Çамрăксен хаçачĕ 28 (6427) № 21.07.2022

21 Июл, 2022

Шиклĕхĕпе кĕрешсе…1 миллион тенкĕ çĕнсе илнĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри «Студентсен стартапĕ» конкурса хутшăнса 1 миллион тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Вĕсенчен пĕри — Елена Астраханцева. Пулас журналист парашютпа сикес умĕнхи шиклĕх туйăмне сирмелли тренажер шухăшласа кăларнă.

Пултарулăх тĕнчи илĕртнĕ

Елена Астраханцева ача чухнех пултарулăх тĕнчине туртăннă. Шупашкар районĕнчи Лепетер ялĕн хĕрĕ Тăрăнти тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Ăна уйрăмах сăвă илемлĕ вуласси илĕртнĕ. Ку енĕпе хăй те калем çивĕчлĕхне тĕрĕслесе пăхнă. Аслă классенче Çĕньял Покровски шкулĕнче ăс пухнă чухне инсценировкăсене хутшăнма кăмăлланă. Пĕр хушă артист пулас ĕмĕтпе те çунатланнă. Çапла алла аттестат илсен Санкт-Петербург патшалăх университетне «театр ăсталăхĕ» енĕпе вĕренме кĕнĕ. Анчах ăна аякри хулана тухса кайма темĕн шиклентернĕ, вăл тăван тăрăхрах пĕлӳ илме шухăшланă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетне кĕме тĕв тунă. Унта документсем тăратнă вăхăтрах Елена пĕр радио йĕркеленĕ «Федерацин радио шкулĕ» проекта хутшăнма кăмăл тунă. Вăл çакăн çинчен интернетра пĕлтерӳ курнă та Шупашкарта иртекен кастинга çитнĕ.

«Юрра-кĕвве юрататăп. Пĕр хушă вокал енĕпе пĕлӳ илес тесе специалист патне те çӳренĕччĕ. Тĕрлĕ хыпар хатĕрлеме хăнăхас килет — хама журналистикăра тĕрĕслесшĕн-çке-ха. Çавăнпа çак шкул маншăн питĕ вăхăтлă пуçару пулчĕ. Унăн ĕçĕ 3 уйăха тăсăлчĕ.

Дмитрий Шарап ертсе пынипе кăсăклă тĕлпулусем, сасăпа ĕçлемелли занятисем иртрĕç», — çĕнни яланах кăчăк туртнине палăртрĕ хастар. Иртнĕ çулхи кĕркунне студентка халăхсен хутшăнăвĕсем çинчен çыракан журналистсен шкулĕн ĕçне хутшăннă. «Хальхи вăхăтра эмигрант нумай. Раççее ют çĕршывран вĕренме килекен студент та чылай. Кунти пурнăçа еплерех хăнăхаççĕ вĕсем? Тăван çĕршывран аякра пурăнма йывăр-и? Мĕнле ыйтусем сиксе тухаççĕ? Проекта çак темăна массăллă информаци хатĕрĕсенче тĕрĕс çутатмашкăн вĕрентес тĕллевпе йĕркеленĕ. Тĕрлĕ çĕрте — Чулхула, Атăлçи Пăлхар, Чикме хулисенче — пулса куртăмăр. Роскомнадзор специалисчĕсем те калаçу ирттерчĕç. Ют çĕршывран куçса килекенсемшĕн мĕнле йывăрлăхсем сиксе тухма пултарнине пĕлме чăннипех кăсăклă пулчĕ. Тĕрлĕ халăх çыннипе тĕл пулса статья çыртăм, видеоматериал хатĕрлерĕм. Шкул ĕçне мĕнле хутшăннине кура çĕнтерӳçĕсене суйларĕç. Йĕркелӳçĕсем палăртнă 2 çынран пĕри эпĕ пултăм. Асăннă проектра çĕнтерни РФ Общество палатинче иртнĕ медиафорума хутшăнма май пачĕ», — аса илчĕ Елена.

Чĕре ура тупанне çитмĕ

Журналист ĕçĕ кăсăклă кăна мар, яваплă та. Кăçал 1-мĕш курс пĕтернĕ пике ЧР Çамрăксен правительствин пресс-службинче ĕçлесе курнă, журналистикăпа çыхăннă проектсене хутшăннă май çакна лайăх ăнланса илнĕ. Çав вăхăтрах шăпах çак професси пурнăçăн тĕрлĕ енне анлăрах пĕлме пулăшнине те. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


«Пушă вăхăта кăсăклă ирттерме вырăн çукчĕ»

Патăрьел районĕнчи Вăтаелти ватăсем: «Эпир вилсен ял пĕтет», — тесе кулянаççĕ. Çук, пĕтмест-ха. Ялта пурăнакансем тата хулара тĕпленнĕ ентешсем тăрăшнипе темиçе çул каялла çул юсанă, укçа пуçтарса çĕнĕ клуб купаланă.

Хăй вăхăтĕнче Вăтаелте пурнăç вĕресе тăнă. Пуçламăш шкул та, колхоз та, клуб та пулнă. Халĕ куçа илĕртекен пĕртен-пĕр колхоз сачĕ çеç çуркунне тăлăххăн çеçкене ларать, кĕркунне пурпĕрех çимĕçне парать. Ял пĕчĕк тесе калас килмест. Шкула çӳрекен ача — 30-а яхăн. Хастар çамрăксем пурри пушшех савăнтарать. Икĕ Сергей Шайкин, Сергей Щербаков, Дима Яковлев, Ваня Уткин тата Валерий Плешков /унăн амăшĕ çак ялта çуралнă/ пуçарнипе Вăтаелте кăçалхипе виççĕмĕш хут футбол турнирĕ йĕркелерĕç. Вăл республика шайĕнче иртрĕ тесен те йăнăш мар. Тупăшăва Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисенчен, Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ялĕнчи командăсем хутшăнчĕç. Унсăр пуçне Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальти, Çĕнĕ тата Кивĕ Ахпӳртри, Анат тата Тури Туçари, Вăтаелти командăсем вăй виçрĕç. Кăçалхи турнирта пурĕ 11 команда тупăшрĕ.

Çак ăмăртăва йĕркелекен каччăсем пурте тенĕ пекех хулара ĕçлесе пурăнаççĕ. Турнира мĕншĕн ирттерме шухăшланă-ха вĕсем?

— 2008 çулта вăтам шкул пĕтертĕм, кайран Чулхулари ШĔМ академийĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕрентĕм. Яла килмессерен ачасемпе çамрăксем валли пушă вăхăта кăсăклă ирттермелли вырăн çуккишĕн пăшăрханаттăм, — аса илчĕ çул-йĕр патруль службинче тăрăшакан Сергей Шайкин. — Хулара яланах спортзала çӳреттĕм, яла килсен — çук. Пĕр шухăшлă каччăсене тупса çамрăксем валли пĕр-пĕр турнир йĕркелеме сĕнтĕм. Çапла футбол ăмăртăвне 2019 çулта пĕрремĕш хут ирттертĕмĕр. Унта 6 команда хутшăнчĕ. Çакă хавхалантарчĕ те пуль. Малашне те çакăн евĕрлĕ турнир ирттерме калаçса татăлтăмăр. Ваня Уткин аса илнĕ тăрăх, малтанах ăмăртăва йĕркелеме çăмăл пулман. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тăнă. Çамрăксем мĕн пур тăкака хăйсем çине илнĕ. Ковид пуçлансан турнира ирттерме май килмен. Пĕлтĕр çавах йĕркеленĕ. Хастар каччăсене укçан пулăшакан çынсем тупăннă.

Çапла турнира хутшăнакансене тутлă апатпа хăналама та май çитернĕ. «Кăçал та çав ентешсемех алă тăсрĕç. Тульккăш турнира пĕри те килеймерĕ», — палăртрĕ Сергей Щербаков.

Футбол ăмăртăвĕ çулленех утă уйăхĕнче иртет. Малтанхи çул кубока Çĕмĕрлери команда илсе кайнă. Пĕлтĕр Вăтаелсем çĕнтернĕ. Кăçал вĕсем республика шайĕнче палăрма ĕлкĕрнĕ «Лава» командăна /Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль/ выляса ярса 2-мĕш пулчĕç. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Тутар каччипе чăваш хĕрне пил парса пĕрлештернĕ

Çĕр çинче чи хисеплĕ профессисенчен пĕри — тухтăр ĕçĕ. Врачсем кашни кун сывлăх хуралĕнче тăраççĕ. Вĕсем сиплеççĕ кăна мар, çынна ĕненӳпе шанăç та парнелеççĕ. Патăрьел районĕн тĕп больницин неврологи уйрăмĕн заведующийĕпе Тамара Владимировнăпа тухтăр амбулаторийĕнче тăрăшакан Рамиль Эдипович Каштановсем те çавнашкалах.

Утçи вăхăтĕнче хӳшĕре çывăрнă

«Эпĕ вунă ачаллă çемьере ӳснĕ. Пирĕн 7 хĕр те 3 ывăл пулнă. Пурте тенĕ пекех аслă пĕлӳ илнĕ. Çак йышра пурнăçне медицинăпа та, педагогикăпа та çыхăнтарнисем пур, — тĕл пулсан çапла каласа кăтартрĕ Тамара Владимировна. — Икĕ пичче çар училищине пĕтерсе офицер пулса тăчĕç, тепĕр пичче техник инженер специальноçне алла илнĕ. Атте Владимир Ильич вăрçă ветеранĕ пулнă, ял канашĕн председателĕнче вăй хунă. Анне Ольга Семеновна тивĕçлĕ канăва тухичченех сысна ферминче ĕçленĕ. Аттепе иккĕшĕ пире, ачисене, вĕренсе çын пулмаллине аса илтерсех тăнă. Эпĕ çемьере — саккăрмĕш. Аслисем пурте техникумсемпе институтсенче вĕренетчĕç. Çавăнпа эпĕ те шкул хыççăн аслă пĕлӳ илме каяссине пĕчĕкренех пĕлнĕ. Ăçта çул тытмаллине çемье канашĕнче калаçса татăлтăмăр.

«Тухтăр пулмалла, хальлĕхе çемьере врач профессине илекен çук», — çывăх çынсем çапла каланă хыççăн пĕр шухăшламасăрах Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытрăм».

Тамара Владимировна Муркаш районĕнчи Хопкĕперте çуралнă. Кӳршĕ ялти Ильинкăри вăтам шкулта вĕреннĕ. Аса илнĕ тăрăх, вăл мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ. 6-мĕш класс пĕтерсенех колхоза ĕçлеме çӳренĕ.

«Ытларах утă çулнă самантсем асра. Малтан хамăр ялти утта пуçтараттăмăр, лав çине тиеттĕмĕр, унтан Атăл леш енчи вăрмана каяттăмăр. Аслăрах классене куçсан мана та курăк çулма шанса паракан пулчĕç. Утçи вăхăчĕ пĕрре те çăмăл марччĕ. Атăл леш енче эрни-эрнипе пурăнни те пулнă. Çĕрле хӳшĕ туса çывăраттăмăр. Каç пулсан аслисем кăвайт чĕртетчĕç. Çамрăксем ун йĕри-тавра вăйă вылятчĕç. Хĕрсемпе каччăсем карталанса юрлатчĕç, ташлатчĕç. Эпир, ача-пăча, çакна пăхса киленеттĕмĕр. Çĕрле вара çамрăксем Атăлта кимĕпе ярăнатчĕç. Халăха тăрантарма кашни кун пĕрер сурăх пусатчĕç. Апата пысăк хуранра пĕçеретчĕç. Ун пек тутлă апат эпĕ нихăçан та çисе курман. Çав савăнăçлă самантсем паянхи кун та асран тухмаççĕ. Шел, ГЭС хута ярсан çав вырăнсем шыв айне пулчĕç. Эпĕ вĕреннĕ вăтам шкула та урăх çĕре куçарчĕç», — аса илчĕ Тамара Каштанова. 1982 çулта шкул пĕтернĕ хĕр Шупашкарти университета çул тытнă. Анчах малтанхи çулах вĕренме кĕреймен. Вăл çулталăк ача-пăча больницин неврологи уйрăмĕнче санитаркăра ĕçленĕ. Çавăнта тăрăшнă чухне çамрăкскер пулас профессине тĕрĕс суйланине ăнланнă. Тепĕр çул вăл аслă шкула кĕнĕ. «Студент сессирен сессиччен вĕренет», — теççĕ. Ку сăмахсем пачах та пулас медиксем пирки мар. Кашни кун аталансан, тĕплĕ вĕренсен çеç чăн-чăн тухтăр пулма пулать. Университетра çирĕп ыйтни паянхи кун та ĕçлеме пулăшнине палăртать Тамара Каштанова. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Чăваш Енрен вăй пухса таврăнатăп

Паян пирĕн хăна — Пушкăрт Республикинче пурăнакан тĕрлĕ енлĕ аталаннă пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ Ирина САРИГЕЛЬ. Профессор, истории наукисен докторĕ, ăсчах, сăвăç, композитор, юрăç.

Мари юрăçи те килĕштернĕ

— Ирина, санăн хушма яту — Саригель. Эсĕ ăна Сарăйĕкел тесе ăнлантаратăн. Сар хĕвел ăшшине пухнă Сарăйĕкел пулса çĕр пичĕ çинче хăвăн йĕрне хăварас тетĕн. Эпĕ вара хушма ятна пачах урăхла илтетĕп… Сарăкил...

— Тĕлĕнмелле. Эпĕ хальччен кун çинчен шухăшламан… Чăнах та, Сарăкил пекех илтĕнет-çке. Кашнишĕн кил — чи хаклă вырăн. Тĕнчен кирек хăш кĕтесĕнче пурăнсан та унран хакли, пĕлтерĕшли, юратни çук. Вăл пире ӳстерет, çын тăвать, çемье ырлăхне парать, аякка тухса кайсан та яланах пурнăçра ырă сунса пулăшса пырать.

— Ача чухне пирĕн пĕр кил, вăл – атте-анне килĕ. Качча тухсан вара хамăр йăва çавăратпăр. Ку кил пирĕншĕн тата пĕлтерĕшлĕрех. Вăл пĕр çулпа утакан арçын хулпуççийĕ çинче тĕрекленсе тăрать. Паян ав эсĕ чунна уçма мăшăрупа пĕрле килтĕн.

— Мăшăрăм Николай Сергеевич пĕр ялтанах, юнашар урамран. Пĕрле ӳснĕ. Манран 2 çул аслăрах. Пирĕн çемьесем пĕр-пĕрне аван пĕлнĕ. Вăл мана пĕчĕк чухнех куç хывнă. Унăн мăшăрĕ пуласси пирки шухăшламан. Хăй çине тăма пĕлнипе тыткăнларĕ. Пĕр-пĕрне пĕличчен пĕр михĕ тăвар çирĕмĕр пуль /кулать./ Шанчăклă çын пулнине ăнланса унпа пурнăçа çыхăнтартăм.

— Мăшăру çинчен каласа пама пуçларăн та, ав, вăтансах кайрăн.

— Эпир ытлашши сăпайлă пуль. Вăтам класра вĕреннĕ чухне пулас мăшăрăн йăмăкĕпе Настьăпа туслашрăм. Ун патне кайса çӳреттĕм. Хĕлле ту айккине юр хӳсе лартсан пĕр-пĕрне тĕксе антармалла выляттăмăр. Коля мана тĕртетчĕ те ӳкесрен пиçиххинчен тытатчĕ. Пĕррехинче Настя мана çапла каларĕ: «Анне сана килĕштернĕ. Эх, çак хĕре кин тăвасчĕ, — терĕ». Вăтаннипе вĕсем патне кайма пăрахрăм. Кăштахран Настя чĕннипе салтак ăсатма пытăм. Германире службăра пулнă Кольăпа çыру çӳретмен. Мĕн пур хыпара йăмăкĕ пĕлтерсе тăратчĕ. Пирĕн туйăмсем Коля çартан таврăнсан çуралчĕç. Эпĕ хут купăс, баян, гитара калама пĕлетĕп. Настя килетчĕ те: «Ирина, атя урама», — тетчĕ. Юрлама кăмаллатăп, ял халăхĕ умĕнче урамрах концерт лартаттăм. Сас ян-н! каятчĕ. Çамрăксемпе пĕрене çинче калаçкаласа лараттăмăр. Пĕррехинче Настьăсен килĕ умĕнче ларма шухăшларăмăр. Çавăн чухне Кольăпа тĕл пулсан пĕр-пĕрин çине чăл-чал! пăхса илтĕмĕр. Вăл мана киле ăсатма кăмăл турĕ, çул тăршшĕпе темĕн çинчен те калаçрăмăр… Çакăн хыççăн чунсемпе çывăхлантăмăр.

— Сăвă çырма çак асамлă самантран пуçларăн-и?

— 5-мĕш класра çырма тытăнтăм. Кĕвĕлеме вара — 8-мĕш класра. Аппасем эпĕ 4 çулта чухне сцена çинче шейк ташланине аса илсе каласа параççĕ. Эпир çемьере — 4 хĕр. Аслă аппана кура хут купăс калама вĕрентĕм. Кĕвĕ тĕрлĕ вăхăтра çуралать. Тепĕр чухне çĕрле сиксе тăратăп. Зинаида Сурпан сăвăçпа паллашнă хыççăн унăн чылай сăввине кĕвĕлерĕм. Вĕсем ытларах телейсĕр юрату çинчен. Хамăн сăвăсемпе те кĕвĕлетĕп. 1989 çулта «Шур Атăл» литпĕрлешӳ хастарĕпе Николай Леонтьевпа туслашрăм. Пушкăртстанри сăвăçсемпе çывăхланнă хыççăн вĕсен сăввисене те кĕвĕлеме пуçларăм. «Тăван Атăл» журнал çырăнса илетĕп. Унта пичетленнĕ чылай поэтăн сăввине кĕвĕлерĕм. Вĕсенчен пĕри — Маргарита Гурьева. «Эс пур пулсан» сăвви вуланăçем тӳрех кĕвĕленчĕ. Каярах, паллашсан, сăвă пуххине ярса пачĕ. Манăн юрăсене Алексей Московский юрăç та кăмăлларĕ. Америкăра пурăнакан мари хĕрарăмĕ Эльвира Попова-Гамильтон та манăн юрра юрлать. Марисем ăна хапăлласах йышăнчĕç. Паян эпĕ туссемпе пĕрле тăван халăх валли 150 яхăн юрă çыртăм. Эпĕ нумай çул ăслăлăх енĕпе ĕçлетĕп. Мăшăрăм ачапа уçăлма тухсан архивра пухнă материалсене сĕтел çине кăларса хураттăм та тĕшшине тупса, хамăн шухăша çырса наука ĕçĕ хатĕрлеттĕм. Çав вăхăтрах сăвăсемпе кĕвĕсем те çуралатчĕç. Кĕвĕ çырнă чухне эпĕ çăмăлттай сăвăсене тӳрех айккине хуратăп. Тарăн шухăшлисем çеç чуна хускатаяççĕ. Вĕсенче шанчăкпа юрату, пурнăç тĕшши пултăр. Халăха кирлĕ тата ĕмĕрлĕхе юлакан юрăсем çырас килет.

— Пултарулăх пуш вырăнта çуралаймасть вĕт…

— Анне питĕ пултаруллă хĕрарăмччĕ. Шкулта химипе биологи вĕрентнĕ. Ĕç пуçласан юрă шăрантаратчĕ. Чăваш йăли-йĕркине питĕ лайăх пĕлетчĕ. Манран 5 çул аслă аппа Пушкăртстанри чăвашсен йăли-йĕрки çинчен диплом ĕçĕ çырчĕ, кĕнеке кăларчĕ. Кукаçи те юрлама юратнă. Аннен тăванĕсем пурте юрра ăстаччĕ. Аннен анлă тавра курăмĕ, ĕçе тата пурнăçа юратни, кун-çулне юрăсенчен уйăрманни ачаран ăша кĕнĕ. Çынна пулăшма тăрăшни те унранах куçнă. Атте тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Тĕплĕ çынччĕ. Мĕн пур ĕçе тума пĕлетчĕ. Аттепе анне кермен пек çурт туса лартрĕç. Асатте çынсене сипленĕ. Ун патне кӳршĕ республикăсенчен те сыпă ларттарма килнĕ. Пирĕн çемьере ытларах вĕрентекенсем. Аппасен çемйисем пысăк. Эпĕ кăна ăслăлăх енĕпе аталаннипе пĕр хĕр çеç çуратрăм. Тепĕр чухне: «Манăн виçĕ ача. Пĕри – кандидат диссертацийĕ, тепри – доктор ĕçĕ тата Натали», — тесе шӳтлетĕп.

— Хитре ят. Тӳрех поэма сыпăкĕ аса килет: «Натали кĕпе тĕрлет, кам валли…»

— Хĕрĕмпе ытлашши мухтанма юратмастăп. Çавах вăл пултаруллине палăртмасăр хăвараймастăп. Шкулта вĕреннĕ чухне конькипе те ярăнатчĕ, музыка шкулĕнче те вĕренчĕ, ташă кружокне те килĕштерчĕ. Анчах пурнăçне урăх профессипе çыхăнтарчĕ. Тухтăра вĕреннĕскер интернатурăра пĕлӳ илчĕ, Китайра опыт пухрĕ, халĕ — аспирантурăра. Качча кайман. Кукаçипе кукамай пулас, мăнуксене курас килет. Манăн çӳç хĕрлĕ-сарă. Çавăнпах хам валли Сарăйĕкел хушма ят илтĕм. <...>

Альбина ЮРАТУ.

♦   ♦   ♦


«Анне мана Мускава кăларса яма шикленмерĕ»

«Эпĕ артист пулассишĕн хыпса çунман. Анчах театр тĕнчине лекрĕм те пĕтĕм чун-чĕрепе çак ĕçе парăнтăм», — терĕ Чăваш халăх артистки Валентина Иванова. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче вăй хураканскер сцена çине пысăк ăстасемпе тухнă, вĕсенчен вĕренсе юлнă. Халĕ хăй те çамрăк артистсене сĕнӳ-канаш пама пултарать. Чăваш литературин классикĕсен хайлавĕсенчи тĕп сăнарсене калăпланă артистка сăпайлă та вашават. Сум, чап унăн кăмăлне витĕм кӳмен.

Балерина пулас килнĕ

«Эпĕ Канаш районĕнчи Мăкăр разъездĕнче кун çути курнă. Анчах паспортра Уйкасра çуралнă тесе палăртнă. Станцире 4 çемье пурăнатчĕ. Анне Уйкас шкулĕнче пуçламăш класри ачасене пĕлӳ пачĕ. Направленипе ĕçлеме килнĕскер аттепе паллашнă та çемье чăмăртанă. Питĕ илемлĕ те лăпкă вырăнта пурăнтăмăр. Атте чукун çул станцийĕн пуçлăхĕнче нумай çул тăрăшрĕ. Ĕçе яваплă та тӳрĕ кăмăлпа пурнăçларĕ. Шел, халĕ Мăкăр станцийĕ çук. Эпир ӳснĕ çурта та ишнĕ. Ăна хăварма йăлăнтăмăр. Пирĕн ачалăх çав çуртра иртнĕ-çке. Ванчăксем Мăкăр кĕперне юсама кирли пирки каларĕç. Пуçăннă ĕçе вĕçне çитереймерĕç. Станци пулнă вырăнта тирпейсĕр: çурт ишĕлчĕкĕсем çаплипех выртаççĕ, ешерекен сад пĕтнĕ, ăна хыт хура çавăрса илнĕ. Аттен Уйкасри пӳртне куçма тиврĕ. Ăна юсаса çĕнетрĕмĕр, хăтлăлатрăмăр. Халĕ пĕртăвансемпе унта пуçтарăнатпăр.

Пирĕн çемье пысăк. 7 пĕртăван пулнă, анчах пĕри ачаллах вилнĕ. Эпĕ кĕçĕнни, чи ачашши. Яла çитсен чун станциех туртать. Унта тавралăха сăнама кăмăллă: уйсемпе вăрмансем алă тупанĕ çинчи евĕр курăнаççĕ. Ачалăхăм хаваслă пулчĕ. Уйкас, Мăкăр, Канашри 2-мĕш вăтам шкулсенче вĕрентĕм. Пĕчĕк чухне балерина пулас килетчĕ. Телевизор умĕнчен пăрăнмастăм — антăхса кайсах балет кураттăм. Пластинкăсем итлеттĕм, юрлаттăм. Шкулта та хор пурччĕ. Ăна Иван Никифорович купăсçă ертсе пыратчĕ. Кашни уяврах концерт йĕркелетчĕ. Шкулти учительсем пире вĕрентессишĕн хытă тăрăшатчĕç. Вырăс чĕлхипе литературин урокĕсене Гаврил Петрович ертсе пычĕ. Хайхискер кашни кунах сăвă вĕренме хушатчĕ. Ăна туйăмлăн вулама ыйтатчĕ. Чи маттуррисем çеç лайăх палла тивĕçетчĕç. Гаврил Петровича савăнтарас тесе тăрăшсах вĕренеттĕм.

Уявсенче класĕпех спектакль лартаттăмăр. Унтан гастрольсене тухса каяттăмăр. Пире курмашкăн халăх лăк тулли пухăнатчĕ. Пĕртăванăмсем пултарулăх тĕнчипе туслă. Пичче аккордеон кăна мар, купăс та калать. Тепĕр пичче инструмент ансамблĕ йĕркелеме пултарчĕ. Вĕсене кура пултарулăх еннех сулăнтăм. Пиччесемпе аппасем мана юрлаттаратчĕç, ташлаттаратчĕç. Канфетпа е печенипе хавхалантаратчĕç. Юлташ хĕрĕ те манпа пĕрле «сцена» çине тухатчĕ. Чăн та, ачалăхăм савăнăçлă иртрĕ. Анне ывăлĕпе хĕрĕсене пĕлӳ парассишĕн тăрăшрĕ. Унăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Эпир пурте аслă пĕлӳллĕ, пурнăçра хамăр вырăна тупнă.

Пушмак телей кӳнĕ-ши?

1978 çулта шкултан вĕренсе тухрăм. Канашри педагогика училищине çул тытас терĕм. Пултарулăх çынни пулас ĕмĕт те пурччĕ, анчах артиста ăçта вĕрентнине пĕлместĕм. Темшĕн кăсăкланман эпĕ. Пĕррехинче ирхине пичче Канашран çитрĕ. Эпĕ вырăн çинчен те тăманччĕ-ха. Вăратрĕ те хаçатри пĕлтерĕве тĕллесе кăтартрĕ.

«Каятăн-и? Чăваш хĕрĕсемпе каччисене Мускавра вĕрентесшĕн. Конкурс йĕркелеççĕ», — терĕ. Пĕлтерĕве вуларăм та тепĕр кунхине ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕ пулассине ăнлантăм. Манăн хатĕрленме вăхăт çук! Шупашкара пĕчченех тухса кайрăм. Аннене ăçта тата мĕн тума каяссине шарламарăм. Вĕренме кĕреймесен ун умĕнче намăс ан пултăр терĕм. Сăвăсем пĕлеттĕм-ха, юптарăва автобусра вĕренсе пытăм. Пичче ансамбльте шăрантарнă юрра аса илтĕм.

Вĕренсе тухакансен каçĕнче тăхăннă кĕпене чиксе тухрăм. Манăн туфли çукчĕ. Пиччен арăмĕн тăванĕн пушмакне тăхăнтăм. Çитрĕм те тĕлĕнсех кайрăм. Шукăль тумланнă каччă, хĕр темĕн чухлех. Эпĕ хăрама та пĕлмен: кĕреймесен темех мар тенĕ. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш тапхăрсем витĕр тухрăм. Экзаменра пире пур енлĕн тĕрĕслерĕç. Кĕлетке çӳллĕшне, виçине виçрĕç. Балет класне кĕтĕмĕр. Хӳхĕм те имшеркке Надя Кирилловăна курсан ку балерина тесе шухăшларăм. Çывăхрах паллашрăмăр та — пирĕн пекех ял хĕрĕ иккен. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.