чухне хăйсемех манпа калаçăва кĕчĕç, эпĕ çак ĕçре мĕн чухлĕ вăй хунине ыйтса пĕлчĕç. Тепĕр чухне таксист хĕрарăм пулнине курсан паянхи кун та тĕлĕнекенсем пур.

Клиент тĕрлĕрен пулать. Çав вăхăтрах уçă кăмăлли те е вăрçăнма, тавлашма юратаканни те лекет. Малтан сивĕ сăмаха чĕре çывăхне илнĕ ĕнтĕ. Халĕ куçран е калаçăвĕнчен вĕсен кăмăл-туйăмне тӳрех пĕлетĕп, ăнланатăп. Таксист пулас текенсене психологи тĕлĕшĕнчен çирĕп кăмăл сунас килет тата стреса парăнтарма пĕлмелле. Тепĕр чухне хамăра психолог пекех туятпăр. Клиент чунĕнче мĕн иккенне пĕлместĕн çав. Те ĕçре, те килтисемпе вăрçăнса тухать? Эпĕ вĕсене ăнланма тăрăшатăп, сĕнӳ-канаш паратăп. Ун пек чухне клиентсен кăмăлĕ те уçăлать. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   


Чуна çывăх ĕç киленÿ кÿрет

Кофе кăмăл-туйăма çĕклет, ирхине тутлă ыйхăран вăранма пулăшать. Пĕрне эспрессо килĕшет пулсан, тепри латте юратать. Хальхи вăхăтра кофе сутакан ятарлă вырăн сахал мар. Урама уçăлма тухсан е ирхине ĕçе утнă чухне кĕретĕн те хăвна килĕшекеннине суйласа илетĕн. Кĕске вăхăтрах бариста тутлă та техĕмлĕ кофĕпе сăйлать. Ольга МАЙКОВА шăпах баристăра тăрăшать. Ăна çăмăл-и? Хăйĕн ĕçĕнче вăл кăлтăксемпе тĕл пулать-и? Çынсен кăмăлне тивĕçтереет-и? Кофе пĕçерекене хăйне сăмах парар:

— Çывăх юлташăм баристăра тăрăшатчĕ. Пĕррехинче вăл мана та çак ĕçе сĕнчĕ. Эпĕ малтан иккĕлентĕм, манран пулаймĕ тесе шухăшларăм. Анчах та: «Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр», — теççĕ. Çак ваттисен сăмахне асра тытса хама алла илтĕм те шиклĕх туйăмне айккине сирсе çывăх юлташ ĕçлекен вырăна кайрăм. Кунта мана ăшшăн кĕтсе илчĕç, кофе хатĕрĕсемпе паллаштарчĕç, ĕç пирки тĕплĕн каласа пачĕç. Çакна ăнлантăм: чи кирли — ĕçлес кăмăл шалтан тапса тăтăр, вăл пулсан кирек епле профессие те алла илме пулать.

Бариста ĕçне пилĕк кун вĕрентрĕç. Унта ятарлă машинăпа паллаштарнисĕр пуçне кофĕн кашни тĕсне мĕнле хатĕрлемеллин вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕç. Эпĕ кунта икĕ çул ытла тăрăшатăп. Паллах, малтан шиклентеретчĕ. Тен, хатĕрленĕ кофе хăнана килĕшмĕ? Тен, сахăрĕ çителĕксĕр е ытлашши-пех янă? Тин çеç вырнаçсан йăнăшнă та ĕнтĕ. Кофе килĕшменрен хăнасем тепĕр хут хатĕрлеме ыйтатчĕç. Малтанхи ĕç кунне нихăçанхинчен те лайăх астăватăп. Чылай вĕреннĕ пулин те, çавах шиклентерчĕ, алă чĕтрерĕ, кофе хатĕрлекен машина патне пыма та хăранăччĕ тата хăнасен те вăрах кĕтме тивнĕччĕ. Вăхăт иртсен майĕпен хăнăхрăм. Халĕ кофе хатĕрлесси икĕ минут çеç йышăнать.

Çак ĕç мĕнпе тыткăнлать-ши? Чи пĕрремĕшĕ: çынпа калаçни тата вĕсем валли кофе хатĕрлени. Çак самантра хама мĕн тери телейлĕ туятăп. Эпĕ чуна парса ĕçлетĕп, хăнасене те лайăх кăмăл парнелес тесе тăрăшатăп, начарри пирки пушшех манатăп. Çынсем тутлă та техĕмлĕ кофĕпе сăйланнă хыççăн хаваспах хăйсен ĕçне васкаççĕ. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.