«Хресчен сасси» 21 (2909) № 01.06.2022

1 Июн, 2022

Сивĕ çанталăк калчана сиенлет

Çурхи сивĕ çанталăк культурăна аталанса вăй илме чăрмантармĕ-ши? Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирмăн кĕрхи тата çурхи культурăсем вăй илнине, вĕсене чир-чĕртен, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран тĕрĕслерĕç.

«Санкци çĕнĕлле ĕçлеме хистет»

Уй-хир симĕс кавирпе витĕнме ĕлкĕрнĕ. Агрофирмăн кĕрхисем хĕл лайăх каçнă, аталанаççĕ. Çурхи культурăсем те тикĕс шăтса тухнă. Çапах хуçалăхра ака-суха вĕçленнĕ теме иртерех-ха.

— Ытти çулхипе танлаштарсан кăçал çур ĕçĕсем вăраха кайрĕç. Унччен вунă кунра 4-5 пин гектар акма пултарнă. Кăçал та палăртнин 96 процентне майăн 9-мĕшĕ тĕлне пурнăçланă. Анчах 160 гектар çинче çĕр типейменрен техника кĕреймест, путать. Унта урпа — 60, тулă 100 гектар акса хăвармалла. Çумăр вĕçĕм çуни акана вĕçлеме памасть. Лаптăка куллен сăнатпăр: типрĕ-ши? Кĕме пулать-и? Техника, çынсем çийĕнчех ĕçе тытăнма хатĕр. Агрофирмăн кĕрхи тулă 1792 гектар йышăннă, çурхисене 4130 гектар акса хăварнă. Культурăсем мĕнле аталаннине тĕрĕслесе тăратпăр. Хирте çум курăк, сăтăрçăсем, чир-чĕр вăй илесрен асăрхатпăр. Шел, сивĕ çанталăкра çурхисем йывăррăн çитĕнеççĕ. Азот хывни те пулăшмарĕ: çумăрпа вăл тымартан аяларах юхса анчĕ. Кĕрхисене апатлантарнă. Анчах çум курăкран им-çам сапаймастпăр — çĕр типеймен. Сивĕре çум курăк та çитĕнеймест, çавăнпа анасем таса. Хире паха вăрлăх кăна кăларнă.

Кăçал çурхи урпан «надежный» суперэлита сортне акрăмăр. Унччен «эльф» текеннипе усă курнă, — палăртрĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ Елена Николаева.

Агрофирмăн ертӳçисене çурхи урпа вырăн-вырăнпа сарăхма тытăнни те пăшăрхантарчĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Хастар çамрăксене пуçтарчĕ

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проектпа тата Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкне халалласа йĕркелерĕç. Тăвай районĕнче иртнĕ слет районсенчи 1300 ял çамрăкне пĕрлештерчĕ. Çав шутра аграрисене, ялта вăй хуракан тухтăрсене, педагогсене, культура ĕçченĕсене.

Слета ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çĕнĕ площадка идеологи пĕрлĕхне йĕркелеме, ыр кăмăллăх ĕçне аталантарма, регионта çĕнĕ проектсем пурнăçлама пулăшĕ.

Олег Алексеевич сăмахĕпе ялта пурăнма условисем çителĕклĕ. Хальхи вăхăтра çĕнĕ ĕç пуçарма, рынока çул хывма майсем уçăлаççĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан продукцие экспортласси 30% пысăкланнă. Ку чăннипех лайăх кăтарту. Патшалăх АПК отрасльне субсидисем уйăрать, аграрисене пулăшма çĕнĕ программăсем йышăнать. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева «Ялта чи лайăххисем» проектăн пĕлтерĕшне палăртрĕ, ЧР Ял хуçалăх министерствине ăна пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн тав турĕ. РФ Патшалăх Думин комитет председателĕ Анатолий Аксаков çĕр çинче ĕçлекенсен умĕнче пуç тайнине каларĕ. Слетра «АгроАсаИлӳ» çĕнĕ проектпа паллаштарчĕç. Проекта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тылра тăрăшса вăй хунисен паттăрлăхне асра тытас тĕллевпе пуçарнă. «АгроАсаИлӳ» информаци порталĕ те ĕçлеме тытăнмалла.

Чăваш патшалăх аграри университечĕ, ЧР Ял хуçалăх министерстви, республикăри АПК ветеранĕсен союзĕ, «АгроВыбор» волонтерсен пĕрлешĕвĕ пулăшнипе «Ял хастарлăхĕ: фронта, Тăван çĕршыва, Çĕнтерĕве!» курав йĕркеленĕ. Экспозицире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕнче совет халăхĕн тылри паттăрлăхне кăтартса панă. Унта тĕрлĕ архив материалĕсемпе усă курнă. Куçса çӳрекен сăн ӳкерчĕксен куравĕпе çывăх вăхăтра республикăра пурăнакансем те паллашма пултарĕç.

«АгроВыбор» волонтерсен пĕрлешĕвĕ кăçал «АгроАсаИлӳ» проекта пурнăçа кĕртме тытăннă. Унта тылри ял ĕçченĕсен аса илĕвĕпе паллаштарĕç. Вĕсене халалланă наукăпа практика конференцийĕсем йĕркелĕç. Çакна палăртмалла: 1942 тата 1943 çулсенче ял хуçалăхĕнчи çитĕнӳсемшĕн Чăваш Ен икĕ хутчен Çĕршыв хӳтĕлевĕн патшалăх комитечĕн куçса çӳрекен Хĕрлĕ Ялавне тивĕçнĕ. Вăл вăхăтра ялсенче ытларах хĕрарăмсемпе ватă çынсем, ача-пăча вăй хунă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Вĕсен паттăрлăхĕ нихăçан та асран тухмĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Пĕрлĕхре çуралнă туслăх

Ял ватăлни, çамрăксем тăван тăрăхран тухса кайни, урамсенче ача-пăча сасси илтĕнменни ял-йыша пăшăрхантарать. Çак ыйтусене тĕлпулура АПК ветеранĕсем те хускатрĕç. Элĕк, Муркаш, Вăрнар районĕн хастар çыннисем пĕр-пĕринпе канашлама Вăрнар районĕнчи Пуканкасси ялĕнче пуçтарăнчĕç. Унта республикăри АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ Александр Самылкин, унăн заместителĕ Иван Аверьянов, союзăн хисеплĕ председателĕ Василий Шадриков хутшăнчĕç.

Арçын хорĕ те пур

Пуканкассире 127 кил шутланать, вĕсенчен 70% çын пурăнать. Ял ватăлать, пĕлтĕр те, кăçал та пĕр ача та çуралман. «Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă», — тенĕ евĕр ял халăхĕ туслă пурăнать. Ăна упрама ял старости Альбина Фомина чылай тăрăшать. Хăй Шупашкарта ĕçлет пулин те тăван ялĕнче пурăнать. Ял çыннисем уявсене пĕрле пухăнса ирттереççĕ, ватăсене сума суса парнесемпе чыслаççĕ. Хуçалăхра ĕçлесе унтах ĕмĕрленĕ аслă ăрăва чăннипех хисеплеççĕ. Пултарулăха аталантарма артистсемпе, çыравçăсемпе тĕлпулу, ăсталăх класĕсем те ирттереççĕ. Спорт пирки те манмаççĕ. Аслă Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне ятарлă стенд хатĕрленĕ. Малашне вара нумай ачаллă амăшĕсене, тава тивĕçлĕ ĕçченсене халалласа стенд йĕркелесшĕн. Ку ĕçе Республика кунĕ тĕлне ĕлкĕртесшĕн.

«Чăнахах та хастар ĕçлеççĕши?» — иккĕленĕ хăш-пĕр вулакан. Çапла, маттур çынсем пуртан Пуканкасси самана таппипе малалла утать. Ял старости вара ял-йыша туслаштарма, пĕтĕçтерме пĕлет. Клуб ĕçченĕн штатне кĕскетнĕ пулсан та çак çурт кĕрлесе çеç тăрать. Унта малашне краеведени кĕтесĕ те уçасшăн ентешсем. Хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен социаллă сетьсенчи страницăсенче каласа кăтартаççĕ.

Çак тăрăхри арçын хорĕ пирки те ыррине çеç каламалла. Унăн ячĕ мĕне тăрать — «Алтăр çăлтăр». Ушкăн ертӳçи Виктор Анисимов каланă тăрăх, ушкăн йĕркеленнĕренпе çулталăк çеç-ха. Апла пулин те ячĕ çак таврашра кĕрлесе тăрать. Унта арçынсем 6 ялтан çӳреççĕ. Куракансем «Алтăр çăлтăр» ушкăна хапăлласа кĕтеççĕ, хăйсем йыхравлаççĕ. Вăрнар, Элĕк тата Красноармейски районĕсенче концертсем йĕркелеççĕ. Вениамин Иванов илемлĕх ертӳçи тăрăшнипе репертуар пуян: вырăс, чăваш юррисене шăрантараççĕ. Республика шайĕнчи уявсене малашне асăннă ушкăна явăçтарас шухăш та çуралчĕ ветерансен. Хамăр тăрăшсан паян ялта та кăсăклă, савăнăçлă пурăнма май пуррине ĕнентерчĕç Пуканкассинче пурăнакансем. Ĕçлеме те, пĕрле пухăнса юрлама-ташлама та пултараççĕ вĕсем. Вĕсен шухăшне республикăри АПК ветеранĕсен союзĕн ертӳçи Александр Самылкин та ырларĕ. Вăй пĕрлĕхре çирĕпленсе аталаннине палăртрĕ. Ахальтен мар вунă çул каялла çак союза йĕркеленĕ те. Унта паян — 520 ветеран. Маларах ушкăна ертӳçĕсем е специалистсем çеç кĕнĕ пулсан халĕ, устава çĕнĕлĕх кĕртнĕ хыççăн, хуçалăхра вăй хунă пенсионерсене те йышăнаççĕ. Союз патшалăх органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет, ытларах ял хуçалăх министерствипе. Тĕрлĕ программа хатĕрленĕ çĕре ветерансене те чĕнеççĕ. Малашне АПК ветеранĕсем çамрăксене воспитани парас ĕçе те хутшăнасшăн. Çавăн пекех яшсемпе хĕрсем яла юлманни те канăçсăрлантарать. Пурнăçран уйрăлса кайнă юлташĕсене асра тытса ветерансем Асăну хăмисем вырнаçтарни те — ырă пулăм. Районсемпе тĕл пулассине малашне те йĕркелемеллине палăртрĕ Александр Петрович. Сăмах май, çак тĕлпулу пуçласа иртрĕ. Малалла вара Элĕк, Вăрнар, Муркаш районĕсенчи АПК ветеранĕсен союзĕсен ертӳçисем сăмах илчĕç. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Пахча çимĕçе хÿтĕлетпĕр

Çумăрлă, сивĕ çанталăк акнă-лартнă культурăсене йĕркеллĕ çитĕнме чăрмантарать. Пулас тухăçа мĕнле упраса хăвармалла? Пахча çимĕçе, улма-çырлана мĕнле пулăшмалла? Кун пирки тĕплĕнрех Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертӳçин çумĕ Ольга БЕЛОВА каласа парать.

— Çуркунне эпир ăшша, хĕвеле кĕтетпĕр. Çĕр типсенех лартма-акма васкатпăр.Шел, кăçал çумăрлă сивĕ çанталăк вăраха кайрĕ. Çавна май акнă-лартнă ӳсен-тăран йĕркеллĕ çитĕнеймест. Калча кĕренленсе сарăхма тытăнчĕ. Кун пек чухне мĕн тумалла?

Йăран çинче. Çанталăк майĕпен ăшăтма тытăннă май акнă-лартнă культурăсем вăй илессе шанăç пур. Хальхи вăхăтра нумайăшĕ ыхра, сухан, çав шутра чечексем те сарăхнине пĕлтереççĕ. Çакă чи малтан çанталăкпа çыхăннă. Сивĕ кунсем, çумăр çĕре ăшăнма памаççĕ. Çавна май акни-лартни çитĕнме чарăнчĕ. Айлăмлă вырăнта сулхăнрах пулнăран ӳсен-тăран çулçи пĕрĕннине палăртаççĕ çынсем.

Çак тапхăрта кăмпачирĕ /мучнистая роса/ аталанать. Тымар чирĕсем те калчасене сиенлеççĕ. Хальхи вăхăтра мĕн тумалла? Тĕп ĕç — пахча çимĕçе, чечексене çитĕнсе çирĕпленме условисем туса парасси. Вĕсене çитĕнме пулăшакан препаратсемпе /стимулятор роста/ шăвармалла, сирпĕтмелле. Калча тĕп çулçине кăларнă ĕнтĕ. Туни пĕтмен, ӳсен-тăран чĕрĕ пулсан çывăракан папкаран çĕнĕ çулçă кăлармалла. Çак тапхăрта ăна азот удобренийĕпе сапмалла. Вăй илме пулăшакан препаратсемпе усă курмалла: «эпин», «циркон». «Гумат-7» уйрăмах аван. Ку препаратра çичĕ тĕрлĕ микроэлемент. Вĕсем культурăна çирĕплетеççĕ, аталанма пулăшаççĕ. Çанталăк ăшăтсан, 3-4 кунран, калча каллех çитĕнме тытăнни палăрмалла. Культурăна вăй илме сывлăш кирлĕ. Лачака çĕр çинче вĕсем ӳсеймеççĕ. Çулçине кăларма пулăшма сирпĕтмелле. Ирпе каç сивĕ пулнăран çак ĕçе кăнтăрла, çанталăк ăшă чухне пурнăçламалла.

Теплицăра. Кил хуçалăхĕсенче теплицăра та пахча çимĕç нумай туса илеççĕ. Шел, хӳтĕре пулнине пăхмасăр кунта та ăшă çителĕксĕрри сисĕнет, калча япăх вăй илет. Апла теплицăри пахча çимĕçе шăвармалла, сирпĕтмелле. Азот, фосфор, кали удобренийĕсемпе апатлантармалла. Азот удобренийĕ — ӳсен-тăран çулçине, фосфор вара тымарне аталанма пулăшать. Кали удобренийĕпе чечекĕ нумайрах пулать, тухăçĕ ӳсет. Сивĕре теплицăри калчан та çулçи сарăхни тĕл пулать. Ăна татни сиенлеймест. Мĕншĕн тесен тунари папкаран çĕннисем тухмалла.

Çĕр çырли. Вăл сивве хăнăхнă культура, хальлĕхе çурăлса ĕлкĕрейменрен аптăрамаççĕ. Енчен те сивĕре чечеке ларнă пулсан вăй-халне çимĕç тĕвви çине янăран вăйсăрланса юлатчĕ. Ăшă çанталăкра çурăлсан сиенлеймест. Çапах ăна та çӳлерех асăннă удобренисемпе шăвармалла. Мĕншĕн тесен сивĕ кунсем хыççăн чирлеме пултараççĕ. Кун пек чухне биопрепаратпа сапни пулăшать. Унпа усă курни экологи тĕлĕшпе таса çимĕç туса илме май парать. Биопрепаратра чĕрĕ микроорганизмсем пур. Вĕсем хăйсемех гормон, витаминсем, ауксин, гетероауксин кăлараççĕ, ӳсен-тăрана çитĕнсе аталанма пулăшаççĕ. Унпа теплицăри ӳсен-тăрана та шăварма юрать. Халĕ çурăлакан çĕр çырлине, ыхра-сухана, купăстана асăннă препаратпа шăварсан лайăхрах. Микроорганизмсем чир-чĕре вăй илме памаççĕ. Препарата вăрлăх сутакан лавккасенче те тупса илме пулать. <...>

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

♦   ♦   


Пурнăç сукмакĕ

Кайри Тукай ялĕнче Ваçиккисем — авалхи йăхсенчен пĕри. Ялти чи пуян та хисеплĕ йăх шутланнă. Ваттисем мĕн ĕлĕкрен çемьери кашни ывăла Тăван çĕршыва юрăхлă пултăр тесе пилленĕ. Çак йăхра ывăл-хĕр йышлă. Хĕрĕсем тивĕçлĕ пĕлӳ илсе тĕрлĕ ĕçре вăй хураççĕ, ывăлĕсем пурте Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тивĕç пулнă. Вĕсен шутĕнче агроном, зооинженер, ветеринар, предприяти ертӳçи те пур.

Борис Васильевăн ачалăхĕ, ытти ача-пăчанни пекех, ялта иртнĕ. Сергей Васильевичпа Мария Терентьевна Васильевсен çемйинче 7 ача çитĕннĕ. Борис вара виççĕмĕш ача пулнă. Вăл пĕчĕкренех тăрăшулăхĕпе, хастарлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Ачаранах кĕнеке вулама юратнă, шашкăлла, шахматла ăста вылянă, футбол, волейбол вăййисене кăмăлланă, йĕлтĕрпе чупма килĕштернĕ. Пĕр сăмахпа каласан, спорта парăннă çын пулнă. Ашшĕ-амăшне те пулăшма вăхăт тупнă вăл. Хуçалăхра ун чухне мăйракаллă шултра выльăх та, кайăк-кĕшĕк те, хурт-хăмăр та ĕрчетнĕ. Ахальтен мар Борис Çĕрпелти шкулта 8 класс пĕтерсенех хăйĕн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕпе Валерий Васильевпа Вăрнарти совхоз техникума çул тытнă, ветеринари уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Унта пĕлӳ илнĕ вăхăтра чи маттур студентсенчен пĕри пулнă. Районта, республикăра иртнĕ ăмăртусене сахал мар хутшăннă. Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне йĕлтĕрпе чупас енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă. 1970 çулта Борис Васильев техникумран вĕренсе тухнă, алла диплом илнĕ. Вĕсене, темиçе студента, РСФСР Ял хуçалăх министерстви Чукотка автономии округне ĕçлеме каймашкăн направлении панă. Çамрăк специалистсем асăннă тăрăхри Билибина районĕнче пăши-пăлан ĕрчетекен совхозра /çĕр лаптăкĕ 2,3 млн га/ ĕçлеме тытăннă. Çулталăкран Борис Васильева çара илнĕ. Вăл Хабаровск крайĕ çывăхĕнчи Биробиджанра вырнаçнă пограничниксен 2495 çар чаçĕн ветеринари отрядне лекнĕ. Малтанах Бикин хулинче ятарлă вĕренӳ центрĕнче пĕлӳ илнĕ. Каярахпа ăна заставăсенчи 120 йытăпа 25 лашана сывлăх тĕлĕшпе сăнаса тăма хушнă. Служба тивĕçне вăл лайăх пурнăçланă, дисциплинăна çирĕп пăхăннă. Аманса суранланнă чĕр чуна пулăшма яланах хатĕр пулнă. Унсăр пуçне вăл спорт ăмăртăвĕсене те хастар хутшăннă. Çар ĕçĕнче çитĕнӳсем тунăшăн ăна пĕрре мар Тав хучĕпе чысланă. Паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн Борис Васильев аслă сержанта старшина званине панă. Вăл II степень «Погранçарсен отличникĕ» тата «Совет çарĕн отличникĕ» паллăсене тивĕçнĕ.

Салтакран таврăннă хыççăн каллех Чукоткăна çул тытнă çамрăк. Каярахпа унтах çемье çавăрнă, Уссурийск хулинче аслă пĕлӳ илнĕ. Мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. <...>

Е.ВАСИЛЬЕВА. Вăрнар районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.