“Ăсчах кăна мар, ырă кăмăллă çын та”

19 Сен, 2014

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Педагог. Ăсчах. Общество тата политика деятелĕ» ятпа сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ. Выставкăна аслă шкулăн пĕрремĕш ректорне Семен Сайкина халалланă. Сăлтавĕ те пархатарлă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă техника ăслăлăхĕсен докторĕ Семен Федорович Шăмăршă районĕнчи Тури Чаткас ялĕнче 1914 çулхи авăнăн 14-мĕшĕнче çуралнă. Апла тăк - шăп та лăп пĕр ĕмĕр! Сăн ÿкерчĕксем урлă профессорăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, çемйипе тĕплĕн паллашма май пур. Кашнинчех Семен Сайкин йăл кулать, ăшшăн пăхать... Ăна нихăçан курман-пĕлмен çын та вăл ырă кăмăллă пулнине тÿрех уйăрса илеет. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.