- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен пурнăçĕ çăмăлланать
"Трактор е трицикл çине ларса пăхас-и?" - Лазаревсен килĕнчи техникăна курсан манăн пуçа çакнашкал шухăш пырса кĕчĕ. Унашкаллине урăх ниçта та курман. Иккĕшне те кил хуçи хăй пуçтарнă. "Минск" мотоциклтан ăсталанă трициклпа ним мар 3 михĕ çĕр улми е тырă турттарма пулать. Кур-ха, 1982 çулта илнĕскер халĕ те юрăхсăра тухман. Пĕр 15 çул каялла ăна арçын хăйне евĕрлетнĕ, хайхискер иккĕ мар, виçĕ урапаллă пулса тăнă. Трактор та хуçалăхра çав тери кирлĕ. Кирек хăш самантра тапрат та - ĕçе пуçăн. Килти техника хресчен ĕçне самаях çăмăллатать. Ĕлĕк, ахăртнех, çакнашкал ырлăх çинчен ĕмĕтленмен те. Тем тесен те пуян тавра курăмлă халăх пурăнать пирĕн тăрăхра.
"Кĕнеке вулани ăс-тăна аталантарать, тĕрлĕ хатĕр ăсталама пулăшать", - калаçăва пуçлать Геннадий Григорьевич кил картинчи тата пахчари техникăна кăтартнă май. Тепĕр трактор пуçтарма тĕллев тытнă вăл. Ун чухне ывăлĕ Алексей те айккинче юлмĕ. Вăрттăн калас тăк - ландшафт архитекторне вĕреннĕ çамрăк чечек юратать. Пахчана илем кÿрекен ÿсен-тăрана хăех лартса ÿстерет. Çынсен çук чечек вăрри тупса илме тăрăшать. Çакна ыттисем те тÿрех асăрхаççĕ. Ахальтен мар тĕрлĕ тĕспе куçа туртать çак хитрелĕх.
Вăрмар районĕчи Мăнçырмари çак çемье кĕнеке нумай вуланипе уйрăлса тăрать. Çакна çирĕплетекен дипломсем те пур вĕсен. Хăйсем калашле - пуриншĕн те телевизор курасси мар, çĕнĕ литературăпа паллашасси кăсăклăрах. Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче йышпа вулакансем сахаллансах пыраççĕ. Телевизор мар тăк Интернет илĕртет нумайăшне.
Светлана Савиновна чăвашла кĕнеке илсех тăрать. Çавăнпах литературăра тарăн йĕр хăварнă тата хальхи авторсене никамран лайăх пĕлет. Хаçат-журнал та тăтăш вулать. "Ĕç-пуç мĕнпе вĕçленнине пĕлмесĕр ыйхă та килмест", - тет вăл. Вырăслисенчен детективпа юрату романĕсен тĕнчи интереслĕрех уншăн.
Икĕ ача пăхакан Татьяна хулăн çи-пуç тăхăнмасăрах урама вĕçтерсе тухрĕ. Чăнах, шалти хĕрÿлĕх ăшăтать çамрăк амăшне. Икĕ çулти Димăпа ултă уйăхри Лизăшăн хальлĕхе кĕнеке тĕнчи ют. Вăхăт хăвăрт иртет - кĕçех вĕсем те сас паллисем вĕренме пуçлĕç. Кăшт çирĕпленсенех тĕпренчĕкĕсене амăшĕ ялти библиотекăна çавăтса каясшăн. Пĕчĕккисене илĕртекен кĕнеке-журнал сахал-и унта? Кайран ачасене шкулта вĕренме те çăмăлрах пулĕ.
Марина ГРИГОРЬЕВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать