Ывăлĕ чĕрĕ юлнине шаннă

19 Сен, 2014

Андрей Дмитриевăн ÿтне 4 çул иртсен çеç тупнă

Кăçал Чечня вăрçи пуçланнăранпа 20 çул çитет. 1994 çулта Çĕнĕ çул каçхине Чечняри Грозный хулинчи штурм вăхăтĕнче Раççей çарĕ питĕ нумай салтак çухатнă. Штурмра майкопăн 131-мĕш мотострелоксен бригади, мотострелоксен 81-мĕш тата 276-мĕш гварди полкĕсем пульăсен айне лекнĕ. Официаллă çăл куçсем пĕлтернĕ тăрăх, ушкăнра 4097 çын пулнă. Раштавăн 31-мĕшĕнче ирхине 81-мĕш полка хула вокзалне илме хушу панă. Салтаксемшĕн ку штурм кĕтменлĕх пулнă. Çар техники çителĕксĕр пулнă, тин килнĕ салтаксем кĕске вăхăтра пĕр-пĕрне палласа та çитеймен. Унта пирĕн ентеш, Шупашкар районĕнчи Хураçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Андрей Дмитриев, пуç хунă. Вĕсен полкне 1994 çулхи раштав уйăхĕнче Чечня Республикине янă. Андрейăн пурнăçĕ Çĕнĕ çул каçхине татăлнă. Малтанах ăна хыпарсăр çухалнă тесе палăртнă. 4 çул çурăран кăна, 1999 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче, Ростов çинчи Дон хулинчи лабораторире унăн ÿтне тупса палăртнă. Çав çулхи çĕртмен 27-мĕшĕнче ăна Ишек масарĕ çине пытарнă. Дмитриевсем ывăлне 1994 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче çара ăсатнă. Андрей Самарти мотострелоксен 81-мĕш полкне лекнĕ. Унăн амăшĕпе Екатерина Ильиничнăпа тĕл пулса калаçрăм. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.