Тăлăх ачасен пысăк уявĕ

20 Сен, 2014

Камилла Никитинăпа Ксения Порфирьева кун йĕркине тренировкăран пуçлаççĕ: вĕсен ирсерен сахалтан та виçĕ çухрăм чупмалла. Кăмăлне çирĕплетсе çитернĕ ĕнтĕ: 15 çула çитнĕ тантăшсем никам хушăвĕсĕрех тăраççĕ, хăвăрт тумланаççĕ те стадиона вĕçтереççĕ. Темиçе минутран чупакансен ушкăнĕ йышланать: çан-çурăма вылятмалла чупакан хĕрсене Ольга Ваçанккапа Настя Лебедева хуса çитеççĕ. Унтан Валерия Илларионова, Саша Николаев, Денис Васильев... Пĕр-пĕрне саламласа ал çапнă хыççăн чăн-чăн ăмăрту пуçланать: кам Александр Иванович тренер палăртнă финиш чиккине маларах чупса çитĕ? Вулакан сăмахăма камсем çинчен пуçарнине ăнланмарĕ пулĕ-ха? Кам вăл Камилла, кам вăл Александр Иванович? Уçăмлатам: сăмахăм И.Н.Ульянов ячĕллĕ Пăрачкари ача çуртĕнчи спортсменсем тата вĕсене спортпа туслаштарнă Александр Иванович Николаев çинчен пырать. Шăпах Камиллăпа унăн тусĕсем Александр Иванович ертсе пынипе Чăваш Республикин чысне авăн уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче Олимп резервĕсен Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спорт шкулĕнче иртнĕ "Атăлçи спорт Олимпĕ" спартакиадăра хÿтĕлерĕç.

Çĕр-шыва хăватлăн аталантарма çирĕп кăмăллă, хăюллă, вăйлă çамрăксем кирлĕ. Çакна çĕр-шыв тата республика пуçлăхĕсем лайăх ăнланаççĕ. Спорт - çирĕп сывлăх никĕсĕ те. Юлашки вăхăтра çĕр-шывăмăрта массăллă спорт юхăмĕ вăйлăн аталанса пынине калама кирлех те мар. Сочире иртнĕ хĕллехи Олимпиада, ГТО нормисене çĕнĕрен халăха тавăрни, "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ", "Кĕрхи кросс" евĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче правительство чиновникĕсемпе парламент депутачĕсем хутшăнни - çакна çирĕплетекен тĕслĕхсем. Ача-пăча спорчĕ те майĕпен ура çине тăрать. Спортсменсене хатĕрлекен ятарлă шкулсенче кăна мар, тĕрлĕ шайри вĕренÿ учрежденийĕсенче çамрăксем хаваслансах старта тухаççĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче кăна кĕрхи старта 400 ытла спортсмен хутшăнчĕ.

"Атăлçи спорт Олимпĕ" - федерацин Атăлçи округне кĕрекен 14 регионти ача çурчĕсенче пурăнакан 13-18 çулсенчи çамрăксен ăмăртăвĕ. Тĕллевĕ пархатарлă унăн: ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă çамрăксене ырă пурнăç йăли-йĕркине хăнăхтарасси, спорт юхăмне явăçтарасси, пултаруллă спортсменсене тупса палăртасси, интернат шкулсен хушшинче туслă çыхăнăва йĕркелесси. Унăн пĕлтерĕшне республикăри вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин ача-пăча прависене сыхлакан тата попечительство ĕçне йĕркелекен пай пуçлăхĕ Светлана Сырмолотова тата та лайăхрах уçăмлатрĕ:

- Çак ырă юхăма - ача çуртĕнче пурăнакан çамрăксен спартакиадине ĕнтĕ - Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕн аппарачĕ, ПФОри гражданла обществăна аталантарассипе ĕçлекен фонд, округри ĕç тăвакан влаç органĕсем, Чăваш Республикин Правительстви пуçарнă. Спартакиада икĕ тапхăртан тăрать. Пĕрремĕш тапхăрĕ çу уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа авăнăн 15-мĕшĕччен тăсăлать. Иккĕмĕш тапхăрĕнче чи пултаруллă спортсменсем Атăлçи окургĕнчи спартикадăна пуçтарăнчĕç. Ăнлантăр пулĕ, Шурă Шупашкарта спартакиадăна 8 тĕрлĕ ăмăрту кĕртнĕ. Яшсемпе хĕрсем мини-футбол /5-9 ача/, волейбол /6-7 ача/, стритбаскетбол /3-4 ача/, дартс /1 хĕр ача, пĕр арçын ача/, çăмăл атлетика эстафети /5 хĕр ача, 5 арçын ача/, шашка /1 хĕр ача, 1 арçын ача/, теннис /1 хĕр ача, 1 арçын ача/, ишсе /1 хĕр ача, 1 арçын ача/ ăмăртаççĕ. Пĕрлештернĕ команда 30 çынран тăрать, - каласа пачĕ Светлана Юрьевна. - Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинче Пăрачкаври тата Шупашкарти ача çурчĕсенчи çамрăксем. Чи кĕçĕнни - çăмăл атлетикăпа эстафетăна хутшăнакан 13 çулти Ксения Порфирьева. Чи хастаррине палăртма та кăмăллă: республика командин капитанĕ 16-ри Алексей Грязнов. Леша - пуриншĕн те ырă тĕслĕх, 3 ăмăртăва хутшăнать: ишет, шашкăлла, волейболла вылять.

Спартакиада Çармăсран, Чĕмпĕртен, Самартан, Тутарстанран, Пушкăртстанран килнĕ çамрăк спортсменсемшĕн чăн-чăн спорт уявĕ пулчĕ. Вĕсене Чул хуларан килнĕ Сергей Валенков, ЧР Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин, Чăваш Енĕн тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Республикăри вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова саламларĕç, артистсем чăваш, тутар, пушкăрт ташшисемпе килентерчĕç. Ольга Журавлева аэробика тренерĕпе ирттернĕ флешмоба мĕнле манăн тата!

Эх, курасчĕ сирĕн ушкăнсем пĕр-пĕриншĕн "чирленине", урапа тапа-тапах пĕр-пĕрне хавхалантарнине.

"Маттур-р-р!", "Хăвăртрах-х-х!!!", "Пенза! Пенза!!!" Икĕ кун хушши кĕрлерĕ спорт резервĕсен шкулĕ.

- Эпир, ан тив, пĕрлештернĕ командăпа мала тухаймарăмăр, анчах та савăнăçĕ куç тулли, - терĕ пирĕн корреспондента футболла выляса тара ÿкнĕ Дима Федоров. - Эпир çак пысăк ăмăртура туслăх çирĕплĕхне тепĕр хут туйса илтĕмĕр. Пирĕн командăри Савелий Куракин, Вадим Степанов, Артем Краснов, Дима Халапсин, Аполлон Солин - чăн-чăн футболистсем. Тата Хусантан пуçласа Пермь хулине çитиччен туссем тупрăмăр!

Димăна пÿлсех калаçăва Настя Лебедева хутшăнать:

- Пирĕн хамăрăн "çăлтăр" та пур. Вăл - шывра ишсе 3-мĕш вырăна тухнă Ирина Ильина. Ирина, маттур! Эпир санпа мухтанатпăр!

Спартакиада пĕтĕмлетĕвĕсемпе Светлана Сырмолотова тĕплĕн паллаштарчĕ.

- Чăваш Республикин команди Самара облаçĕпе пĕрле хисеплĕ 10-мĕш вырăнта. Пьедестал çине Мордва /1-мĕш вырăн/, Пушкăрт Республикисен /2-мĕш вырăн/ тата Пермь крайĕн /3-мĕш вырăн/ спортсменĕсем хăпарчĕç. Ку вăл эпир выляса янине пĕлтермест. Пирĕн кÿршĕсем вăйлăрах пулнине кăна çирĕплетет. Эппин вĕсенчен вĕренсе пырăпăр. "О, спорт! Эсĕ - тăнăçлăх!", - тенĕччĕ Юрий Озеров режиссер. Ача çурчĕсенче çитĕнекенсемшăн Шупашкарти спартакиада туслăх кĕперĕ вырăнне пулса юлтăр. Тата... тата вĕсен шăпине кăшт та пулин илемлеттĕр. Ачасен хавхаланăвĕ спартакиадăра туллиех пулчĕ. Эппин, эпир хамăр тĕллеве туллин пурнăçланă тесе калама пултаратпăр. Эпĕ çавăн пекех волонтерсене тата механикăпа технологи колледжĕн студенчĕсен ушкăнне тав сăмахĕ каласшăн, - терĕ Светлана Юрьевна.

Хăнасен шухăш-кăмăлĕнче - ырри кăна.

- Пирĕн республикăра спорта малти вырăна хураççĕ. Пекинри Олимпиадăра Мордовири çăмăл атлетсене пĕр континент спортсменĕ те хуса çитеймерĕ, - терĕ Артем Квашнин.

- Спорт пурнăç çине ырă куçпа пăхтарать, - палăртрĕ Кировран килнĕ Ольга Панкрухина.

- Спорт уявне лайăх йĕркеленине палăртас килет. Мухтав, Шупашкар! - ăшă куллине пытармарĕ "Атăлçи спорт Олимпĕ" спартакиадăна 3-мĕш хут хутшăнакан Саратов хĕрĕ Валентина Трегуб.

Анатолий АБРАМОВ.

Надежда Григорьевăпа

Ольга Хуморова

сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.