«Хресчен сасси» 28 (2916) № 20.07.2022

20 Июл, 2022

«Фермер шкулĕ» — пурнăçăн анлă сукмакĕ

«Уй кунĕнче» Фермер шкулĕнчен вĕренсе тухнă 32 çынна професси пĕлĕвне ӳстернине çирĕплетекен диплом панă. Çак ятпа вĕсене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Виççĕмĕш йышра вĕренсе тухнăскерсем сыр тăвасси, çырла çитĕнтересси тата аквакультура тĕлĕшпе пĕлӳ илнĕ.

«Çĕршывра тавар туса кăларакансене эпир яланах пулăшма хатĕр, — тенĕ Олег Алексеевич. — Çав шутрах фермер хуçалăхĕсене те. Республикăра ял предпринимателĕсене вун-вун тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтереççĕ — грантран пуçласа ĕçе пуçăнакан фермерсене техника туянмашкăн субсиди парса пулăшни таран. Чăваш çĕрне паха апат-çимĕçпе тивĕçтерме эсир те вĕсемпе усă курасса шанатăп».

Асăннă шкултан вĕренсе тухнисен ячĕпе «Çырла çитĕнтересси» специальноçа алла илнĕ Альбина Борисова сăмах каланă. Вĕренме çакнашкал майсем туса панăшăн Чăваш Ен Правительствине, ЧР Ял хуçалăх министерствине, Чăваш патшалăх аграри университетне тата Раççей ял хуçалăх банкне тав тунă. Сăмах май, «Фермер шкулĕ» проекта шăпах вĕсем йĕркелеççĕ. Унта пĕлӳ илекенсем теори пайĕсĕр пуçне фермер хуçалăхне ертсе пыма, финанс ĕç-хĕлне, маркетинг никĕсне вĕренеççĕ, агротехнологин çĕнĕлĕхĕсемпе паллашаççĕ, отрасльти паллă предприятисенче пĕлӳ илеççĕ. Юлашкинчен вара хăйсем хатĕрленĕ бизнес-плана хӳтĕлеççĕ. Курс виçĕ уйăха тăсăлать. Шкултан вĕренсе тухакансене патшалăх дипломне парса хавхалантараççĕ. Вĕсем РФ Ял хуçалăх министерстви йĕркелекен конкурссене хутшăнма, тĕрлĕ пулăшăва тивĕçме пултараççĕ. Сăмахран, Муркаш районĕнчи Евгений Плечев тивĕçлĕ канăва тухсан çĕр çырли ӳстерме пуçланă. Пĕлӳ илес тĕллевпе Фермер шкулне вĕренме кайнă. Çав вăхăтрах вăл «Агростартап» грант çĕнсе илме те пултарнă. Патшалăх пулăшăвĕпе арçын çырла лаптăкне сарасшăн. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Йĕпреçсем ырă тĕслĕхпе палăраççĕ

Республикăри АПК ветеранĕсен союзĕн пайташĕсем президиум ларăвĕсене вырăна тухса ирттерессине йăлана кĕртрĕç. Нумаях пулмасть вĕсем Йĕпреç районĕнче пулса курчĕç.

Малтанах Йĕпреçри «Патвар» физкультурăпа спорт комплексне çул тытрĕç. Çынсем унта кăмăлласа çӳренине хăйсем курса ĕненчĕç. Каярахпа вара вырăнти этнографи музейĕпе паллашрĕç. Уçă тӳпе айĕнчи кашни экспонат кăсăклантарчĕ ветерансене.

Пуçаруçăсем çак музее йĕркелеме патшалăхран пĕр пус та укçа илмен. Пĕрлешӳллĕ йышпа ăна еплерех çĕклесе лартни çинчен РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Пантелеймон Ермошкин паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл музей ĕçне хастар хутшăннă ентешсем пирки те асăнчĕ.

Аграри ветеранĕсем каланă тăрăх, Йĕпреçри пек музей комплексĕпе танлашаканни пирĕн республикăра хальлĕхе çуках. Икĕ çул каялла кунта çĕнĕ объектсем хутшăннă. Çавна май унпа паллашма килекен йыш ӳссех пырать. Вырăнти картина галерейи те туристсемшĕн кăсăклă. Унта асăннă тăрăхра çуралса ӳснĕ ӳнерçĕсен ӳкерчĕкĕсем упранаççĕ.

Малалла ветерансем Пучинке ялне çул тытрĕç. Чи малтанах «Красный партизан» хуçалăхăн механизациленĕ йĕтемĕ çине çитсе курчĕç. Ăна вырмана хатĕрлесе çитернĕ. Кунтах комбайнсем лартма çĕнĕ ангар тума пуçланă.

Пучинке уй-хирĕпе те паллашрĕç вĕсем. Куç тулли тыр-пул çитĕнет. Яланхи пекех куккурус та пур, 115 гектар. «2500 тоннăран кая мар силос парасса шанатпăр, — терĕ Николай Иванов ертӳçĕ. — Тата 4 пин тоннăран кая мар сенаж хывасшăн». Хăнасене сăвăм кашни ĕнерен 25 кг кая мар пулни те тĕлĕнтерчĕ.

«Красный партизан» хуçалăха 30 çула яхăн Гурий Андреев ертсе пынă. Шăпах ăна чысласа хуçалăх правленийĕн çурчĕ çине Асăну хăми çакрĕç. Гурий Андреевич пирки ентешĕсем, ĕçтешĕсем ырă сăмах каларĕç. Асăну хăмине уçма колхозăн тĕп бухгалтерĕнче 44 çул ĕçленĕ ЧР тава тивĕçлĕ экономистне Иван Бурмистрова шанчĕç.

Гурий Андреев пурăннă пулсан кăçал 90 çул тултармаллаччĕ. Ĕçри хастарлăхшăн ăна «Хисеп Палли» орденпа тата «Ĕçре палăрнăшăн», «Пархатарлă ĕçшĕн» медальсемпе чысланă.

Аграри ветеранĕсем «Атăл тăрăхĕнчи продукци хатĕрлекен предприяти» пĕрлешӳре те пулчĕç. Кунта делегаци йышне ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хутшăнчĕ. Предприятин тĕп директорĕн заместителĕ Роман Алексеев коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе, производствăри çĕнĕ технологипе паллаштарчĕ. Хăнасем кунта кăларакан тĕрлĕ сыра астивсе пăхрĕç, хăйсен шухăш-кăмăлне палăртрĕç. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Укăлчаран тухсанах усал ашкăрать

Муниципалитет районĕсемпе округĕсен администрацийĕсем пĕлтернĕ тăрăх, республикăра Сосновский пултăранĕ 839,2 га йышăнать.

Вăл сарăлнă лаптăксене 20 районпа округра шута илнĕ. Шăмăршă районĕнче çеç регистрацилемен. Чи пысăк вырăн Етĕрне /159 га/, Элĕк /117,1 га/, Йĕпреç тăрăхĕсенче /101,8 га/ — республикăри сиен кӳрекен лаптăкăн 45%.

— Наркăмăшлă пултăранпа 2022 çулта кĕрешме республика бюджетĕнчен 19,169 млн тенкĕ уйăрма пăхнă, — пĕлтерчĕç ЧР Ял хуçалăх министерствин пресс-службинчен. — Ăна муниципалитетсене усал курăк мĕн пысăкăш лаптăка наркăмăшлантарнине шута илсе пайласа панă. 20 районпа округран 19-шĕнче конкурс ирттерсе мĕн пур чĕр чуна сиен кӳме пултараканскере пĕтерекен тытăма палăртнă.

Ăна пăчлантарассипе çыхăннă ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрне Вăрнар, Куславкка, Пăрачкав, Шупашкар, Етĕрне тата Тăвай районĕсенче вĕçленĕ ĕнтĕ. Кадастр инженерĕсем Элĕк енри ял тăрăхĕсенче пулса этеме, ытти чĕр чуна сиен кӳме пултаракан лаптăксене виçеççĕ, вăл ăçта вырнаçнине схемăра палăртаççĕ, ĕçе пурнăçланине çирĕплетме акт çыраççĕ.

Сосновский пултăранне тĕп тăвас тĕлĕшпе республикăра кăçал та ĕç пырать. Ăна пĕтерекенсене укçа тӳлеççĕ. Кăклама вĕсем çеç мар, ялсенче пурăнакан ахаль çынсем те хутшăнаççĕ. Мĕншĕн тесен вăрлăх шутсăр нумай сапалакан наркăмăшлă курăк пахча хыçнех çитнĕ. Вăл мĕншĕн хăвăрт сарăлать-ха? Ăна ял таврашĕнче, уйхирте, вăрманта ĕрчекен вĕтĕ е шултра чĕр чун пачах çимест. Ĕне выльăх та выçă чухне кăна хыпса пăхать. Чăн та, иртнĕ ĕмĕрте хаяр пултăрана шăпах ăна çитерме ӳстернĕ. Вăл çулçисемпе ытти ӳсен-тăрана çутăран хупăрлать, çитĕнме чăрмантаракан хутăш кăларать. Хăй вара кирек мĕнле çанталăкра та ашкăрса ӳсет, шăрăхран, шартлама сивĕрен, вăрăма кайнă йĕпхӳрен, типĕрен, сулхăнран хăрамасть, кирек мĕнле çĕр çинче те çитĕнет. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ÿсĕмлĕрех ĕçлеме вĕренмелле

«Хресчен сасси» ыйтăвĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хуравлать.

— Çак уйăхăн пĕрремĕш çурринче эсир чылай района çитсе калча пахалăхĕпе кăсăклантăр. Ĕçлĕ çул çӳреве пĕтĕмлетсе мĕн калатăр? Ял хуçалăх культурисене акмалли-лартмалли 2022 çулхи план пурнăçланчĕ-и?

— Республикăри мĕн пур йышши хуçалăхсенче вĕсен — 545 пин га, çав шутра çурхисен — 217 пин, кĕрхисен — 100 пин, йышăнмаллаччĕ. Çанталăк çу уйăхĕнче вăрлăх варăнтарма самаях чăрмантарчĕ пулин те плана тултарчĕç, акана паха ирттерчĕç — пурне те савăнтарчĕç. Кĕрхисем лайăх хĕл каçрĕç, кăмăла çĕклеççĕ. Çурхисем те начар мар шăтрĕç, аван çитĕнеççĕ. Июлĕн 14-мĕшĕччен вĕсене нӳрĕк çитместчĕ. Иртнĕ тата ку эрнере çумăр самаях çурĕ. Халĕ пысăк тухăç парас шанăç пур.
— Эсир аграрисене çĕр улми лаптăкне пысăклатма пĕрремĕш çул çеç чĕнсе каламастăр. Ку ыйтăва хĕлле иртнĕ канашлу-ларура таç ĕклерĕр. Тĕллевĕр пурнăç ланчĕ-и?
— Пурнăçланчĕ. Çĕр улминне — 13%, пахча çимĕçĕнне 10% ӳстерме май килчĕ. Çу культурисене 22 пин га акмаллаччĕ, 32 пин варăнтарчĕç. Кĕскен, акасси-лартассипе ĕç начар мар. Халĕ хуçалăхсенче нумай çул çитĕнекен курăкран апат хатĕрлеççĕ. Чăн та, май уйăхĕнче сывлăш иртнĕ çулсенчи палăртнă тапхăртинчен сивĕрех тăнăран курăк малтан начар çитĕнчĕ. Çавăнпа икĕ эрне кая юлса çулма пуçларĕç. Июлĕн 18-мĕшĕ тĕлне кашни условнăй ĕне выльăх пуçне 11,3 центнер апат хатĕрлерĕç. Плана тултарма 25-26 ц янтăламалла. Тĕллеве пурнăçлатпăрах.

— Аграрисене патшалăх пулăшăвĕ памалли республика программисене çывăх çулсенчех мĕнле улшăну кĕртме пултараççĕ?

— Отрасльте ĕç тухăçне ӳстерессишĕн вĕсене çĕнетсе тăма тивет. Пĕрле шухăшлар-ха. Пирĕн хуçалăхсем иртнĕ темиçе çулта кашни гектартан вăтамран 24,5 центнер тырă пухса кĕртнĕ. 2020 çулта вара — 32 ц. Çĕр ĕçченĕсем агротехнологие пăхăнса ĕçлесен, культурăсене апатлантарма минерал удобренийĕ кашни га пуçне 47 килограмм мар /ӳсен-тăрана çитĕнме кирлĕ паха хутăшĕсене республикăра çавăн чухлĕ çеç хыватпăр/, ытларах парсан тухăçа тата пысăклатма пултарнине кăтартрĕç. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ĕçре тупнă телей

Патăрьел районĕнчи Турханта пурăнакан Григорий Осипов çурчĕ çинче «Кунта «Хастар» ял хуçалăх производство кооперативĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Григорий Степанович Осипов пурăнать» тесе çырнă хисеп хăми çакăнса тăрать. Кун пек чыса кашнийĕ тивĕçеймест. Çавна май кил хуçипе тĕплĕнрех паллашма шут тытрăм.

Григорий Степановичпа Василиса Ильинична тарават кĕтсе илчĕç. Хисеплĕ мăшăр пурнăç сукмакĕпе 48 çул пĕрле утать. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ӳстернĕ вĕсем. Анатолий ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать, унăн йĕкĕреш хăраххи Виктор тĕп килтен уйрăлса тухнă, çурт лартнă, фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Александрпа Лилия та йăваран вĕçсе тухса саланнă, хăйсен пурнăç çулĕсене суйласа илнĕ.

— Пуян киле качча килмерĕм, пуянлăхпа та килеймерĕм. Туй хыççăн çăра çакăнса тăракан алăка уçса кĕтĕмĕр. Йăлтах пĕрлехи вăйпа тунă. Упăшкана та, мана та пулăшакан пулман. Ачасене те хамăрăнах пăхма тивнĕ. Тĕрĕссипе, мăшăрăн ывăл-хĕре утьăкка сиктерме те вăхăт сахалччĕ, ялан ĕçе васканă вăл, — терĕ Василиса Ильинична калаçу сыпăннă май.

Шăпа Григорий Степановича «кĕленче сăпкара» сиктермен. Турханти вăтам шкултан 8-мĕш класран вĕренсе тухнине çирĕплетсе 1968 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче экзамен тытнă хыççăн çамрăк хăй çӳрекен учĕпе выртмана кайнă. Ун чухне шăпах утă вăхăчĕ пулнă. Ĕçе ĕлкĕрес тесе ирхине 5 сехетре килне таврăннă. Кунта ăна пысăк хуйхă кĕтнĕ. вăл çитнĕ çĕре амăшĕ вилнĕ. Çулталăк çурă маларах кăна ашшĕ яланлăхах куçне хупнă.

— Анне вилнине пĕлнĕ хыççăн урама тухрăм, куççуль шăпăртатса юхать. Кӳршĕри Ваççа тете мана курчĕ те мĕн пулнине ыйтса пĕлчĕ. Кăнтăрла иксĕмĕр вăрмана хĕреслĕх йывăç касма каяссине пĕлтерчĕ, лашана парса яма хушмарĕ. Бригадир килчĕ те ута илсе кайрĕ. Чунăм татах хурланчĕ. Апата килнĕ Ваççа тете лăплантарчĕ, хĕресе тимĕрçе кайса тутарассине пĕлтерчĕ. Аннене пытарнă хыççăн хамран 5 çул кĕçĕнрех Нина йăмăкпа иксĕмĕр тăрса юлтăмăр. Ĕне те пурччĕ, ăна та усрама пăрахмарăмăр, — тесе аса илчĕ иртнĕ кунĕсене Григорий Степанович.

Çамрăкăн малалла вĕренме каяс ĕмĕчĕ те пулнă, анчах вăл сӳннĕ. Кĕркуннеччен бригадăра ĕçленĕ, кайран ялти фермăра вăй хума тытăннă. Çапла кун хыççăн кун, эрне хыççăн эрне шунă… Григорий Степановичăн тантăшĕсене салтака илсе кайма пуçланă. Йăмăкне пăхакан çукран ăна хĕсметрен хăварнă. Пĕртăванĕ 16 çул тултарса Шупашкарта вĕренме тытăннă хыççăн 1971 çулта тин салтак аттине тăхăннă каччă. Çара кайиччен пур выльăхне те сутса, алăкне çăрапа питĕрсе хăварнă. Икĕ çул хĕсметре пулнă. 1973 çулхи декабрьте вара тăван тăрăха таврăннă. Вăл каялла çаврăнса çитнĕ çĕре Украинăран отпуска килнĕ тетĕшĕ хатĕрлесе хăварнă вутă та, кĕлетри тырă та «ураланнă». Хĕл кунĕнче хутман пӳртре пурăнаймастăн паллах. Çавăнпа та вăл тăванĕсем патĕнче пурăнма пуçланă. Николай Пирожков утарçăн амăшĕ ăна хапăлласах йышăннă.

Каччă алă усса ларман. Вăрманта йывăç каснă çĕрте тăрăшнă, çавăнтах вутă та хатĕрленĕ. Тăванĕсем патĕнче пурăннă вăхăтра шăпа ăна пулас мăшăрĕпе паллаштарнă. <...>

Ольга ПАВЛОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.