- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 29 (2917) № 27.07.2022
Тĕшĕ тулать — çĕр ĕçченĕ савăнать
Иртнĕ эрнере ял хуçалăх культурисен вегетацийĕнче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Вĕсемпе паллашар-ха.
— Июнь уйăхĕнче çанталăк типĕ тăчĕ, тăпрари çӳлти сийре упранса юлнă нӳрĕк пăсланса пĕтрĕ, çĕр ĕçченĕсем çумăр çуманшăн пăшăрханма тытăнчĕç, — терĕ Куславкка райадминистрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Утемов. — Çак уйăхăн малтанхи икĕ эрнинче те куллен сывлăш температури 30 градус таран ăшăнчĕ, çумăр çумарĕ, тымар патĕнче нӳрĕк пач юлмарĕ.
Паллах, аграрисем кулянчĕç, Турра кĕл туса çумăр кĕтрĕç. Вĕсем тархасласа ыйтнине илтрĕ-тĕр — республикăра июлĕн 14-мĕшĕнчен çумăр çума тытăнчĕ, нӳрĕксĕр аптăраса çитнĕ культурăсем сывласа ячĕç, çĕнĕрен чĕрĕлнĕ пекех туйăнчĕç. Тырă, çĕр улми, пахча çимĕç туса илекенсем мĕн тери савăннине каласа пама сăмах çитмест.
Куславккасем 630 гектар «иккĕмĕш çăкăрăн», 120 га пахча çимĕçĕн лаптăкĕсене шăрăх кунсенче пĕверен шыв уçласа шăвараççĕ — тăкак чылай кураççĕ. Çĕре нӳрĕк çителĕклĕ ӳкнĕренпе вара пĕрĕхтермелли агрегатсемпе усă курмаççĕ, укçана перекетлеме май килнĕшĕн хĕпĕртеççĕ. Сергей Утемов начар хыпар та пĕлтерчĕ: шалкăм çумăр тата вăйлă çил тырра тĕлĕ-тĕлĕпе тайăлтарнă-вырттарнă.
— Уншăн питех кулянмастпăр, — терĕ Сергей Евгеньевич. — Выртнă тырă çĕрмест. Пирĕн комбайнсем çĕнĕ, хăватлă. Пĕр пучаха та уйра хăвармаççĕ.
Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» колхозăн тĕп агрономĕ Константин Александров çумăрпа çил тĕш тырă культурисене хăш-пĕр лаптăкра икĕ хут та тайăлтарнине, апла пулин те çумăр вегетаци тапхăрне малаллах тăсма май туса панине çирĕплетрĕ.
— Çумăрччен вăл чарăнас, пучахри имшер тĕшĕсем хытас хăрушлăх тухса тăнăччĕ,— терĕ вăл. — Иртнĕ эрнере нӳрĕк çителĕклĕ илчĕç те — васкасах тулаççĕ. Çавăнпа колхоз ĕçченĕсем савăнаççĕ. 1000 га ытла тырра пухса кĕртме хатĕрленеççĕ.
Вăйлă çилпе çумăр ытти районти тыр-пула та тӳнтернĕ-ши?
— Шалкăм çумăрпа авка çил пирĕнне те тĕлĕ-тĕлĕпе икĕ хут та тайăлтарчĕ тата çĕр çумнех вырттарчĕ, — пĕлтерчĕ Комсомольски районĕнчи «Асаново» ЯХПК председателĕ Александр Бахтеров. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Атте-анне пехилĕпе
Елчĕкрен Пăва еннелле каякан асфальтлă çултан сулахая пăрăнса 400 метр кайсан Кĕçĕн Пăла юхан шывĕн сылтăм енче вырнаçнă Акчел. Ял пуçламăшĕнчех çӳллĕ хырсен çумĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă, унтан таврăннă хыççăн çĕре кĕнĕ фронтовиксен ячĕсене çырса хунă палăк ларать.
Ял ятне ярасшăн мар
Фашистсемпе çапăçма ялтан 91 çын тухса кайнă, 51-шĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Палăк çывăхĕнчех иртнĕ çул кăна виттисене улăштарнă, пластик чӳречесем лартнă клуб, ăна хирĕçех вара алăкĕ уçăласса чылай çул кĕтекен лавкка тунсăхлăн лараççĕ. Çапла, паян Акчелсен лавкка çукки чи çивĕч ыйту тесен те юрать. Пĕр буханка çăкăр илес тесен те Патреккелне е Елчĕке утмалла. Ура хуçине итлемен чухне ай! пĕрре те çăмăл мар-çке.
Çавăн пекех тепĕр пысăк ыйту – çу кунĕсенче Çĕнĕ касра, Кĕпер кассинче (çырма хĕрринчен çӳлерех пурăнакансен) шыв çукки. Кăçалхи пухура ялта çĕнĕ шыв башни лартасси пирки çивĕч калаçу пулчĕ-ха. Тем пекехчĕ...
Унччен ял халăхĕ ытларах «Прогресс» хуçалăх уй-хирĕнче, фермисенче ĕçленĕ. Халĕ те хăшĕ-пĕри унтах тăрăшать. Район центрне, Мускава ĕçе çӳрекен те сахал мар. Унччен тата нумайрахчĕ, халĕ вара кашни килте тенĕ пекех пенсионерсем. Çамрăксем ытларах çăмăл машинăсем çине ларса ĕçе васкаççĕ. Çапах та Кĕçĕн Пăла урлă хывнă каçма кĕперпе çӳрекенсем те çук мар. Çу кунĕсенче уйрăмах меллĕ улăхпа утма, район центрĕ 3 çухрăмра.
Ялта 115 хуçалăх шутланать, 202 çын пурăнать. Арçынсенчен чи ватти – Александр Гаврилов. Вăл кăçал кĕркунне 93 çул тултарĕ. Чылай çул ĕнтĕ ăна хĕрĕсем хăйсем патĕнче пăхаççĕ. Чи ватă хĕрарăм – Клавдия Петрова. Вăл 9 теçетке çула хыçа хăварас тесе талпăнать. 50,60 çул ытла аллааллăн тытăнса пурăнакан мăшăрсем – Еленăпа Николай Скворцовсем, Михаилпа Елена Идутовсем. Вĕсем хыççăн утакан сумлă мăшăр вара йышлă.
Тĕрлĕ професси çынни пурăнать ялта. Çичĕ урамран чи çамрăкки Патреккеле каякан асфальт çулăн сылтăм енче вырнаçнă. Тĕп килтен уйрăлса тухнă çамрăк мăшăрсем çĕнĕ çуртсем, пысăк хуралтăсем купаланă. Кунти çемьесем выльăх-чĕрлĕх усрама ӳркенмеççĕ. Калăпăр, ял старости, иртнĕ суйлавсенче ял депутачĕ пулса тирпей-илемпе хăтлăхшăн сахал мар тăрăшнă Олег Кедров, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытать.
Вячеслав Сардаев, Маргарита Кедрова усламçă ĕçне пуçарма мехел çитернĕ. Олег Лазаревăн çемйин Елчĕкре автомашина запчаçĕсем сутакан лавкка пур. Владимир Владимиров, Александр Николаев, Иван Кедров çемйисем сăвакан ĕне йышлă тытаççĕ. Владимир Кузнецов хуçалăхĕ пахча çимĕç туса илес енĕпе чапа тухнă. Геннадипе Надежда Московскисен пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ: теплицăсем ăсталаççĕ, кухня гарнитурĕсем пуçтараççĕ, техника юсас енĕпе те вĕсене çитекенни сахал. Кузьминсем – строительсем, Александр Плотников ăста сварщик. Владимир Романов хăйĕн пӳрчĕ умне кăна мар, ытти вырăна та тирпейлĕ тытса тăрас енĕпе хастарлăх, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать. Республика 100 çулхи юбилейĕ тĕлне ЧР Правительстви кашни яла 100-шер пин пулăшу парса хавхалантарчĕ. Акчелсем унпа клуб территорийĕнче ӳт-пĕве çирĕплетмелли сооружени вырнаçтарнă. Хĕллехи кун унта сукмак хывакансем пит тупăнмаççĕ пулсан та ăшă çанталăкра ача-пăча кăна мар, аслăраххисем те хусканусем тунине асăрхатăн. Кунтах çулсем иртнĕ май парк та ӳссе ларĕ. Хальлĕхе хунавсем йăл илнипе савăнăç кӳреççĕ. Владимир Карсаков пуçарулăхĕпе ял варринче кану вырăнĕ ăсталанăран ача-пăча ытларах унта хĕвĕшет.
Ялти чи сумлă ватăсенчен пĕри, 86 çулти Михаил Карсаков, (пĕр сăмахпа каласан ялта унран телейлĕ çын пурши?) хут купăс ăста каланипе çеç мар, мăнуксенчен пуяннипе те палăрса тăрать. Çулла урамра унăн мăнукĕсен сасси кĕрлесе тăрать. Ялти чи çамрăк çын – Анастасия Карсакова, çулталăк тултарать. Динăпа Владимир Карсаковсем 4 ача çитĕнтереççĕ. Çамрăксем нумай ачаллă çемьесене патшалăх паракан пулăшăва та тивĕçнĕ.
Ачасемпе çамрăксем тĕл пулакан тепĕр кану вырăнĕ – ĕлĕкхи лаша витинчен инçех мар вырнаçнă лапам. Вунă çул каялла лартнă йывăç-тĕмсем аванах çӳле кармашнă. Кунта юр ирĕлсе пĕтсен, ытларах Аслă Мăнкун кунĕ, ял халăхĕ футболла вылять. Вăйă вĕçленсен кунтах сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем туслăх куркине пушатаççĕ. Ушкăнпа ларса канма саксем вырнаçтарнă, беседка ăсталанă. Юлашки çулсенче Çимĕкре ял çыннисемпе хăнасем кунта пуçтарăнаççĕ. Шӳрпе, шашлăк пĕçермелли хатĕрсем те пур, сиплĕ шыв валли пусă та чавнă. Ку чухне ял-йышпа пĕрле чăваш эстрада юрăçи Алексей Московский те юнашар. Вăл пирваях: «...Ăçта çитсен те нихăçан Акчел ятне эпир яман. Атте-анне пехилĕпе, утатпăр пурнăç çулĕпе...», – тесе шăрантарсан эх! епле харсăрланаççĕ савнă ял урамĕсем тăрăх çарран чупнă, Кĕçĕн Пăлара шăмпăлтатса патвар çитĕннĕ ял çыннисем. Республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те чапа тухнă Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Владимирович пысăк концертсенче те янраттарать «Çуралнă ял» юррине. Мĕн пытармалли, 40-50 çул каялла шĕвĕрккесем чăмпăлтатнă Кĕçĕн Пăла çуркунне анчах тулли шывпа савăнтарать. Ытти чухне хур-кăвакала çăвăнмалăх та сахал. Çитменнине, çырма йывăç-тĕмпе çăралса пырать. Юхан шыв хĕррине тирпейлĕ тытса тăма пĕрре те çăмăл мар. Юрать, хытă каяшсене ятарлă контейнерпа пуçтарма тытăнчĕç, çӳп-çап туллиех пулнă пулĕччĕ варсенче. Тăван тавралăх илемне хаклама пĕлекенсен йышне Геннадий Николаев та кĕрет. Унăн пуçарулăхĕпе çырма хĕрринче «Телей хапхи» кану вырăнĕ йĕркеленĕ. Çĕре эрозирен хӳтĕлесе тĕрлĕ йывăç, кăвак чăрăш таранчченех, лартнă Николаевсен туслă йышĕ. Çамрăксем масара тирпейлĕ тытассине хăйсем çине илнĕ. Йышпа кар тăрса çуркунне те, кĕркунне те субботниксем ирттереççĕ. Ялта кам та пулсан çĕре кĕрсен ăна чыслăн юлашки çула ăсатассине тивĕçлипе йĕркелесе пыраççĕ аслă ăрурисем. Сардаевсен туслă йăхĕ пуçарнипех масар çинче Çветтуй Петрпа Павăл апостолсен ячĕпе 2015 çулхи кĕркунне часавай туса лартнă. <...>
Валентина КИРИЛЛОВА.
♦ ♦ ♦
Чуна çывăх йăмрасем
Тĕп урамра ял варринче пурăнатăп. Манăн пахча хыçĕнчи çырмара шыв юхса выртать. Тепĕр енче, хăрах урамра — пушă килсем. Ял çумĕнчен Сурăм вăрманĕ пуçланать, малалла выльăх кĕтсе çӳремелли çырмасем тăсăлса выртаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрте унта колхоз валли утă çулнă. Халĕ çак лаптăксем пушă.
Тыр-пул акса ӳстермелли уйсене йывăç-тĕм çавăрса илнĕ. Иртнĕ ĕмĕрте тепĕр урама, вăрмана, Вырăс Сурăмĕнчи пасара, Сурăм лесничествине çырма урлă каçса çӳреме йывăç кĕпер пулнă. Ял пысăкланнă май икĕ пралук варринче, пирĕн пахча хыçĕнчи çырмара, асаттесем алă вăйĕпе пĕве пĕвеленĕ. Вăл яла илем кӳнĕ, унта пулă ĕрчетнĕ. Çуллахи шăрăх çанталăкра ватти-вĕтти шыва кĕрсе савăннă, выльăх-чĕрлĕхе шăварнă. Çавăн пекех пĕве тулли хур-кăвакал ишнĕ. Шыв-шур, паллах, пушартан сыхланма та кирлĕ пулнă. Мăн пĕве пуçĕнче ял çыннисем вут-шанкă та хатĕрленĕ, ăна лашапа е тракторпа турттарнă.
Çуллахи вăхăтра çырмасенче утсене, ял выльăхне кĕтнĕ. Шăрăх çанталăкра вăрман сулхăнне тăратнă. Юман йĕкелĕ пулнă çулсенче кĕркунне сыснасене вăрмана кăларса янă. Каç енне хăйсемех таврăнатчĕç. Хĕллехи вăхăтра пĕвесем çывăхра пулнăран выльăха шăварма меллĕ пулнă. Килсене газ кĕртиччен пӳрт-çурта ăшăтма ял çумĕнчи вăрманта хатĕрленĕ вутта Мăн пĕве е Автан çырми пуçĕпе турттарнă. 90-мĕш çулсем хыççăн колхоз-совхозсем арканчĕç. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене халăха валеçсе пачĕç, колхозăн техникипе выльăх-чĕрлĕхне сутса пĕтерчĕç. Ял çынни ĕç хатĕрĕсĕр юлчĕ. Çĕре ĕлĕкхилле алă вĕççĕн ĕçлеймĕн. Çамрăксем ĕç шыраса ют тăрăха кайрĕç. Ял пушанчĕ. Ватăсем выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал тытма пăрахрĕç. Килсенче газ пур, вăрман вутти кирлĕ мар пулса тухрĕ. Ял çумĕнчи ăвăс вăрманĕнче хуçăлса ӳкнĕ йывăç йăваланса выртать, урлă каçма çук. Тĕрĕссипе, каçса çӳрекен те çук. Вăрман урамĕнче пурăнакансем валли клуб енне каçса çӳремелли çула анлăлатрĕç. Çитес вăхăтра унта вак чул сарĕç. Çавна май йывăрлăхсем пирки калаçу та пулмĕ.
90-мĕш çулсем иртсен ман пахча хыçĕнчи пĕвене тасатма Кӳкеçри мелиораци ĕçченĕсем килчĕç. Анчах вăл çулсенчи йывăр пурнăçа пурте чухлатпăр ĕнтĕ. Техникăна çунтармалли-сĕрмелли материалсем, ĕç укçи тӳлеме çукран ĕç чарăнса ларчĕ. Пĕве пуçĕ пулмалли вырăнта çĕр ишĕлсе пĕтĕмпех шывпа юхса кайрĕ. Çавна май пĕр хĕрарăм пахчи хыçĕнчи çĕршĕн ӳлесе макăрчĕ, халăхран пулăшу ыйтрĕ. Халĕ кӳрше çакнашкал инкек кĕтет. Пĕвене тасатса тарăнлатсан хамăн пахча хыçĕнчи лаптăк та пушаннă вырăна юхса анас хăрушлăх пур. Çак çĕре ишĕлме чарас тесе 50 çул пĕчченех тăрăшатăп: 200 ытла тĕп йывăç лартрăм. <...>
Вениамин АРХИПОВ, ĕç ветеранĕ.
Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать