«Чăваш хĕрарăмĕ» 23 (1251) № 16.06.2022

16 Июн, 2022

Пĕр сцена çинче

«Раççей юррисем» XVI фестиваль-марафон çак кунсенче Чăваш Енре иртет. Унăн йĕркелӳçи — Раççей халăх артистки Надежда Бабкина.
Çавна май Надежда Георгиевна «Русская песня» ансамбльпе Чăваш Енри 10 районпа хулана çитме палăртнă. Чылай тăрăхра пулса курнă та ĕнтĕ хăнасем. Фестиваль вăхăтĕнче сцена çине Мускавран, ытти регионран килнĕ артистсемпе пĕрлех вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем те тухаççĕ.

— Республикăри тĕрлĕ района çитнĕ май пуян йăла- йĕркене курма май килĕ. Халăхăн пысăк пайĕ, паллах, чăвашсем. Çав вăхăтрах пирĕн республикăра 128 наци çынни килĕштерсе пурăннине палăртмалла, — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хаклă хăнана кĕтсе илнĕ май йĕркеленĕ тĕл пулура.

Фестиваль çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта уçăлнă. Надежда Бабкинăна курма хула çыннисем кăна мар, таврари ялсенчен те пуçтарăннă. А.Николаев космонавт ячĕллĕ стадиона 6 пин ытла çын килнĕ.

Кун хыççăнах халăх артисткине Каçалсем ăшшăн кĕтсе илнĕ. Кунта концерт ăнăçлă иртесси пĕр хушăра иккĕленӳ те çуратнă-ха. Хăнасем пырса çитнĕ вăхăтра çумăр витререн тăкнă пек çунă-çке. Анчах та халь-халь тепĕр хутчен йăтăнса анас пек мăнтăр пĕлĕтсем часах çухалнă, тӳпе çуталнă, хĕвел те фестиваль-марафон хăнисене хапăл туса йăл! кулнă. Комсомольскинче чăвашсем, тутарсем, вырăссем килĕштерсе пурăннине асăрханă Надежда Бабкина.

Тăвай районĕнче те концерт пăхма халăх хаваспах пухăннă. Мускаври патшалăх ансамблĕн артисчĕсене Ольга Сергеева тăхăннă çи-пуç кăсăклантарнă. Хушпупа сурпан, тенкĕпе шӳлкеме пирки ытларах ыйтса пĕлнĕ вĕсем. Ĕлĕкхи чăваш тумне тăхăннă Ольга Ивановнăн каласа кăтартмалли самаях тупăннă.

Раççей кунне хаклă хăнасем Шупашкарта кĕтсе илнĕ. Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Надежда Бабкинăпа ытти артист Хĕрлĕ тӳремре пухăннă халăха савăнтарнă.

Патăрьелсем, Вăрнарсем те аякран килнĕ çăлтăрсене курма йышлăн пухăннă. Ĕнер «Раççей юррисем» Çĕрпĕве çитнĕ. Паян Хĕрлĕ Чутайсемшĕн — чăн-чăн уяв. Ыран артистсем Кӳкеçре пулĕç. Шăмат кун Куславкка сцени çинче фестиваль вĕçленĕ. <...>

Татьяна НИКОЛАЕВА.

♦   ♦   ♦


«Кашни çухрăм хĕрарăм шăпипе çыхăннă…»

Федераци Канашĕнче Чăваш Ен «Хĕрарăм тылра. Паттăрлăх. Юрату. Çĕнтерӳ» курав йĕркеленĕ. Вăл çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕччен ĕçлĕ. Маларах çак куравпа Раççей Патшалăх Думинче паллашнă.

Проект Чăваш Республикинче юлашки икĕ çулта пурнăçланă пысăк ĕçпе çыхăннă — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕ, Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунисем çинчен каласа кăтартать вăл.

Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко курава пысăк хак панă. «Паян, Раççей Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçласа Донбасс мирлĕ гражданĕсене хӳтĕленĕ май, ас тăвăма упрасси пушшех те пĕлтерĕшлĕ. Общество, çĕршыв чăн хаклăхсем тавра пĕрлешнĕ чух тĕп вырăнта ас тăвăм пулмалла. Фронт, Çĕнтерĕве кунсерен туптанă тыл паттăрĕсене манăçа кăларма юрамасть. Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева тата унăн командине, сăн ӳкерчĕксем, архив материалĕсем пухнă çынсене пысăк тав сăмахĕ калатăп. Пĕлетĕп: Чăваш Енре кĕçех çĕршыври пĕрремĕш «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал уçăлмалла», — тенĕ Валентина Матвиенко Олег Николаева тăван ен историне упранăшăн тав туса.

Валентина Ивановна вун-вун пин çын тăрăшнипе 380 километр тăршшĕ хӳтлĕх чиккине тунине палăртнă. «Кашни çухрăм хĕрарăм шăпипе çыхăннă», — тенĕ спикер.

Олег Николаев мемориала Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кунĕсене илсе таврăнакан хăйне евĕр порталпа танлаштарнă, çавна май вăл паттăрсен хăюлăхне аса илтерессе палăртнă. Регион ертӳçи хĕрарăмсемпе ачасем тата ватă çынсем алă вĕççĕн пилĕк миллиона яхăн шăн çĕр кăларнине, çакă Шупашкартан Новосибирска тăсăлакан атомашина колоннипе танлашасса каланă.

Федераци Пухăвĕн спикерĕ Валентина Матвиенко Чăваш Ен Пуçлăхĕн сĕнĕвне ырланă — утă уйăхĕн 1-мĕшне Тыл ĕçченĕсен кунĕ тесе пĕлтермелле. Çакна ытти регион та йышăнасса шаннине каланă: «Çĕнтерĕве миллион- миллион граждан туптанă. Федераци Канашĕ сирĕн пуçарăва ырласа Президент патне сĕнӳпе тухĕ, Раççей календарĕнче ас тăвăм паллă кунĕ пулĕ».

Олег Николаев пысăк ĕçе пĕтĕм халăхпа пĕрле кар тăрса пурнăçлани çинчен каласа кăтартнă: «2020 çулта пуçланă проект çынсене патриотизм идейи тавра пĕрлештерчĕ. Сăвă хайларĕç, кинофильм, мультфильм ӳкерчĕç, концерт, спектакль йĕркелерĕç. Донбасри лару-тăру çак проект пĕлтерĕшне татах та тарăнлатать».

Республика Пуçлăхĕ Федераци Канашне «Раççейĕн тĕрĕллĕ карттин» копине парнеленĕ. Презентацие çавăн пекех Раççей Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн Председателĕ Анатолий Аксаков, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Николай Владимиров сенатор хутшăннă.

Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева куравпа паллаштарнă. Тĕп вырăнта — архив сăн ӳкерчĕкĕсем, архив справкисем. Хӳтĕлев чиккисен вырăнĕсенче тупнă япаласем уйрăм вырăн йышăнаççĕ. <...>

М.МИХАЙЛОВА.

♦   ♦   


Пурнăç графикĕ пур йывăрлăха та çĕнтерме пулăшать

«Ай-уй, мĕн çӳллĕш эсĕ! Сан валли çи-пуç ăçтан тупас манăн?!» — тĕлĕннине пыта-райман тĕнчипех паллă «Уяв» ансамбль ертӳçи Зинаида Козлова ăна курсан. «Ман валли çи-пуç шырама кирлĕ мар, хамăнах пур — вирьял тăрăхĕнчи» тенине илтсен лăпланнă, ахăр, Зинаида Алексеевна. Мĕн ачаран юрлама юратакан хĕрарăмăн сцена çи-пуçĕ епле ан пултăр-ха? Çӳллĕшĕпе вара вăл, чăн та, чăваш хушшинче палăрса тăрать. Хăй 178 см, ывăлĕ тата пиччĕшĕ вара — 196. «Тукач ялĕнчен тухнă мамак йăхĕ çавăн пек çӳллĕ пулнă», — ăнлантарать хĕрарăм.

Такăнса ӳксен макăрса выртман

Вулакана «Чăваш хĕрарăмĕн» паянхи хăнипе çывăхрах паллаштарма вăхăт. Валентина Попова /хĕр чухне Викторова/ Элĕк районĕнчи Шавранчăкра ултă ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Çав вăхăтри пур шăпăрлан пекех пĕтĕм воспитание ĕç урлă илнĕ. Кил тĕрĕшĕнче те ашшĕ-амăшне пулăшнă ачасем. Амăшĕ Анна Александровна фермăна вырнаçсан ĕне сумашкăн та самаях чупнă. Прашкушкăнь шкулĕнче виçĕ класс вĕреннĕ хыççăн малалла Шĕмшешре ăс пухнă. Ултă ачана ура çине тăратма çăмăл пулманни каламасăрах паллă. Шкулта «4» тата «5» паллăпа кăна вĕреннĕ, çапах та укçа-тенкĕ енчен йывăр пуласса ăнланнипе хĕр пир-авăр комбинатне вырнаçнă. Малалла вĕренес шухăш пур пĕр канăçсăрлантарнă ăна. Химипе биологи факультетне документсем парса пăхнă. Анчах та пĕлĕвĕ çитменнине туйса илнĕ. Çакăн хыççăн хими факультетне каçхи уйрăма вĕренме кĕнĕ. Тăрăшуллăскерне пуçлăхсем те хисепленĕ курăнать. Дипломлă çамрăк специалиста тăван предприятирех сăрламалли цехра вырăн тупса панă. Çамрăк тенĕрен вара, ку вăхăта хĕрарăм иккĕмĕш ачине çуратса ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Пăтрашуллă вăхăт пир-авăр комбинатне те пырса çапрĕ. Предприяти хупăнчĕ. Çынсем кам ăçта пĕлет — çавăнта саланчĕç. Республика пысăк мар, ĕç вырăнĕ виçеллĕ. Валентина республика больницине вырнаçма май тупать. Анчах та шалу 4 пин тенкĕ кăна. Хĕрарăм хушма ĕçре те пилĕк авать. Упăшкине пур пĕр юраймасть. Çемьене камăн тăрантармаллине мансах мăкăртатать арçын. Ку яхăн ачасем ӳснĕ ĕнтĕ. Хĕрарăм нумай шухăшласа тăмасть, тытать те Мускава тухса каять. Пĕчченех. Арçын-и? Арăмĕпе упăшкин çулĕсем ку вăхăталла юпленнĕ ĕнтĕ.

Маларах, сăмах-юмах ялта вара маларахах сарăлнă. Валентина упăшкипе ачисене пăрахса хăварса килтен ют арçынпа тухса тарнă-мĕн. Çемье хаклăхне упракан хĕрарăм никама та нимĕн те ĕнентерсе çӳремен. Яла çимĕк уявне кайсан çăва çине яланах анкарти хыçĕпе çӳренĕскер хальхинче упăшкине çавăтнă та ял варрипе васкамасăр утнă. Карма çăварсене çапла хуравланă вăл. Шел, çемьене пур пĕр упраса хăварма мехел çитереймен.

Мускавра, паллах, никам та çăкăр- тăварпа кĕтсе илмен… Малтанах клининг компанине вырнаçма май килнĕ. Анчах ĕçлесе илнинчен 20% кăна тӳленĕ. Чăваш хĕрарăмĕ кунта та çухалса кайман, клиентсемпе хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçланă. Ĕçченскерне Мускав пуянĕсем те килĕштернĕ. Хăйсем ăçта-тăр канма кайсан Валентина валли яланах парне илсе килнĕ. Хăшĕ-пĕринпе тăван пекех телефон вĕççĕн те хутшăннă вăл. Тата мĕн чухлĕ тасатса пурăнĕччĕ-ши хуçасен кил-çуртне? Сывлăх хавшани пĕтернĕ. Яланах çап-çутă та тирпейлĕ ĕçлекенскере пĕррехинче сăмах тивнĕ. Валентина асăрхаса çитереймен- мĕн. Яланах ырă ята кăна тивĕçме хăнăхнăскер ку ĕçе çийĕнчех пăрахнă. Кану центрне вырнаçнă. Анчах та вăл ĕçлекен клининг центрĕ тендер выляса илеймен. Компанипе пĕрле Валентинăн та асăннă центртан кайма тивнĕ. Каллех — ĕçсĕр… <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.