«Чăваш хĕрарăмĕ» 26 (1254) № 07.07.2022

7 Июл, 2022

Çак туйăм, чăнах та, пур иккен

Иванов хушаматлисене кашни ялтах тупма пулать. Чугуновсем — сайра. Элĕк районĕнчи Шĕмшешпе Мăн Этмен ялĕсенче акă вĕсем икшер çемье çеç. Паян эпĕ вулакансене Выла юхан шывĕн сулахай енче вырнаçнă Мăн Этменĕн пĕр урамĕнчи Чугуновсемпе паллаштарасшăн.
Ялăн икĕ урамне те асфальт сарса çирĕплетнĕ. Яка çулпа çӳреме, паллах, питĕ лайăх. Çакна чĕрĕк ĕмĕр каярах Элĕкпе Шупашкартан Мăн Ямаша ПАЗ ав-тобуссем Мăн Этмен витĕр çӳреме пуçлани те тепĕр хут çирĕплетет.

Ял варринче урам хĕресленет те анаталла, юхан шыв хĕррипе, тепĕр вăрăм кас тăсăлать. Унăн сулахай енчи вĕçĕнче Нонкăпа Федор Чугуновсем пурăнатчĕç. Упăшки нумай çул «Гвардеец» колхозăн уй-хирне ДТ-54 гусеницăллă тракторпа сухаларĕ, тыр-пул акса çитĕнтерчĕ. Хăйĕнчен чылай кĕçĕн, яштака та хитре хĕре вăл Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш ялĕнчен илсе килчĕ. Çемьере, паллах, ача-пăча çуралчĕ, ӳссен тĕрлĕ çĕре саланчĕ. Ашшĕпе амăшĕ вилсен кил-çуртне Анатолипе Зина кинĕ çĕнетрĕç. Халĕ вĕсем те тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Упăшки МТЗ-80, «Беларуç» тракторпа колхоз-совхозри тĕрлĕ ĕçе пурнăçларĕ, арăмĕ уй-хир бригадинче вăй хучĕ. Икĕ ывăлĕ те Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ, аслисем килте тăрмашаççĕ.

Федорăн шăллĕ Фадей Иванович пиччĕшĕнчен пилĕк кил урлă тăварах пурăнать. Вăрçă ачи, 1936 çулхи чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Милици кунĕнче çуралнăскер, сывлăх енчен аптрамасть-ха. Куçĕ начар курсан та алă усса лармасть, кил таврашĕнчи ĕçсемпе аппаланать. Çамрăк чухне платникре вăй хунă вăл, колхоз лашисене пăхнă, фермăра тата йĕтем çинче хурал тăнă. Çирĕм тăваттăра чухне каччă кӳршĕри Туçи хĕрĕпе юрату авăрне кĕрсе ӳкнĕ. Хитре те хаваслă хĕр Анна ун чухне çирĕм саккăрта пулнă. Ашшĕ вăрçăра вилни тата çемьери йывăрлăхсем ăна качча тухма васкатман иккен. Шкулта вĕренме те май килмен унăн. Вĕсем пĕрле пурăнма пуçланăранпа 60 çул çитрĕ. Çак тапхăрта мăшăр икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ӳстернĕ. Халĕ Зоя Иваново облаçĕнче, Галя Сарă ту облаçĕнче тымар янă, тивĕçлĕ канăва та тухнă. Кĕçĕнни Коля та çемьеллĕ, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать.

— Юрату пурнăçра питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Чĕресем пĕр-пĕриншĕн çунсан пурăнма та çăмăл: ĕçлес те, савăнас та килет. Сакăр вуннăран иртнĕ пулин те халĕ те çамрăклăха аса илетпĕр, пĕр-пĕриншĕн тăрăшатпăр. Ывăл Совет çарĕнчен таврăнсан тепĕр икĕ çултан авланчĕ. Пулас мăшăрĕ ун чухне, шкул саккинчен тин çеç уйрăлнăскер, «Выла» совхозăн Вылпасар ферминче дояркăра ĕçлетчĕ. Вĕсем мăшăрланни те вăтăр çулпа танлашать. Çак тапхăрта пирĕн юратнă Альбина кинпе ывăл икĕ хĕрпе ывăл çуратса ӳстерчĕç. Хамăршăн çеç мар, ачасемпе мăнуксем çĕршывшăн юрăхлă та йĕркеллĕ çынсем пулнишĕн савăнатпăр. Пире ватлăхра мĕнех кирлĕ ĕнтĕ? Çамрăксем пурăнма хавхалантарса пыраççĕ. Чĕкеç кайăк пек хитре те ĕçчен Альбина кинĕмĕр тĕрлĕ çĕрте ĕçлерĕ, халĕ пире пăхать. Кӳршĕри Шуркасси ялĕнче пурăннă Антонина Ермолаевăпа Иван Андреев фронтовик пире çакăн пек маттур хĕр ӳстерсе панăшăн эпир питĕ кăмăллă, — теççĕ 89-ти Анна Васильевнăпа 85-е çывхарса пыракан Фадей Иванович. <...>

Геннадий САВЕЛЬЕВ.

/Материал автор вилнĕ хыççăн пичетленет/.

♦   ♦   ♦


Чăвашпа çармăс туслăхĕ

Мари Республикинче пурăнакан Елена Важоровăпа Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче паллашрăмăр. Çуралнă тăрăха юлташĕпе, çармăс хĕрарăмĕпе, пĕрле çитнĕ вăл. «Чăваш Ене чун туртать. Тăван чĕлхепе калаçнине илтес килет», — тет Елена Ивановна. Чăваш хĕрарăмĕ уява наци çи-пуçĕпе килнĕ. Сцена çине тухакан ушкăнсемпе пĕрле авалхи юрăсене ĕнĕрлерĕ вăл. Уява пухăнниех тăван халăхпа пĕрле пулнине çирĕплетет, çапла вĕт? Йышпа пухăнсан, чăнах, чун юрлать. Паллах, шухă ачалăх, çунатлă çамрăклăх аса килет.

Пуçлăх пĕрле ĕçлеме ӳкĕтленĕ

Тăватă ачаллă çемьере çуралнăскерĕн çав тери вĕренес килнĕ. Утаркасси хĕрĕ 7-мĕш класс хыççăн Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула çӳренĕ. Вунă çухрăма йĕлтĕрпе те, велосипедпа та туххăмрах парăнтарнă. Çанталăк пăсăлсан хĕр ытти вĕренекенпе пĕрле интернатра çĕр каçнă.

«Вун пĕрмĕш класран вĕренсе тухсан кӳршĕ республикăна Чикме хулине çул тытрăм. Ветеринари техникумĕн студенчĕ пулса тăтăм», — аса илĕвĕнче çамрăклăха таврăнать Елена Ивановна. Хастар та çаврăнăçуллă çамрăка ăнăçлă ĕçлекен «Шойбулакский» совхоза практикăна янă. Ахăртнех, мал туртăмлăскерне специалистсем ун чухнех асăрханă. Çавăнпах кайран, диплом илсен, ку предприятие çăмăллăнах ĕçе вырнаçмашкăн май килнĕ унăн. Кунта 37 çул ытла вăй хунă чăваш хĕрарăмĕ. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 42 çулпа танлашать.

«Совхоз ертӳçи Валентин Вдовин пулăшса пыратчĕ. «Эпĕ тухса кайиччен çакăнтах ĕçле», — тетчĕ», — йăл кулăпа çуталать унăн сăнĕ. Çакă, паллах, предприятире ветеринара мĕнешкел хисепленине кăтартать. Вăл çамрăксене ырă тĕслĕх çирĕплетет. Унпа канашланă. Елена Важоровăн сăн ӳкерчĕкне Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Ахальтен мар «Мари Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ хĕрарăм.

«Ун чухне комплексра мăйракаллă шултра 1200 пуç выльăх тытатчĕç. Икĕ ветеринар ĕçлеттĕмĕр. Сăвăм ӳснĕшĕн пурне те тĕрлĕ наградăпа хавхалантаратчĕç», — ăнлантарать Елена Ивановна. Совхоз аталанăвĕшĕн тăрăшнă çак вăхăт унăн ăс- тăнĕнче яланлăхах çырăнса юлнă. «Ытти наци çыннисен хушшинче ĕçленине манса чăвашла калаçма пуçлани те пулнă», — тăван чĕлхе мĕнешкел хаклине палăртать ют çĕрте хăтлăх тупнăскер. Çакăншăн пĕрре те аван марланман вăл. Тен, темиçе чĕлхе пĕлнĕшĕн мăнаçланнă та. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Пин те пĕр юрă

85 çул тĕлне — 85 пулăм… Çапла шухăш çуралнăччĕ малтанах Чăваш халăх писателĕпе Юхма Мишшипе тĕл пулас умĕн. Михаил Николаевич хăй те ухатах пулчĕ пурнăçĕнчи паллă 85 самант çинчен калаçма. Сăмах çумне сăмах хушăнса калаçу шыв пек юхрĕ. Ăнлантăм: ку проект хаçатри пĕр статьяна ним тусан та вырнаçас çук. Паллă ĕнтĕ, çыравçăшăн чи хакли — унăн кĕнекисем. Вĕсем çинчен кирек епле çыравçă та чарăнмасăр калаçма пултарать. Юхма Мишшин вара кун пек «ача» кăна — 300 ытла! Унсăр пуçне пурнăçра йĕр хăварнă самантсен шучĕ те çук. Çапла вара сумлă çыравçăпа пурнăç, пултарулăх, юратупа телей çинчен сăмах хускатас терĕмĕр.

Юратнă хула

— Михаил Николаевич, ятарласа сирĕн наградăсемпе кăсăклантăм: йăлт шута илес пулсан пӳрне хуçса та çитерес çук. Чăваш, Мари, Удмурт, Тутар республикисем сире «культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа хавхалантарнă. «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне хăюллăнах çакса çӳреме пултаратăр. Сирĕн пухмачра çавăн пекех — Халăхсен хушшинчи К.Герд /Удмурт Республики/, М.Шолохов, А.Фадеев ячĕллĕ литература премийĕсем. Германипе Раççей хушшинчи литература çыхăнăвĕсене аталантарнăшăн, тĕрĕк тĕнчи умĕнчи пархатарлă ĕçсемшĕн нимĕç тата турккă премийĕсене тивĕçнĕ эсир. Çапах та хăшĕ чи пĕлтерĕшли, чунăра ăшăтса тăраканни?

— «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» пулни. Ку финанс, транспорт ыйтăвĕсене те татса пама пулăшать паллах. Анчах унтан та ытла Шупашкар маншăн — ачалăхри хула, ачалăхри ĕмĕт. Пирĕн ялта кĕтӳçĕ пурччĕ, кӳршĕ ялти мишер арçынни ăста юмахçăччĕ. Эпир ăна питĕ юрататтăмăр. «Миша, ӳссе çитетĕн те автобуса ларса ту-ту-у- ут Шупашкара кайăпăр», — тетчĕ. Тăван шкултан вĕренсе тухнă май 1954 çулта эпĕ шашкăлла выляса çĕнтернĕччĕ. Раççей шайĕпе ту-пăшмашкăн Мускава ячĕç. Пилĕк çĕнтерӳçĕ йышне кĕтĕм. Ĕнтĕ СССР чысне хӳтĕлеме пилĕк ачана суйласа илчĕç. Вăл шутра – мана та. Тренер мана тĕнче чемпионĕ пулма шанăç пуррине кура Мускава, физкультурăпа спорт институтне, вĕренме кĕмешкĕн ӳкĕтлет. Çук, темĕн те пĕр шантарсан та кĕртеймерĕ ӳкĕте. Эпĕ шурă Шупашкара таврăнса кунта педагогика институтне /халĕ университет/ вĕренме кĕтĕм. Кунтах хамăн юратăва тупса çемье çавăртăмăр, ача-пăча çура-трăмăр. Хам юратнă хулан хисеплĕ гражданинĕ пулни мана питĕ савăнтарать.

— Ăс пухма çĕршыв тĕп хулине пур пĕр таврăннă-ха эсир.

— Çапла. Пĕр вăхăт пьесăсем çырма тытăнса кайрăм эпĕ. Вĕсене лартатчĕç. Пукане театрĕ кăна манăн 22 пьесăна сцена çине кăларчĕ. Çавăнпа драматурги енĕпе ятарласах вĕренес кăмăл çуралчĕ. Çапла Мускаври А.Луначарский ячĕллĕ театр институтĕнче курссенче ăс пухрăм. Малтан, паллах, Роза Ивановнăпа канашларăм. Вăл та «каях» терĕ. Тĕрĕссипе, мăшăрăм нихăçан та «манăн ачасене мĕнле пăхас» тесе каламан. Мускавра ятлă-сумлă драматургсемпе пал-лашрăм. Манăн, чăваш çыравçин, «Турă куççулĕ» пьесăна каярахпа çĕршывăн тĕп хулинче сцена çине кăларчĕç.

Кĕнеке — ача пекех

— Çапах та кĕнекепе туслашасси, унтан та ытла — çырасси, мĕнрен пуçланнă сирĕн?

— Калама та йывăр… Тен, вăрçăран таврăнайман атте çырăвĕсем чуна пăлхатнă?.. Анне вĕсене эпĕ пĕчĕк чух тăтăшах вуласа кăтартатчĕ. Вăрçă хирĕнче те атте пирĕн çинчен шухăшлама пăрахман. «Тем пек йывăр пулсан та ачасене вĕрентме тăрăш», — çырнă вăл анне патне. Çак шухăш ĕмĕрлĕхех чуна вырнаçнă-тăр. Пĕрремĕш вĕрентекен питĕ лайăх пулчĕ пирĕн. Эпĕ вулама хăвăрт вĕрентĕм. Иккĕмĕш класра вара сăвă çырма пуçларăм. Пуçа килнĕ йĕркесене урок вăхăтĕнчех йĕрлеттĕм. Вĕрентекен çакна асăрханă паллах. Анчах, каярахпа хăй каланă тăрăх, асăрхаманçи тунă иккен.

— 300 ытла кĕнеке кăларнă эсир. Вĕсенчен кашниех — ача пекех авторшăн. Çапах та ытларах килĕшекенни пур-и вĕсен хушшинче? Алăри пӳрнесем те тĕрлĕрен вĕт, анчах кассан пурте пĕр пекех ыратаççĕ.

— Çак ыйтăва тĕл пулусенче те тăтăш параççĕ. Ашшĕ кашни ачинех пĕр пек юратнине калатăп вара. Пурте пĕр пекех хаклă вĕсем маншăн. Калăпăр, «Шурçамка» повеç. Перу çĕршывĕнче ăна 9-мĕш класс программине кĕртнĕ. Г.Волков каласа кăтартнăччĕ. Германире çак повеç тăрăх калаçу йĕркеленĕ май ăна та чĕннĕ-мĕн. Хăйсем нимĕçле калаçаççĕ тет, анчах та кашкăр ятне Шурçамка тесе чăвашлах калаççĕ тет.

— Сирĕн пьесăсене ют çĕршывсен театрĕсем те сцена çине кă
ларнине пĕлетĕп: Азербайджан, Турци, Болгари, Литва, Украина, Казахстан, Австри, Корея тата ыттисем...

— Çапла. «Ачамсем» тĕнче тăрăх саланчĕç. Пьесăсене унта е кунта лартнине пĕлетĕп те «пепкемсем» ман пата салам янăнах туйăнать. Японире кĕнеке тухасси пирки, калăпăр, шухăшлама та пултарайман. Çак çĕршыври ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен ассоциацийĕн ертӳçи манăн легендăсемпе преданисене ву-ласан вĕсен авторĕ темиçе ĕмĕр каялла пурăннă шур сухал тесе шухăшланă. Юхма халĕ те чĕрĕ ик-кенне пĕлсене питĕ тĕлĕнчĕ хайхи. Шупашкара хăнана та килсе кайрĕ.

— Сирĕн пирки хăюллăнах «тĕнче çынни» теме пулать. Калăр-ха, çакăн пек ӳсĕмсем хыççăн чапа пула пуç çаврăнмасть-и? Пуç çаврăнма пуçласан мĕн тумалла?

— Манăн пуçра яланах пĕр шухăш пулнă: «Тата ытларах ĕçлемелле, тăван халăх валли тата ытларах туса хăвармалла». Çак шухăш мана яланах пулăшса пынă. Ача чухнех мана пĕр каларăш вĕчĕрхенте-ретчĕ: «Пире, чăвашсене, юрать», — тетчĕç. Мĕнле «юрать» пултăр-ха? Эпир мĕн, ытти халăхран начар-и- мĕн? Шкулта вĕреннĕ чухне истори вĕрентекенĕнчен чăваш халăхĕ мĕнле пулса кайнине ыйтаттăм — хуравламастчĕ. Çак ыйту вара канăç памастчĕ. Эпир те халăх вĕт-ха… Çавăнпах шăпах çак енĕпе ытларах ĕçлерĕм те. <...>

Рита АРТИ калаçнă.

♦   ♦   


«Пĕр пек пулма кирлех те мар»

Чăваш патшалăх пукане театрĕ ыттисенчен уйрăлса тăракан ачасем валли «Пĕр пек пулма кирлех те мар» фестиваль-форума çуллен ирттерет. Кăçал вăл сывлăх тĕлĕшĕнчен раснарах ачасемпе ашшĕ-амăшне, хевтесĕррисемпе ĕçлекенсене çиччĕмĕш хутчен пуçтарчĕ. Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче уçăлнăскер виçĕ куна тăсăлчĕ.

Фестиваль «халăхсен хушшинчи» статуса ахальтен мар тивĕçет. Хăнасем Раççей 15 регионĕнчен: Мускав хулинчен, Владимир, Киров, Чулхула, Эрĕнпур, Пермь, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Пушкăрт, Мари, Мордови, Тутар, Удмурт, Хакас республикисенчен — тата Казахстанран пуçтарăнчĕç. Пуканеçĕсем çак кунсенче хевтесĕр ачасене тимлĕх ытларах уйăрчĕç. Ыттисенчен раснарах ывăл-хĕр куракан вырăнĕнче кăна мар, артист сăнарĕнче те пулчĕ. Сцена çинче профессионалсемпе пĕрлех инклюзивлă театрсен ăстисем те хуçаланчĕç. Спектакльсемпе вырăна тухса республикăри ача-пăча тĕрлĕ больницинче те паллаштарчĕç тĕрлĕ регионран пуçтарăннă пуканеçĕсем.

Аслисем сывлăх тĕлĕшĕнчен ыттисенчен уйрăлса тăракан ачасен тавра тĕрлĕ калаçу пуçарчĕç, куллен тĕл пулакан ыйтусене сӳтсе яврĕç. Акă, сăмахран, культурăпа искусство институтĕнче ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен раснарах, аутизмпа куçа-куçăн тĕл пулнă çынсен хăйне евĕрлĕхĕ тавра сăмах пуçарнă. «Çавра сĕтеле» федераци шайĕнчи центрсен специалисчĕсем те хутшăннă. <...>

Татьяна НАУМОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.