- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 29 (1257) № 28.07.2022
Çавра сĕтел тавра пуçтарăнсан
Çĕнĕ çул вĕсемшĕн — уйрăмах паллă уяв. Пĕр çулталăка ăсатса теприне çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе кĕтсе илнипе кăна çыхăнман вăл. Шăпах çак кун çемье çавăрнипе паха раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ Чипчигинсемшĕн. Кăçал вара Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Надежда Николаевнăпа Виталий Михайлович сапфир туй паллă тума хатĕрленеççĕ.
Шкул саккипе сыв пуллашсан кил хуçи Канашра водитель профессине алла илнĕ. Салтакран таврăнсан тăван хуçалăхра вăй хунă. Бригадир пулăшуçинче те, бригадирта та тăрăшнă вăл. Фермăра та ĕçленĕ. Каярах районти ял хуçалăх техникин пĕрлешĕвĕнче вăй хунă. Кĕмĕл ĕçлесе илес тĕллевпе аякри хулана та çула тухнă. Халĕ ĕнтĕ — тивĕçлĕ канура. Апла пулин те алă усса лармаççĕ Чипчигинсем. Выльăх-чĕрлĕх те, чăх-чĕп те картиш тулли усраççĕ. Ĕне те, пăру та тытаççĕ, сысна самăртаççĕ. Çемье çавăрнăранпах вите таврашĕ пушă тăмасть. Çулла çитсен ĕçĕн вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть. Черетпе кĕтĕве те каймалла, пахчара çум курăкĕ те çывăрмасть, çырла хыççăн çырла пиçет, йăран тулли çимĕç пулать — пурне те вăхăтра пуçтармалла. Хĕл хырăмĕ аслă-çке. Выльăх-чĕрлĕх усракансен уттине те çителĕклĕ хатĕрлемелле. Мăнукĕсем те тунсăхлама памаççĕ вĕсене. Май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ.
— Чуста таврашĕ хурсан пĕчĕкки таранччен тытса пăхасшăн, — тет «асаннепе» «кукамай» ятсене сакăр хутчен тивĕçнĕ Надежда Николаевна.
Ĕмĕрĕпе кулинарта тăрăшнă хĕрарăм мăнукĕсене тутлă çимĕçпе сăйлани пĕрре те иккĕлентермест. Ахальтен мар пĕчĕкскерсем ку е вăл апата хатĕрлеме ыйтаççĕ. Кукамăшĕн алли ылтăн пулнине, тутлине туххăмрах хатĕрлеме пултарнине пĕлеççĕ вĕсем.
Комсомольски районĕнчи Киров ялĕнче çитĕннĕ кил ăшшин управçи. Вунă ачаллă çемьере иккĕмĕш пулса ӳснĕ вăл. Шкул хыççăн Шупашкарта пир-авăр ком-бинатĕнче вĕреннĕ. Отпуска яла килсен тĕп хулана текех кайман вăл — районта столовăйне ĕçлеме вырнаçнă. Кĕçĕн Каçалта хваттерте пурăннă. Шăпах кунта ташă каçĕнче пулас мăшăрĕпе паллашнă та. Çулталăк туслă çӳренĕ çамрăксем. Пĕррехинче каччă хĕре хăйсем патне кĕрсе тухма чĕннĕ. Хирĕçлемен пике. Хăнана илсе кĕнĕ те 18 çулти чиперккене текех кăларса яман савнийĕ. Çапла çемье çавăрнă. Пĕр хушăран çурт лартса уйрăлса тухнă. Пĕрин хыççăн тепри йыш хушăнса пынă. Ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ Чипчигинсем. Кашниех çемьеллĕ, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă.
Чун ăшшине йăмăкĕн икĕ ывăлне те парнеленĕ вĕсем. 9 тата 12 çулти йĕкĕтсене йышăнса пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Вĕсем те çемьеллĕ ĕнтĕ. Ачисем Надежда Николаевнăпа Виталий Михайловича «асаннепе асатте» тесе чĕнеççĕ.
45 çул арлă-арăмлă пурăнса пурнăçра темĕн те курнă паллах мăшăр. Савăнмалли те, кулянмалли те тупăннă. Чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть тесе ваттисем авалах каланă. Анчах та çемье хаклăхне нихăçан та çухатман Чипчигинсем. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Тĕрлеме вĕренесчĕ, парашютпа сикесчĕ
Хăйне евĕрлĕ уявсен шутĕнче Ĕмĕт палăртмалли кун пур. Ăна паян, утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче, паллă тăваççĕ. Çак кун ĕмĕтленни пурнăçа кĕнине шанаççĕ. Пирĕн вулакансен шухăш-тĕллевĕ мĕнлерех-ши?
ТАТЬЯНА, 45 çулта, Канаш районĕ:
— Чăн ăстасенчен чăваш эрешĕ тĕрлеме вĕренес килет. Маншăн, культура тытăмĕнче тăрăшаканшăн, çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Шупашкарта ĕçлекен Наци тĕррин шкулĕнче пĕлӳ илес шухăш пурччĕ. Анчах ялтан тухса çӳремешкĕн чăрмавлă пулчĕ. Çапах ачалăхри ĕмĕт пурнăçланасса шанатăп.
Чăваш халăхĕн уявĕнче наци çи-пуçĕллĕ çын килĕшӳллĕ курăнать. Тумтире сăн кĕртекен эреш илемĕпе тыткăнлать. Чăваш тĕрриллĕ кĕпе туянас ĕмĕтпе çунатланатăп. Кăçал пĕр сутуçă патĕнче хама килĕшекеннине тăхăнса пăхрăм. Шел, юраканнине илсе пĕтернĕ. Ахăртнех, тепрехинче тупса илĕп.
ИРИНА, 44 çулта, Йĕпреç районĕ:
— Тĕрĕссипе, эпĕ ку уяв çинчен илтмен. Асама та ĕненместĕп. Çапах Ĕмĕт палăртмалли кун сывлăх ыйтнă пулăттăм. Çывăх çынсем хăйсене хăтлă та телейлĕ туйнине курас килет. Сывлăх пулсан кермен çĕклесси те, ту çине хăпарасси те ним те мар.
ВАЛЕНТИНА, 32 çулта, Шупашкар хули:
— Хула шăв-шавĕнчен хăтăлса ялта сахалтан та виçĕ кун шухăшсăр, лăпкă пурăнас килет.
ГАЛИНА, 28 çулта, Етĕрне районĕ:
— Парашютпа сикесчĕ. Çĕр çине аннă вăхăтра çын хăйне мĕнле туять-ши? Шиклĕх туйăмĕ татăклă утăм тума чăрмантарать.
КЛАВДИЯ, 60 çулта, Çĕнĕ Шупашкар хули:
— Тивĕçлĕ канăва тухнине пăхмасăр ачасен, мăнуксен телейĕшĕн ĕçлетĕп. Хăш чухне ларса канма та вăхăт çук. Пĕррехинче мăнукăма тăвансем патне хăнана илсе кайнăччĕ. Пĕр арçын ĕçсе ӳсĕрĕлни килĕшмен ăна. Пурнăç чăнлăхĕ тавра нумай калаçрăмăр унпа. «Çавнашкал упăшка ан лектĕрех», — терĕм мăнукăма ырă малаш-лăх сунса. Пĕтĕм ĕмĕт çывăх çынсен хăтлăхĕпе çыхăннă.
ВАЛЕНТИНА, 54 çулта, Патăрьел районĕ:
— Çеçпĕл Мишши калашле, шанатăп, ĕмĕтпе пурăнатăп. Çавах та вырăс халăхĕ телей шăплăха юратать тенине те тĕпе хуратăп. Çавăнпах еплерех шухăшсемпе пурăннине никама та каламастăп. Çын кĕвĕçме пултарать. Ăнмасан, палăртнă пек пулмасан йĕкĕлтевлĕн пăхать. Ĕмĕт пурри çынна шанчăк кӳрет, вăй-хал хушать паллах. Тĕллеве пурнăçлас тесе тăрăшатпăр, май килнĕ таран талпăнатпăр кун пек. Усси пулсан — савăнатпăр. Ачасем, сăмахран, ĕмĕчĕсене хут çине çырса хураççĕ, пурнăçланнă май туртса пыраççĕ вĕсене. Пытармасăр каласан, юлашки вăхăтра хăть те хăçан та — сывлăх пултăрччĕ тетĕп. Ĕмĕтленмелли кун та çакнах сунăп. <...>
Марина ТУМАЛАНОВĂПА Татьяна НАУМОВА ыйтса пĕлнĕ.
♦ ♦ ♦
Ашшĕн ятне яман
Çывăх çыннисĕр ӳснĕ вăрçă ачисем çинчен ку кĕнеке. «Память об отце» ятлă
Иртнĕ ĕмĕрти хаяр вăрçă çулĕсем аякка кайса пыраççĕ. Çул хыççăн çул иртрĕ. Вăрçă хирĕнче выртса юлнă аттесене кĕтрĕмĕр те кĕтрĕмĕр. Вĕсем çуралнăранпа 100 çул иртрĕ, вилнине çырса пĕлтернĕ пулин те таврăнасса шанатпăр. Çывăх çыннăм алăкран халь-халь кĕрессĕн туйăнать. Мĕн чухлĕ вĕсем, аттесĕр юлнă вăрçă ачисем! Шучĕ те çук.
Пĕрре Элĕк районĕнчи Анаткас Сурăмри филологи наукисен кандидачĕпе Вениамин Димитриевпа тĕл пулса калаçрăм. «Роза Николаевна, эпĕ сире ентешĕн Гурий Терентьевăн «Память об отце» кĕнекипе паллаштарам-ха. Унăн авторне лайăх пĕлетĕр, çавăнпах вулама паратăп», — терĕ. Кăларăма савăнсах алла тытрăм. Икĕ тăван — Петрпа Гурий Терентьевсем — ашшĕ çинчен каласа кăтартнă. Гурий Константиновича тахçанах пĕлетĕп. Иксĕмĕр те 1939 çулта çут тĕнчене килнĕ: вăл — Элĕк районĕнчи Ураскилтре, эпĕ — Тăвай тăрăхĕнче. Аттесĕр ӳсрĕмĕр. Ун чухнехи йĕркепе пире икĕ çул ĕçлемесĕр аслă шкула вĕренме илмен. Çĕршыва ура çине тăратмалла пулнă-çке. Гурий колхозра вăй хунă. Çав вăхăтри ачасем ашшĕ ятне ярас мар тесе пурăннă. «Память об отце» кĕнекери кашни йĕрке çак шухăша çирĕплетет. 1964-1969 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче историпе филологи факультетĕнче нимĕç чĕлхи уйрăмĕнче вĕреннĕ вăл. Унтан Хусанта пĕлĕвне тарăнлатнă. Алла диплом илсен шкулта ачасене вĕрентнĕ. Ашшĕн вăрçăри çул-йĕрĕ канăç паман ăна. Çавăнпах пултаруллă тавра пĕлӳçĕ тĕпчев пуçланă. Ашшĕ Константин Терентьев Ураскилтре çуралнă. Етĕрнери педучилищĕне вĕренме кĕнĕ, анчах килти хуçалăха тытса тăракан пулманран диплом илмесĕрех тăван яла таврăнма тивнĕ çамрăкăн. «Маяк» колхозра счетоводра ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах çуралнă тăрăхпа сыв пуллашма лекнĕ унăн.
1942 çулхи çулла Константин Терентьев пĕр хушă Канашра тăнă. Мăшăрĕ ун патне çуран çитнĕ. Апат-çимĕç илсе пынă. Эх, мăнтăрăн хĕрарăмсем! Вĕсем те мĕн чухлĕ йывăрлăх чăтса ирттернĕ.
Анне калани асран тухмасть: «Аçуна Николай Ахтимирова вăрçа илсе кайрĕç. Свердловска икĕ эрнелĕхе вĕренме ячĕç. Телеграмма çитрĕ. «Эпир Канаш урлă вăрçа каятпăр. Канаша тухăр», — çырнă унта. Палăртнă кун тĕл пулăва васкарăмăр. 30 çухрăма çăмăллăнах парăнтартăмăр. Канашра 1-мĕш тата 2-мĕш станцисем пур. Пуйăссем пĕрремĕшĕнче ытларах чарăнаççĕ. Çавăнта кĕтрĕмĕр, анчах — кăлăхах. Пуйăс иккĕмĕшĕнче чарăннă иккен. Хамăр тăван, Петĕр тете, упăшкана курса юлнă. «Питĕ шырарĕç сире, чупкаларĕç кăна, пуйăс тапранса та кайрĕ. Ăсатса ятăм», — терĕ». <...>
Роза ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать