«Хресчен сасси» 30 (2918) № 03.08.2022

3 Авг, 2022

Хура хурлăхан хирĕнче

Патăрьел районĕнче улма-çырла çитĕнтерекенсен те хĕрӳ тапхăр пырать. Сад ăстисем пылак та усăллă çимĕçсене татса пуçтараççĕ. Утă-çĕртме уйăхĕсенче улма-çырла пиçсе çитет. Сад ăстисемшĕн чăннипех «хĕрӳ тапхăр». Йывăç-тĕм çинчи пылак çимĕçе вăхăтра татса пуçтармасан тăкăнма тытăнать, тухăç палăрмаллах чакать. «Батыревский» улма-çырла питомникĕнче çакна аван ăнланаççĕ.

Типĕ кунсемпе усă курса ир-ирех ĕçе тытăнаççĕ. Хальхи вăхăтра ĕçченсем хура хурлăхан пуçтараççĕ.

Питомникăн тĕп агрономĕ Александр Седойкин пĕлтернĕ тăрăх, кунта хурлăхан 76 гектар лартса хăварнă. Çав шутра 24-шĕ çимĕç пама тытăннă ĕнтĕ. Унсăр пуçне хăмла çырли те самай, 8 гектара яхăн. 4 гектар çинчи çĕр çырли кăçал ăнса пулнă, тухăç савăнтарать. Пан улми сачĕ те пысăк лаптăк йышăнать, 60 гектар ытла. Унта тĕрлĕ сорт çитĕнет: ир, вăтам, кая юлса пулаканнисем. Пысăк улмиççисемпе пĕрлех лутра çитĕнекеннисем те пур.
Сад пуян: чие, черешня, слива, груша, йĕплĕ çырла, кашкăр çырли… Кăнтăр çимĕçĕ абрикос та тахçанах тымар янă кунта. Унăн сорчĕсем те суйламалăх пур: «Алеша», «Лель», «Медовая», «Чижовская». Патăрьел тăрăхĕнче алыча та ăнса пулать.

Пылак, усăллă çимĕçсем пиçсе çитнĕ май сад ăстисем валли ĕç пайтах. Хурлăхан татма техникăпа усă курни ĕç-хĕле палăрмаллах çăмăллатать. Хăш-пĕр çырлана вара алăпах пуçтарма тивет.

Çимĕçе татнă хыççăн тасатса сортлаççĕ, сутма хатĕрлеççĕ. Вăл регионта кăна мар, республика тулашне те ăсанать.

Предприяти пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене те туса илет. Кăçал аграрисен кĕрхи тулă — 50, çурхи тулă — 35, урпа — 114, сĕлĕ 50 гектар çинчен вырса кĕртмелле. Унсăр пуçне севок сухан — 2, нумай çул ӳсекен курăксем 21 гектар йышăнаççĕ. <...>

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

♦   ♦   


Хунямăшĕ епле, кинĕ çапла

Зоя Калькина Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальти федьдшерпа акушер пунктĕнче 36 çула яхăн ĕçленĕ. 26 çул хушшинче вăл 1224 ачана çут тĕнчене килме пулăшнă. Ял çыннисем ăна «тухтăр» тесе хисепленĕ.

Ĕçе чунпа парăннă Зоя Григорьевна Вăрнар районĕнчи Çĕнĕ Сăрьел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ачаранах тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Амăшĕ Анастасия Федоровна вырăнти травмпунктра трахомăран сиплекен медсестрара ĕçленĕ. Хĕрĕшĕн шăпах вăл тĕслĕх пулнă. Çавна май Зоя Григорьевна Канашри медицина училищинче пĕлӳ илнĕ. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн шăпа 19 çулти хĕре Нăрваш Шăхальне илсе çитернĕ, акушеркăра ĕçлеме тытăннă. Çак професси питĕ килĕшнĕ ăна. Ара, мĕн тери сăваплă ĕç тунă вăл: ача-пăчана кун çути парнеленĕ. Ун чухне хĕрарăмсем килтех çăмăлланнă. Мĕншĕн тесен район центрне тухса кĕме çул пулман. Çамрăкскер районти тĕп больницăра ĕçлекен пултаруллă акушерсемпе гинекологсенчен сĕнӳ-канаш илнĕ. Кашни ачан тата амăшĕн пурнăçĕшĕн кĕрешнĕ. Унсăр пуçне вĕсен сывлăхне тĕрĕслесех тăнă. Пепкисене ĕмĕртме, ачан ӳтне таса тытма, ӳсерехпе апат çитерме вĕрентнĕ хĕрарăмсене. Амăшĕпе ачине больницăран е акушер пунктĕнчен киле ярсан пĕр эрне вĕсем патне килне çӳренĕ. Каярахпа эрнере икĕ хут пĕр уйăх таран ачана сăнаса тăнă. Ун чухне ялта ача-пăча çуратакан чылай пулнă. Çулталăкра 70-80-ран кая мар.

Ял çыннисем чир-чĕрпе аптăрасан та тӳрех Зоя Григорьевна патне васканă. Вăл вара нихăçан та хирĕçлемен. Уншăн кану кунĕ те, отпуск та пулман. Çумăрлă çанталăк-и, çил-тăман-и е шартлама сивĕ хуçаланать-и урамра — пулăшу ыйтма пынă çынсем патне чупнă. Тепĕр чухне мăшăрне те пĕрле илсе кайнă. Василий Никифорович та арăмне чылай пулăшнă. Пĕррехинче вĕсем патне кӳршĕ хĕрарăмĕ çил пек вĕçтерсе килнĕ. Ачи вилме пултарасси пирки пĕлтернĕ.

Зоя Григорьевнăпа Василий Никифорович нимĕн шухăшламасăр кӳрше васканă. Ачана сĕрĕм тивнĕ иккен, çăварĕнчен кăпăк кăларса выртнă. Ăна хăвăртрах юр çине илсе тухнă. Çапла майпа унăн пурнăçне çăлса хăварнă. Пĕтĕмлетсе каласан, Нăрваш Шăхалĕнче Зоя Григорьевна кĕрсе курман кил те пулман.

Пĕр вăхăт вăл акушеркăра та, ял Фельдшерĕнче те ĕçленĕ. Çавна май шкулта хĕрачасене медицина та вĕрентме çӳренĕ, ял канашĕн депутачĕ те пулнă. Шăпах çак çулсенче депутатсем ялта ача çуратмалли çурт уçасси пирки района ыйтупа тухнă. Пуçлăхсем тӳрех килĕшнĕ. Çапла вара 1958 çулта Нăрваш Шăхалĕнче ача çуратмалли çурт уçăлнă.

Ырă чунлă хĕрарăм йывăр чирлĕ çынсене район больницине ăсатма тăрăшнă. Вĕсене леçме Зоя Григорьевна колхоз шоферĕсемпе калаçса татăлнă. Мĕншĕн тесен ун чухне ял çыннин машина пулман. Юрать-ха, водительсем итленĕ тухтăра. Хăй те больницăна пĕрлех ларса кайнă, чирлĕ çынна районти врачсен аллине парса хăварсан тинех унăн чунĕ лăпланнă.

Калькинсен туслă çемйинче виçĕ хĕрпе пĕр ывăл кун çути курнă. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех пултаруллă, хастар çитĕннĕ, пурте аслă пĕлӳ илнĕ. Нина — вĕрентекен, Мария — тухтăр, Люся — тăлмачă, Василий — строитель. Амăшĕн ĕçĕ-хĕлне пĕлсе, курса ӳснĕскерсем çын хуйхине те ăнланнă. Ара, Зоя Григорьевнăна ял çыннисем хăть хăш вăхăтра та чĕнсе кайма пултарнă: кăмака хутнă вăхăтра та, чăх-кăвакал пуснă, мунча кĕнĕ е япала çунă чухне те… Вăл вĕçлеймен ĕçсене ачисем е упăшки туса пĕтернĕ. Çынна пулăшма тăрăшнăранах ăна ял халăхĕ хисепленĕ.

1976 çулта Зоя Калькина районти «Чи лайăх медицина ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ăна тĕрлĕ Хисеп хучĕпе, парнесемпе те чысланă.

Самана улшăннă май ялти ача çуратмалли çурта хупнă. Ун хыççăн Зоя Григорьевна пĕр вăхăт Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи ФАПра ĕçленĕ, кайран каллех Нăрваш Шăхальне таврăннă. 1990 çулта вара тивĕçлĕ канăва тухнă. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Кĕçĕн Пăла тăрăхĕн илемĕ

Кĕçĕн Пăла — Комсомольски тата Елчĕк районĕсене çыхăнтаракан пысăках мар юхан шыв. Çак тăрăхра вырнаçнă авалхи Тăрăм ку енчи чи илемлĕ ялсенчен пĕри шутланать. Ултă яла пĕрлештерекен «Рассвет» хуçалăхăн кантурĕ, производство объекчĕсем те асăннă салара вырнаçнă.

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче кунти колхоз республикăра малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри шутланнă. Ăна хĕрĕх çула яхăн Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Кириллов ертсе пынă.

Нумаях пулмасть «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн ертӳçи Юрий Карпов пуçарăвĕпе Тăрăм ялĕн уявне йĕркелерĕç. Паллă саманта ял-йыш, хăнасем йышлăн пуçтарăнчĕç.

— Кăçал республикăра Паллă ентешсен çулталăкне палăртаççĕ. Тăрăм ял тăрăхĕнчен те район, республика чапне çĕклеме пултарнă çын нумай тухнă. Кунта çуралса ӳснĕ Николай Викторов çак кунсенче 95 çул тултармаллаччĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл Çĕнĕ Шупашкар хулине çĕклеме хутшăннă. 1970 çулсенче республикăри профсоюз организацине ертсе пынă. Вунă çул ытла Чăваш АССР Министерствин Канашĕн Председателĕн заместителĕнче тăрăшнă. Унăн ывăлĕ, экономика наукисен докторĕ Валерьян Николаевич çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче ЧР Министрсен Кабинетне ертсе пычĕ. Эпир çавăн пекех тĕрлĕ çулта район, Чăваш Ен чысне çĕкленĕ атлетсемпе, тĕнче спорт мастерĕпе Иван Тихоновпа, СССР тата Раççей спорт мастерĕсемпе Феоктиста Кривуша - Гавриловăпа, Николай Владимировпа, Дмитрий Енедеровпа, Александр тата Владимир Тихоновсемпе тивĕçлипе мăнаçланатпăр, — терĕ Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Карпов. <...>

Владислав СИДОРОВ.

♦   ♦   ♦


Ашшĕн çулĕпе пыраççĕ

Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнчи Николай Иванов 2017 çулта федерацин «Выльăх ĕрчетекен çемье ферми» программине хутшăнса 10 млн тенкĕлĕх грант илнĕ.

Салтак аттине хывсан вăл ăçта вĕренме кĕресси пирки пуç ватман, экзамен пама Чăваш ял хуçалăх институтне документсем панă. Унта ятарлă пĕлӳ илнĕ хыççăн тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ. Анчах ăна темшĕн тăван ялĕ хăйĕн патне пĕрмай туртнă. «Çуралнă кĕтесре сывлăш таса тата сиплĕ, пурăнма аван», — тет вăл. Часах тăван ялĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Ывăлĕсем — Иван, Дима тата Андрей — пулăшасса шанса тăнă икĕ турта хушшине. Вĕсем ашшĕн шанăçне тӳрре кăларнă. Халĕ хуçалăхра пиллĕкĕн – хăй, Олег Нарсов тата ывăлĕсем.

— Çĕртен пысăк тухăçлă продукци илессишĕн кашни ĕçе вăхăтра тата паха пурнăçлатпăр, — тет Николай Иванов. — Паха вăрлăх акрăмăр, ăна микроудобренипе апатлантартăмăр, хурт-кăпшанкăран, чир-чĕртен хӳтĕлессишĕн им-çам сапрăмăр. Иртнĕ эрнесенчи çумăр хыççăн культурăсене пăхса çӳрерĕм те лайăх çитĕннĕшĕн савăнтăм. Аякран пăхсан тырă тинĕс евĕр хумханать. Вăл епле ӳснине куллен тенĕ пек сăнатăп.

10 млн тенке мĕнле илни пирки те каласа пачĕ. Ун патне çитессишĕн малтан укçа чылай пухма тивнĕ. Пĕтĕмпех вăл — çемье бюджетĕнчен. Грантпа 100 пуç мăйракаллă шултра выльăха вырнаçтармалăх ферма тунă. Ĕç кунĕсенче çеç мар, шăматкун-вырсарникун та тăрăшнă.

Рентабельлĕхе пысăклатассишĕн пĕчĕк коллективпах нумай ĕç тунă, хутăш апат хатĕрлекен, ăна валеçекен машина, «МТЗ-82», «МТЗ-1523» тракторсем, «КБМ-8» культиватор, çулнă курăка тавăрмалли «ГВВ-6» агрегат туяннă. Тырра микроудобренипе апатлантарма «ОПШ-2500» агрегат пулăшать. Унпах им-çампа хурт-кăпшанкăран, çум курăкран, чир-чĕртен хӳтĕлеççĕ. Кăçал «ACROS-595» комбайн илсе килнĕ.

— Унпа эпĕ хире тухман-ха, — тет Николай Анатольевич. — Çывăх кунсенчех кăларатпăр. Ăна ывăлсем кăмăллаççĕ. Вăл вĕсене кăна парăнать. <...>

Алина НИКОЛАЕВА.

♦   ♦   ♦


Çĕнтерĕве кĕтсе илеймерĕ

Ватăлнăçемĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванăмсем ытларах та ытларах аса килеççĕ.

Кукаçин, Çĕрпӳ районĕнчи Вĕрмер ялĕнче пурăннă Макар Яичниковăн, аслă кĕрӳшне Николай Жачева ку тăрăхри Тĕнсĕр ялĕнчен Хĕрлĕ çара 1941 çулта илнĕ. Телефонист Сталинграда хӳтĕлессишĕн пынă çапăçусене хутшăннă. Счетоводра ĕçленĕскер хăйĕн вырăнне ывăлне Леньăна хăварнă. 1942 çулта фронта кайма унăн та ячĕ тухнă, танкиста вĕреннĕ, Балтика тăрăхĕнчи республикăсене ирĕке кăларма хутшăннă. Тăшман снарячĕ броняна пырса тăрăнтарнăран танкра виçĕ хутчен те çуннă. Люкран çийĕнчех тухса вилĕмрен çăлăннă. 1944 çулхи пĕр çапăçу умĕн темиçе экипажа разведкăна куллен кайма, танксене тапăнса кĕмелли çулсене, тăшман çирĕпленсе ларнă вырăнсемпе хӳтĕленӳ хатĕрĕсене пĕлме хушнă. Леня экипажĕ вĕсене Даугава юхан шывĕ урлă каçса карттă çине ӳкернипе пĕрлех нимĕçсене атакăланă, юн юхтарса выртнă офицер сумкинче карттăпа командовани хушăвĕсене тупнă, салтака тыткăна илнĕ. Вĕсем пирĕн чаçсене тапăнса кайма хатĕрленĕ операцишĕн хаклă пулнă-тăр: экипаж членĕсене Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Кукаçин иккĕмĕш кĕрӳшĕ Степан Василевский, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинче çуралнăскер, Хĕрлĕ çара 1942 çулта çырăннă. Пĕрремĕш çапăçăва Курск пĕккинче кĕнĕ, чĕрĕ юлнă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне икĕ хут тата медальсене тивĕçнĕ. Балтика тăрăхĕн фронтĕнче Леонид Жачевпа тĕл пулнă. Икĕ чăваш икĕ сехет чăвашла калаçса çапăçусене аса илнĕ. Икĕ сехете Çĕнтерӳ хыççăн та час-часах аса илетчĕç. <...>

Рита МИХАЙЛОВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ, Хуракасси ялĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.