- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 21 (6420) № 02.06.2022
Пĕрле юрлама сĕннĕ те… ушкăн чăмăртаннă
Юрă çынсене пĕрлештерет, хавхалантарать, чунпа яланах çамрăк пулма хистет. Шăпах ăна пула Алевтина Кильдеркина-Шатаева, Юрий Якимов тата Николай Туктанов «Ăраскал» ушкăна чăмăртаннă. Вĕсем паян — пирĕн кĕрекере.
Тăватă вариантран — «Ăраскал»
— Юрий Николаевич, эсир ШĔМре следовательте вăй хунă, тивĕçлĕ канăва юстиции подполковникĕн званийĕпе тухнă. Халĕ эсир — ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ. Следователь тата юрăç… Пачах расна профессисем-çке.
— «Ăраскал» ушкăн 3 çул каялла йĕркеленчĕ, ун чухне унта эпĕ тата Алевтина кăначчĕ. Дмитрий Ефремов кĕвĕ ăсти ертӳçĕ пулма килĕшрĕ. Эпĕ Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуçран. 10 çул каялла хамăр ялта «Шĕнерпуç» фольклор ушкăнне йĕркелерĕмĕр. Дмитрий Ефремовăн мăшăрĕ шăпах клуб ертӳçинче ĕçлетчĕ. Сцена асамлăхĕпе тыткăнларĕ, хулана та тухса çӳрес терĕм. Мана «Уяв» ушкăна йышăнчĕç. Унта юрлама пуçлани пурнăçа улăштарчĕ. Çавăн чухне Алевтинăна тĕл пултăм, пĕрле юрлама сĕнтĕм. Шупашкарти культура çурчĕсен сцени çине те тухма пуçларăмăр. Репертуар пуянлансах пычĕ. Халĕ эпир «Ăраскалта» виççĕн. «Уяв» фольклор ушкăнĕн юрăçине Николай Туктанова хамăр пата чĕнтĕмĕр.
— Алевтина Аркадьевна, чăвашсен тарăн шухăшлă сăмах нумай. Мĕншĕн шăпах «Ăраскал» ят суйларăр?
— Пирĕн ыттисем пек пулас килмерĕ. Дмитрий Ефремовпа канашларăмăр. «Эсир халь тин çамрăксем мар, пурнăç курнă çынсем», — терĕ. Тăватă вариантран «Ăраскала» килĕштертĕмĕр.
— Репертуара еплерех юрăсенчен йĕркелеме пуçларăр?
— Халăхра палăрса ĕлкĕрнисемпе мала каяймăн. Кашни артист сцена çинче хăйĕн юррипе палăрать. Çамрăк чухне шăрантарнă юрра аса илтĕм. «Çил-тăман» ятлă вăл. Авторне пĕлместĕп. Хăш-пĕр йĕркене улăштартăмăр, кĕввине тĕкĕнмерĕмĕр. Аранжировкине Сергей Степанов туса пачĕ. Малтан пĕччен шăрантартăм, куракансем ăна йышăнчĕç. Унтан Юрий Якимовпа юрлама пуçларăмăр.
— Юрий Николаевич, ай, епле тĕплĕ çын эсир. Сирĕн алăра хулăн тетрадь, унта темĕнле юрă та пур.
— Репертуарти юрăсем те унтах. Ушкăнпа 4 юрă шăрантаратпăр. Ыттисене Алевтинăпа тата пĕчченшерĕн те юрлатпăр.
— Алевтина Аркадьевна, репертуарти чылай сăввăн авторĕ — эсир.
— Чун сăвă шăрçалама ыйтать. Хам шăрантаракан «Анне», «Саншăн çеç», «Пин-пин çут çăлтăр», «Шурă хурăн» юрăсем — манăн чун тĕпренчĕкĕсем. Мĕн ачаран сăвă çыратăп. Иван Лисаев çыравçă манпа чылай çул çыру çӳретсе сăвă вăрттăнлăхĕсене вĕрентрĕ.
— Калăр-ха: мĕнле хăват туртать сире Сцена çине?
Юрий Якимов: Шкулта вĕреннĕ чухнех юрлама юрататтăм. Ташлама вара унран та ытларах кăмăллаттăм. Вăрмана кĕтӳ кĕтме кайсан та уçланкăра юрлаттăм. Шупашкар районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче, ШĔМре ĕçленĕ чухне те хорпа пĕрле фестивальсене хутшăнаттăм. Аттепе анне те юрлама юрататчĕç. Атте купăс çăмăллăн калатчĕ, анне юнашар тăрса юрлатчĕ. Вĕсемсĕр ялта пĕр ĕçкĕ-çикĕ те иртмен. Мĕн туртать-ха мана сцена çине? Хам юрланине çынна та кăтартас килет.
Алевтина Кильдеркина: Эпĕ Çĕмĕрле районĕнчи Триер поселокĕнчен. Пĕчĕкренех юрлатăп. Атте-анне халăх юррисене шăрантаратчĕ, вĕсене итлесе ӳсрĕм. Ялта пĕр купăсçă пурччĕ, пире ташлаттаратчĕ. Шкулта музыка вĕрентекенĕ питĕ лайăх ăс пачĕ. Хора та çӳреттĕм. Ӳссен пĕр хушă юрлама чарăнтăм. Совет Союзĕ арканнă чухне пурнăç йывăрланчĕ. Мăшăрпа икĕ ачана ура çине тăратма тăрăшрăмăр. Телевизорпа фольклор ушкăнĕсене час-час кăтартатчĕç.
«Пĕр-пĕр фольклор ушкăнне юрлама каятăпах», — шухăшлаттăм вĕсем çине пăхса. Ун чухне «Уяв» маншăн вĕçсе çитейми уçлăх пек туйăнатчĕ. Тĕрĕссипе, çав çулсенче канмалли кунсемсĕр ĕçлеттĕм. Сцена çине пĕччен тухма пачах та шутламан. Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» фольклор ушкăнне çитсен юрласа кăтартрăм. Светлана Орешкина çапларах хакларĕ: «Сассу хитре, фольклор ушкăнĕнче çеç юрламалла мар санăн, сцена çине пĕччен те тухмалла». Мана чăваш халăх юррисем питĕ килĕшеççĕ. Сцена çине пĕччен тухма вăтаннипе Юрий Якимовпа калаçса пăхрăм. Килĕшрĕ. Пытармастăп, халĕ те сцена çине тухас умĕн питĕ хумханатăп. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Ывăлĕ валли Айдар ят тĕлĕкре тĕлленнĕ
Ун чухне Андрей Иванов, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнер графикин факультетне пĕтернĕскер, ĕçе вырнаçас тĕллевпе Етĕрне районĕн тĕп больницине медтĕрĕслев витĕр тухма пынă. Çавăн чухне каччă больницăра практика тухакан хĕрсемпе паллашнă. Хăйĕнпе пĕр хушаматлă Надя унăн кăмăлне кайнă. Çапла паллашнă Етĕрне районĕнчи Элешкушкăнь каччи Талуй хĕрĕпе.
Диплом илнĕ Андрей Иванова Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпӳкасси шкулне ĕçлеме янă. Унта вăл физкультура учителĕнче, шкул директорĕнче вăй хунă. 2014 çулта çамрăк директора Етĕрне районе куçарнă. Медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă Надежда Ивановăпа çемье çавăрнă хыççăн вĕсем пĕр вăхăт Хусанта пурăннă. Качча кайсан Надеждăн хушамата улăштарма та тивмен. Вăл Хусанта ординатурăра вĕреннĕ. Çемье çавăрсан çамрăксем уйрăм пурăнас темен, пур çĕрте те пĕрле пулнă. Пурнăç урапи вĕсене тĕрлĕ çĕре илсе çитернĕ: Мускава, Шупашкара...
2019 çулта Ивановсем тăван ене таврăннă. Сăлтавĕ те пулнă: кĕтнĕ ывăл çут тĕнчене килнĕ! Андрей ача çураличченех ăна мĕнле ят парассине тĕлĕкре курнă. Тĕлĕкре вăл ывăлне Айдар тесе чĕннĕ. Вăрансан тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. «Ку чăваш ячех-ши?» — тесе шухăшланă вăл, ун пирки интернета кĕрсе вуланă. Айдар ятлă çынсем пултаруллă, çирĕп кăмăллă, палăртнă тĕллевĕсене пурнăçлама пултараççĕ. Ят чăн чăвашла пулнине ĕненсен Андрей ывăл çуралсан ăна пĕр иккĕленмесĕрех çапла чĕнме палăртнă.
Ивановсем Шупашкарта пурăнаççĕ. Пĕчĕк Айдар иртнĕ çул садике çӳреме тытăннă. Пĕчĕк пулсан та вăл воспитательсем пулăшнипе тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Нумаях пулмасть Иван Яковлев калавĕсем тăрăх ӳкерчĕк хатĕрлесе конкурсра лауреат ятне тивĕçнĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илсе ӳсет пултаруллă чăваш ачи.
— Эпĕ — чăн-чăн патриот, тăван чĕлхене, халăха чунран юрататăп. Хам чăваш пулнăшăн нихăçан та вăтанман. Тутарсен, вырăссен хушшинче ĕçлесе пурăнма тиврĕ. Эпĕ чăваш пулнине никамран та пытарман. Хамăрăн халăх йăли-йĕрки пирки каласа пама тăрăшаттăм. Чылай чухне тĕлĕнетĕп: аслашшĕ-асламăшĕ, ашшĕ-амăшĕ ялта çуралса ӳснĕ, ачи вара вырăсла калаçать, — Андрей Иванов.
Вăл çуралса ӳснĕ çемьере пурте чăваш. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене тăван халăха, чĕлхене юратма вĕрентнĕ. Ашшĕ Михаил Федорович Етĕрне районĕнчи Хучаш шкулĕнче рисовани учителĕ пулнă. Икĕ ывăлĕ те унăн çулĕпе кайса ЧППУн ӳнер графикин факультетĕнче вĕреннĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Больницăна вăхăтра çитни ачана çăлса хăварчĕ»
«Пирĕн пирĕшти, пире çăлса хăваракан», — Анечка пирки [çывăх çыннисем ăна ачашшăн çапла чĕнеççĕ], çапла калать аслашшĕ, Елчĕк районĕнчи Кавал ялĕнче пурăнакан Борис Теллин. 12 çулти хĕр пĕрчи чăнах та пирĕштие аса илтерет: шурă ӳтлĕ, çутă çӳçлĕ, ăшшăн йăл кулать… Ку таранччен Аня хăйĕн пурнăçĕнче пĕр утăм та хăй тĕллĕн тăвайман пулсан та кашни кунпа киленме пĕлет.
Çуратма вăхăт çитнĕ тесе Ольгăпа Алексей Теллинсем пĕрремĕш тĕпренчĕкĕ çураласса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. 38-мĕш эрнере çамрăк хĕрарăм хырăмĕ касса ыратнине туйнă. Çăмăлланма вăхăт çитнĕ тесе вăл çийĕнчех ача çуратмалли çурта каймашкăн пуçтарăннă.
«Йышăну пӳлĕмĕнче манăн тăрук юн кайма пуçларĕ, хама япăх туйрăм. Мана часрах çураттарма илсе кайрĕç, кесарево турĕç. «Ача чĕрĕ-и?» — наркозран вăрансан тухтăрсенчен тӳрех çапла ыйтрăм. «Чĕрĕ. Хĕрача», — терĕç. Урăх нимĕн те каламарĕç. Ачана амăшĕ патне каçхине çеç илсе килеççĕ, çак саманта кĕтме пуçларăм. Палатăра тăваттăн выртаттăмăр. Каçхи 9 сехетре медсестра ачасене йăтса килчĕ. Манăн çеç çук. «Ăçта?» — тесе ыйтрăм унран. Тухтăра чĕнчĕ. Вăл палатăна кĕрсен: «Хăшĕ Теллина?» — тесе ыйтрĕ те куçран шелленĕ пек пăхса ман еннелле утрĕ. Тухтăр сăнран улшăннине тӳрех туйрăм. Мана чи начар хыпар пĕлтересшĕн пуль тесе хăраса кайрăм. Тухтăр хĕрĕм реанимацире выртнине, унăн сывлăхĕ йывăр пулнине, хăй тĕллĕн сывлайманнине каларĕ, — 2009 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшне аса илсен куççульленмесĕр чăтаймарĕ Ольга. — Манăн хырăм ахальтен ыратман, çурхах /плацента/ уйрăлнă иккен, ачана кислород çитмен. Юрать, больницăна вăхăтра кайнă, тухтăрсем ачана çăлса хăварчĕç. Кесарево хыççăн хама та йывăр туйрăм, иккĕмĕш кунхине те тăраймарăм. Виççĕмĕш кунхине мана реанимацие Анечкăна курма илсе кайрĕç. Унта темиçе ача выртатчĕ, хĕрĕм чи çуттиччĕ, тӳрех уйăрса илме пулатчĕ.
Çуратиччен аптăрасан хама кăна йывăр тесе шухăшлаттăм. Варти ача та нушаланни пирки шутламан. Тухтăрсем манăн гестоз тесе палăртрĕç. Ача кĕтнĕ чухне, ахăртнех, манăн юн пусăмĕ ӳснĕ, эпĕ çакна туйман. Алă-ура шыçăнатчĕ-ха, анчах ун пекки чылай хĕрарăмăн пулать. Çуратнă хыççăн та юн пусăмĕ пĕр уйăхран çеç чакрĕ, тăраймасăр тенĕ пек выртрăм. Мана та, ачана та юн ячĕç».
Аня çуралнă чухне 2710 грамм тайнă, 50 сантиметр тăршшĕ пулнă. Ачана реанимацире аппаратпа 9 кун сывлаттарнă. 14-мĕш кунхине тин çуралнă ачасен патологи уйрăмне куçарнă. Унта Анечка амăшĕпе 3 эрне выртнă. Больницăран вĕсем юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче тухнă.
«Анечка малтан хăй тĕллĕн çиейместчĕ, пăрăх урлă апатланатчĕ. Пĕчĕкскере амăшĕн сĕчĕ кирлĕ тесе кăкăра типĕтмерĕм, суса параттăм. Хĕрĕм малтан çăтма вĕренчĕ. Кăкăр ĕмейменнипе ĕмкĕчпе сĕт çитереттĕм. Больницăран тухсан тепĕр эрнерен ĕмкĕче хыпасшăн пулмарĕ. Кăкăр патăм та çиме пуçларĕ. Куншăн питĕ савăнтăм. Апла ачан вăй пур. Тин çуралнă ачасен патологи уйрăмĕнчен киле ярас умĕн МРТ турĕç. Пуçĕ çинче хутаçлă шыçă /киста/ нумай пулнине каларĕç. «Кунта пуç мими юлнă-и вара?» — тесе ыйтрăм тухтăрсенчен. Ачана варта кислород çитменнипе пуç мимин клеткисем вилнĕ, вĕсем вырăнне шыçăсем тухнă. Пире сиплекен тухтăр питĕ лайăхчĕ. Киле янă чухне вăл Аньăна неврологи уйрăмне выртмашкăн черете тăратрĕ. Унта хĕрĕм икĕ уйăхра чухне лекрĕмĕр.
Аня виçĕ уйăх тултариччен пĕрмай йĕретчĕ. Ку ача йăрă тесе шухăшлаттăмăр. Питĕ канăçсăрланатчĕ, алла тытсан та мĕкĕрленнĕ евĕр хусканусем тăватчĕ. Электроэнцефалографи тума ячĕç. Ача ахальтен канăçсăрланман иккен, унăн эпилепси приступĕсем пулнă. Снимок тунă чухне те ача кĕлеткипе туртăнса илчĕ. Ку чăнах та приступ пулнине палăртрĕç. Эмел çырса пачĕç. Приступсем 7 уйăх тултариччен пулчĕç. Пĕр хушă йĕркеллех пурăнтăмăр. 4 çул тултарсан Аньăн каллех приступсем пуçланчĕç, çур çула тăсăлчĕç. Тьху-тьху-тьху та, хальлĕхе лайăхах», — иртнине аса илчĕ Ольга Теллина. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Çĕрĕ санăн мар, вăл — патшалăхăн»
Кӳрши çапла каласа Августина Андреевăн пахчи хыçĕнче çурт лартнă
Августина Андреевăн амăшĕнчен юлнă çуртпа 24 сотăй çĕршĕн суда сахал мар чупма тивнĕ. Тивĕçлĕ канури хĕрарăм çынсем пурнăçра тĕрĕс йышăнусем туччăр тесе 9 çула тăсăлнă ĕç-пуç ун майлă вĕçленни пирки каласа кăтартма редакцие çитрĕ.
Ячĕ кĕнекере те çук
«Манăн анне 1983 çулта вилчĕ. Икĕ çултан пурлăх мана куçрĕ. 1992 çулта пирĕн поселокра çĕре виçсе уйрăм участоксен чиккисене /межевани/ турĕç. Тепĕр çулхине постановлени тухрĕ. Пирĕн кӳршĕ М. ун чухне ял тăрăхĕн пуçлăхĕччĕ. Шăпах вăл çав постановление кăларнă. Ашшĕ вилсен М.-ăн пиччĕшĕ В. кивĕ пӳртне пирĕн пахча вĕçне кайса лартрĕ. Ун чухне карта тытманччĕ. Пахча вĕçĕнче пурăнма тытăнчĕç. Çапла манăн 8 сотăй çĕрпе усă курма пуçларĕç. М. пирĕн кӳршĕ кăна мар, кум та. Манăн кĕрӳ унăн ачин хĕресне ашшĕ пулчĕ. Кайран М.-н хĕрĕ чиркӳре пирĕн мăнука тытрĕ. В. çуртне пирĕн пахча вĕçне куçарнă чухне: «Мĕншĕн унта лартатăр?» — тесе ыйтрăм М.-ран. «Августина, çĕрĕ санăн мар, вăл — патшалăхăн», — терĕ. Ют çын мар, çитменнине, пуçлăх тата. Хăйĕнне хăй пĕлет тесе унпа вăрçăнмарăм.
2013 çулта, çĕршывра харпăрлăха регистраци тумалли çинчен саккун тухсан, регпалатăна документ тутарма кайрăм. Унта хамăн пурлăх хутне кăтартрăм. Хайхискерсем тĕрĕслерĕç те манăн нимĕн те çук иккен: пӳрт те, çĕр те. Эпĕ таçта кайса çухалнă. «Мĕнле япала вара ку? Халĕ мĕн тумалла?» — тĕлĕнсе ыйтрăм. Çĕнĕ техпаспорт тутарма, пӳрте регистрацилеме тесе техника инвентаризацийĕн бюровне /БТИ/ кайма сĕнчĕç. Унта çĕр хутне ыйтрĕç. Вăл çукчĕ. Ял тăрăхĕн администрацине каймаллине, ăна хуçалăх кĕнекинче тупмаллине пĕлтерчĕç. Унта çитрĕм те манăн ят кĕнекере çуккине каларĕç. Документсене тĕп тунă иккен. Мĕн тумалла? Çуртпа çĕр мана камран куçнине ĕнентерме кукаçин, аннен докуменчĕсем кирлине пĕлтерчĕç. Истори архивне çитрĕм.
Манăн кукаçи 1875 çулта çуралнă, 1938 çулта вилнĕ. Унăн çуралнине ĕнентерекен хутне тупма май килмерĕ, вилнине кăтартакан свидетельство çеç тупăнчĕ. Ун хыççăн, 2015 çулта, пӳрте аран-аран регистрацилерĕç. Вара тепĕр йывăрлăх тупăнчĕ: манăн çурт пур, анчах çĕрĕ çук иккен. «Ăнланмастăп. Çурт, сарай, мунча пур. Ăçта тытăнса тăраççĕ вара вĕсем? Хальччен сывлăшра çакăнса тăнă-им»? — тĕлĕнчĕ техника инвентаризацийĕн бюровĕнче ĕçлекен çын. Хут çинче манăн 1 сантиметр çĕр те çук иккен. Веçех пӳрте регистрациленĕ хыççăн пуçланчĕ. Суда çӳреме тытăнтăм. Эпĕ хамăн çуртрах пурăнаттăм, анчах çĕр налукĕ пĕртте килместчĕ. 2000 çулсен пуçламăшĕнче кун пирки хам ыйтма кайрăм.
«Санăн тӳлемелле мар», — терĕç. Пенсие тухнисен çăмăллăх пур иккен. Çук тăк çук. Çак тарана çитиччен эпĕ налук пĕрре те тӳлемен, çапах пахча çимĕç лартатăп. Хуçалăх кĕнеки тăрăх, манăн 28 сотăй çĕр. Межевани хыççăн 24 сотăй юлнă. Эпĕ документсемпе чупнă, суда пама хатĕрленнĕ вăхăтра кӳршĕсем суя документ тутарса пӳртне те, çĕрне те хăйсем çине регистрациленĕ. Администраципе суту-илӳ килĕшĕвĕ тунă. Администраци манăн çĕре вĕсене сутнă пулать. Судлашма тытăнтăмăр. Судьясене тавах. Вĕсем пирĕн майлă пулчĕç. Лешсен докуменчĕ те, хуçалăх кĕнеки те суя. Ун чухне эпĕ республика Пуçлăхĕ патне те çитрĕм. Вăл район пуçлăхĕ патне çырупа тухрĕ. Хайхискер суда пама сĕнчĕ. Эпĕ унта çĕнтертĕм. Пур судра тĕрĕслĕх ман енче пулчĕ. Мĕншĕн тесен манăн алăра документ пур. Саратов хулине Кассаци судне те çитме тиврĕ. Унта та пирĕн майлă пулчĕç. Следстви комитетне те, прокуратурăна та кайрăм. Администраципе кӳршĕсем тунă суту-илӳ килĕшĕвне пăрахăçлама йышăнчĕç. Анчах ĕç кунпа пĕтмерĕ-ха. Манăн хамăн саккунлă çĕре каялла тавăрмалла вĕт. Вăл вара килĕшĕве пĕтернĕ хыççăн администрацин шутланса тăчĕ.
Удмурт Республикинче пурăнакан хĕрĕм Чăваш Енри çынсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Сергей Романов патне кайма сĕнчĕ. Ун патне пĕтĕм документа йăтса кайрăм, хамăн историе веçех каласа кăтартрăм. Тавах Сергей Валерьевича. Вăл район прокуратурине çырупа тухрĕ. Мана постановлени пачĕç. Хамăн çĕре укçа парса туянмалла иккен. Кайран çынсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйăн аппарат ертӳçи Елена Кузьмина прокуратурăна шăнкăравласан çĕре тӳлевсĕрех пачĕç. Ăна регистрацилеме хатĕрлентĕм. Пахча хыçĕнче пурăнакансем çĕрпе пурпĕрех усă курчĕç, унта çимĕçсем лартрĕç.
Çĕр çинче кăçал та ĕçлерĕç. Хăйсем вара веçех пĕлеççĕ. «Мĕн тăвăпăр?» — тесе пырса ыйтасчĕ хăть. Эпĕ çын шутĕнче çук пуль ĕнтĕ. Вĕсемпе вăрçăнмастăп. Хальччен пĕр сивĕ сăмах та каламан. Вĕсем манăн çĕрпе текех усă ан курччăр тесе суда патăмăр. Халĕ вĕсемпе судлашмалла пулĕ. Эпĕ çĕре регистраци тунă хыççăн часрах çăл чавса хучĕç. Нимĕн те каламастăп: мĕнле пĕлеççĕ, çапла пурăнччăр. <...>
Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ.
♦ ♦ ♦
Хула урамĕсем хитреленсех пыраççĕ
«Зеленстрой» организаци ĕçченĕсем Шупашкарта чечек лартаççĕ, курăк çулаççĕ. Çавна май йĕри-тавра хăтлăх хуçаланать.
Пичет çурчĕ çывăхĕнчи çаврăма илем кӳрекенсемпе калаçу пуçартăмăр. 22 çул вăй хуракан Зоя Фадеева чечек ани çуллен пысăкланса пынине, ĕç майне тахçанах хăнăхнине палăртрĕ. Хастар хĕрарăмсем куллен 3 пин таран калча лартма ĕлкĕрни тĕлĕнтерчĕ. Ахальтен мар Шупашкарти Ленин районĕн участок ертӳçи Сергей Егоров ĕçтешĕсене вăр-варлăхĕшĕн мухтать.
Ландшафт дизайнерĕ Наталия Крашева чечек лапамĕнчи эрешсемшĕн яваплă. Вăл кашни çул урăхла эскиз хатĕрлет. Ĕçе пуçăннă май çулталăка мĕнле пулăма халалланине, паллă кунсене тата хула çыннисен сĕнĕвĕсене шута илет.
«Зеленстрой» организаци питомникĕнче 20 тĕрлĕ йывăç тата 40 тĕрлĕ тĕм хунавĕ çитĕнеççĕ. Вĕсемпе хула урамĕсене симĕслентереççĕ. Питомник пуçлăхĕ Эльвира Федорова ĕçлекенсем хăйсемех вăрă пуçтарнине каларĕ.
Наталья Андриянова агроном кулленхи ĕçре çĕнĕ технологисемпе усă курнине палăртрĕ. Çакă вĕсене пурнăçпа тан пыма май пани иккĕлентермест.
Теплицăра вăй хуракансем — Ирина Викторова, Светлана Васильева, Валентина Иванова, Галина Гаврилова, Ирина Никитина, Надежда Золотова, Елена Федорова — илем тĕнчинче пурăнни куçкĕрет. Хăшĕ-пĕри, ахăртнех, ку вырăна çăтмахпа танлаштарĕ. Вăрăран акнă петуни, бегони, виола... çеçке çурнă. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Клуб çуккипе килте репетицисем ирттерет
Хăйĕн пурнăçĕнчи пĕрремĕш кӳренĕве нихăçан та манмĕ Людмила Вазанова. Ун чухне вăл 3-мĕш класс пĕтернĕ. Людмилăн район шайĕнчи юрă-кĕвĕ конкурсне каймалла пулнă. Юррине те вĕреннĕ. Ачасене шурă кофтăпа хура юбка тăхăнма хушнă. Людмилăн юбки çинче вара шурă пăнчăсем пулнă. Çакăншăн ăна илсе кайман. Хĕрача куççульне шăла-шăла Пинертен Вăтакаса пĕчченех утнă. «Хитре юрлаттăмччĕ. Юбкăшăн ыттисенчен уйăрса хăварчĕç», — ача чухнехи кӳренĕвне аса илчĕ Вăрмар районĕнчи Вăтакас ялĕнче çуралса ӳснĕ Людмила Ивановна.
Амăшĕ, Алевтин аппа, çав кунах лавккаран пусма туяннă та çĕвĕ машини умне ларса хĕрне хура юбка, шкула çӳремелли форма çĕлесе панă. Конкурса каяйман пулсан та хĕрача хуçăлса ӳкмен, унта тепĕр çул лекессе шаннă.
Ашшĕ Иван Ильин — вăрçă ветеранĕ. Вăрçă пуçланиччен Арапуç шкулĕнче истори предметне вĕрентнĕ. Фронтран сусăрланса таврăннă хыççăн Вăтакасри клубра тăрăшнă. Иван Ильич ачисене те юрă-кĕвĕпе паллаштарнă. Вĕсем мăшăрĕпе ултă ывăл та пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Пурте мĕн ачаран купăс, баян, гитара калама пĕлнĕ, юрра-ташша ăста пулнă. Людмила — йĕкĕреш хăраххи, вăл та пиччĕшĕсенчен юлман. Ашшĕ ачисене клуб сцени çине илсе тухнă. Людмилăна яланах пĕччен юрлаттарнă. Хĕрачан сасси питĕ уçă пулнă. Ăна ялта иртекен уявсенчен нихăçан та хăварман.
— Хăш-пĕр чухне конкурса хутшăнас килместчĕ. Атте вăйпах илсе каятчĕ. Пĕррехинче йĕкĕреш хăраххипе, Виссарионпа, ташласа та, юрласа та мала тухрăмăр. Халăх чылайччен тăвăллăн алă çупрĕ. Питĕ савăннăччĕ ун чухне. Шкулта аван вĕренеттĕм, учительсем педагогика енĕпе малалла ăс пухма хистерĕç. 1967 çулта Канашри педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Пĕр урамра çуралса ӳснĕ, пĕр класра вĕреннĕ Леонид Вазанов та вĕренме кĕчĕ. Вăл — пуçламăш классен, эпĕ – музыка учителĕ пулма хатĕрлентĕмĕр. Тăватă çул вĕренсен хамăр районти Кĕлкеш шкулне ĕçлеме ячĕç. Вĕр çĕнĕ шкул, çĕнĕ коллектив, пурте çамрăк… Ĕçле те ĕçле. Мана ачасем юрататчĕç, вĕсемпе кашни уявра концерт лартаттăмăр. Леонид Вазановпа пĕрлешсен Киров облаçне куçса кайма тиврĕ. Унта та ачасене музыка тĕнчипе паллаштартăм. Мăшăр хăйĕн пурнăçне юридици ĕçĕпе çыхăнтарчĕ, çавăнпа нумай куçса çӳреме тиврĕ.
Етĕрнере, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнтăмăр. Мăшăрăм юридици енĕпе ĕçлесен те музыкăна килĕштеретчĕ, гитара, баян питĕ чаплă калатчĕ, — пурнăçĕпе паллаштарчĕ Людмила Вазанова.
Çав хушăрах Людмила Ивановна Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче филолог дипломне илнĕ, ачасене вырăс чĕлхипе литературине те вĕрентнĕ.
— Литература урокĕнче те баян каласа, юрласа пама тăрăшаттăм. Ачасем çавăн пек уроксене питĕ кăмăллатчĕç. Баян тăсса ярсанах вĕсен куçĕ çуталатчĕ. Ачасен вĕренес туртăмĕ тата пысăкланатчĕ, — аса илчĕ Людмила Ивановна.
Людмилăпа Леонид Вазанов икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те мĕн пĕчĕкрен кĕвĕ тĕнчипе çывăх ӳснĕ. Вазановсен ывăлĕсен те сасси уçă, вĕсем тĕрлĕ музыка инструменчĕ калама хăнăхнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан 2010 çулта Леонидпа Людмила тăван ялне таврăннă. Çуралса ӳснĕ вырăнта тавралăх илемĕпе киленсе пурăнма, мăнукĕсене утьăкка сиктерме ĕмĕтленнĕ. Анчах… 2014 çулта Леонид йывăр чирлесе çĕре кĕнĕ. Çак пысăк хуйха епле чăтса ирттернĕ-ши Людмила? Юрать, ывăлĕсем пур. Анчах вĕсем ялан çумра мар-çке.
Кашнин — хăйĕн çемйи.
Юрă-кĕвĕ Людмила Вазановăна сӳнме паман. Вăтакас клубĕ çумĕнче пултарулăх ушкăнне йĕркеленĕ вăл. Каллех ачалăхри пек: конкурссем, концертсем, смотрсем… Ку хуйха-суйха вăхăтлăха манма пулăшнă. Анчах унăн çемйине каллех хуйхă килнĕ… Тепĕр 4 çултан аслă ывăлĕ те йывăр чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Çак хуйхă Людмила Ивановнăна пушшех те çапса хуçнă.
— Вăй илейместĕп пулĕ тенĕччĕ. Çут тĕнчере пурăннин усси çук пек туйăнатчĕ. Пултарулăх ушкăнĕнчи юлташсем пурнăçа каялла таврăнма пулăшрĕç. Юрă-кĕвĕ пĕлтерĕшĕ маншăн вышкайсăр пысăк. Ырă сăмах пекех вăл маншăн: йывăрлăхран тухма пулăшать. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать