- Чăвашла верси
- Русская версия
Паянхи вăхăтра программист кирлех
Пуласлăх пирки ачаранах шухăшламалла. Муркаш районĕнчи Юнкă шкулĕн саккăрмĕш класĕнче вĕренекен Андрей Краснов шкул хыççăн ăçта каймаллине палăртса хунă та ĕнтĕ. Урокра «4» тата «5» паллăсем çеç илекенскер аслă юлташĕнчен тĕслĕх илсе программист пулма ĕмĕтленет.
Амăшĕ, Валентина Вячеславовна, шкулта истори вĕрентет. Унăн туртăмĕ ывăлне те куçмалла пек, çапах арçын ача информатикăна ытларах кăмăллать. Сăлтавне вăл акă епле ăнлантарса пачĕ: «Пур çĕрте те сайтпа ĕçлеме пĕлекен кирлĕ, программист валли тĕрлĕкомпанире ĕç тупăнатех». Кăсăклану пулсан вара тăрăшулăх та ÿсĕ, çитĕнÿ те курăнĕ. Юлташĕнчен е тепĕр чухне интернетран та Андрей программа çырма вĕренет.
Компьютер умĕнче нумай вăхăт ларни сывлăхшăн сиенлĕ. Çавăнпа арçын ача урамра пулма тăрăшать, йывăç лартать. Тăваттăмĕш класранпах хоккей вăййипе туслă.
Тăван тавралăха юратакан Андрей чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Геннадьевна Михалкина ирттерекен тавра пĕлÿ кружокне те çÿрет. Тăрăшулăхне пула час-часах тĕрлĕ слета хутшăнать. Муркашра иртнĕ «Çухалнине чĕртĕпĕр» конкурсра та малтисен йышне лекнĕ вăл. Унăн тăван тăрăхри паллă вырăнсем пирки хатĕрленĕ тĕпчев ĕçĕ иккĕмĕш вырăна тухнă. Район чысне хÿтĕлеме Андрея республика шайĕнчи конкурса хутшăнтарнă та унта вăл Инна Ягуновăпа пĕрле каллех иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Андрей хăйĕн ăру-йăх йĕркине 1500 çултан пуçласа пĕлет. «Пирĕн ялăн кĕнеки пур, - тет вăл. Умный поиск по торрентам - Ăна Анатолий Вашуркин çырса пынă. Тахçан кунта тăватă çамрăк килсе вырнаçнă. Вĕсенчен пĕри - Вазик, эпĕ унăн йăхĕнчен».
Хамăрăн мăн асаттесем пирки пĕлме яланах кăсăклă. Хăçан та пулин пирĕн çинчен те пĕлесшĕн çунакансем тупăнĕç. Çавăнпа та паян ырă ĕçпе палăрар, кайран япăх сăмах ан калаччăр. Андрея та аван паллăсемпе шкул пĕтерсе ĕмĕтленнĕ профессие алла илме ăнăçу сунар.
Лариса ПЕТРОВА.
Комментировать