- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 30 (1258) № 04.08.2022
Интернет… вăхăта перекетлет
Уйăхра пĕрре почтăна утать ял халăхĕ. Сăлтавĕ те пысăк. Сумлă тенинчен ытла — яваплă. Газшăн та, çутăшăн та вăхăтра тӳлемелле. Ял-салара кăна мар, хулара тĕпленнисем те управляющи компание, банка çул тытаççĕ. Парăма кĕресшĕн мар вĕсем.
Паллах, ку тĕлĕшпе юлашки темиçе çулта лару- тăру улшăнчĕ. Çак ĕçсене интернет урлă туххăмрах пурнăçлама вĕрентĕмĕр. Çамрăксем кăна та мар, аслăрах ӳсĕмрисем те çĕнĕ технологисемпе усă курма хăнăхса пыраççĕ. Меллĕ кăна мар, вăхăта та перекетлет ку. Тепĕр тесен, ку е вăл квитанцие тӳлеме кăна мар, тĕрлĕ ыйтăва килтен тухмасăрах татса пама пулать капла. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ те пысăк вырăн йышăнать ку тĕлĕшпе. Çемьесене тивĕçекен тĕрлĕ тӳлеве тивĕçмешкĕн ыйту тăратмалла-и, налук виçине тĕрĕслемелле-и, тухтăр патне çырăнмалла-и, ку е вăл тытăмран справка илмелле-и — вăраха ямасăр вăхăтра пурнăçламалли ĕçсене черетре тăмасăр кĕске хушăрах пурнăçлама май пур.
Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă татса пама май килекен ыйтусен шучĕ куллен тенĕ пек анлăланса, ӳссе пырать. Акă, сăмахран, амăшĕсен пепке çуралнине больницăран тухмасăрах регистрацилеме май пур. Хĕрарăм ыйтнипе тухтăрсем вăл çăмăллани пирки электрон хут хатĕрлеççĕ. Вăл часах Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи амăшĕн харпăр хăйĕн кабинетне килсе выртать. Кун хыççăн амăшĕ ачан ятне палăртса ыйту çырать. Ашшĕн те ку ĕçе хутшăнмалла. Çак ыйтăва тĕпе хурса ЗАГС уйрăмĕнче ача çурални пирки патшалăх реестре çырса хураççĕ. Патшалăх органĕнче ку ĕçе пурнăçлани те харпăр хăйĕн кабинетĕнче палăрĕ. Паллах, çак утăмсем аслăрах ӳсĕмрисемшĕн кăткăс пек туйăнаççĕ-тĕр. Çамрăксем вара пурнăçпа тан утма тăрăшаççĕ. Кунашкал мелпе Чăваш Енре пепкесене регистрацилеме пуçланă та ĕнтĕ. Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти Мускав районĕн ЗАГС уйрăмне ывăл çуратнă хĕрарăмран ыйту çитнĕ. Чăваш Енри пĕрремĕш тĕслĕх пулса тăнă ку.
Вĕрентӳ учрежденийĕсене ыйту инçет мелпе — интернет урлă — çырас йĕрке те вăя кĕчĕ кăçал. Вăхăта перекетлемелли мелсем аталансах пыраççĕ.
Чăн та, интернет тени çĕнĕ сăмах мар ĕнтĕ. Усă курманнисем те илтмен мар ун пирки. Асанне-кукамай хăйсем «тутанса» курмасан та ачисенчен, мăнукĕсенчен нумай илтнĕ. Вĕсем пулăшнипех, тен, аякри тăванĕсене салам та ăсатнă-тăр. Çĕнĕ технологисен ырă та лайăх енĕ сахал мар. Ахальтен мар республикăра аякри ялсене те хăвăртлăхлă интернет кĕртес программа пурнăçланать. Район центрĕнчен инçетре тĕпленнисемшĕн питех те меллĕ ку. Вăхăт иртнĕ май паян нимĕн те пĕлмен-чухламан асанне-кукамай, асатте-кукаçи те тĕрлĕ ыйтăва интернет урлă татма вĕренĕ-ха. Теприсемшĕн ку сăмах ахаль супăлтетни пек кăна-тăр. Анчах та пурнăç майĕпен «çавăнталлах» пырать. Акă, калăпăр, Куславкка районĕнче пурăнакан Алевтина Годунова та 50 çул каялла пурăна киле чылай ĕçе компьютер пурнăçласса чухлама та пултарайман. 73 çулти хĕрарăм, вăрçă хыççăнхи тапхăрта çитĕннĕскер, çур ĕмĕр иртсен пурнăç çав тери улшăнасса тĕлленмен те. Халĕ вара ĕç ветеранĕ тивĕçлĕ канурисен хушшинче иртекен Пĕтĕм Раççейри «Интернета тав» конкурса хутшăнать. Алевтина Годунова компьютерпа ĕçлемешкĕн Куславкка районĕнчи халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрта вĕреннĕ. Кунти занятисене çӳренĕ май вăл компьютерпа, интернетпа усă курма хăнăхнă. Çавна май çывăх çыннисемпе тĕрлĕ сеть урлă çыру вĕçтерсе çыхăну çăмăллăнах тытать. Сад ăсти, алă ĕçĕпе аппаланаканскер, тутлă апат пĕçерме юратаканскер тĕрлĕ сĕнӳ-канашпа та паллашать. Эппин, интернет вăхăта перекетленипе пĕрлех пурнăçа усăллă канашсемпе те çăмăллăх кӳрет. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Çĕр улмипе аш кукăлĕ — чи тутли
Альбина Мастьянова Саратов облаçĕнчи Энгельс хулинче 40 çула яхăн пурăнать. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Туппай Сĕмĕлте çуралса ӳснĕскер тăван тăрăхĕшĕн халĕ те тунсăхлать. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ иртнĕ кĕтес кăчăк туртать паллах. Ахальтен мар çуллен Çимĕк вăхăтĕнче Чăваш Ене килсе каять вăл. Чи çывăх тăванĕсен вил тăприйĕсем çине çитет, ашшĕ ĕмĕрлĕх хăварнă палăка — Назаров вăрманне — курса киленет…
Ваттисем ыйтнипе ташланă
— Çемьере виçĕ ачаран вăталăххи эпĕ. Атте-анне пысăк çынах пулман, анчах чун пуянлăхĕпе, ăруран ăрăва куçнă ăсĕпе палăрса тăратчĕç. Аннене Таисия Михайловнăна, Карапаш хĕрне, Сĕмĕле качча илсе кайнă. Малтанах асаннепе асатте çуртĕнче, кайран хăйсем хăпартнăскерте кун кунланă вĕсем. Анне Октябрьски больницинче санитаркăра тăрăшатчĕ, атте — колхозра. Ĕç енчен ытла та харсăрччĕ. Пире те ачаран куршанак çыпăçнă. Выльăх-чĕрлĕх карта тулли усранăран çăвĕпе утă хатĕрлеттĕмĕр. Пахчари йăрансене çум курăкран тасатасси те, шăварасси те ытларах ача-пăчана ле-кетчĕ. Кăшт аталансан куллен уя ĕçлеме тухаттăмăр. Çамрăк организм ывăннине туйма-и?! Выляма- кулма, каçсерен урама тухма та вăй çителĕклĕччĕ. Çемье туслăччĕ пирĕн. Пĕр-пĕрне пулăшасси ăруран ăрăва куçнă.
Пĕчĕкренех питĕ шухăччĕ эпĕ. Аппа Рая, халĕ çемйипе Шупашкарта пурăнаканскер, манран лăпкăрахчĕ. Ташлама питĕ юрататтăм. Аслă ăрури çынсемпе пĕрле сурăхсене çитерме улăха çӳреттĕм. Вăр! та вăр! çаврăнаттăм ирĕк вырăнта. Мучисем мана курса киленетчĕç, тата ташлама ыйтатчĕç. Пĕррехинче кӳршĕ хĕрарăмĕ те кĕвĕпе килĕшӳллĕн хусканусем тума ыйтрĕ. «Эпĕ сана çавăншăн перчетке парнелĕп», — терĕ. Чăнах та парне кӳчĕ вĕт! Кайран те куç ӳкнĕ пек пулчĕ — ташлама пăрахрăм.
Хитре тумланса çӳреме çи- пуç çукрахчĕ. Пĕррехинче мана кӳршĕри хĕрача, 10-12 çултискер, çĕнĕ кĕпе çине кĕсье çĕлесе парать. Хăй керогаз плитипе апат пĕçерме лартса янă. Тухса пăхма епле ăс çитертĕм-ши? Тулалла утрăм та — çунма пуçланă кăмака çийĕн çулăм ялкăшать кăна! Шăпах çав самантра атте кăнтăрлахи апата киле çитсе кĕчĕ — сӳнтерме май килчĕ. Тем курас пур вĕт, — йăлтах тин пулса иртнĕн яр уççăн ас тăвать Альбина Михайловна. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Тăван тавралăх илемĕ, е Ачалăха аса илсе карçинкка çыхнă
Пултаруллă, маттур, хастар, анлă тавра курăмлă, çут çанталăка юратать, сывă пурнăç йĕркине пăхăнать, çемье историйĕпе кăсăкланать, кĕнеке вулать — çакнашкал сă-махсемпе нумай çынна сăнлама пулать. Комсомольски салинче пурăнакан Виталий Хораськин çинчен те хăюллăнах çапла каламалла. Ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть пек вăл. Çав вăхăтрах хăйне евĕр те. Тивĕçлĕ канура пулин те тунсăхласа лармасть кил хуçи. Мăшăрĕпе Валентина Николаевнăпа фольклор ушкăнне çӳреççĕ, хĕллехи вăрăм каçсенче алă ĕçĕпе аппаланаççĕ, çулла пахчара тăрмашаççĕ. Хăйсем валли йăпанăç тупаççех.
Çатан карта
Кăçал вара çатан карта тытса чечек пахчине, кил хушшине илемлетме тĕв тунă Хораськинсем. Арăмĕ шухăшне систернĕ те — мăшăрĕ унăн кăмăлне тивĕçтернĕ. Кĕрхи шăнпа карта юписене çапса хăварнă Виталий Семенович. Хĕлле хăва хатĕрленĕ, çуркунне çитсен авса та тухнă. Паллах, çатан картан та хăйĕн вăрттăнлăхĕсем пур. Хăва юпа лартсан çĕрпе çыхăннă май вăл чĕрĕлет, ешерет. Пĕрмай йĕпе тăрсан хăвăртах çĕрет. Çакна шута илсех тимĕр юпа суйланă кил хуçи.
— Кĕтне тăрăхĕнче çитĕннĕ вĕт эпир. Шыв хĕрринче сухан, кишĕр акаттăмăр, купăста лартаттăмăр. Пахча çимĕçе Кĕтнепе юнашар туса илнĕ каçал çыннисем. Хур кайăксем шывран тухсан, выльăх пахчана ан такăрлаттăр тесе çатан карта тытаттăмăр. Вăрмантан чăрăш лăсси те йăтаттăмăр ун валли. Асатте Александр Захарович, 1888 çулта çуралнăскер, хур карçинкки нумай тăватчĕ тата. Кăшкарне ăсталатчĕ те — эпир авса хăпартса пыраттăмăр. Ача чухне ытларах асаттепе ларнă паллах. Аттепе анне ĕçре пулнă, пирĕнпе аппаланма вăхăт çитмен. Атте бригадирта вăй хунă май кунĕпех хирте çӳренĕ. Анне те колхоз ĕçне хутшăннă. Хулла хĕлле хатĕрлетчĕ асатте. Çуркунне валли карçинккасем туса та хураттăмăр, — каласа кăтартать Виталий Семенович.
Хăйсем валли кăна çыхман вĕсене аслашшĕпе мăнукĕсем. Лав çине тиесе пасара сутма тухнă. Вĕсен хакне те лайăх ас тăвать кил хуçи — 50 пус. Кĕтне тăрăх хăва лайăх ӳснĕ паллах. Каснине кура вăл ешерсе тата та паркарах хăпарнă. Аслине пулăшнăшăн кĕçĕннисене пылак кучченеçпе сăйласа хавхалантарнă-тăр.
— Виçĕ çул каялла хăва пуçтарса килтĕм те ачалăха аса илсе карçинкка çыхрăм. Ыхра пуçтарса хутăмăр-ха унпа кăçал та. Ачасене те парса янăччĕ, — тет хастар арçын. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Йăлтăр çутă парсам
Чăвашсем Улăп паттăр йăхĕнчен тухнă теççĕ. Унăн амăшĕ Чĕкеç ятлă пулнă. Культура институчĕн халăх ӳнер пултарулăхĕн кафедрин пуçлăхĕ Раиса Васильева шăпах ун валли кăкăр ум капăрлăхĕ — шӳлкеме — хатĕрленĕ. Чăваш мифологине тĕпе хурса ăсталанăскер — виçĕ сийлĕ. Варринчи — çутă тĕнчене сăнлаканни — çăлтăр паллăллă кĕмĕлпе ялкăшать. Ахăртнех, пĕри Раиса Васильева ячĕпех çуталнă. «Йăлтăр çутă пар та сӳнми пайăркаллă çăлтăр ту манран», — ахальтен мар кĕлĕ сăмахĕсене аса илчĕ вăл. Урăхла каласан, пĕлӳ ыйтакана Пӳлĕхçĕ пулăшатех.
Уша юпа, ылтăн юман
Аслă шкулăн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсен ĕçĕсемпе республикăри халăхсен Туслăх çуртĕнчи «Ламран лама» куравра паллашма пулать. Вĕсенчен кашниех Раиса Михайловнăн чунĕ витĕр тухнă. Чăваш Ен çăра уççине хатĕрлени хăйне евĕрлĕ. Авалхи крепоç, управ пуканисем, пурнăç йывăçĕ... — кашни япала халăх историне сăнлать, ăрусене çыхăнтарать. «Çӳлти аттен тĕнчи», — çапла палăртать ку лапама Раиса Васильева.
Уша юпа çинче — çут çанталăк хăвачĕсен паллисем. Ĕлĕк-авал чăвашсем леш тĕнчене кайнă çынна юр, çумăр, çил-тăвăл... каялла таврăнмашкăн чăрмантарнине ĕненнĕ. Çав вăхăтрах çичĕ тĕрлĕ хăват маттуррисен, тăрăшуллисен, ырă кăмăллисен çулне пӳлеймен теççĕ. Йăх-несĕл ăна пӳртре урай варрине те, сĕтел çине те лартнă. Çут тĕнчерен кайнисен чунĕсем çимĕкчен тăван киле килеççĕ имĕш. Уша юпи çул шыраса тупма пулăшать вĕсене.
Раиса Васильевăн тепĕр ĕçĕ — хушпу — виçĕ тĕнчене пĕрлештерет. Ку капăрлăх хĕрарăм сумне кăтартать. «Тăван тăрăхри хисеплĕ ватăсем хăнана капăр çӳренине ас тăватăп. Вĕсем хушпусăр пуçне хаклă чулсемпе илемлетнĕ сулă, çĕрĕ тăхăнатчĕç, алка çакатчĕç. Çав сăнарсем çаплипех тĕлĕке килеççĕ», — калаçăва тăсать Раиса Михайловна.
Пурнăç йывăçне сăнлакан ылтăн юман мăнаçлă курăнать. Ăна эрешсемпе илемлетнĕ. «Евгения Жачева ал ĕç ăсти патне 6 çул çӳрерĕм. Пĕтĕм çĕвĕ-эреш хăйне евĕрлĕхне ăса хыврăм», — тĕрĕ
паллисем тавра сăмах пуçарнă май палăртать чăваш хĕрарăмĕ. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Савăнар пĕрле, çĕр ĕçченĕсем
Кашни çыншăн çуралнă вырăн асра юлать ĕмĕрлĕхех. Çут тĕнчене килсе пĕрремĕш хут ӳпке тулли сывласа ярать те çав техĕм никĕсленсе юлать пулĕ çыннăн чунĕнче. Вăлах тăван кĕтесе аса илтерсех тăрать. Çулсем кайнă май ватлăхра пĕччен юлсан нумай сериллĕ кино пăхнă евĕр аса илӳсемпе йăпанатăп. Çав хушăрах тунсăхлатăп та пĕрле ӳснĕ тус-тантăшшăн. Тĕп йăваран вĕçсе тухатпăр та тĕнче тăрăх саланатпăр. Анчах таçта кайсан та тăван çав кĕтес чунра пурăнать.
Малалла çырса кайиччен мĕнле сăлтавпа калемпе хут тытнине вулакана пĕлтерем. Утă уйăхĕнче хам çуралнă Вăрнар районĕнчи Пăртасри клуб ĕçченĕсенчен йыхрав илтĕм. Эпĕ, Нина Андреева /хушма ят Нина Кĕтмел/, сăвă çырмашкăн хам тĕллĕн вĕреннине каласа хăварам. 2000 çулсенче, тивĕçлĕ канăва тухсан, пултарулăха аталантарма пуçларăм. Вулакансем манăн ĕçсене пысăк хак пачĕç. 2013 çулта «Тăван тавралăх Чăваш Ен» ятпа кĕнеке кăлартăм.
Çапла вара клуб ĕçченĕсем Ольга Ивановăпа Светлана Егорова манпа тĕл пулу йĕркелеме шухăш тытнă, кунне, вăхăтне палăртнă. Хаваспах килĕшрĕм.
Эпĕ 1961 çултанпа Шупашкарта пурăнатăп. Хулара ĕмĕр иртрĕ теме пулать. Маншăн, тăван ял халăхне курмасăр тунсăхланăскершĕн, укçи-тенки те, вăхăт та шел пулмарĕ. Такси тытсах вăрăм çула кĕскетсе çуралнă тăрăха çитрĕм.
«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат вулаканĕсем, поэзи сехечĕ хыççăн çуралнă шухăш-туйăма сирĕнпе пайлас килет. Манпа тĕл пулу йĕркелесси çинчен урамра пĕлтерӳ çакнă. Килĕшсе татăлнă вăхăта вырăна çитсе чарăнтăм. Ку — иккĕмĕш тĕл пулу. 5-6 çул каялла районти библиотекарьсемпе, шкул ачисемпе, педагогсемпе ялти шкулта курнăçса калаçнăччĕ.
Эрне варринче ĕç вăхăтне пăхмасăр клубра халăх йышлă пухăннă. Урамранах питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç, сывлăх сунчĕç. Пĕр-икĕ çул каялла пулнăччĕ хăтлă ку çуртра. Пуçтарăннисем вырнаçса ларсан Ольга Елизаровна мана сăмах пачĕ. Хам çинчен йăлтах каласа кăтартрăм. Вулакана та çырса пĕлтерем. Кăçал 85 çул тултартăм. Ялта пурăннă вăхăтра колхозра тырă вырнă, авăн çапнă. Ун чухне хамăр патра вăтам шкул пулман. 1956-57 çулсенче Вăрнарти пахча çимĕç ӳстерме вĕрентекен шкултан ăнăçлă вĕренсе тухрăм. Тепĕр çултан çавăнтах ĕçлеме илчĕç. Анчах çемьери лару-тăрăва пула апай /анне/ пăрахтарчĕ, «килте çын кирлĕ» терĕ. Каярахпа промкомбинатра вăрман турттарнă çĕрте ĕçлерĕм. Шупашкара килсен стройкăна ĕçе вырнаçрăм. Çавăнта вăтăр çула яхăн вăй хутăм. Ĕçе юратса пурнăçланăран тĕрлĕ специальноçе алла илтĕм. Бухгалтера вĕренсе юлашки 10 çулне кантурта ĕçлерĕм. <...>
Нина КĔТМЕЛ. Вăрнар районĕ, Пăртас ялĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать