Тантӑш № 20 (4789) 26.05.2022

26 Мая, 2022

Слет чи хастаррисене пуçтарчĕ

Çамрăк корреспондентсен слечĕ — «Тантăш» хаçат тусĕсем чăтăмсăррăн кĕтекен уяв. Кăçал вăл çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче 4-мĕш хут иртрĕ, «Хыпар» хаçат никĕслевçин Николай Никольскин çуралнă кунĕпе пĕр килчĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн акт залне республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 100-е яхăн ача килсе çитрĕ. Лауреатсемшĕн, конкурс çĕнтерӳçисемпе хастар юнкорсемшĕн вăл хаваслă кулăпа, çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмпа асра юлчĕ.

Костыльпе килнĕ

Çак кун ирех çумăр çурĕ. Анчах маттурсене хăратĕ-и вăл? Ачасем мероприяти пуçланиччен чылай малтан пуçтарăнма тытăнчĕç. Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕнче ăс пухакансем чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе Валентина Малышевăпа пĕрле килчĕç. Шупашкартан аякра вырнаçнăскерсем пĕлтерĕшлĕ уява çитме укçи-тенкине те шеллемен, такси тытнă. Муркаш районĕнчи Шурча шкулĕнче ăс пухакан Елизавета Кудашова та юлас темен, урине гипсланине пăхмасăрах слета çитнĕ.

Чăннипех те, мĕн тери чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр çак куна! Коронавирус чирĕ алхаснине пула уява икĕ çул ирттереймерĕмĕр. Çак хушăра пичет кăларăмĕн хăш-пĕр тусĕ шкул пĕтерсе студент пулса тăма та ĕлкĕрчĕ вĕт! Çапах вĕсем те çырас ăсталăха аталантарма пулăшнă пичет кăларăмне манмаççĕ, слета килме те вăхăт тупрĕç. Хăнасене юмахри сăнарсем — Буратино, Незнайка, Упа, Тетте — кĕтсе илчĕç. Кашниех вĕсемпе асăнмалăх сăн ӳкерĕнме тăрăшрĕ.

Чи маттуррисене — дипломсемпе парнесем

Çамрăк корреспондентсен слетне Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина та килсе çитрĕ. Уяв «Асамат тĕнчи» ушкăн «Тантăш» гимнне шăрантарнипе пуçланчĕ. Сумлă хăнасен йышĕнче унăн авторĕсем те — сăввине шăрçалаканĕ Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи тата ăна кĕвве хываканĕ Людмила Кинер — пулчĕç. Кристина Андреевна «Тантăш» хаçатăн тусĕсем хавхалануллă кăмăл-туйăм çуратнине пытармарĕ.

— Чăваш журналистикин пуласлăхĕ — çакăнта ларакан арçын ачасемпе хĕрачасенче, — терĕ вăл пухăннисене ăшă кулă парнелесе. Министр «Тантăш» хаçатăн юлашки çулĕсенчи лауреачĕсене дипломпа тата парнепе чысларĕ. Сумлă ята Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕнчен вĕренсе тухнă Елена Кириллова, Шупашкарти шкулсенче ăс пухакан Виктория Немцева /6-мĕш шкул/, Артем Никифоров /38-мĕш шкул/, Милана Фадеева /44-мĕш лицей/, Александра Савельева /30-мĕш шкул/ тивĕçрĕç. Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх шкулĕнче вĕренекен Ирина Кошелева «Тантăш» хаçатăн 2021 çулхи лауреачĕ» пулчĕ.

— Ачасем валли тухса тăракан хаçат-журналăн чи çывăх пулăшуçисем — çамрăк корреспондентсем. Пирĕншĕн сирĕн заметкăсемпе статьясем питĕ паха. Яланах туслă пулар, çак çыхăну нихăçан та ан татăлтăр, кашни килтех «Тантăшпа» «Тетте» пулччăр, — ачасене малашне те çыхăну тытма хавхалантарчĕ Хыпар Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Ва шуркина. Вăл «Ĕç паттăрлăхĕ» ӳкерчĕксен тата «Яланах «Тантăшпа» пĕрле» видео-роликсен конкурсĕсен çĕнтерӳçисене чысларĕ. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   


Раççей Геройĕн ятне çÿлте тытаççĕ

Канаш районĕнчи Янкăлч вăтам шкулĕнчи кадет класĕнче — 20 ача. Вĕсем ытти пур вĕренекеншĕн те тĕслĕх пулса тăраççĕ. Асăннă шкулти кадет класне 2007 çултах уçнă. Паянхи кун ăçта кăна çитмеççĕ-ши, ăçта кăна çĕнтермеççĕ-ши вĕсем? Шкул чысне республикăра çеç мар, час-часах Раççей шайĕнче те хӳтĕлеççĕ.

Çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ

Кĕркунне, чӳк уйăхĕнче, Пĕтĕм Раççейри «Тăван çĕршывăн ывăлĕсемпе хĕрĕсем» патриот конкурсĕнчен çĕнтерӳпе таврăнни пирки эпир çырса кăтартнăччĕ. Нумаях пулмасть, акан 17-мĕшĕнче, тепĕр хутчен Раççейĕн тĕп хулине кайма тивĕçнĕ Янкăлч шкулĕн кадечĕсем. Мускав тата Мускав облаçĕнчи чылай шкулти ачасем хутшăннă «Стройпа утассин тата юрă смотрĕ. Çĕнтерӳçĕсен маршĕ!» конкурса. Пирĕннисене Мускавра чăваш офицерĕсем кĕтсе илнĕ. Пултарулăха тĕрлĕ енчен кăтартасси, стройпа утасси, Александр Невский кнеç вăхăтĕнчи Авалхи Руç историйĕпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕ те йăнăшсăр хуравласси, автомата салатса пуçтарасси пулнă конкурсра. «Мускава 13 ачапа кайрăмăр. Питĕ маттур пулчĕç пирĕн кадетсем. Пĕрремĕш вырăн йышăнса килтĕмĕр», — каласа кăтартать Валерий Васильевич.

Çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ туса шкул чысне çĕклеççĕ саккăрмĕшсем. Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче иртнĕ «Çĕнтерӳ салютне» икĕ командăпа хутшăннă Янкăлч шкулĕ: çамрăк армеецсем тата кадет класĕ. Пур номинацире те пĕрремĕш вырăна тухса Çĕмĕрлерен 8 кубокпа таврăннă. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ республикăри çарпа патриот клубĕсен хушшинчи конкурса та хутшăнма вăхăт тупнă кадетсем. Кунта 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Районти «Зарницăра» каллех пĕрремĕшне тивĕçнĕ.

«Валерий Петров вĕрентекен тата Альбина Федорова класс ертӳçи пирĕншĕн нумай тăрăшаççĕ. Акă çитĕнӳ вăрттăнлăхĕ ăçта! Пирĕн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Расписанире — стройпа утасси, пăшалтан пересси, автомата салатса пуçтарасси, ташласси, хӳтĕлев тумне тăхăнасси, туризм тата ытти те. Йывăрлăхсене парăнтарма майĕпен хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Пулас салтакăн пуç усма юрамасть», — терĕç кадет класĕнче вĕренекенсем.

Шкул ӳсĕм хыççăн ӳсĕм тăвать. Иртнĕ çул вĕçĕнче çамрăк армеецсен класне уçма ĕлкĕрнĕ. «Ачасенче те, çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн чунĕнче те патриот туйăмĕ тапса тăрать. Çакă тата та тăрăшса ĕçлеме, вĕренекенсене сăк çитĕнӳсем тума хавхалантарать. Перессипе кăлч шкулне ĕлĕкренех никам та çитеймен. пирĕн хĕрачасем уйрăмах маттур. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те хĕрсем снайперсем пулнă. Даша Батькова, Саша Анисимова, Альбина Михайлова ку енĕпе питĕ пултаруллă», — палăртса Валерий Васильевич. <...>

Лена АТАМАНОВА.

Материалсемпе тĕплĕнрех паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.