Тантӑш № 19 (4788) 19.05.2022

19 Мая, 2022

«Чăн-чăн юлташăн тĕслĕх пулмалла»

Вăл çиччĕмĕш класра кăна вĕренет-ха. Çапах та унăн пухмачĕ мĕн тери пуян! Çак хĕрача шанăçа яланах тӳрре кăларать, хушнă ĕçе вăхăтра пурнăçлать. Пĕрле вĕренекенĕсенчен, юлташĕсенчен тăрăшулăхĕпе, тарăн шухăшлавĕпе, ĕçченлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Вăл – Комсомольски районĕнчи Хирти Мăнтăр шкулĕнче вĕренекен Юлия Афанасьева. Хастар та маттур хĕрачапа тӳрех пĕр чĕлхе тупрăмăр.

Кашни çулах Тав хутне тивĕçет

Юлия Афанасьева кĕçĕн класранах «5» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пырать. Çавăнпах ĕнтĕ вăл кашни çулах Тав хутне те тивĕçет. Чи юратнă предмечĕсем — чăваш тата вырăс литератури. Анна Ахматова тата Çеçпĕл Мишшин пултарулăхне ытларах кăмăллать вăл.

— Тĕрĕссипе, кашни çыравçă хăйне евĕрлĕ, тарăн шухăшлă çырнă. Акă Çеçпĕл Мишши пире, чăваш ачисене, хастарлă, хыт утăмлă пулма хистет, кун-çул уттинчен юлма хушмасть. Эпĕ те унăн сăмахĕсене асра тытатăп. Унран тĕлĕнетĕп те. Çамрăк пулин те мĕн тери вăйлă сăвăсем çырнă. Вырăс поэчĕсенчен Анна Ахматовăна палăртас килет. Унăн вара сăмах çаврăнăшĕсем хăйне майлă, — тет маттурскер.

Юлия кĕçĕн класранах пĕтĕм предметпа олимпиадăсене, тĕрлĕ конкурса хутшăнать, вĕсенчен лайăх кăтартупа таврăнать. Унăн чи пĕрремĕш çитĕнĕвĕ — районта иртнĕ «Я — исследователь» проект ĕçĕсен конкурсĕнче малти вырăна тухни. Чăвашла таса та илемлĕ калаçаканскер чăваш чĕлхипе тата культурипе регионсен хушшинче иртнĕ олимпиадăра пĕлтĕр – призер, 2020 çулта çĕнтерӳçĕ пулнă. Çулсеренех иртекен «Чĕвĕлти чĕкеç», «Русский медвежонок» конкурса хутшăнса малти вырăнсене тивĕçет.

— Мана мĕн пĕчĕкренех тăван чĕлхе çывăх. Килте те эпир чăвашла кăна калаçатпăр. Тен, çавăнпах унпа çыхăннă олимпиада-конкурссене яланах хутшăнма тăрăшатăп. Вăл хамăршăн лайăх-çке. Чăваш чĕлхи кунĕ те пирĕн шкулта пуян та интереслĕ иртрĕ. Иван Яковлевăн биографине, унăн хайлавĕсене пĕлес енĕпе викторина пулчĕ. Çавăн пекех «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие те хутшăнтăмăр. Ăна кашни класс çырчĕ. Кунта «пиллĕк» паллă илме пултарнăшăн савăнтăм, — тет Юлия.

Хирти Мăнтăр шкулĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асра тытаççĕ.

— Çĕнтерӳ кунĕ — пĕр енчен савăнăçлă та, анчах тепĕр енчен хурлăхлă кун та. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асра тытса митингсем ирттереççĕ. Пирĕн шкулта ăс пухакансем те ăна халалланă мероприятисене кашни çулах хутшăнаççĕ. Акă, сăмахран, «Окна Победы» акципе килĕшӳллĕн, эпир хамăр классенчи кантăксене капăрлатрăмăр. Пĕлтĕр онлайн мелпе «Вилĕмсĕр полк» акцие те хутшăннăччĕ. Кашни паттăра асра тытмалла, вĕсем пире тăнăç пурнăç парнелес тесе тăрăшнă-çке, — терĕ Юлия. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   


Большой опыт и стимул

В конце апреля в Московском автомобильно-дорожном государственном техническом университете состоялась II Республиканская техническая научно-практическая конференция «Современные и информационные технологии в социальной сфере». Обучающиеся нашей школы отлично защитили свои исследовательские работы и заслуженно заняли призовые места.

– Мне понравилось участвовать в научно-практической конференции. Безусловно, это бесценный опыт, новые знания, умения, знакомство. Хочу поблагодарить организаторов конференции и моего научного руководителя Ирину Матюшину за профессионализм и поддержку. Я с удовольствием приму участие в НПК и в следующем году. Для учащихся такие конференции – это большой опыт и стимул к исследовательской деятельности, – поделилась своими впечатлениями участница конференции Полина Петрова.

Обучающиеся получили колоссальный опыт и узнали много нового и интересного. А их научные руководители Любовь Сармукова, Ирина Матюшина, Ольга Самочкова и Людмила Стасюк очень гордятся своими подопечными. А 4 мая прошла школьная научнопрактическая конференция. Над подготовкой проектов трудились обучающиеся, родители и учителя. <...>

Татьяна СОРОКИНА, 7-й класс.

Чебоксары, 6-я школа.

♦   ♦   ♦


Олимпиадăра вун пĕрĕн палăрнă

Н.В. Никольский ячĕллĕ колледж ирттерекен «Профессисен тĕнчи» профориентации олимпиадине хутшăнакансен йышĕ çулран-çул ӳссех пырать. Кăçал онлайн тупăшура 1159 шкул ачи вăй виçнĕ, 292 вĕренекене куçăн майпа иртнĕ тапхăра йыхравланă. Çĕнтерӳçĕсен тата призерсен йышне Шупашкарти 65-мĕш шкулти 11 ача та кĕнĕ.

Вĕренекенсем «Акăлчан чĕлхи», «Менеджмент», «Налуксем», «Химипе биологи», «Çамрăк автомеханик» тата ытти номинацире тупăшнă. 10-мĕш класра ăс пухакан Дарья Смирнова вĕсенчен пĕринче палăрнă. Хĕрача онлайн мелпе ыйтусене хуравласа балсем пухнă, дипломлă пулнă.

— Класс ертӳçи Евгения Лукиянова «Профессисен тĕнчи» олимпиадăна хутшăнма сĕнсен хирĕçлемерĕм, тӳрех килĕшрĕм. Малтанах хама акăлчан чĕлхипе тĕрĕслесе пăхасшăнччĕ. Кăçал ӳнер шулĕнчен вĕренсе тухрăм, çавăнпа «Реклама тата дизайн» номинаци çывăхрах туйăнчĕ. Ыйтусем кăткăс пулмарĕç, çăмăллăнах хуравларăм. Иккĕмĕш тапхăра тухнисене колледжа чĕнсе илчĕç, дипломсемпе чысларĕç. Пире, вĕренекенсене, вĕренӳ учрежденийĕпе паллаштарчĕç, экскурси ирттерчĕç, вĕренме килме йыхравларĕç, — пĕлтерчĕ пултаруллă хĕрача.

Даша хăйĕн пурнăçне юрист профессийĕпе çыхăнтарасшăн.

— Темле пулсан та ӳкерчĕксем тăвас ĕçе манăçа кăларасшăн мар эпĕ. Дизайн та илĕртет. Вĕсем — чун киленĕçĕ. Ăна валли вăхăт тупăнатех, — кăмăллăн калаçрĕ хĕрача. 10-мĕш гуманитари класĕн ертӳçи Евгения Владимировна каланă тăрăх, пĕлӳ çуртĕнче ачасене профессисемпе паллаштарас, пурнăç çулне суйлама пулăшас тĕллевпе нумай ĕç пурнăçлаççĕ. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Кашкăрпа, хир сыснипе тĕл пулнă

Çут çанталăка упрасси — кашнин тивĕçĕ. Çакна Дмитрий Ревунов вăрманçă ача чухнех ăса хывнă. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ вăхăтрах аслашшĕпе тата ашшĕпе йывăçсем лартнă, чĕр чунсемпе кайăксене сăнама юратнă. Алла аттестат илнĕ хыççăн çемье династине малалла тăсса хăй те вăрманçă ĕçне кӳлĕннĕ. Вăл пире хăйĕн профессийĕ пирки каласа парĕ. «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн инспекторне Дмитрий Ревунова сăмах:

— Çак ĕçре 2005 çултанпа вăй хуратăп, 1300 гектар вăрмана пăхса-сăнаса тăратăп. Вăрман пуянлăхĕ — йывăçсем, кайăк-кĕшĕк, чĕр чунсем. Вĕсен хăйсен пурнăçĕ, йăли-йĕрки.
Пирĕн тăрăхра тĕрлĕ чĕр чун пурăнать: хир сысни, пăши, пакша, сăсар тата ытти те. Кашкăрсемпе упасем те тĕл пулаççĕ. 2000 çулсемпе танлаштарсан пăшисен йышĕ ӳснине палăртмалла, вĕсене апатлантарма вăрманта ятарлă вырăн та йĕркеленĕ. Унта тăвар хурса паратăп. Ăна мулкачсем те юратаççĕ. Вăрманта çӳренĕ май пĕр-пĕр чĕр чун куç умне лекетех. Вĕсем этеме курсанах тарса пытанма тăрăшаççĕ. Пĕррехинче кашкăрпа та куçа-куçăн тĕл пулма тиврĕ: айккинелле пăрăнтăм, тĕкĕнмерĕ. Упаран çурисемпе чухне шикленмелле, ун чухне тапăнма пултарать.

Пирĕн тивĕç — чĕр чунсене /пакшаран тытăнса хир сысни таранах/ шута илесси. Çак ĕçе ытларах хĕлле йĕр тăрăх пурнăçлатпăр. Кĕркунне хăнтăр, çуркунне ăсан йышне палăртатпăр.

Тилĕсене, енот евĕр йытăсене, пурăшсене йăвисем тăрăх шута илетпĕр. Тĕслĕхрен, ака уйăхĕнче ăсансен мăшăрлану тапхăрĕ, вĕсем пĕр çĕре пуçтарăнаççĕ. Сасăран аçисене те, амисене те уйăрма пулать.

«Чăваш вăрманĕ» — заповедник территорийĕ. Кунта сунара çӳреме юрамасть. Эпир, вăрманçăсем, браконьерсемпе кĕрешетпĕр. Пĕр-пĕр техника кĕмен-и, пăшал сасси илтĕнмест-и — сыхă тăратпăр. Çу кунĕсенче вышка çине хăпарса ниçта та тĕтĕм йăсăрланмасть-и, вут-çулăм алхасмасть-и тесе сăнатпăр. Пушар тухас пулсан, ун пекки ан пултăр та, сӳнтерес ĕçе хутшăнатпăр. Вăрман пĕр вăхăтрах хăйĕн илемĕпе те илĕртет, çав вăхăтрах этемшĕн хăрушлăх та кăларса тăратать. Кăмпа-çырла пуçтаракансем çул çухатни те пулать. Вĕсем кăна-и: хам та, вăрманта ӳснĕскер, пĕрре аташсах кайнăччĕ. Ун пек чухне техника шавĕ илтĕнекен енне утмалла. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


«Кукаçи купăс каланине ăмсанса сăнаттăм»

Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Максим Борисовăн кашни кунĕ ирхи зарядкăран, стадионта чупнинчен пуçланать. Пĕчĕкрен ĕçлесе çитĕннĕ тата спортпа туслă ял ачине кунти çирĕп дисциплинăна хăнăхма йывăр пулман.

Халăх юррисене килĕштерет

Максим Елчĕкри ӳнер шкулне иккĕмĕш класрах çӳреме тытăннă. Баян калама хăвăртах вĕреннĕ маттур арçын ача. Пĕррехинче килте никам та çук чухне аллине купăс тытса пăхма тĕв тунă Максим. «Тӳмесене пускаласа ларнă хушăра пӳрте кукаçи пырса кĕнине сисмен те. Алăк патĕнче ман çине чеен кулкаласа пăхса тăрать. Юнашар пырса ларчĕ те хăш-пĕр вăрттăнлăха вĕрентме тытăнчĕ. Баян хыççăн купăс калама хăнăхасси йывăрах мар. Питĕ хăвăрт вĕрентĕм. Çар юррисене килĕштеретĕп, чăвашлине те сахал мар пĕлетĕп. Сăмахĕсене ятарласа вĕренмен эпĕ, пĕчĕк чухнех ялта хăлхана кĕнĕ. «Çурхи вăрманта», «Вăрмана кĕнĕ чух шăхăрса кĕр», «Мĕншĕн татрăмши?» халăх юррисем уйрăмах килĕшеççĕ мана. Чунра ăшă та ырă пулса каять. Эпĕ пĕчĕк чухне кукаçи купăс каланине питĕ ăмсанса сăнаттăм. Пӳрнисем мĕнле вылянса ĕлкĕрни тĕлĕнтеретчĕ. Эх, еплерех вĕренес килетчĕ! Манран купăс каласси пулмасть пуль теттĕм ăшăмра», — хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарать Максим. Купăс та, баян та, гитара та аван калать халь арçын ача. Елчĕкри ӳнер шкулĕнче виçĕ çул ăс пухнă вăл.

Çар çынни пуласшăн

Максим Елчĕк районĕнчи Патреккел шкулне ырăпа кăна аса илет. Ултă класс пĕтериччен унти пĕлӳ çуртне ирсерен чупнă-çке. Юлташĕсемпе халĕ те туслă çыхăну тытать арçын ача. Волейболла, футболла, хоккейла выляма юратаканскере кану кунĕсенче яла килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ лешсем. Шкулта, культура учрежденийĕнче иртекен уявсене чĕнсен халĕ те çитсе килме вăхăт тупать Максим. Малтанхи эрнесенче кадет корпусĕнче пăртак кичем пулнине те каларĕ арçын ача. Уйрăмах ялти шкулшăн, юлташĕсемшĕн тунсăхланă вăл. Хăвăрт хăнăхнă çĕнĕ пурнăçа, кадет корпусĕ уншăн тăван кил вырăнне пулса тăнă. Пăшалтан пересси, Калашников автоматне салатса пуçтарасси, стройпа утасси пуринчен ытларах килĕшет ăна.

— Тăваттăмĕш класс хыççăн Чĕмпĕрти Суворов çар училищине вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕччĕ. Анчах та унта лекме май килмерĕ. Халь мар тăк, тăххăрмĕш класс хыççăн çавах пĕр-пĕр çар училищине вĕренме каятăп терĕм. Ман телее, Шупашкарта Чăваш кадет корпусне уçрĕç. Мĕн тери хĕпĕртерĕм ун чухне. Хулана кайма пĕр сăмахсăрах килĕшрĕм. Манăн аннен пиччĕшĕ Эдуард кукка – полковник. Вăл Мускавра тĕпленнĕ. Манăн та ун пекех пулас килет. Кукка мана пĕчĕк чухнех çар çыннин профессийĕ пирки нумай каласа кăтартнă. Тăван çĕршыва юратмаллине, ăна хӳтĕлеме яланах хатĕр пулмаллине аса илтерет. Кукка çине пăхса çирĕп кăмăллă та хăюллă пулма тăрăшатăп», — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ арçын ача. <...>

Лена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Эпĕ пограничник пуласшăн»

Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм шкулĕнчи пилĕк кадет класĕнче — 46 ача. Вĕсем ытти вĕренекеншĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Кашниех çирĕп кăмăллă, чăтăмлă, спортра та малта, вĕренӳре те тăрăшуллă. Пĕрремĕш класа 2016 çулта, çичĕ çул каялла, уçнă. Халĕ вĕсем вун пĕрмĕшĕнче вĕренеççĕ, шкулпа сыв пуллашма хатĕрленеççĕ.

Ашшĕ-амăшĕ пуринчен ытла хĕпĕртенĕ

Элĕк тăрăхĕнчи шкулсенче тек нихăшĕнче те кадет класĕ çук. Чăваш Сурăмĕнче вара — тӳрех 5 класс. «Чи малтан эпĕ райцентрта, ача-пăча пултарулăх çуртĕнче, кайран ача-пăча ӳнер шкулĕнче ĕçленĕ. 2014 çулта Чăваш Сурăм шкулне директора çирĕплетрĕç. Малтанхи вĕренӳ çулĕнче çĕнĕ ĕçе хăнăхрăм. 2016 çулта, авăнăн 1-мĕшĕнче, кадет класне уçма вăй çитертĕмĕр те.

Пĕлетĕр-и, ачасем мар, вĕсенчен ытларах ашшĕ-амăшĕ чунтан хĕпĕртерĕ. Пулас кадетсем валли хаваспах тум çĕлеттерчĕç. Пирĕн шкулта ашшĕ-амăшĕн комитечĕ вăйлă ĕçлет. Вĕсем пулăшса пынипе кадетсене те çăмăл. Пур ĕçе те пĕрле тăватпăр. Конкурссем, уявсем, пĕр-пĕр мероприяти ирттермелле-и — пур енĕпе те пулăшса пыраççĕ. Шкула килсе сĕнӳ параççĕ. Ашшĕсен Канашĕ уйрăмах вăйлă тăрăшать.

Унăн ертӳçи — Александр Орлов, виçĕ ача ашшĕ. Кадет балĕ те пирĕн шкулта ахаль кун мар, Амăшĕсен кунĕнче, иртет. Ашшĕсем хĕр пĕрчисемпе ташланине курасчĕ сирĕн. Вĕсемшĕн хĕпĕртенипе савăнăç куççулĕ тухать.

Хĕрарăма сума сума, вăл чăннипех те этемлĕхĕн черчен çурри пулнине пĕлеççĕ пирĕн енчи арçынсем», – паллаштарчĕ Зоя Васильева директор. Республикăри пур конкурса та хутшăнаççĕ кадетсем. Георгий балне, Çĕнтерӳ вальсне, патриот мероприятийĕсене каяççĕ-и — кирек ăçтан та çĕнтерӳпе таврăнаççĕ. Кăçал та Çĕнтерӳ вальсĕнче чи маттуррисен йышне лекнĕ, малти вырăн йышăннă. Историе тĕплĕн те тарăннăн вĕрентеççĕ. <...>

Лена АТАМАНОВА.

Материалсемпе тĕплĕнрех паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.